Воскресенье, 19 мая

Образование

Лайăх вĕрентĕр тесен

Лайăх вĕрентĕр тесен

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисем лайăх вĕренсен, тăрăшуллă та активлă пулсан, паллах, савăнать. Анчах та шкула кайма пуçласан пурин те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пĕрисем вĕсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, теприсен вара чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ чăтăмлă пулмалла. Ача шкула кайма хатĕррине кăтартакан тĕп паллă — вăл тĕрĕс, лайăх калаçни. Çуралсанах ача тĕрлĕ сасăсене илтет, вĕсене уйăрма хăнăхать. Майĕпен вăл аслисен калаçăвне ăнланма пуçлать, хăй те уйрăм сăмахсем калама пикенет. Пепкен калаçăвне аталантарма кĕске сăвăсем, юрăсем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сасăсене евĕрлеме хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр сасăсене, пĕр сăмахсене темиçе хутчен калани сасăсен ăнкарăвне аталантарать, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене ас туса юлма пулăшать. Çавăнпа та пепкене çывăрттарнă чухне юрăсем юрлам
Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Сентябрĕн 1-мĕшне кашни çулах ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, чылай малтан илемлĕ шкул форми, тетрадь-ручкăсем туянса хураççĕ, ирпе ирех вĕрентекенсем валли хÿхĕм чечек çыххисем хатĕрлеççĕ. Коронавирус пандемине пула иртнĕ вĕренÿ çулне дистанци мелĕпе вĕçлеме тиврĕ. Çавăнпах кăçалхи Пĕлÿ кунĕ тата та ытларах кĕтнĕ уяв пулчĕ. Пĕрле вĕренекенсемшĕн, юратнă вĕрентекенсемшĕн, шкул парттисемпе уроксемшĕн пурте тунсăхласа çитнĕ-çке. Чир сарăласран сыхланас тĕллевпе кăçалхи уяв линейкисене ытти çулсенчисенчен урăхла ирттерме йышăннă. Унта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем тата юлашки çул шкул сукмакне такăрлатакансем çеç хутшăнчĕç. Ытти классенче ăс пухакансемшĕн вара уяв класра иртрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăçал 58 ача пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕрет. Уяв л
Умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Умра — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Уйрăмах пĕлÿ çурчĕн алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕрекенсем çак куна тахçанах кĕтнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шкул форми тăхăнма, илемлĕ чечек çыххи тытса шкул урати урлă каçма, юлташсемпе тĕл пулма вăхăт çитрĕ те. Анчах та кăçалхи вĕренÿ çулĕ ытти çулсенчен уйрăлса тăрĕ. "2020—2021 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче 2694 вĕренекен парта хушшине ларĕç, вĕсенчен 257-шĕ пĕрремĕш класа килмелле. Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха сирес тĕллевпе вĕренÿ процесне йĕркелеме Роспотребнадзор сĕннĕ çĕнĕ санитари правилисене пур вĕренÿ организацийĕсенче те пăхăнма тивĕç. Çавна май сентябрĕн 1-мĕшне, Пĕлÿ кунне, шкулсенче епле йĕркелессине шкул директорĕсем палăртаççĕ. Маска режимĕ учительсемпе шкул ĕçченĕсемшĕн тата ашшĕ-амăшĕсемшĕн çирĕп пулĕ", — пĕлтерчĕ район адми
Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Августăн 21-мĕшĕнче районти ачасене турттаракан шкул автобусĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Кăçал районти 44 ялти 651 вĕренекене 14 шкул автобусĕ турттарĕ. Ачасене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса турттарасси, кирлĕ документсем пурри тата техника юсавлăхĕ тĕрĕслевре тĕп вырăн йышăнчĕç. Кашни автобус патнех социаллă педагог çирĕплетнĕ, вĕренекенсем ятарлă инструктаж илеççĕ. Ачасене автобус çинчи ĕç стажĕ виçĕ çултан кая мар опытлă водительсем турттараççĕ. Вĕсемпе ДОСААФ-ăн районти пайĕнче çулленхи хатĕрленĕве ирттернĕ. Çавăн пекех водительсем рейса тухиччен те, хыççăн та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине йĕркеленĕ. Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.  
Шкулсем ĕçлеме хатĕр

Шкулсем ĕçлеме хатĕр

Сентябрĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан ыйтусем çине Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев хуравлать. — Сергей Петрович, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пире мĕн кĕтет: классенчи уроксем-и е мĕн те пулсан урăххи-и? — Вĕренÿ тытăмĕшĕн Пĕлÿ кунĕ яланах уяв, кăçал та вăл çавăн пек пулмалла. Анчах та çак уяв çĕршыври чарусене тата Роспотребнадзор çирĕплетнĕ хушусене шута илсе иртмелле. — Уроксем мĕнле иртĕç? Роспотребнадзор хушăвĕсем питĕ çирĕп-çке. — Çапла, Роспотребнадзор требованийĕсене пăхăнса ĕçлемелле пулать. Шкулти ир ачасен ÿт температурине виçессипе пуçланĕ. Температура ÿснĕ вĕренекен шкулта пулсан кашни шкул хăй тĕллĕн йышăну тăвĕ. Ачасем аллисене дезинфекци тăвĕç, унтан тин классене кĕрĕç. Шкул ачисем классем тăрăх куçса çÿремĕç
Вĕри апатпа тивĕçтерĕç

Вĕри апатпа тивĕçтерĕç

2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи шкулсенчи 1— 4-мĕш классенче вĕренекенсене кунне пĕр хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем валли ятарласа  тĕрлĕ усăллă блюдăсенчен икĕ эрнелĕх меню хатĕрлеççĕ. Кунта чи малтанах апат-çимĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх  уйăраççĕ. Шкул менюне хатĕрленĕ чухне çулталăк тапхăрне шута илеççĕ, çавăн пекех ачана йĕркеллĕ аталанса ÿсме кирлĕ талăкри  рационăн тутлăлăхне тĕпе хураççĕ. Блюдăсене технологи карттисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлеççĕ. Унта тĕп апат-çимĕçе тата кулинари изделийĕсене янтăланин рецептне тата технологине ятарласа палăртаççĕ. Апат пахалăхне пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕн учредителĕ тата ашшĕ-амăшĕн комитечĕ тĕрĕслесе тăрĕç. Хыпарсене Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрлен
Чăн-чăн профессионалсене ЧПУра хатĕрлеççĕ

Чăн-чăн профессионалсене ЧПУра хатĕрлеççĕ

Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме документсем памалли вăхăт вĕçленсе пырать. Абитуриентсем мĕншĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне суйлани çинчен пире вузăн ректорĕ Андрей Юрьевич Александров каласа пачĕ. — Андрей Юрьевич, Чăваш патшалăх университечĕ — Чăваш Енри чи пысăк вузсенчен пĕри. Паянхи кун шкулсенчен тата техникумсенчен вĕренсе тухакансене эсир мĕнле специальноçсем сĕнетĕр; — Пирĕн вузра 15 факультет, 110 вĕренÿ программи тата хушма вĕренĕвĕн 200 программи. Техника, гуманитари, çут çанталăк ăслăлăхĕсен тата творчество направленийĕсем студентсене кĕтеççĕ. ЧПУн йышăну комиссийĕн сайчĕ çинче (https://abiturient.chuvsu.ru/) кашни факультет тата специальноç çинчен информаци пур. — Панă заявленисен статистики мĕнлерех-ши; Вузра миçе бюджет вырăнĕ; —&n
«Пилеш» хăтлăхпа савăнтарĕ

«Пилеш» хăтлăхпа савăнтарĕ

Шкул çулне çитмен ачасемшĕн ача сачĕ — иккĕмĕш кил. Вĕсем кулленхи вăхăтне ытларах кунта ирттереççĕ: выляççĕ, вĕренеççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ, тантăшĕсемпе хутшăнаççĕ, апатланаççĕ, çывăраççĕ. Çавăнпа та вĕсене валли хăтлă та тирпейлĕ вырăн йĕркелесси — ача садĕнче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем кашни çулах çуллахи вăхăтра çурта юсаса çĕнетме, илемлĕ сăн кĕртме тăрăшаççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ. Çурта ятарласа тĕпрен юсанин вара пĕлтерĕшĕ уйрăмах витĕмлĕ. Вăл çурт сăн-сăпатне тултан та, шалтан та çĕнетме, эксплуатаци характеристикин пахалăхне ÿстерме май парать. Районти ача сачĕсенче тăтăшах юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Пур çĕрте те харăсах строительство ĕçĕсем ирттерме май килмест паллах, вĕсене черетлĕн пурнăçлаççĕ. Акă, "Пилеш" ача садĕнче капиталлă юсав
Ачалăх хаваслă, кану усăллă ирттĕр

Ачалăх хаваслă, кану усăллă ирттĕр

Июлĕн 27—31-мĕшĕсенче Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та, ведомствăсем хушшинчи "Çул çитмен çамрăк" оперативлă профилактика операцийĕ иртрĕ. Тÿрех палăртам, темиçе тапхăрпа йĕркелетпĕр ăна. Çитес вăхăтра профилактика рейчĕ августăн 3-6-мĕшĕсенче иртет. "Çемье" тапхăрта йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене социаллă тата право пулăшăвĕ парассине тĕпе хуратпăр. "Каникул" тапхăрта вара "йывăр" ачасен шутне кĕртнĕ çул çитмен çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернине тĕрĕслетпĕр. Çÿлерех асăннă операци вăхăтĕнче район администрацийĕн çул çитменнисен комиссийĕн членĕсемпе, участок уполномоченнăйĕсемпе полици пайĕнче сăнавра тăракан, эрехпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ патне çитсе куртăмăр. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе "шанчăксăртараххисен" ушк

Пурнăçра чи кирли лайăх çын пулни

Тăрăшмасăр пĕлÿ пухăнмасть, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, алă усса ларсан нимĕн те пулмасть, тăрăшнине кура вара ÿсĕмсем савăнтараççех. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Викентий Говоров мĕн пĕчĕкрен тăрăшулăхпа, çине тăма пĕлнипе палăрнă. Çавăнпах ĕнтĕ унăн çитĕнĕвĕсем ашшĕ-амăшне, асламăшне савăнмалăх пур. Пĕрремĕш класранпах пĕтĕм "пиллĕк" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынăскер, вăл шкула та ылтăн медальпе пĕтерчĕ. Викентий пĕлÿ çуртне алăк уçса кĕрсенех числосен асамлă тĕнчипе интересленме пуçланă, математика урокне кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтнĕ, учитель каланисене тимлĕн итлесе ăша хывнă. Вăтам классене куçсан физика та ăна питĕ кăсăклантарнă. Шăпах çак предметсене шкул ачи тарăннăн вĕренме, уроксем вăхăтĕнче нумайрах çĕнни пĕлме тăрăшнă. Каччă пĕрре çеç мар вĕсемпе олимпиад