Вторник, 17 февраля

Образование

Тарӑн пӗлӳпе палӑрнӑ

Пирӗн округри вӗренекенсем шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитетри  тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн предметсен регионти тупӑшӑвӗнче те лайӑх пӗлӳпе палӑрнӑ. Экономикӑпа регионта иртнӗ олимпиадӑра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Юлия Исаева, биологипе Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов, тутар чӗлхипе Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Ислам Гайнуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Гузель Зинетуллина, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Диля Мухаметшина ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Полина Романова экономикӑпа тата биологипе, ҫак шкулти Кирилл Кузьмин биологипе, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов информатикӑпа, Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Аяз Валеуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Джамиле Зарипова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи Эльвина Сабирзяновӑпа Азелия Абулханова тутар чӗ
Проектра ҫӗнтернӗ

Проектра ҫӗнтернӗ

Декабрӗн 2-мӗшӗнче республикӑра регион шайӗнчи сумлӑ «Премия Первых» проекта пӗтӗмлетнӗ. Унта регионти чи активлӑ, пултаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑйсен ӗҫӗсемпе, ҫӗнӗлле шухӑшӗсемпе, тапса тӑракан вӑй-халӗпе Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан лидерсене наградӑланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ хастарӗсем те пур. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн активистки Дарья Ульдина «Созидатель года/Прорыв года» номинацире мала тухнӑ. Ҫак шкултах тӑрӑшакан директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникне Петр Родионова «Наставник года» номинацире чысланӑ. Хастарсене ҫитӗнӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те активлӑ та пултаруллӑ пулма сунатпӑр. Алевтина МАРИЯН.  
Ачан пуплевне аталантармалла

Ачан пуплевне аталантармалла

Шкул ҫулне ҫитсе пынӑ май, ача садӗнче ачан пуплевӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӗлхе аталанӑвӗ мӗнле шайрине епле тӗрӗслеме пулать-ха; Чи малтанах ачана ӳкерчӗксем тӑрӑх калав тума сӗнетпӗр. Ҫавна май 2—4 ӳкерчӗке илсе хутӑштармалла, ӳкерчӗксене йӗркипе хурса тухса мӗн хыҫҫӑн мӗн пулнине каласа пама ыйтатпӑр. Енчен те ачан чӗлхе аталанӑвӗ чылай кая юлса пырать пулсан, вӑл хӑшпӗр япаласене ҫеҫ асӑнать, предложенисем тӑваймасть. Чӗлхе кӑлтӑкӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — сасӑсем тӗрӗс мар тухни. Чылай сасӑ йӑнӑш тухсан  ача мӗн каланине ӑнланма та йывӑр. Ытларах чухне пӗчӗккисен р, л, шӑхӑракан сасӑсем (з-с-ц), чӑшлатакан сасӑсем (ш-ж-ч-щ) йӑнӑш тухаҫҫӗ. Тӗрӗс мар тухакан сасӑсене шкула кайиччен тӳрлетме тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен сасӑсем йӑнӑш калани вӗренӳ ҫине тӳрремӗнех в
Пысӑка хурса хакланӑ

Пысӑка хурса хакланӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри  «Школьный агростартап» конкурсӑн тӗллевӗ агропромышленноҫ комплексӗ тата предпринимательство енне туртӑнакан пултаруллӑ вӗренекенсене тупса палӑртасси, вӗсене пулӑшса ҫак енӗпе малалла та ӗҫлеме хавхалантарасси пулса тӑрать. Унӑн финалти тапхӑрӗ Долгопрудный хулинчи П.Л.Капица ячӗллӗ физтехника лицейӗнче иртнӗ. Унта пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Зеленый щит» команда та хутшӑннӑ. Дарья Ульдинапа Анастасия Волкова вӗренекенсем  наука ертӳҫи, шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Петр Родионов ертсе пынипе инновациллӗ проект хатӗрленӗ. Хӑйсем тунӑ бизнес-планпа тата расчетсемпе жюри  членӗсене паллаштарнӑ. Чӑваш республикинчен кайнӑ команда  ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Конкурсра вӗсем  3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсене  ма
Ачасем кӑсӑкланаҫҫӗ

Ачасем кӑсӑкланаҫҫӗ

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ — Раҫҫей халӑхӗсен хушшинчи пӗрлӗх тата килӗшӳ пӗлтерӗшне ҫирӗплетекен уяв.  Ҫак уяв тӗлне ача садне ҫӳрекен ачасем айрис-фолдинг техникипе аппликацисем  туса хатӗрлерӗҫ. Ҫак техникӑпа  аппликацисем  тӑвасси — ачасене уявпа паллаштарасси,  вӗсен пултарулӑхне тата алӑсен моторикине аталантарасси.   «Раҫҫей символӗ — Раҫҫей федерацийӗн ялавӗ» аппликаци тума   пире тӗрлӗ тӗслӗ хут,  хачӑ,  ҫилӗм,  хуҫлатмалли шаблонсем кирлӗ пулчӗҫ.  Кашни шӑпӑрлан  хӑйне евӗрлӗ аппликаци ӑсталарӗ,  вӑл халӑх пӗрлӗхӗн пысӑк мозаикин пӗчӗк пайӗ пулса тӑчӗ. Айрис-фолдинг — хут хуҫлатмалли техника,   калӑпӑшлӑ та ҫутӑ аппликацисем тума май парать.  Ҫавна май унпа ачасем кӑсӑклансах паллашаҫҫӗ. 
Шкул ачисем – кадетсем

Шкул ачисем – кадетсем

Октябрӗн 23-мӗшӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадетсемшӗн асра юлмалли паллӑ кун пулнӑ. Кунта «Патшалӑх тата ҫар служби» енпе кадетсен тӑххӑрмӗш  класӗ уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире 5-мӗш класра  вӗренекенсем присяга сӑмахӗсене каласа Раҫҫейри кадетсен йышне кӗнӗ. Вӗсене ҫак ятпа округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫарсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен Ассоциацийӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗ Валерий Степанов полковник тата  ыттисем те саламланӑ, вӗренӳре, пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ. Вӗренекенсем ҫак кун пакунсем тата кадет пулнине ӗнентерекен удостоверенисем илнӗ. Кадет пулни вӗсене вӗренӳре те, обще

Чи активлисем – лагерьте

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш кадет класӗнче пӗлӳ илекен Кирилл Кузьминпа Полина Романова активлӑ та пултаруллӑ пулнипе пӗрре ҫеҫ мар тӗрлӗрен ача-пӑча лагерӗсенче канма тивӗҫнӗ. Нумаях пулмасть хастар  шкул ачисем «Смена» лагерьте пулнӑ, унта «Эпӗ — гражданин» направление суйласа илнӗ. Лагерьте ачасем дискуссисене активлӑн хутшӑннӑ, проект ӗҫӗнче хастарлӑхпа палӑрнӑ, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе ҫывӑхрах паллашнӑ. Ҫавӑн пекех социаллӑ яваплӑх, волонтерлӑх тата лидер пахалӑхӗсем ҫинчен те нумай ҫӗнни пӗлнӗ. Хисеплӗ астӑвӑм вахтин занятийӗсем тата «Проект от идеи к воплощению» интерактивлӑ сесси вӗсене уйрӑмах килӗшнӗ. Кадетсем самбо, туризм тата тӗл пересси енӗпе спорт мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, лайӑх кӑтартусем туса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шкул ачисем вӗренӳре ҫеҫ ма

«Орленоксен» йышне илнӗ

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче округри шкулсенче 1-мӗш класра вӗренекенсене пӗтӗм Раҫҫейри «Орлята России» юхӑма кӗртес енӗпе савӑнӑҫлӑ церемони иртнӗ.  «Орленок» пуласси — пысӑк чыс тата яваплӑх. Паянхи кун «орленоксем» — пуринчен те малта пыракансем. Вӗсем тарӑн пӗлӳ илме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗр ӗҫрен те хӑраса тӑмаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва юратаҫҫӗ, йӗркене пӑхӑнаҫҫӗ, тус-юлташӗсене хисеплеҫҫӗ.  Ачасене «орленоксен» юхӑмӗ ӑҫтан пулса кайни ҫинчен каласа панӑ, вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче тумалли ӗҫсемпе паллаштарнӑ, туслӑха, пӗр-пӗрне пулӑшу кӳрессине яланах мала хумалли ҫинчен аса илтернӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ. «Паян эсир «орленоксен» пысӑк та туслӑ ҫемйине кӗретӗр. Ырӑ кӑмӑл, пӗлӳ патне ӑнтӑлни тата Тӑван ҫӗршыва юрат
Юмахсем ачасем патне хӑнана килччӗр

Юмахсем ачасем патне хӑнана килччӗр

Нумай ачашӑн кӗнекесемпе паллашасси юмахсенчен пуҫланать. Ача садӗнчи воспитатель, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене асамлӑ «тӗнчене» илсе кӗреҫҫӗ. Чылайӑшӗшӗн вулама вӗренсен алла тытнӑ пӗрремӗш кӗнеке те юмах пулнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар. Вӗсене ансат чӗлхепе, ӑнланмалла ҫырнӑ. Сӑнарсем те нумай мар, пулса иртекен ӗҫсене те йӗркипе ҫырса кӑтартнӑ. Юмахсем  ачана лайӑххипе начаррине, ырӑпа усала лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене воспитани парас ӗҫре те вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Эпир те хамӑрӑн ача садӗнче занятисене вӑйӑсем евӗр юмахсенчи сӑнарсене тӗпе хурса ирттерме тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ вӗсене мӗн каланине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать, ачасен тимлӗхне ӳстерет. Юмахсем пурте тенӗ пекех мӗне те пулин вӗрентеҫҫӗ. Вӑйсӑррисене, инкеке лекнисене пулӑшмаллине, ырӑ тунине хирӗҫ

Вӑтам шкулта хӑтлӑ, вӗренме кӑмӑллӑ

Ачасем пӗлӳ пухакан вырӑн хӑтлӑ та тирпейлӗ  пулни темрен те паха. Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче. Кӑҫал вӑтам шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, унсӑр пуҫне шкул территорийӗнче ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама май паракан ятарлӑ площадка та хута янӑ. Пӗтӗмӗшле каласассӑн: ачасен тарӑн пӗлӳ илме тата сывлӑха ҫирӗплетме пур услови те пур. Апла пулин те шкул дирекцийӗ  кун-ҫул уттинчен юлмасӑр  аталанма тӑрӑшать. Пысӑк пуҫарусенче ашшӗ-амӑшӗсем,  предпринимательсем, уйрӑм ҫынсем пысӑк тӳпе хывни те пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, кӑҫал шӑпах ашшӗ-амӑшӗсен пулӑшӑвне пула вӑтам шкул коридорӗсене  тӗпрен ҫӗнетме пултарнӑ. Халӗ кунта илемлӗ, хӑтлӑ, меллӗ вырӑнсем йӗркеленӗ, стенасем ҫине кирлӗ информаци вырнаҫтарнӑ. Ачасен вӗренӗвӗ те, канӑвӗ те усӑллӑ иртессинче иккӗленӳ ҫук
Пултаруллӑ ачасем «Артека» та ҫитеҫҫӗ

Пултаруллӑ ачасем «Артека» та ҫитеҫҫӗ

Мӗн ачаран тӑрӑшуллӑ пулни, пултарулӑха аталантарса, тавракурӑма анлӑлатса пыни ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарма пулӑшать. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫакна тӗпе хурса темпе те интересленеҫҫӗ, таҫта та ҫитеҫҫӗ, тӗрлӗ конкурс-фестивале хутшӑнса мала тухаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ вӗренекен Раҫҫей шайӗнче иртекен «Большая перемена» конкурсра пултарулӑхне кӑтартса чи маттуррисен шутне кӗнӗ. Екатерина Филиппова 5—7-мӗш классенче пӗлӳ илекенсем хушшинче ӑмӑртнӑ. Март тата апрель уйӑхӗсенче ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ дистанци мелӗпе иртнӗ. Катя видеовизитка тунӑ, тест ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ, кейс (е тепӗр майлӑ каласан проект) хатӗрленӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Кейса епле пурнӑҫланине видеоотчет евӗр ӳкерсе ярса панӑ. Кашни ӗҫшӗн балсем пуҫтарӑнса пынӑ. Иккӗмӗш тапхӑр

Вӗренӳре пулӑшать

«Сферум» вӗренӳ сервисӗ халӗ МАХ наци мессенджерӗпе ҫыхӑнса ӗҫлет. Ун урлӑ чатсенче ҫырма, видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫма, интерактивлӑ доскапа усӑ курса материала вӗрентме пулать. Ҫавӑн пекех «Вӗренекен пулӑшуҫи», «Файлсен пуххи» сервиссем, «Пушкин картти» чат-бот пур. «Сферумра» ФГИС «Моя школа» вӗренӳ материалӗсемпе тата «Госуслуги Моя школа» хушӑмпа усӑ курма пулать. Вӗсем урлӑ уроксен расписанине, киле панӑ ӗҫсене, учитель лартнӑ паллӑсене пӑхма май пур. Ашшӗ-амӑшӗ валли «Справка в школу» сервис ӗҫлет. Вӑл ача мӗншӗн шкула кайманни ҫинчен ҫырса яма е учительтен ҫыру илме кирлӗ.

Юннатсем Краснодара каяҫҫӗ

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем класс тулашӗнчи ӗҫсенче питӗ хастар пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫарпа патриотлӑх енӗпе ирттернӗ ӑмӑртусенче час-часах мала тухаҫҫӗ, «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн мероприятийӗсенче те пултарулӑхпа палӑраҫҫӗ, шкулӑн шырав отрячӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те эпир хаҫат страницисенче пӗрре мар паллаштарнӑ. Халӗ вара шкулти юннатсен команди Пӗтӗм Раҫҫейри «Юннатсен экспедицийӗсем» проектра ҫӗнтернӗ. Ҫуркунне ачасем хӑйсем экомаршрут шухӑшласа кӑларса ун тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ. Маршрутӑн кашни пунктӗнче территорие тасатса тирпейленӗ, тӗпчевсем ирттернӗ, вырӑнти ҫынсемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене тишкернӗ, экологи акцийӗсем ирттернӗ. Пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ командӑна Раҫҫей шайӗнче палӑртса Краснодар крайне юннатсен экспедицине йыхравланӑ. «Кӗтмен хыпар илтӗмӗр. Конкурса инт
Право ыйтӑвӗпе вӑйӑ иртрӗ

Право ыйтӑвӗпе вӑйӑ иртрӗ

Округ администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗпе пӗрле Комсомольскинчи тӗп библиотека йӗркеленӗ «Законы знай и уважай»  право пӗлӗвӗн вӑййин тӗллевӗ вӗренекенсен пӗлӗвне тӗрӗсленипе пӗрлех вӗсене саккунсене пӗлсе общество пурнӑҫне хастар хутшӑнма хавхалантарасси те пулчӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Александровка, Шурут, Хирти Явӑш, Ҫӗнӗ Мӑрат, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Комсомольски 2-мӗш вӑтам, Чӗчкен тӗп шкулӗсенче вӗренекенсем библиотекӑра  право пӗлӗвне тӗрӗслес енӗпе вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Вӑйӑ 3 раундпа, 5-шер ыйтуллӑ 4 категорипе иртрӗ. Ачасен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, политикӑн паллӑ деятелӗсемпе, шкул ачисен прависемпе тата тивӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ чылай ыйту ҫине хуравлама тиврӗ. «Кот в мешке», «Аукцион»  пайсенчи  заданисен тупсӑмне палӑртас тесе те ачасен чылай пуҫ ватма тиврӗ. Ме
Тӗрлӗ чӗлхене пӗлччӗр, пур енлӗн аталанса ӳсчӗр

Тӗрлӗ чӗлхене пӗлччӗр, пур енлӗн аталанса ӳсчӗр

Паянхи кун акӑлчан чӗлхи пирӗн пурнӑҫа вӑйлӑрах та вӑйлӑрах кӗрсе пырать. Ҫӗршывра ирттерекен культура, спорт тата ытти мероприятисен ячӗсем те, тӗрлӗ таварсен инструкцийӗсем те чылай чухне ҫак чӗлхепе пулнине час-часах асӑрхатпӑр. Ҫавӑнпа та, шкулта акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ пулнӑ май, ӑна ачасем мӗн пӗчӗкрен лайӑх пӗлсе  ӳсчӗр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшатӑп. Акӑлчан чӗлхине пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентес енӗпе тӗрлӗ енлӗ ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫав тӗллеве пурнӑҫлас тесе хамӑн уроксенче  коммуникативлӑ меслетпе, вӑйӑсемпе тата ытти мелсемпе усӑ куратӑп. Ачасем чӗлхен грамматикипе лексикине вӗреннипе пӗрлех кулленхи  пурнӑҫра та ҫак чӗлхепе усӑ курччӑр тесе тӑрӑшатӑп. Уроксене калаҫу евӗр ирттерни ачасене ют чӗлхен  вӑл е ку сӑмахӗсене лайӑхрах астуса юлма май пара
Янӑравлӑ шӑнкӑрав урока йыхравлать

Янӑравлӑ шӑнкӑрав урока йыхравлать

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине пӗлтерсе округри пур шкулсенче те пӗрремӗш шӑнкӑрав янрарӗ. Вӑл хӑйӗн янкӑс сассине парса вӗренекенсене пӗлӗвӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчине йыхравларӗ. Кӑҫал пирӗн округри вӗренӳ ҫурчӗсенче пурӗ 2381 ача партӑсем хушшине ларчӗ. Вӗсенчен 172 ачашӑн  шкул пуҫласа иккӗмӗш кил пулса тӑчӗ. Комсомольски  1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа иртнӗ савӑнӑҫлӑ линейкӑсенче вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшне чи малтанах шкул директорӗсем Ирина Соловьева тата Евгений Савельев саламланӑ. Тӗрлӗ енпе ҫитӗнӳсем тунӑ ачасене Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысланӑ. Салам сӑмахӗсемпе ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳ
Конкурсра палӑрнӑ

Конкурсра палӑрнӑ

Ҫак кунсенче республикӑра «Электроника 4.0» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан вӗренекенсем:  Семен Титов —  2-мӗш вырӑн,  Илья Шакмаков 3-мӗш вырӑн  (ертӳҫи Петр Родионов) йышӑнма пултарнӑ.  Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тата Дипломсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ вӑтам шкул вӗренекенӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри  «Дорогами Бориса Васильева» фестивальте палӑрнӑ. «Буктрейлер» номинацире Б.Л. Васильева хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ электронлӑ проектпа  8 «а» класра пӗлӳ пухакан Виктория Такмакова, Александр Абржин 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Петр РОДИОНОВ.
Пултаруллӑ ҫамрӑк

Пултаруллӑ ҫамрӑк

Паян эпир цифра технологийӗн ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр. Кашнин аллинчех тенӗ пекех кӗсье телефонӗсем, компьютерсемпе усӑ курса информаци илнипе пӗрлех тӗрлӗ операцисем те пурнӑҫлатпӑр. Производство та цифра технологийӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.  Ҫитӗнекен ӑру мӗн пӗчӗкрен ИТ-технологийӗпе юнашар. Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче  вӗренекен Даниил Тарасов компьютер спорчӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн финалне тухни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Каччӑпа асӑннӑ шкулти информатика учителӗ Петр Родионов тренировкӑсем ирттерет. Пӗрле тӑрӑшни вӗсене ҫитӗнӳсем тума май панӑ та ӗнтӗ. Даниил пӗчӗкренех компьютерпа  интересленет. Паллах, ун умӗнче ларнӑ май тӗрлӗ вӑйӑсем те вылять. Анчах та ҫакӑ ӑна шкулта пур предметсемпе те лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пыма чӑрмантармасть. Компьютерпа туслӑ пул
Диктант ҫырнӑ, пӗлӗвне тӗрӗсленӗ

Диктант ҫырнӑ, пӗлӗвне тӗрӗсленӗ

Чи сулмаклӑ мероприятисенчен пӗри — Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ. Юлашки 5 ҫулта унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан 50 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш чӗлхине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан ытти вырӑнсенче те вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра Чӗмпӗр тата Оренбург облаҫӗсем, Тутар тата Пушкӑрт Республикисем, Самар облаҫӗнче те ҫакӑн пек шкулсем пур. Кӑҫал Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ апрелӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. Ятарлӑ вырӑнта пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкар хулин Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче, Чӑваш наци библиотекинче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, чӑвашсем пурӑнакан е ӗҫлекен вырӑнсенчи вӗренӳ тата культура организацийӗсенче ҫырнӑ.
Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр

Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр» патриотизмла акци ирттертӗмӗр. Унта 3—9-мӗш классенче вӗренекен 280 ытла ача хутшӑнчӗ. «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр» конкурс виҫӗ номинаципе пулчӗ: «Чи хастар вулакан», «Вуласа тухнӑ кӗнекене чи лайӑх хак паракан» тата «Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки чи лайӑх ӳкерчӗк». Ҫакӑ ачасене хӑйсем паллашнӑ кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине лайӑх ӑнланма, нумайлӑха асра тытма май парас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. «Чи хастар вулакан» ята 8-мӗш «б» класра вӗренекен Мария Косова ҫӗнсе илчӗ. Вӑлах хӑй вуланӑ кӗнекене чи лайӑх хак паракан та пулчӗ. 3-мӗш «а» класри Амина Фасхутдинова, Анастасия Кокорева, Антон Хурасев, Яна Жукова, 6-мӗш «к» класри  Виктория Соловьев

Педагогика ӗҫӗнче – 976 ҫул

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗнче эпир ҫулсерен ырми-канми ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ ҫынсене чыслатпӑр. Ҫак кунсенче Хирти Мӑнтӑрти Кузьминсем ӗҫ династийӗсен республикӑри слетне хутшӑннӑ, ЧР Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Кузьминсен династийӗн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 976 ҫул! Ҫак тӗлӗнмелле ҫемьере — 31 педагог. Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ята тивӗҫнисем те нумай. Династие пуҫарса яраканӗсем — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ, вырӑс чӗлхипе литература учителӗ Александр Артемьевич Артемьев тата унӑн мӑшӑрӗ Клавдия Германовна (вӑл Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ). Вӗсен хӗрӗ Тамара Александровна та пурнӑҫне ҫак профессипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ. Учительсен ҫемйинче ҫитӗнсе мӗн пӗчӗкрен ҫак ӗҫӗн кӑткӑслӑхӗпе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе паллашнӑ, ҫавӑн

Пӗр-пӗринпее паллашни кирлех

Нумаях пулмасть Урмаел вӑтам шкулӗнче  округри вӗренӳ учрежденийӗсенчи ӗҫ (технологи),  ӳнер  искусстви, музыка вӗрентекенӗсен  муниципаллӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. Ӑна ҫак предметсен округри методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи  Е.В.Федотов уҫнӑ, мероприяти тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ. Фестиваль темиҫе номинаципе те пынӑ. Вӗрентекенсем уҫӑ  уроксем панӑ, мастер-классем ирттернӗ, вӗренекенсен творчествӑлла ӗҫӗсен выставкине те йӗркеленӗ.  Кашниех хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсене уҫса пама, кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вӗрентекенсем ҫапла майпа пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ. Уроксене, мастер-классене ушкӑнпа сӳтсе явнӑ. Фестивальти шухӑшсемпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе вӗрентекенсем тӑван шкула таврӑнсан анлӑн усӑ курасса шанма пулать. Ачасене ӗҫ патне туртӑнтарасси, тӗрлӗ япаласем ӑсталама вӗ
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырчӗҫ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырчӗҫ

Апрелӗн 23-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пур тӑрӑхра та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2025» акци иртнӗ. Ӑна Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене тата Чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳс- тересси. Акцие хутшӑнакан кашни ҫын хӑй  чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗсленӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче  вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те акцие  хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсем   В.Алентей ҫыравҫӑн «Ҫӗнтерӳ салтакӗ» хайлавӗ тӑрӑх диктант ҫырчӗҫ. Шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем малтан ачасемпе пӗрле диктант ҫыртарчӗҫ, кайран вара вӗсен ӗҫӗсене тӗрӗслесе хак пачӗҫ. Людмила Абрамова.
Проектра ҫӗнтернӗ

Проектра ҫӗнтернӗ

Иртнӗ ҫул Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнчен Пӗтӗм Раҫҫейри «Познаю Россию» вӗрентӳ проекчӗ хута кайнӑччӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи  «Пӗрремӗшсем» те хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Проекта вӗрентӳ организацийӗсене таврапӗлӳпе туризм енӗпе ӗҫлеме явӑҫтарас, наукӑпа вӗрентӳ туризмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫе кӗртнӗ. Ачасем Раҫҫейӗн культура, истори, ҫутҫанталӑк эткерлӗхӗпе интересленччӗр, ҫӗршывӑн паттӑрлӑх ҫулӗпе утса тухчӑр, чаплӑ та паллӑ ҫыннисем пирки ытларах пӗлччӗр тесе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелемелле пулнӑ. Вӗренекенсем 7 урокра ҫӗршывӑн 7 кӗтесӗнче дистанциллӗ форматпа пулса курчӗҫ. Кашнинчех интерактивлӑ видеоролик  тата викторина пулчӗ. Шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ П.В.Родионов ертсе пынипе аслӑ класра вӗренекен А.Тимкина, Ю.Исаева, А.Гельметдинова,

Фестиваль пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ

Нумаях пулмасть Тукай Мишер вӑтам шкулне округри шкулсенче географи предметне вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалласа методика шухӑшӗсен «Географи учителӗсен ӑсталӑхӗ» ятпа 12-мӗш фестиваль иртрӗ. Вӑл вӑхӑтра вӗрентекенсем тӗрлӗ мероприятисем йӗркелерӗҫ. Уҫӑ уроксенче таврапӗлӳ материалӗсем тата патриотлӑх ҫине тайӑнса предметпа уроксем ирттерессинчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, историйӗ тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Класс тулашӗнчи мероприятисенче таврапӗлӳ енӗпе интерактивлӑ хӑнӑхусем пулчӗҫ. Унта вӗренекенсен тӗпчевҫӗ вырӑнӗнче пулма та тиврӗ. Шкул ачисем тӑван тавралӑх, регион хӑйнеевӗрлӗхӗ, унӑн иртнӗ пурнӑҫӗ пирки проектсем тӑратрӗҫ. Мас

Тӗлпулура – пирӗн ентеш, профессор

Кашни ҫыншӑн професси суйласа илесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян тӗрӗс йышӑну туни ыран лайӑх ӗҫ тупма, професси сферинче аталанса пыма, телейлӗ пулма пулӑшать. Шӑпах ҫавӑнпа округри шкулсенче час-часах профориентаци тӗллевӗллӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ професси ҫыннисемпе паллаштарса ачасене пурнӑҫра тӗрӗс йышӑну тума пулӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем патне философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн философи кафедрин профессорӗ Василий Федотов тӗлпулӑва килнӗ. Василий Артемьевич — пирӗн ентеш. Вӑл Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса   ӳснӗ. Нумай ҫул обществӑн ӑс-тӑн культурине, чӑваш халӑх йӑли-йӗркисене, вӗсем ҫыннӑн кӑмӑл-сипечӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпчет. Этнофилософи енӗпе вӑл 17 монографи, 200 ытла статья

Экскурси усӑллӑ иртнӗ

«Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн апрелӗн 7—12-мӗшӗсенче республикӑра «Профориентаци эрни» иртет. Унӑн тӗллевӗ — шкул ачисене професси суйлас ыйтура пулӑшасси. Ҫак эрнере округри шкулсенче те тӗрлӗ профессисемпе тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫывӑхрах паллаштаракан тӗлпулусем йӗркеленӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 7 «а» класс вӗренекенӗсем «Слава картофелю» агрофирмӑра пулса курнӑ, унти ӗҫ-хӗлпе интересленсех паллашнӑ. Агрофирма ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса вӑрлӑхлӑх тата апатлӑх ҫӗрулми туса илес енӗпе ӗҫлет. Вӑл — республикӑри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри. Хуҫалӑхра ҫӗнӗ йышши машинӑсемпе, ял хуҫалӑх техникипе тата хатӗр-хӗтӗрпе  усӑ кураҫҫӗ. ,ҫсене механизацилени, кирлӗ оборудованисемпе тивӗҫтернӗ тепл

Акцие хастар хутшӑнчӗҫ

Округри вӗрентӳ учрежденийӗсемпе пӗрлех Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те Пӗтӗм Раҫҫейри  «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Апрелӗн 1—7-мӗшӗсенче шкулта чылай мероприяти йӗркелесе ирттертӗмӗр. Педагогсем классенче наркотиксем тата психотроплӑ япаласем пирки калаҫусем йӗркелерӗҫ, вӗсен сиенӗ пирки видеороликсем пӑхрӗҫ. Наркотиксем обществӑшӑн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курни сывлӑха сиенлет, малашлӑх ҫулне хупса хурать. Ачасемпе тӗл пулса калаҫма РФ шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен пайӑн аслӑ инспекторне О.Н.Коротинӑна тата полицин  участокри  уполномоченнӑйне Л.Р.Муллина  та чӗнтӗмӗр. Вӗсемпе мероприяти калаҫу евӗр иртрӗ. Вӗренекенсем хӑйсене интереслентер

Ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ, тӗллевсем палӑртнӑ

Иртнӗ эрнере Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта округри шкулсенчи математика тата информатика вӗрентекенӗсен семинарӗ пулса иртнӗ. Унта чи малтанах  пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем (Всероссийские проверочные работы) пирки сӑмах пынӑ. Округри математиксен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Н.Н. Салмина  ӗҫтешӗсене  вӗрентӳ пахалӑхне тӗрӗслемелли ҫӗнӗ правилӑсем пирки ӑнлантарса панӑ. 2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ку енӗпе виҫӗ тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ: танлаштаруллӑ наци тӗпчевӗ (НИКО), шкулсемпе ятарлӑ пӗлӳ паракан организацисенче пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем (ВПР) тата пӗтӗм тӗнчери танлаштаруллӑ тӗпчевсем. Наталия Николаевна кӑҫалхи пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсем 4—8-мӗш тата 10-мӗш классенче апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 16-мӗшӗччен пулнине пӗлтернӗ. Унӑн йӗркисемпе

«Ҫулталӑк учителӗ» паллӑ

Мартӑн 17-мӗшӗнче Урмаел вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче «2025 ҫулхи чи лайӑх учитель» республикӑри конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта округри пултаруллӑ                             5 вӗрентекен тупӑшнӑ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи математикӑпа информатика вӗрентекенӗ Зиля Ильгизаровна Велиахметова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи технологи предметне вӗрентекен Фанис Тимерзянович Иштяков, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи физикӑпа математика вӗрентекенӗ Гелине Решитовна Мухаметгалеева, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Владимировна Соловьева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен  Л

Пӗр-пӗрин ӗҫӗсемпе паллашни кирлех

Мартӑн 13-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче округри шкулсенче чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Унта вӗсем ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне туйма, литературӑна юратма пулӑшас енӗпе усӑ куракан меслетсемпе мелсем ҫинчен калаҫрӗҫ, уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ, ӑсталӑх лаҫҫисем йӗркелерӗҫ. Ҫавӑн пекех педагогсем хӑйсем ӑсталанӑ  ӗҫӗсене те кӑтартрӗҫ. Уроксене вӗрентекенсем пысӑк ӑсталӑхпа ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Г.В.Тимофеева «Ҫӑкӑр урокӗнче» ачасене кашни кун алла тытакан ҫак ҫимӗҫ пӗлтерӗшӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи В.Н.Арсентьева хӑйӗн урокне «Виҫӗ кӗтеслӗ ҫырусем» тесе ят панӑ та, унта ытларах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑран салтаксем янӑ ҫырусем пирки сӑмах пулчӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Т.Ю.Ермолаева

Ашшӗ-амӑшӗ экзамен тытнӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сдаем вместе. День сдачи ЕГЭ родителями» акци кӑҫал февралӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Комсомольски пӗрремӗш тата иккӗмӗш вӑтам шкулӗсем те хутшӑннӑ. Ку мероприяти кӑҫал шкул пӗтерекен вӗренекенсен ашшӗ-амӑшне тата  шкул ачи пулса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслесе пӑхас текен ҫынсене Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен йӗркипе тата вӗсем мӗнле иртнипе паллашма май панӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкула экзамен тытма килнисем математика предмечӗпе пӗлӗвне кӑтартнӑ. Унта 11 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн яваплӑхне хӑйсем ҫинче туйса курнине палӑртнӑ.
Хӑрушсӑрлӑх чи малта пулмалла

Хӑрушсӑрлӑх чи малта пулмалла

Паянхи кун электрон ресурссем урлӑ тӗнчере мӗн пуррине ҫӗнӗлле, интереслӗ мелсемпе пӗлме пулать. Интернетпа кирлӗ пек ӗҫлени тарӑн пӗлӳ илме, аталанма пулӑшать. Ачасем унпа усӑ курнӑ чухне хӑрушлӑха ан лекчӗр тесен вӗсене мӗн пӗчӗкрен компьютерти ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентмелле.  «Интернет: интереслӗ, усӑллӑ...» республика акцийӗпе килӗшӳллӗн Шурут ял библиотекарӗ ялти шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсемпе интерактивлӑ викторина ирттернӗ. Унӑн тӗллевӗ —ачасене киберхӑрушлӑхсем ҫинчен каласа парасси, вӗсенчен хӳтӗленме вӗрентесси. Викторина вӑхӑтӗнче шкул ачисем тӗнче тетелӗнче харпӑр хӑй информацине хӳтӗлесси, хӑрушлӑхсӑр парольсем тӑвасси, социаллӑ сетьсенче хутшӑнмалли правилӑсем ҫинчен ыйтусене хуравланӑ. Ҫавӑн пекех онлайн-ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмелли пирки те калаҫнӑ. Вӗ
Сивлесе калаҫрӗҫ

Сивлесе калаҫрӗҫ

Нумаях пулмасть Аслӑ Чурачӑк ял библиотекинче вӑтам шкулта кӗҫӗн классенче вӗренекенсемпе «Терроризм — пурнӑҫшӑн хӑрушӑ» ятпа класс сехечӗ ирттертӗмӗр. Унта терроризм ӑнлав мӗне пӗлтерни, унӑн хӑрушлӑхӗ пирки калаҫу пулчӗ. Юлашки ҫулсенче тӗнчере пулса иртнӗ терроризмла актсене аса илтӗмӗр. Ачасем вӗсене сивленине палӑртрӗҫ. Обществӑлла вырӑнта шанчӑксӑр курӑнакан япаласене асӑрхасан, енчен те хӑрушлӑх тухса тӑрсан  хӑйсене мӗнле тытмалли пирки те пӗлчӗҫ. Юлашкинчен вӗренекенсене терроризм темипе памяткӑсем патӑмӑр. Оксана Лукиянова,  библиотекарь.

Малашне те ӑнӑҫу пултӑр

Мускавра шкул ачисен И.Д.Менделеев ячӗллӗ  наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсен 21-мӗш конкурсӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 63 регионтан 1500 ӗҫ тӑратнӑ. Конкурса Асанкасси вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Георгий Катмаков (ертӳҫи — истори тата обществознани вӗрентекенӗ Л.А.Катмакова) та хутшӑннӑ, наука ӗҫӗ тӑратнӑ. Вӑл «Краеведение. История семьи» секцире мала тухса пӑхӑр медале тата 3-мӗш степеньлӗ кубок ҫӗнсе илнӗ. Пултаруллӑ вӗренекене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Пуриншӗн те усӑллӑ пулнӑ

Пуриншӗн те усӑллӑ пулнӑ

Округри пултаруллӑ вӗренекенсемпе шкул директорӗсен советникӗсем иртнӗ ҫул «Вӗренӳ вырсарни кунне» тӑтӑшах ирттернӗ. Кӑҫал вӑл пуҫласа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пулнӑ. Мероприятие хутшӑнакансене асӑннӑ шкул директорӗ  С.В.Антонова, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен советникӗ О.П.Григорьева саламланӑ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ. Вӗренекенсем 5 лапамра ӗҫленӗ. «Его Величество музей» ушкӑнрисем шкул музейне ҫитсе курса унти экспонатсемпе паллашнӑ. «Волшебный занавес» лапамра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем шкул театрӗ мӗнле ӗҫленипе паллаштарнӑ. «Лебединая верность» лапамра калаҫу ҫемье тата унӑн хаклӑхӗ, йӑла-йӗрке пирки пулнӑ. «Мастерская Орлят» лапамра вӗренекенсем творчество ӑсталӑхне туптанӑ. «В гостях у Айболита» ушкӑнра медицина ӗҫченӗ ачасене амансан пӗрремӗ

Ача сачӗ те, агролаборатори те, музей те

Декабрӗн 18-мӗшӗнче пирӗн округра паллӑ пулӑм пулса иртнӗ: Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятире муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, «Слава картофелю» ОООн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, шкул директорӗ Гульназ Гайнуллова тата ытти чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫнӑ, ача садне уҫни ял ҫыннисемшӗн питӗ кӗтнӗ самант пулнине палӑртнӑ, ачасене кашни куна интереслӗ ирттерме, педагогсене куллен ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Ҫак кунах Чӗчкен тӗп шкулӗнче агролаборатори уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, агролабораторисем ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсенче ачасем ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ, тӗрлӗ эк

Фестивале хастаррӑн хутшӑннӑ

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче физкультура тата ОБЗР учителӗсен XI фестивалӗ иртрӗ. Ӑна педагогсен професси ӑсталӑхне ӳстерес, малта пыракан педагогика опытне анлӑн сарас, творчествӑлла ӗҫлекен педагогсене пулӑшас тата учитель профессийӗн ят-сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Физкультурӑпа ОБЗР учителӗсем фестивале активлӑн хутшӑнчӗҫ, уҫӑ уроксем кӑтартса чи пултаруллисем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Вӗренекенсем те мероприятире хастар пулчӗҫ.  Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 10 «а» класра вӗренекен А.Тимкина (ертӳҫи — В.П.Автономов) тата 8 «к» класра ӑс пухакан А.Волкова (ертӳҫи — А.Ф.Мамуткин) «Вӗренекенсен творчестви» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Мала тухнӑ учительсемпе шкул ачисене саламлатпӑр!   

Ачасем  — салтаксене валли

Александровкӑри вӑтам шкулта пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш классенче ӑс пухакан ачасем М.Н.Алексеева вӗрентекен ертсе пынипе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли йӗркеленӗ «Ачасем — салтаксене валли» акцие хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Ҫӗнӗ ҫул открыткисем хатӗрлеме, ӑшӑ ҫырусем ҫырма хавхаланса тата пысӑк яваплӑхпа пикенчӗҫ. Кашни открыткӑна, ҫырӑва вӗсем хӑйсен чун ӑшшин пӗр пайне хучӗҫ, тӑван кил-ҫуртри савӑнӑҫпа ырӑ суннине салтаксене пӗлтерме тӑрӑшрӗҫ. Ачасем хӑйсен саламӗсенче хӳтӗлевҫӗсене службӑшӑн тав турӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗҫ, вӗсем мирлӗ пурнӑҫа сыввӑн тата хӑвӑртрах таврӑнасса кӗтнине пӗлтерчӗҫ, ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламларӗҫ. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче уроксем хыҫҫӑн ачасем маскировка сеткисем тума та хутшӑнчӗҫ. Ку мероприяти ялти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Ачасене клуб пуҫл

Шурут шкулӗ 185 ҫулта

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗ хӑйӗн алӑкӗсене пурин валли те яриех уҫрӗ. Тӑван шкул кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ — пӗлӳ ҫурчӗ 185 ҫул тултарнине халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче кунта ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Шурут вӑтам шкулӗ — республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Унӑн кун-ҫулӗ 1839 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнчен пуҫланнӑ. Шӑп ҫавӑн чухне Чӗмпӗрти удел ведомстви Шурутра ял ачисем валли училище уҫнӑ, пирваях  унта вӗренме 50 арҫын ачана йышӑннӑ. Каярахпа училищӗрен чиркӳпе прихут шкулӗ туса хунӑ, вӑл 4 класлӑ пулнӑ. 1937 ҫулта Шурутра ҫичӗ класлӑ шкул тунӑ. Унӑн директорӗ Николай Андриянович Степанов пулнӑ. Асӑннӑ шкултан вӗренсе тухнӑ ачасем Патӑрьел районӗнчи Первомайскинче малалла

Министр лару-тӑрупа паллашнӑ

Кашни ҫын пурнӑҫӗнче шкул пысӑк вырӑн йышӑнать. Нумай ҫул иртсен те шкулта вӗреннӗ ҫулсене, юратнӑ учительсене, интереслӗ самантсене ӑшшӑн аса илетпӗр. Тӑван шкул валли чӗрере яланах пӗр пӗчӗк кӗтес упранса юлать. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан ачасен юлашки ҫулсенче урӑх пӗлӳ ҫуртне ҫул такӑрлатма тивет. Сӑлтавӗ мӗнрине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ: шкул ҫурчӗ кивелсе йӗркерен тухнӑ. Ҫавӑнпа та 2-мӗш вӑтам шкулӑн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Комсомольскине ҫитсе ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ. «ПМК-8» подряд организацийӗ нумай пулмасть ҫеҫ ӗҫе пикеннӗ. Хальхи вӑхӑтра кивӗ шкул ҫуртне пӑсаҫҫӗ. Строительсем ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама шантараҫҫӗ.  «Кашни пысӑк ӗҫри п

«Пӗрремӗшсем» — слетра

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Урмаел вӑтам шкулӗнче «Пӗрремӗшсен» слечӗ иртнӗ. Унта округри шкулсенче ӑс пухакансем, вӗсен наставникӗсем, ачалӑх навигаторӗсем хутшӑннӑ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче Раҫҫейӗн ҫамрӑк гражданӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паспортсем панӑ. «Эпир — Раҫҫей гражданӗсем» проектпа килӗшӳллӗн РФ ШӖМӗн «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин тата миграци пайӗн начальникӗ Арина Галкина 17 шкул ачине вӗсен пурнӑҫӗнчи чи кирлӗ документа алӑран тыттарнӑ. Ачасем Тӑван ҫӗршыва юратма, упрама тупа тунӑ. Слета уҫнӑ хыҫҫӑн 80 ача тӗрлӗ лапамсене пайланса вӑйӑсем вылянӑ, викторинӑсене, тематикӑлла калаҫусене хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвӗсене тӗрӗсленӗ, ҫав шутра професси суйласси, укҫапа перекетлӗн усӑ курасси, сывлӑха ҫирӗплетесси, Ҫӗнтерӳ волонтерӗ пуласси ҫинчен калаҫнӑ, тӗрлӗ ыйт

Учитель, яту сан мухтавлӑ

Октябрь уйӑхӗ ырӑ та ӑшӑ уявсемпе пуян. Тин ҫеҫ аслӑ ӳсӗмрисене Ваттисен кунӗ ячӗпе саламласа пуян ӑс-хакӑлӗшӗн тав турӑмӑр, акӑ Учительсен кунӗ те ҫитрӗ. Ҫак кун вӗрентекенсем тетрадь ҫӗклемӗсемпе мар, чечек ҫыххисемпе килӗсене утаҫҫӗ. Районти культура ҫуртӗнче уява пуҫтарӑннӑ педагогсене вӗренекенсем алӑкранах шкул юррисемпе, тав сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те иртнӗ професси уявӗ ячӗпе саламланӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен каланӑ, малалла та профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ педагогсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысланӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн хими учительне Рена Автономовӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн кӗҫӗн
Команда из Чувашии вошла в число лидеров по количеству баллов на Всероссийской онлайн-викторине Общества «Знание»

Команда из Чувашии вошла в число лидеров по количеству баллов на Всероссийской онлайн-викторине Общества «Знание»

Всего в состязании приняли участие около 4 тысяч человек. От Чувашии приняло участие 7 команд. Свои знания по истории развития торговых путей проверили 487 команд из 77 регионов России, три из них смогли сделать это в очном формате в студии просветительской организации на площадке АРМА, откуда была запущена онлайн-трансляция на всю страну. Регионами-лидерами по количеству команд-участников стали Тверская, Кировская, Свердловская, Нижегородская области, а также Республика Башкортостан.  «Знание истории помогает понимать, как наша стала такой разнообразной, многонациональной и многокультурной. Новые подходы позволяют не только читать о прошлом, но и визуализировать его, еще лучше понять, как формировалась наша страна, наш народ. В рамках онлайн-викторины мы постарались увлечь уча

Учитель профессийӗ чуна ҫывӑх

Професси суйланӑ чухне эпир хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла, аслисем вӗрентсе каланине шута илетпӗр, хӑш сфера ытларах илӗртни ҫине тимлӗх уйӑратпӑр. Хӑш-пӗр ҫемьере вара професси ӑруран ӑрӑва куҫса пырать тесе калама та пулать. Ашшӗ е амӑшӗ хӑйӗн профессине чунтан юратнине мӗн  пӗчӗкрен курса ӳссе ачисем те ҫак ҫулах суйлаҫҫӗ, ҫапла тӗлӗнмелле династисем пулса каяҫҫӗ. Асанкасси вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхине тата литературине Елена Лазарева вӗрентет. Вӑл ҫавӑн пекех директорӑн вӗренӳ тата воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те. Елена Николаевна ку профессие айккинчен килсе лекмен. Унӑн амӑшӗ те, кукамӑшӗ те, тата ытти нумай тӑванӗ те — педагогсем. «Пирӗн ҫемьере «учитель» сӑмах час-часах илтӗнекен сӑмахсенчен пӗриччӗ. Эпӗ ача чухне пӗр-пӗр уява тӑвансем пӗрле пуҫтарӑнни педсовета аса илтеретчӗ. Пур ка

Кадетсем юрлама та ӑста

Нумаях пулмасть районти Культура ҫуртӗнче кадет класӗсен хор коллективӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ йӗркеленӗ. Фестивале Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗсен, Шӑнкӑртамри Э.З.Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулӑн (Патӑрьел округӗ), Ҫӗрпӳри В.М.Воротников ячӗллӗ 2-мӗш вӑтам шкулӑн, Кӳкеҫ лицейӗн (Шупашкар округӗ), Тӑрмӑш (Тӑвай округӗ), Ухман (Канаш округӗ) тата Калинино (Вӑрнар округӗ) вӑтам шкулӗсен хор коллективӗсем хутшӑннӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А. Соловьева, Комсомольски тата Елчӗк округӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ С.В.Печникова пуҫтарӑннисене саламлӑ сӑмахсем каласа пурне те с

Форумра пӗлмелли нумай

Нумаях пулмасть Шупашкарта регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» форум иртнӗ. 250 ытла ҫамрӑк «медийщик» хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Ева Ефремовӑпа Дарья Медведева та пулнӑ. Хӗрачасем шкулти «Медиацентр» кружокра пӗлӳ илеҫҫӗ. Айгел Шарафутдинова ертсе пынипе вӗсем интереслӗ контент хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ. Форумра ҫамрӑксем фото- тата видеоконтент хатӗрлес, текстлӑ хыпарсем ҫырас, радиосюжетсем тӑвас енӗпе пӗлӳ илнӗ, режиссер ӑсталӑхӗ ҫинчен те нумай ҫӗнни пӗлнӗ. Форум вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденийӗсенче медиаслужбӑсене аталантарассин темипе канашлу иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн медиацентрӗн ертӳҫи Айгел Шарафутдинова та хутшӑннӑ. «Канашлу питӗ тухӑҫлӑ та информаци енчен пуян пулчӗ. Эпир медиаслужбӑсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ыйту
Пирӗн умра тӗллевсем нумай

Пирӗн умра тӗллевсем нумай

Шкулсенче тин ҫеҫ юлашки шӑнкӑрав янӑранӑ пекчӗ, халӗ акӑ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ те пуҫланчӗ. Ачасем ҫу каҫипе лайӑх канса ҫӗнӗ вӑйсемпе шкул сукмакне такӑрлатма пуҫларӗҫ, вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫе пикенчӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче округри вӗренӳ тытӑмӗнчи лару-тӑрупа тӗплӗнрех паллаштарас килет.    Ачана пӗлӳ парасси ача садӗнченех пуҫланать. Паянхи кун округра 725 ача шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӳрет. Ача сачӗсене ҫӳрес текенсен черечӗ ҫук, пурне валли те вырӑн пур. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 4 ача садӗнче инновацилле проект — «Агролаборатори» старт илнӗ. Вӑл ачасене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма, пуҫаруллӑ пулма вӗрентет, тӗрлӗ пӗлӗве практикӑра туса пӑхма май парать. Халӗ шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ интерактивлӑ хатӗр-хӗтӗрсем те пур, ҫа

Тӗлпулу интереслӗ пулчӗ

Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче 2024—2025 вӗрену ҫулӗн пуҫламӑшӗ ытти ҫулхисенчен урӑхларах иртрӗ. Сентябрӗн иккӗмӗшӗнче, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалланӑ уяв кунӗ, шкула ветеран педагогсем Нина Яковлевнӑпа Петр Степанович Зайцевсем килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те нумай ҫул хушши ҫак шкулта вӗрентекен ӗҫӗнче вӑй хунӑ, иккӗшӗ те шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Августӑн 29-мӗшӗнче Петр Степанович 80 ҫул тултарчӗ. Ҫак паллӑ куна ялти культура керменӗнче анлӑ уявлани те асрах-ха. Халӗ вара вӑл шкул хӑни. Тӗлпулура ачасем тӗрлӗрен ыйтусем пачӗҫ. Хӑнасем шкул пурнӑҫӗнче, килте хӑйсемпе пулса иртнӗ интереслӗ историсем аса илсе каласа пачӗҫ. Сӑмах май, Нина Яковлевнӑпа Петр Степанович 57 ҫул пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене итлесе ларма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Нина Яковлевна вырӑс чӗлхипе ли
Пултаруллӑ педагогсене чысланӑ

Пултаруллӑ педагогсене чысланӑ

Ҫуллахи виҫӗ уйӑх сисӗнмесӗрех иртрӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче округри шкулсенче, ача сачӗсенче вӑй хуракансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетеҫҫӗ, малашнехи плансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек мероприяти августӑн 28-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртнӗ. Педагогсен конференцине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен округри пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш республика вӗренӳ институчӗн проректорӗ Инесса Ядранская, округри вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем, шкулсен, хушма вӗренӳ учрежденийӗсен педагогӗсем, ача сачӗсен ӗҫченӗсем йышлӑн хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисем фойере вырнаҫтарнӑ куравпа паллашнӑ. Комсомольскинчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен
В Чувашии проверяют техсостояние школьных автобусов

В Чувашии проверяют техсостояние школьных автобусов

Школьные автобусы в Чувашии перед началом учебного года традиционно проходят тщательную проверку технического состояния и контроль за соблюдением всех нормативных требований, действующих при перевозке детей. Так, к примеру, в Батыревском округе Госавтоинспекторы технического надзора проверили 24 школьных автобуса, которые находятся на балансе образовательных учреждений. Об этом сообщили в госпаблике местной администрации. Там же отметили, что весь подвижной состав соответствует установленным требованиям безопасности. «Это значит, что наши дети будут добираться до школы и обратно в комфортных и безопасных условиях», — резюмировали в госпаблике. Отметим, что в новом учебном году 24 школьных автобуса Батыревского округа будут перевозить 800 детей по 45 утвержденным маршрутам
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫулсерен шкулсемпе ача сачӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑҫал та июлӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 8-мӗшӗччен ятарлӑ комисси ҫак ӗҫе пурнӑҫласа 16 шкулти, 4 ача садӗнчи тата 2 хушма вӗренӳ учрежденийӗнчи лару-тӑрӑва хакланӑ. Кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри 22 вӗренӳ учрежденийӗн пурӗ 2500 шкул ачине тата шкул ҫулне ҫитмен 700  ачана йышӑнма хатӗр пулмалла. Ҫавна май вӗренӳ учрежденийӗсен коллективӗсем пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ% классене тата ытти пӳлӗмсене юсаса илемлетнӗ, ҫывӑхри территорисене тирпей-илем кӗртнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн хатӗрлӗхне хак панӑ чухне комисси членӗсем терроризмран хӳтӗленессине тата пушар хӑрушсӑрлӑхне мӗнле йӗркелени, пурлӑхпа техника бази тата ытти хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ енсем ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ. Тӗрӗслевӗн пӗтӗмлетӗ

Декларируйте зерно в аккредитованных лабораториях

В связи с началом нового сельскохозяйственного года и уборочных работ Управление Россельхознадзора по Чувашской Республике и Ульяновской области напоминает участникам зернового рынка, что зерно можно выпускать в обращение только после прохождения процедуры оценки соответствия согласно техническому регламенту Таможенного союза ТР ТС 015/2011 «О безопасности зерна». Оценка проводится в форме декларирования соответствия по единым правилам и схемам, установленным регламентом. При принятии декларации о соответствии необходимо руководствоваться выбранной схемой декларирования и обращаться в аккредитованную испытательную лабораторию или учреждение, включенное в Единый реестр органов по сертификации и испытательных лабораторий Таможенного союза. В I полугодии 2024 года в Чувашской Респуб
«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртӗ

«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртӗ

Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртет. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ. Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне майӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра октябрӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал июлӗн 8-мӗшӗнче иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ. Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Стать инженером или химиком?

Поступить в вуз и получить нужную на рынке профессию — это цель абитуриентов. Что выбрать в большом перечне направлений? Самый популярный ответ, конечно, технические. Выпускники востребованы среди работодателей, на них выделяется наибольшее количество бюджетных мест — 30000, трудоустройство возможно с 3 курса. По данным Минцифры в 2023 году среди поступающих  в вузы  самыми популярными направлениями стали информатика и вычислительная техника, машиностроение, клиническая медицина, педагогические науки, экономика и управление. Предложения и спрос совпадают. Остается выбрать место получения специальности — там, где большой выбор программ и много бонусов. Оптимально — Чувашский госуниверситет. Пробежимся по данным Минцифры и программам университета. 1. Всё, что связано с пр
Тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ

Тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ

Пирӗн округри «Пӗрремӗшсем» юхӑмӑн хастарӗсем Мускавра ВДНХра пыракан «Россия» форум-выставкӑра иртнӗ  Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале хутшӑннӑ. Ачасем  тӗрлӗ мастер-классенче пулнӑ, паллӑ кинорежиссерсемпе, Раҫҫей Геройӗсемпе, космонавтсемпе тата ытти паллӑ ҫынсемпе  тӗл пулнӑ, «Тодес» ушкӑнӑн концертне ҫитсе  курнӑ... Тӗп  хуламӑртан пысӑк хавхаланупа таврӑннӑ. Дарья Ульдина,  фестивале хутшӑннӑ Комсомольски 1-мӗш вӑтам  шкулӗн вӗренекенӗ: «Июнӗн малтанхи кунӗсенче эпӗ Чӑваш республикин делегацийӗн йышӗнче Мускавра иртекен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӑн фестивальне кайма тивӗҫлӗ пулнине пӗлтӗм. Ҫак куна эпӗ чӑтӑмсӑр кӗтрӗм. Шупашкарта пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ хыҫҫӑн пуйӑс ҫине ларса Раҫҫейӗн тӗп хулине савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа васкарӑмӑр.  Кунта пире нумай-нумай
Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать

Паян 11-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн — чи кӗтнӗ кун. Вунпӗр ҫул хушши класа урока йыхравланӑ шӑнкӑрав паян вӗсемшӗн юлашки хут янӑрать. Ҫак хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ уяв хӗрсемпе каччӑсем умӗнче ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлнине, вӗсем ҫитӗннисен пурнӑҫне ура ярса пуснине систерет. Кӑҫал округри шкулсенче 130 ача 11-мӗш класс пӗтереҫҫӗ, 9-мӗш класс пӗтерекенсем вара — 285-ӗн. Вӗсен экзаменсем пуҫланнӑ та ӗнтӗ, майӑн 21-мӗшӗнче 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем акӑлчан тата чӑваш чӗлхисемпе, вӑтам шкул пӗтерекенсем химипе, географипе тата вырӑс литературипе хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Экзаменсем июнӗн 14-мӗшӗччен пулаҫҫӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр сире, выпускниксем!
Ҫар вӑййисем вӗҫленеҫҫӗ

Ҫар вӑййисем вӗҫленеҫҫӗ

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсем пынӑ. Вӗсем майӑн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, паян вӗҫленеҫҫӗ. Вӑйӑсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар ӗҫ комиссарӗ С.Ю.Данилов, запасри одполковник А.В.Наймушин ҫамрӑк армеецсене конкурссемпе ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ. Шкул ачисем спорт тупӑшӑвӗсенче, ҫарпа ҫыхӑннӑ ӑмӑртусемпе конкурссенче ӑсталӑха кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе  хаҫатӑн ҫитес номерӗсенче паллаштарӑпӑр.

Пӗр-пӗринчен вӗренме май парать

Нумаях пулмасть Урмаел вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче округри технологи, ӳнер искусствин, музыка вӗрентекенӗсен фестивалӗ пулса иртрӗ. Унта 12 педагог хутшӑнчӗ, пурӗ 10 урокпа мастер-класс ирттерчӗ. Фестиваль «Чи лайӑх уҫӑ урок», «Чи лайӑх мастер-класс» номинацисенчен тата ачасен творчество ӗҫӗсенчен тӑчӗ. Педагогсем пӗр вӑхӑтрах конкурса хутшӑнакансем те, пӗр-пӗрне хаклакансем те пулчӗҫ. Кашни вӗрентекенех уроксене хӑйнеевӗрлӗрех, ачасене интереслентермелле йӗркелеме тӑрӑшрӗ.  Педагогсен урокӗсемпе мастер-класӗсене хакланӑ чухне вӗрентекенсем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек мероприятисем йӗркелени педагогсен ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшать, методика  ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртме хистет. Е.Федотов, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ.

Хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ

Округри вӗрентекенсем ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех хӑйсем те вӗренеҫҫӗ. Тӗрлӗ шкулсенче пулса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ,  ҫӗнӗлӗхсене алла илме тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Александровка тӗп шкулӗнче историпе обществознани предметне вӗрентекенсен методика фестивалӗ иртрӗ. Ирех шкул патне округ центрӗнчен автобус ҫитсе чарӑнчӗ. Унпа муниципаллӑ округри тӗрлӗ шкулсенчи историксем килсе ҫитрӗҫ. Хӑнасене шкул директорӗн ҫумӗ С.В.Антонов хапӑл туса кӗтсе илчӗ, малтанах шкул историйӗпе, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вӗрентекенсем классене ҫул тытрӗҫ, уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ. Кашниех хӑйӗн темине туллин уҫса пама тӑрӑшрӗ. Тӗрлӗ методикӑпа усӑ курса  ачасене те вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнтерчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пур педагог та информациллӗ технологисемпе анлӑ усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ. Кунта та ҫапла

Хаваслӑ та интереслӗ иртнӗ

Ҫурхи каникул пуҫлансанах округри шкулсенчи пултаруллӑ ачасем, шкул директорӗсен советникӗсем «Образовательное воскресенье» мероприятие пуҫтарӑннӑ. Вӑл Шурут вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче иртнӗ. Малтанах  пуҫтарӑннисене шкул директорӗ Николай Андреев саламланӑ, пӗрлехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Вӗренекенсем ҫак кун 5 енпе ӗҫленӗ: ҫарпа патриотизм (В.Гаврилов), волонтерство               (Л.Шорникова),  Орлята России (С.Мунтайкинӑпа В.Ложкова), профориентаци (Л.Пыркина), Малтисен юхӑмӗ (В.Филиппова). Кашни площадкӑрах ачасене ҫӗнӗлӗхсем, тӗрлӗ енлӗ  интереслӗ ӗҫсем кӗтнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче советниксен округри координаторӗ Ксения Лукиянова Шурут вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсене тав тунӑ. Ҫак кун хаваслӑ та интереслӗ иртнӗ.
Ҫамрӑксене суйлав ҫинчен

Ҫамрӑксене суйлав ҫинчен

Ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен пурнӑҫӗнче кӑҫалхи суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнакансем те пур. Вӗсене ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм пирки тӗплӗнрех ӑнлантарса парас тӗлӗшпе округра тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫамрӑксене хӑйсен гражданла яваплӑх туйӑмне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе «Эпир — пулас суйлавҫӑсем» ӗҫлӗ вӑйӑ ирттертӗмӗр. Унта Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах Комсомольски территори суйлав комиссийӗн председателӗ О.И.Митюкова Раҫҫей Федерацийӗнчи суйлав йӗркисемпе принципӗсем, суйлавҫӑсен прависем пирки каласа пачӗ. Ачасен ыйтӑвӗсем ҫине те хапӑлласах хуравларӗ. Тӗлпулӑва вӑйӑ евӗр ирттерни вӗренекенсене суйлав ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме май парать. Валентина Боровкова.

Усӑллӑ та интереслӗ иртрӗ

Округри шкулсенче вӗренекенсен хӑйтытӑмлӑхӗн хастарӗсем, директорсен воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫисем регионти «Образовательное воскресенье» проекта хавхаланса хутшӑнаҫҫӗ. Канмалли кунсенче вӗсем тӗрлӗ шкулсенче пуҫтарӑнса ачасемпе кӑсӑклӑ та пуян мероприятисем йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Февралӗн 3-мӗшӗнче вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче пухӑнчӗҫ. Кунти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме условисем туса пачӗҫ. Шкул директорӗ Н.А.Петрова шкул пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе  кӗскен паллаштарчӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Ачасем Медиа (спикерӗ Вика Зуева), Малтисен юхӑмӗ (Валентина Филиппова), Волонтерство (Юлия Федорова), Раҫҫей ӑмӑрткайӑкҫисем (Галина Краснова), Патриотизм енӗ (Оксана Кошкина) лаптӑксенче ӗҫлерӗҫ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗн канашҫи Нина
Тӗп тӗллев – тарӑн пӗлӳ

Тӗп тӗллев – тарӑн пӗлӳ

«Вӗрентӳ» наци проекчӗ «Современная школа», «Успех каждого ребенка», «Поддержка семей, имеющих детей», «Цифровая образовательная среда», «Учитель будущего», «Молодые профессионалы», «Новые возможности для каждого», «Социальная активность», «Экспорт образования» федераллӑ проектсене, «Социальные лифты для каждого» программӑна пӗрлештерсе тӑрать. Иртнӗ ҫул «Вӗрентӳ» наци проектне пурнӑҫласа республикӑра та, округра та нумай  ӗҫ тунӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре Педагог тата наставник, Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май чылай мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. Ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас, тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшас тӗллевпе республикӑра 2023 ҫулта 2,4 милиард тенкӗ янӑ, вӑл  шутран 1 миллиард тенки — федераллӑ бюджетран. «Хальхи шкул» тата «Кашни ача ҫитӗнӗвӗ» прое

Шкулта – харӑсах виҫӗ пысӑк пулӑм

2024 ҫул Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ пулнине хаҫат вулакансем пӗлеҫҫех. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин ятарласа Указ кӑларнӑ. Указа ҫемьесен йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас енӗпе патшалӑх политикине анлӑ сарас тӗллевпе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне 2024 ҫул Чӑваш Енре — Экологи культурипе ҫутҫанталӑк управӗн ҫулталӑкӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак паллӑ пулӑмсене халалласа пысӑк мероприяти иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑтра пурте пӗрле пухӑнчӗҫ, Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗсене юрласа ҫулталӑка уҫрӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тӑван кӗтес, ҫемье, туслӑх ҫинчен юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех кил-йышри кулӑшла самантсем пирки сценкӑсем лартрӗҫ. 5—6 классенчи ачасем хӑйсен юрринче ҫутҫанталӑка упрама ыйтрӗҫ, юмах евӗрлӗ сценкинче те ҫыннӑн явапл

Кашни вӗренекенех пӗлмелле

«Хӗрлӗ кӗнекене» сайра тӗл пулакан тата пӗтме пултарас хӑрушлӑх пур чӗрчунсемпе                       ӳсен-тӑрана кӗртнӗ. Ӑна пуҫласа 1963 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка юратакансен союзӗ пуҫтарса хатӗрленӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр 15 ҫултан пирӗн ҫӗршывра та «Хӗрлӗ кӗнеке» кун ҫути курнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑнӑ: «Тискер кайӑксем» тата «Ӳсен-тӑрансемпе кӑмпасем».  Каярахпа кашни 10 ҫулта ӑна ҫӗнетсе пынӑ. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикинчи «Хӗрлӗ кӗнекен» ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Унта 229 чӗрчунпа 49 вӗҫен кайӑка кӗртнӗ. Вӗсене патшалӑх хӳтӗлет. Ҫутҫанталӑк тусӗсен те вӗсене упрас тесе ҫине тӑмалла. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи 5—7 классенче вӗренекенсемпе те «Хӗрлӗ кӗнеке» темӑпа экоуроксем ирттертӗм. Вӗренекенсене малтанах «Хӗрлӗ кӗнеке» пӗлтерӗшӗ тата унта кӗртнӗ чӗрчунсемпе ӳсен-

Ырӑ ӗҫсем тума хатӗр

Кӑҫал Чӑваш Енре экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Пирӗн округри ҫынсем хӑйсем пурӑнакан тавралӑх ешертӗр тесе унччен те нумай тӑрӑшнӑ. Ҫутҫанталӑка юратасси мӗн пӗчӗкрен пулса пымалла. Ҫакна ача садне ҫӳрекенсем те, шкулсенче вӗренекенсем те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем ырӑ ӗҫсем тума яланах хатӗр. Мӗн пӗчӗкрен вӗрентмелле Хӗлле тата ҫуркунне эпир ешӗл йывӑҫ-курӑкшӑн тунсӑхласа ҫитетпӗр. Ҫакна шута илсе «Колосок» ача садӗнче ӗҫлекенсем пӗчӗккисемпе пӗрле  «Чӳрече янаххи ҫинчи чи лайӑх пахча» конкурс ирттерме шутланӑ. Ачасем ещӗксене тӑпра тултарса унта тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ вӑррисем акнӑ. Воспитательсем вӗсене ӳсен-тӑран ӳстӗр тесен мӗнле условисем кирлине ӑнлантарса панӑ. Пулӑхлӑ тӑпра, шыв, ӑшӑ, ҫутӑ — чи кирлӗ япаласем. Вӗсемсӗр вӑрлӑх ниепле те ат
Тӗрлӗ мелпе усӑ курма тӑрӑшатӑп

Тӗрлӗ мелпе усӑ курма тӑрӑшатӑп

Тӑван чӗлхе. Анне панӑ чӗлхе. Ҫак ӑнлавсене пӗрлештерсе тӑраканни — чӑваш чӗлхи. Унран хаклӑраххи, ҫывӑхраххи ял ачисемшӗн пулмалла та мар пек. Ӗмӗртен аталанса, ламран лама куҫса пырса паянхи куна ҫитнӗ вӑл. Хӑйӗн янравлӑхӗпе пуянлӑхне ҫухатман. Вӑл чӗлхепе пирӗн несӗлсем калаҫнӑ, юрӑ-сӑвӑ хывнӑ. Шел пулин те, халӗ ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшать. Ҫакӑ  шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен умне хушма йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Пирӗн тӗллев — вӗсене тӑван чӗлхене юратма вӗрентесси. Ачасен пӗлӗвӗ анлӑ та тарӑн пултӑр тесен тӗрлӗ мелсемпе, меслетсемпе, кӑтарту хатӗрӗсемпе анлӑрах усӑ курмалла. Ҫакна шута илсе уроксенче пултарулӑх ӗҫӗсем, вӑйӑсем урлӑ вӑл е ку темӑна уҫса пама тӑрӑшатӑп. Вӗреннӗ правилӑсене нумайлӑха асра хӑварма, шухӑшлава а

Тепӗр кадет класӗ хутшӑнчӗ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн залӗнче октябрӗн 31-мӗшӗнче ҫар тумӗллӗ ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта ҫак кун Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсен пӗр ушкӑнне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кадетсен ретне илнӗ. Кӑҫалхипе ку шкулта ҫавӑн пек мероприяти 7-мӗш хут иртнӗ. Маларах ҫак ята тивӗҫнисем вӗренӳре те, спортра та, обществӑлла ӗҫсенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те аслисенчен тӗслӗх илсе Тӑван ҫӗршыва юратма,  шкулта та, ҫынсем хушшинче те тӗслӗх вырӑнӗнче пулма шантарса тупа тунӑ. Вӗренекенсем погонсем илнӗ, класа кадетсен ялавне панӑ. Ҫар тумӗллӗ вӗренекенсене ӑнӑҫу сунса шкул директорӗ Евгений Савельев, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ
Учитель  тени – вӗренетӗп тени

Учитель  тени – вӗренетӗп тени

Учитель, вӗрентекен, наставник — пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем, синонимсем. Вӗсен ӗҫне эпӗ ҫӗр ӗҫченӗсеннипе танлаштарӑттӑм. Ҫӗр ӗҫченӗ тырӑ акса ҫитӗнтерет, унран ҫӑкӑр пулать. Пирӗн ачасен пуласлӑхӗ те учитель мӗнле «вӑрлӑх» акнинчен килет — унӑн ӑс-тӑнӗнчен, тавракурӑмӗнчен, пултарулӑхӗнчен. Вӗрентекен хӑй те ӗмӗрӗпех вӗренет, аслӑрах юлташӗсен опытне тишкерет, ӑса хывать. Кам-ха вӑл учитель? Пӗр ҫыравҫӑн ҫапла йӗркесем пур: «Учитель тени вӗрентетӗп тени мар, Учитель тени — вӗренетӗп тени. Учитель тени ӑс паратӑп тени мар, Учитель тени — ӑс пухатӑп тени». Мӗн те пулин ҫӗннине пӗлес, алла илес тесен вара педагогӑн яланах вуламалла, сӑнамалла, конференцисемпе  семинарсене, ыттине хутшӑнмалла, курса ҫӳрени те пысӑк усӑ парать. Учительсем — ялти интеллигенци, ҫавӑнпа вӗ

Вӗренекенсем конференцире палӑрнӑ

2023 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче «Ростовский» заповедникӑн музейӗнче шкул ачисен «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк — чӗрӗ хутшӑну» регионсем хушшинчи IX ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Республикинчи, Дон ҫинчи Ростоври, Новошахтинскри, Волгодонскри, Каменск-Шахтинскри, ҫавӑн пекех Ростов облаҫӗнчи виҫӗ районти ачасем хутшӑннӑ. Пирӗн шкултан унта Иван Родионов (11-мӗш «а» класс, ертӳҫи П.В.Родионов), 2-мӗш «б» класра вӗренекен  Юлия Боровкова (ертӳҫи — Т.Г.Лапшина), 3-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Ольга Порфирьева (ертӳҫи — С.Г.Орлова) тата 4-мӗш «б» класри Глеб Тихонов (ертӳҫи — Е.А.Пушкарева) «Таса тавралӑх» номинацире хутшӑннӑ. Иван I вырӑн йышӑннӑ. Юлия, Ольга тата Глеб хӑйсен ӳсӗмӗсенче II вырӑна тухнӑ. Октябрӗн 18-мӗшӗнче шкулта ҫӗнтерӳҫӗпе  призерсене, вӗсен вӗрентек
Пӗр чӑмӑра пӗрлештерме пулӑшӗ

Пӗр чӑмӑра пӗрлештерме пулӑшӗ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Движение первых» обществӑлла юхӑмӑн пуҫламӑш организацине  уҫнӑ. Унта ачасене ултӑ ҫултан илеҫҫӗ, ку йышра вӗсем вӗренӳ учрежденийӗнчен пӗлӳ илсе тухса кайичченех тӑраҫҫӗ. Ачасене ҫак паллӑ кунпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева, шкул директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Тамара Долгова саламланӑ. «Движение  первых» юхӑм  ачасене пӗр чӑмӑра пӗрлештерме май парӗ. Вӗренекенсене шкулта та, ун тулашӗнчи ӗҫсенче те интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫ кӗтӗ.

«Химпромра» пулса  курнӑ

Ют ҫӗршывсенчен илсе килекен продукцисене хамӑр патрах тума тӑрӑшмалла. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ В.Путин та, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев та тӑтӑшах палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршыв экономикине аталантарас тӗлӗшпе хамӑрӑн промышленность предприятийӗсене тулли хӑватпа ӗҫлеттерсе ямалла. Шел пулин те, завод-фабрикӑсенче рабочи профессиллӗ ӗҫченсем ҫитменни пирки пӗлтерӳсем асӑрхама пулать. Ҫамрӑксене хулари предприятисемпе паллаштарас тӗллевпе  Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «Турникетсӑр эрне» акци ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш «а» класра вӗренекенсем те хутшӑнма шутларӗҫ. Ҫак кунсенче вӗсем кунти «Химпром» производство комбинатне ҫитсе курчӗҫ. Экскурси заводӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне, историне кӑтартса паракан видеофильма курнинчен пуҫланч
Ачасемшӗн вӗрентекен те, тус-юлташ та

Ачасемшӗн вӗрентекен те, тус-юлташ та

Ачасем пирӗн пуласлӑх, тетпӗр. Ҫавӑнпа вӗсене мӗн пӗчӗкрен тивӗҫлӗ воспитани панипе пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталантармалла та. Ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Комсомольскинчи «Пилеш» ача садӗнче тӑрӑшакансем. Пирӗн коллективра 27 ҫын вӑй  хурать. Воспитатель-педагогсене те, ытти енсемпе тӑрӑшакансене те ачасене юратни пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем пурте пӗчӗккисем  кунта килти пек туйччӑр, тунсӑхласа  ан ларччӗр тесе тимлеҫҫӗ. Воспитательсем хушшинче юратнӑ ӗҫре чылай ҫул вӑй хуракансем те сахал мар. Т.А.Шеверова, И.М.Буланцова, Л.А.Оленева,  И.А.Андреева, М.Л. Михеева, Э.Ф.Акшова пӗчӗккисемшӗн вӗрентекенсем ҫеҫ мар, тус-тантӑш вырӑнӗнче те. Вӗсем кашни ачапа пӗр чӗлхе тупма, шӑпӑрлансен интересӗсене туйма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни ача хӑй тӗнче, теҫҫӗ те, воспитателӗн пӗчӗккисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлме тӑ

Диктант ҫырчӗҫ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗҫ. Ӑна вырӑссен чаплӑ педагогӗ К.Д. Ушинский 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. 21 педагог «Педагогические идеи прошлого, определяющее будущее» ятпа диктант ҫырчӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене сентябрӗн 25—26-мӗшӗсенче пӑхса тухса пӗтӗмлетеҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртаҫҫӗ. Диктанта хутшӑнакансене ҫакӑн ҫинчен ӗнентерекен сертификатсем панӑ. Светлана Индюкова.

