Ырă ĕçе явăçтармалла

Ырă ĕçе явăçтармалла

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен канашĕн пĕрлехи председателĕ Василий Шадриков тата волонтерсен «АгроВыбор» альянс обществăлла организацин правленийĕн председателĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн вĕренекенсен социаллă психологи пулăшăвĕн секторĕн заведующийĕ Надежда Сергеева районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç.
Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тата ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селивановпа тĕл пулчĕç. Канашлăва АПК ветеранĕ- сен представителĕсем Илдус Миннетуллин тата Василий Николаев та хутшăнчĕç. Вĕсем волонтерсен юхăмне ытларах çынсене явăçтарассине тата мероприятисен планне сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннисем çурхи ака ĕçĕсемпе те паллашрĕç. Паянхи куна районти хуçалăхсем акана тухма хатĕр.
Волонтерсен «АгроВыбор» альянс обществăлла организаци — республикăри агропромышленноç сферин ĕçченĕсен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕ. Организацин ĕçĕ-хĕлĕ «Аграрии детям», «Забота о ветеранах АПК», «Агроконтроль», «Агрозверополис», «Агромедия», «Экоагро», «Агро-драйф» проектсем тăрăх пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн обществăлла организаци чылай ĕç тăвать. Пĕрлешÿре Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем тата агропромышленноç ĕçче- нĕсем тăрăшаççĕ.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *