Вторник, 23 апреля

ППЭ-сем июльте пуçланаççĕ

ППЭ-сем июльте пуçланаççĕ

Кăçал экзаменсем ирттерме çĕнĕ календарь планĕ хатĕрленĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем июнĕн 29-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Чи малтанах — июнĕн 29, 30-мĕшĕсенче — проба экзаменĕсем пулаççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче экзамена мĕнле йĕркелеме май пуррине тĕрĕслеççĕ.
Роспотребнадзор тата Рособрнадзор сĕнĕвĕсем тăрăх, çакăн хыççăн — июлĕн 3-мĕ-шĕнчен ППЭ-сем пуçланмалла. Пĕрремĕш кунхине географипе, литературăпа тата информатикăпа экзаменсем пулĕç. Июлĕн 23-мĕшĕнче юлашки экзаменсем иртеççĕ. Июлĕн 24—25-мĕшĕсем — резерв кунĕсем. Енчен те кам та пулин пĕлтерĕшлĕ сăлтавпа июльте ППЭ-сем тытаймасан, вăл августра çакна тума пултарать.
Аса илтеретпĕр: кăçал ППЭ-сене вузсене вĕренме каяс текенсем çеç тытаççĕ. Аттестата паллăсене вара çулталăк тăршшĕпе вĕреннĕ тăрăх лартса параççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *