Техника çуракине хатĕр

Техника çуракине хатĕр

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн кĕçех хĕрÿ тапхăр — çураки пуçланĕ. Акана вăхăтра тухса пĕр кăлтăксăр ирттерес тесен чи малтанах техникăн юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халĕ шăпах техникăн патшалăх тĕрĕслевне ирттермелли тапхăр пырать. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Кокарев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса килнине кура техника тĕрĕслевне каярах пуçланă. Апла пулин те, чылай хуçалăхри «тимĕр утсене» пăхса тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче тĕрĕслекенсем «Труд» ЯХПКра пулчĕç.
Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ пуян. Сергей Кокарев тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников пĕр рете лартса тухнă тракторсене черетпе тĕрĕслерĕç, вĕсен юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. МТЗ-82, МТЗ-89.2, МТЗ-1221.2 тракторсене, пĕлтĕр çеç туяннă «Кировеца» хире тухма пĕтĕмпех хатĕр-ленĕ. Алексей Трофимов, Минрешит Тимергалеев, Александр Яковлев, Алексей Николаев, Минрамил Алимов, Геннадий Трофимов тата Фенил Ялалдинов механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр утсене» яланах типтерлĕн тытаççĕ, вăхăтра юсаса, тасатса тăраççĕ. Нумай çул çак ĕçре тăрăшса вĕсем пуян опыт пуçтарнă, пĕр-пĕринпе Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *