Уяв — интернетра

Уяв — интернетра

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Акă эпир те, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, тăван шкулпа, вĕрентекенсемпе сывпуллашатпăр. Кăçал çак уява интернет уçлăхĕнче уявлама шутларăмăр. Пирĕн шкулăн ВКонтакте социаллă сетьре хăйĕн ушкăнĕ пур. Унта çак эрнере кашни кунах çĕнĕ постсем лартрăмăр. Шкул вальсне те видео ÿкерсе вырнаçтартăмăр. 11-мĕш класра 5-ĕн çеç пулнăран эпир кашниех пĕр кунта тĕрлĕ вăхăта шкула пуçтарăнтăмăр. Вальсăн хусканăвĕсене Валентина Филиппова ÿкерсе илчĕ. Сăвăсем вуланине, вĕрентекенсене, атте-аннене тав сăмахĕсем каланине те пĕр видеоролике пуçтартăмăр. Пире «Çĕнĕ Мăратри шкул ачисен юхăмĕ» ушкăна кĕрсе курма пулать.
Пирĕн класс питĕ туслă. Эпир, Таня Матросова, Аня Матросова, Александра Басникова, Ермак Наумов, Сергей Чернов пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Класс ертÿçи — Галина Митрофановна Павлова пи-рĕншĕн иккĕмĕш анне пулса тăчĕ. Ачасемшĕн вăхăтне те, вăй-халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемерĕ. Сирĕн сăнарăр, вĕрентсе каланисем кашнин асĕнче юлĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенсене Алина Григорьевна Афанасьевăна, Антонина Петровна Филипповăна тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем пире сас палли çумне сас палли çыпăçтарса яка вулама, шăрçа пек çырма, ырăпа усала уйăрма вĕрентрĕç. Атте-аннене те пирĕнпе яланах юнашар пулнăшăн, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панăшăн тав тăватпăр.
Юлашки шăнкăрав ачалăх кунĕсене, шкулти савăнăçлă самантсене яланлăхах хыçа хăварĕ. Анчах малта та пире çутă пуласлăх, пурнăçланас ĕмĕтсем кĕтессе шанса тăратпăр.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *