Пятница, 19 апреля

Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Цифрăпа туслашсан — ĕçсĕр юлмăн нихçан

Кашни çулах çĕршер-çĕршер выпускник мĕнле професси суйламалли çинчен пуç ватать: «Ăçта вĕренме каймалла?», «Кам пулмалла?», «Ăçта ĕç тупмалла;» Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чи интереслĕ факультечĕсенчен пĕри — ĕçлевлĕх математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕ çинчен каласа парăпăр.
«Специальноç суйланă чухне вăл ĕç рынокĕнче тепĕр 5—6 çултан кирлĕ пуласси çинчен шухăшламалла. Ĕçлевлĕх математикăна, физикăна тата информаци технологийĕсене тарăннăн пĕлни, çак пĕлÿсемпе практикăра усă курма пултарни карьерăра çирĕп утăмсем тума, пысăк тупăшлă ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ», — каласа парать факультет деканĕ, Александр Иваницкий профессор.
«Ĕçлевлĕх математика тата информатика» енпе вĕренекенсем математика моделĕ тăвассинчен пуçласа производствăра ĕçлесси таранах вĕренеççĕ. Кунта искусствăлла интеллект тата робототехника, шутлавăн математика меслечĕсем, экономикăра тата бизнесра математика моделĕсем тăвасси тата ертсе пырасси, банк тата страхлав ĕçне модельлесси, статистика кăтартăвĕсен анализĕ тата прогноз тăвасси, финанс тата инвестици тытăмĕсенчи информаци технологийĕсем енĕпе ĕçлекен специалистсене хатĕрлеççĕ. Çакăнта пĕлÿ илекенсем математика тата бизнес, математика тата промышленноç, математика тата информаци технологийĕсем енĕпе те ĕçлеме пултараççĕ. Кунта специалист-актуарисене те вĕрентеççĕ. Вĕсем страхлав тата финанс ĕçĕсенчи, хаклă йышши хутсен рынокĕсенчи хатарлăхсене шутласа кăлараççĕ. Ĕç рынокĕнче çакăн пек специалистсем питĕ кирлĕ, вĕсене хатĕрлекен вузсем вара сахал. Çавна май ЧПУ выпускникĕсем ку енĕпе лайăх карьера тума пултараççĕ.
Даннăйсен базисемпе, компьютер технологийĕсемпе, сайтсемпе тата мобильлĕ хушăмсемпе паянхи кун пурте усă кураççĕ. Апла пулсан, вĕсене туса кăларакансен, вĕсемпе ĕçлекенсен яланах ĕç пулать. «Математика тивĕçтерĕвĕ тата информаци тытăмĕсене администрацилесси» направленире информаци тытăмĕсене туса хатĕрлекен, ĕçе кĕртекен тата йĕркелесе тăракан специалистсене хатĕрлеççĕ. Студентсем математикăна тата кодировани теорине, даннăйсен базисене, проект ĕçне, информаци тытăмĕсене йĕркелесе пырассине тата администрацилессине, JAVA, Python, Lazarus, чĕлхесемпе усă курса программăсем хатĕрлессине, Linux операци тытăмне, логикăлла тата функционаллă программăсем хатĕрлессине, искусствăлла интеллект тытăмĕсене тата ытти дисциплинăсене тарăннăн вĕренеççĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче вĕсем программа тивĕçтерĕвĕн çĕнĕ программисемпе ĕçлеме, профессионаллă сайтсем хатĕрлеме, информаци тытăмĕсем тата мобильлĕ хушăмсем тума, даннăйсен базисен ĕçне йĕркелесе пыма хăнăхаççĕ. Çак енпе пĕлÿ илнĕ выпускниксем даннăйсен анализĕпе тата информаци технологийĕсемпе çыхăннă сферăсенче çăмăллăнах ĕç тупма пултараççĕ.
«Физика» направленипе вĕренекен студентсем теори тĕпчевĕсем тата экспериментсем ирттереççĕ, опытпа конструктор ĕçĕсем тăваççĕ, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе промышленноçăн тĕрлĕ сферинче усă кураççĕ.
Факультетри студентсемпе аспирантсем наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕпчевсем валли кунта çĕнĕ йышши лабораторисем пур, çав шутра: «Искусствăлла интеллект тата робототехника», «Наноматериалсен синтезĕ», «Çилпе гидроэнергетика вăйĕллĕ хатĕрсем», «Биоинформаци технологийĕсем» тата партнер предприятисенче вырнаçнă лабораторисем.
«Математиксемпе» «физиксем» хушшинче талантлă çамрăксем нумай. Факультетра пур енĕпе те аталанма майсем пур. Студентсем ăслăлăхра, спортра, художествăлла пултарулăхра, волонтерствăра çитĕнÿсем тăваççĕ, строительсен отрячĕсенче ĕçлеççĕ, çĕршыв тăрăх çул çÿреççĕ, тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ.
Кунта вĕреннин паха енĕсем тата та пур. Çав шутра: тÿлевсĕр вĕренни, 15 пин тенкĕ таран стипенди илсе тăни, общежитире пурăнма, хамăр республикăрах тарăн пĕлÿ илме май пурри. Раççейри вузсенчен ЧПУ çеç компьютерсем туса кăларакан Intel компанипе искусствăлла интеллектлă компьютер прототипĕпе ĕçлеме лицензи килĕшĕвĕ тунă. Кăçал вуз 1-мĕш курс студенчĕсенчен искусствăлла интеллект тăвас енĕпе ĕçлекен ăслăлăх ушкăнĕ пуçтарĕ. Пурĕ факультетра 84 бюджет вырăнĕ пулать.
Эсир халĕ те ăçта вĕренме каймалли пирки пуç вататăр-и? ЧПУн пĕр выпускникĕ çакăн пек каланă: «Математикăпа, физикăпа тата информаци технологийĕсемпе çыхăннă професси суйлакан çамрăк специалист пек яланах кирлĕ пулать». Тĕплĕнрех вуз тата факультет çинчен пĕлес тесен йышăну комиссине +7 /8352/ 45-23-39, 45-82-81, хĕрÿ линие 8-800-550-79-88 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать. https://vk.comŸchuvsu сайтра та кирлĕ информацие вырнаçтарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *