Прививка сывлăха упрама пулăшать

Вакцинаци — инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Паянхи кун пирĕн районта пурăнакансем çĕнĕ коронавирус инфекцине хирĕç прививка тума пултараççĕ. Хальлĕхе района пурĕ 1460 доза вакцина килсе çитнĕ, 788 çын вакцинаци тутарнă.
Хăшĕ-пĕрисем прививка тутарма васкамаççĕ-ха. Вĕсем укол мĕнле усă кÿнине пĕлмеççĕ, вакцинаци умĕн тата хыççăн хăйсене мĕнле тытмалли пирки те иккĕленеççĕ. Прививка тăвиччен коронавируспа кĕрешекен клеткăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме васкакансем те йышлă. Çакна туни вара пĕлтерĕшлех мар. Организмра вируспа кĕрешекен клеткăсем пурри вакцинăн усси çине витĕм кÿмест. Енчен те эсир коронавируспа чирленĕ, сирĕн çак инфекципе кĕрешекен клеткăсем сыхланса юлнă пулсан, прививка туни вĕсен шутне тата та ытларах ÿстерет, хÿтĕлев вара тата та шанчăклăрах пулĕ.
Хисеплĕ район çыннисем! Сире çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленме районти тĕп больницăна /Лесная урамĕ, 4-мĕш çурт, инфекци корпусĕ, 1-мĕш хут, 6-мĕш кабинет/ йыхравлатпăр. Хăвăрпа пĕрле амбулатори медицина карттине илме ан манăр. Вăхăтра тунă прививка сирĕн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрама пулăшĕ.
Н.МИХАЙЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *