Образование

Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Кашни çулах çĕршер-çĕршер выпускник мĕнле професси суйламалли çинчен пуç ватать: "Ăçта вĕренме каймалла?", "Кам пулмалла?", "Ăçта ĕç тупмалла;" Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чи интереслĕ факультечĕсенчен пĕри — ĕçлевлĕх математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕ çинчен каласа парăпăр. "Специальноç суйланă чухне вăл ĕç рынокĕнче тепĕр 5—6 çултан кирлĕ пуласси çинчен шухăшламалла. Ĕçлевлĕх математикăна, физикăна тата информаци технологийĕсене тарăннăн пĕлни, çак пĕлÿсемпе практикăра усă курма пултарни карьерăра çирĕп утăмсем тума, пысăк тупăшлă ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ", — каласа парать факультет деканĕ, Александр Иваницкий профессор. "Ĕçлевлĕх математика тата информатика" енпе вĕренекенсем математика моделĕ тăвассинчен пуçласа производствăра ĕçлесси таранах вĕренеççĕ. Кунта
Вĕренÿсĕр çутă пулмĕ

Вĕренÿсĕр çутă пулмĕ

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явас енĕпе иккĕмĕш ĕçлĕ калаçу ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пынипе видеоçыхăну мелĕпе майăн 20-мĕшĕнче иртрĕ, ăна вĕренÿ темине халалланă. Канашлу умĕн Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед, экспертсен ушкăнĕпе Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрленĕскер, пĕлтерĕшлĕ темиçе саманта палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, программа вĕрентĕве çитес пилĕк çулта аталантармалли витĕмлĕ инструмент пулса тăтăр тесен "проектсен пысăк пуххи, республикăри вĕрентÿ тытăмне япăх мар сăнласа пани" пурри çеç çителĕксĕр. Тата çакна уçăмлăн палăртмалла: мĕн тата хăш вăхăтра тумалла; мĕнле ĕçсем йышăнмалла; финанс ыйтăвĕсе
ППЭ-сем июльте пуçланаççĕ

ППЭ-сем июльте пуçланаççĕ

Кăçал экзаменсем ирттерме çĕнĕ календарь планĕ хатĕрленĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем июнĕн 29-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Чи малтанах — июнĕн 29, 30-мĕшĕсенче — проба экзаменĕсем пулаççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче экзамена мĕнле йĕркелеме май пуррине тĕрĕслеççĕ. Роспотребнадзор тата Рособрнадзор сĕнĕвĕсем тăрăх, çакăн хыççăн — июлĕн 3-мĕ-шĕнчен ППЭ-сем пуçланмалла. Пĕрремĕш кунхине географипе, литературăпа тата информатикăпа экзаменсем пулĕç. Июлĕн 23-мĕшĕнче юлашки экзаменсем иртеççĕ. Июлĕн 24—25-мĕшĕсем — резерв кунĕсем. Енчен те кам та пулин пĕлтерĕшлĕ сăлтавпа июльте ППЭ-сем тытаймасан, вăл августра çакна тума пултарать. Аса илтеретпĕр: кăçал ППЭ-сене вузсене вĕренме каяс текенсем çеç тытаççĕ. Аттестата паллăсене вара çулталăк тăршшĕпе вĕреннĕ тăрăх лартса параççĕ.  

Вĕренмешкĕн çул кăтартнă, ĕмĕт панă малалла

Тĕнчере çĕр-çĕр професси. Апла пулин те кашниех пурнăçра кăмăла каякан профессие суйласа илме тăрăшать. Чун юратнă ĕç кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Учитель ĕçĕ вара — чи пархатарлисенчен пĕри тесе шутлатăп. Мĕншĕн тетĕр-и? Педагог ĕçĕ ачасенче уççăмăнах палăрать. Çавăнпа педагог — хисеплĕ тата яваплă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Учитель профессийĕнче чи кирли — хăв вĕрентекен предмета чунтан парăнни, ачасене кăсăклантарса, астуса юлмалла ăнлантарма пĕлни тата вĕренекенсене юратни. Комсомольски ялĕнче пурăнакан Зинаида Семеновна Боровкова — таврари хисеплĕ учительсенчен пĕри. Маттур хĕр 1950 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрта Валетовсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ медицина фельдшерĕ пулнă, амăшĕ учительте ĕçленĕ. Вĕсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Тăватă ачи амăшĕн çулĕпе кайса учитель профес
Юлашки шăнкăрав янăрарĕ онлайн

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ онлайн

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăçал уявсене паллă тăвасси çине пысăк витĕм кÿчĕ. Çавна май юлашки шăнкăрав та шкулпа сывпуллашакансемшĕн онлайн мелпе янăрарĕ. Кăçал районти шкулсенче пурĕ 125 яшпа хĕр 11-мĕш класс пĕтерет. Шкул директорĕсем, класс ертÿçисем, пĕрремĕш учительсем видеосаламсем хатĕрлесе вĕсене уявпа саламларĕç, анлă пурнăç çулĕ çине тухса çитĕнÿсем тума, тăван шкул ятне çÿлте тытма сунчĕç. Уяв урăх форматпа иртрĕ пулсан та, вăл выпускниксене чăннипех те хумхатрĕ. 11 çул шкул сукмакне такăрлатнă хыççăн тăван шкултан, юратнă учительсенчен уйрăласси, паллах, чун-чĕрене хускатать. Выпускниксен ашшĕ-амăшĕсем те уявран айккинче юлмарĕç, вĕсен ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ, кунран-кун пĕлĕвне тарăнлатма пулăшнă учительсене тав сăмахĕ калама васкарĕç. — Паллах, юлашки шăнкăрав
Уяв — интернетра

Уяв — интернетра

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Акă эпир те, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, тăван шкулпа, вĕрентекенсемпе сывпуллашатпăр. Кăçал çак уява интернет уçлăхĕнче уявлама шутларăмăр. Пирĕн шкулăн ВКонтакте социаллă сетьре хăйĕн ушкăнĕ пур. Унта çак эрнере кашни кунах çĕнĕ постсем лартрăмăр. Шкул вальсне те видео ÿкерсе вырнаçтартăмăр. 11-мĕш класра 5-ĕн çеç пулнăран эпир кашниех пĕр кунта тĕрлĕ вăхăта шкула пуçтарăнтăмăр. Вальсăн хусканăвĕсене Валентина Филиппова ÿкерсе илчĕ. Сăвăсем вуланине, вĕрентекенсене, атте-аннене тав сăмахĕсем каланине те пĕр видеоролике пуçтартăмăр. Пире "Çĕнĕ Мăратри шкул ачисен юхăмĕ" ушкăна кĕрсе курма пулать. Пирĕн класс питĕ туслă. Эпир, Таня Матросова, Аня Матросова, Александра Басникова, Ермак Наумов, Сергей Чернов пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Класс е
Учителĕн çĕнĕлĕхсемпе ĕлкĕрсе пымалла

Учителĕн çĕнĕлĕхсемпе ĕлкĕрсе пымалла

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Альмира Хабибуллина "Çулталăк учителĕ _ 2020" конкурсра республика шайĕнче лауреат ятне тивĕçни çинчен çырнăччĕ. Паян эпир пултаруллă педагогпа хаçат вулаканĕсене çывăхрах паллаштаратпăр. Альмира Семигулловна акăлчан чĕлхипе шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Вăл халĕ те хăйĕн ют чĕлхе учительне, Антонина Николаевна Сорокинана, ăшшăн аса илет, вăл ачасене интереслентерме пĕлнине пулах çак предмета тарăннăн вĕренес кăмăл çуралнине палăртать. Пĕрремĕш урок вăхăтĕнчех Альмирăна акăлчан чĕлхи мĕнле илтĕнни кăмăлне кайнă, ун чухнех вăл Антонина Николаевна пек ют чĕлхе учителĕ пулма тĕллев лартнă. 2000 çулта А.Хабибуллина Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, малалла пĕлÿ пухма ăçта каймаллине суйланă. "Пирĕ
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Паян Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕн юридици факультетĕнче пĕрремĕш çул вĕренекен, Хирти Ĕнелте çуралса ÿснĕ Никита Голландцевпа паллаштарăпăр. Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕнчен пĕлтĕр "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Çамрăк каччă çинчен сăмах пуçарсан тÿрех çак каларăшсем аса килеççĕ — "пултаруллă çын пур ĕçре те маттур", "лайăхăн лайăхах пулать", "лайăх, ăслă çын халăхра яланах юрăхлă". Вĕренÿре маттур каччă Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче, районта тата республикăра, регионсем хушшинче иртекен культурăпа пултарулăх мероприятийĕсемпе спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Маттур каччăн малти вырăнсене йышăнса тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Тав çырăвĕсем питĕ нумай. Никита 7-мĕш класра пĕлÿ пухнă чухнех СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе регионсем хушшинч
Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Ачасене куçа-куçăн пăхса вĕрентнине нимĕн те çитмест

Çĕр тĕрлĕ професси хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни, чи кăткăсси тата сăвапли — педагог профессийĕ. Çак ĕçре çитĕнÿсем тума аслă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр, мĕншĕн тесен вĕрентекен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачан шăпине калăплать. Чун туртăмне туйса суйласа илнĕ профессие юратакан педагог çеç вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупаять. Вĕренÿ ĕçне парăнса пурнăçлакан педагог кăна кунран-кун ачасене пĕлĕве юратма хăнăхтарнипе пĕрлех хăйĕн ăс-тăнне аталантарма, туптама, тавракурăмне анлăлатма пултарать. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лариса Николаевна Данилова — шăпах çакăн пек педагогсенчен пĕри. Лариса Николаевна Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне уйрăмах Л.П.Гаврилова ирттерекен чăваш чĕлхипе литература предметне кăмăлланă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн

Дистанциллĕ вĕренÿ тивĕçтереть-ши?

Районти шкулсенче вĕренÿ мĕнле иртет? Раççейре анчах мар, Чăваш Енре те çĕнĕ вируспа чирленисен шучĕ, шел пулин те, кулленех палăрмаллах ÿсет. Çавăнпах ĕнтĕ шкул ачисемпе студентсене дистанциллĕ майпа вĕрентессине малалла тăсрĕç. Экспертсен шухăшĕпе, юлашки тапхăрта кун пек майпа пĕлÿ илесси палăрмаллах ÿсрĕ пулин те, нимĕнле компьютер та вĕрентекене улăштараймĕ. Апла пулин те çак тапхăрта кун пек вĕренÿпе çырлахмах тивет. Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви те шкулсемпе вĕренекенсене малтанах пулăшма тытăнчĕ. Шкул ачине вĕренÿре пулăшма пултаракан интернет-ресурссене палăртнăччĕ. Министерство сайтĕнче 20-е яхăн Интернет-платформа çирĕплетнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ патшалăхăн: "Раççейри электрон шкул" тата "Мускаври электрон шкул". Раççейри мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕ "Раççей