Вӗрнӗве хавхаланупа пуҫларӗҫ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ  пуҫланнине пӗлтерсе пӗрремӗш шӑнкӑрав янранӑранпа пӗр эрне хыҫа юлчӗ. Ачасем партӑсем хушшине вырнаҫсанах Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти вӗрентекенсем программӑна кӗртнӗ предметсене вӗрентнипе пӗрлех хушма мероприятисем те йӗркелерӗҫ. ”Разговор о важном” класс сехечӗсенче пӗлтерӗшлӗ темӑсемпе калаҫусем пулчӗҫ. “Основы безопасности жизнедеятельности” темӑна хускатнӑ май вӗренекенсене кӑткӑс лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмаллипе паллаштарчӗҫ. Терроризма хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе те мероприятисем иртрӗҫ. 8-мӗш класра йӗркеленӗ “Паттӑрлӑх урокне” Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ куна халалларӗҫ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ линейкӑра Чӗчкен мечечӗн имамӗ Саитзаде хазрат Гимаев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, округӑн финанс пайӗн тӗп специалисчӗ З

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр

Ачасемшӗн хаваслӑ каникул кунӗсем иртсе кайрӗҫ. Кӑмӑл туличчен савӑннӑ, каннӑ хыҫҫӑн паян округри 2550 ачашӑн пӗрремӗш шӑнкӑрав янрарӗ. Вӗсем 351 вӗрентекен ертсе пынипе пӗлӳ «тинӗсӗ» тӑрӑх вӑрӑм «ишеве» тухӗҫ. 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗнче вӗренекенсене яланхи пекех нумай интересли кӗтӗ. Шкул программине кӗртнӗ предметсене вӗреннипе пӗрлех ачасем хӑйсен тавракурӑмне библиотекӑсенче, кружоксенче куллен ӳстерсе пырӗҫ, сывлӑхне ҫирӗплетме спорт секцийӗсене ҫӳрӗҫ. Иртнӗ ҫулсенчи пекех, пирӗн округри вӗренекенсем республика, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тӑвасса шанма пулать. Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче вӗренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма, сывлӑха ҫирӗплетме пӗтӗм услови пур. Вӗ

«Артекра» канма путевка ҫӗнсе илнӗ

Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрне вӗренӳре, спортра, искусствӑра е общество пурнӑҫӗнче хастаррисем канма кайма тивӗҫнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хура Тинӗс хӗрринчи лагерьте канма, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫитнӗ тантӑшӗсемпе хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чылай шкул ачи те пултарнӑ. Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекен Ваня Филиппов нумай пулмасть «Артекран» таврӑнчӗ. «Большая перемена» конкурс — шкул ачисене тӗрлӗ енчен палӑрма пулӑшакан проект. Кӑҫал Ваня ҫак конкурса пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Вӑл ҫур ҫула яхӑн тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫителӗклӗ балл пухнӑ хыҫҫӑн тепӗр тура куҫма пултарнӑ. Ҫапла Ваня пур ӗҫе пурнӑҫласа финала тухнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен 700 ачана суйласа илнӗ. Вӗсен шутӗнче пирӗн округӑн пултаруллӑ вӗренекенӗ Ваня Филиппов та пулнӑ. Ҫӗнсе илнӗ путевкӑш
Тава тивӗҫлӗ учитель

Тава тивӗҫлӗ учитель

Паллах, пӗтӗм професси  лайӑх, пӗтӗм професси кирлӗ. Анчах та Турӑ ҫынсене пӗр пек пултарулӑх паман. Пурне те артист пулма пӳрмен, кашниех ӳнерҫӗ те пулаймӗ.  Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш еннелле ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет. Вӗрентекен вӑл — пур ачана та, пур ҫынна та кирлӗ професси. Ҫак ӑс питӗ яваплӑ та  пархатарлӑ. Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Антонов та мӗн пӗчӗкрен учитель ӗҫне кӑмӑлланӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ачасемпе шкулла вылянӑ чухне те вӑл яланах вӗсен вӗрентекенӗ пулнӑ,  «иккӗсем», «пиллӗксем» лартса панӑ. …Вӑл 1972 ҫулта Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа вӗренме кайнӑ. Вӗренӳре питӗ лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ, обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Уйрӑмах историпе кӑсӑкланнӑ, питӗ нумай
Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Иртнӗ ҫул Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ 135 ҫул тултарчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пиншер ачана вулама-ҫырма вӗрентсе пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ. Паянхи кун та  шкулти педагогсем  ачасене вӗрентнипе пӗрлех тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗн аталанччӑр тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен тавракурӑмне аталантарса пыраҫҫӗ. Коллектива С.В.Антонова директор чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Вӑл вӗрентекенсемпе пӗр чӗлхе тупса  умма лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесе ҫине тӑрса ӗҫлет. Пултаруллӑ учительсене хавхалантарса, ҫамрӑксене пулӑшса пыма тӑрӑшать. Светлана Васильевна шкул пурнӑҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес енӗпе нумай тимлет. Ачасене пӗлӳ парассин пахалӑхӗшӗн, педагогика ӗҫӗ-хӗлӗшӗн директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.И.Смирнова яваплӑ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫне п

Лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ

Июнӗн 22—25-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн ачасен «Ҫӑлтӑр» лагерӗ никӗсӗ ҫинче «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисен  республикӑри финалти ӑмӑртӑвӗсем 54-мӗш хут иртнӗ. Ҫӗнтерӳшӗн 64 команда тупӑшнӑ. Унта пирӗн округ чысне Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫамрӑк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» ушкӑнӗсем хӳтӗленӗ. Малтанхи конкурссем июнӗн 15—16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫамрӑк армеецсем пӑшалтан тӗл перес, чупас, шывра ишес енӗпе пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ кун хушшинче творчество тата теори конкурсӗсене хутшӑннӑ. Стройпа утас, туризм, тактика вӑййи, хими хӗҫ-пӑшалӗнчен хӳтӗленес, спорт ориентированийӗ енӗпе тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Командир шагает впереди», «Дисциплина и порядок» тата ытти конкурссенче хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ. Ӑмӑрту кунӗсен пӗтӗм
Яланлӑхах асра юлать

Яланлӑхах асра юлать

Шкултан вӗренсе тухакансемшӗн ӑсату каҫӗ чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑшт хурлӑхлӑ, пӑлхануллӑ самант. Ӗнер кӑна шкул ачи пулнӑ ҫамрӑксем Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ хыҫҫӑн  вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан документа — аттестата — алла илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине ура ярса пусаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн округри 146 ача куллен вунпӗр ҫул пӗлӳ илме ҫӳренӗ шкулпа сывпуллашрӗ, 19-шӗ медальсене тивӗҫрӗ. Ҫак ятпа шкулсенче мероприятисем пулса иртрӗҫ. Акӑ, июнӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухакан выпускниксен каҫӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Пухӑннисем умне хитре тумланнӑ каччӑсемпе хӗрсем тухрӗҫ. Пурин аллинче те чечексем. Сӑнӗсӗнче савӑнӑҫ шевли вылять. Чи малтан шкул директорӗ И.А.Соловьева саламларӗ, вӗренсе тухакансене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе ҫирӗ

Анлӑ тавракурӑмлӑ хӗрача

Ирина Копташкина кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухать. Тӑван Асанкасси вӑтам шкулӗнче хӗрача хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварать. Учительсемшӗн вӑл — пултаруллӑ вӗренекен.  Тӑрӑшулӑхне тата дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑннине кура пӗрремӗш класран пуҫласах  «5» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ, пур предмета та ҫӑмӑллӑнах парӑнтарнӑ.  Литературӑпа, общество- знанипе, биологипе уйрӑмах кӑсӑкланать. Вӑл икӗ хутчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пулнӑ — 9-мӗш класра тата кӑҫал, вунпӗрмӗшӗнче. Сӑпайлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пике вӗрентекенсене, пӗрле вӗренекенсене, аслисене хисеплет. Коллективра хӑй те авторитетлӑ, унӑн шухӑшне шута илеҫҫӗ, унпа канашлаҫҫӗ, пулӑшу та час-часах ыйтаҫҫӗ. Иринӑн тус-юлташ нумай, класри мӗнпур ачапа ырӑ ҫыхӑну тытать. Ирина — тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын. Пал

Ҫу кунӗсем хаваслӑх парнелеччӗр

Ҫуллахи хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитрӗҫ. Ку вӑхӑтра та округри ачасем тунсӑхласа лармӗҫ. Июнӗн 1-мӗшӗнченех шкулсем ҫумӗнче сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӗсенче шӑпӑрлансене интереслӗ пурнӑҫ кӗтет. Лагерьсем ӗҫе пикеннӗ анчах-ха, ҫапах та чылай мероприяти йӗркелесе ирттерме ӗлкӗрнӗ.  «Солнышко» лагере ҫӳрекенсемпе «Лес — наше богатство» калаҫу иртрӗ. Унта ачасемпе вӑрман пуянлӑхӗ, унпа пӗлсе тата тирпейлӗ усӑ курасси пирки сӑмах пулчӗ. Ҫутҫанталӑка упрас ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Ачасем «Знатоки природы» экологи вӑййине те хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсен хамӑр тӑрӑхри ӳсен-тӑрансене, чӗрчунсене  пӗлнине кӑтартса памалла пулчӗ», — хыпарлать О.Н.Копташкина Асанкасси вӑтам шкулӗнчен. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсем  ҫул-йӗ

Пултаруллӑ пике

Чӑннипех те маттур та пултаруллӑ яш-кӗрӗм ӳсет паянхи кун пирӗн хушӑмӑрта. Вӗсенчен пӗри вӑл — Комсомольски 1-мӗш  вӑтам шкулӗнче вӗренекен Дарья Абдюшева. Пӗрре те алӑ усса лармасть вӑл, яланах вӗренӳре, ӗҫре. Хӗр ачан пысӑк пултарулӑхӗ  Комсомольски ача-пӑча искусствин шкулне  хушма пӗлӳ уйрӑмне кӗме май панӑ. Акӑ ӗнтӗ кӑҫал вӑл унта юлашки ҫул вӗренет.  Дарйӑн пултарулӑхӗ ачаранах палӑрнӑ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех хореографи ушкӑнне ҫӳренӗ. Виҫӗ ҫултанпах ташӑсемпе тата сӑнарлӑ искусствӑпа кӑсӑкланма пуҫланӑ иккен. Професси пӗлӗвӗ паракан хушма программӑпа вӗреннӗ. Ҫамрӑк художникӑн пултарулӑхӗ декоративлӑ-прикладной енӗпе чи туллин палӑрнӑ. Ытларах искусство анинче ӗҫлеме кӑмӑллать. Чӗри хушнипех пуль. Маттур ҫын пур енчен те пултаруллӑ пулать. Вӗренӳ шухӑш-туйӑ

Ачасем тӑпра пахалӑхне тишкерчӗҫ

Хирти Явӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче 4—6-мӗш классенчен вӗренсе тухнисемшӗн июнӗн 1-мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунпа анчах мар, тепӗр паллӑ пулӑмпа та асра юлчӗ. Ӳсен-тӑрансене хӳтӗлемелли препаратсем тата микроудобренисем туса кӑларакан  «Шанс» фирма ӗҫченӗсем пулӑшнипе вӗсем хӑйсене чӑн-чӑн агрономсем пек  туйса курчӗҫ. Кунта «Аграри шкулӗ» проекта пурнӑҫласа агрозанятисем иртрӗҫ. Фирма специалисчӗсем Т.М.Васильева вӗрентекенпе пӗрле ачасемпе «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирне тухса унти ҫӗрсен пахалӑхне тӗпчерӗҫ. Ҫур тыррисен тата хӗвелҫаврӑнӑш уйӗсенчи тӑпрана анализа илсе унта ӳсен-тӑрана аталанма кирлӗ микроэлементсен шайӗ мӗнле пулнине ятарлӑ приборсемпе тӗрӗслерӗҫ. Тишкерӳсем пӗтӗмӗшле илсен ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсенче ӳсен-тӑрансене аталанса
Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Шкул ҫулӗсем — чи хаваслӑ та шухӑ вӑхӑт. Анчах вунпӗр ҫул хӑвӑрт вӗҫсе иртет, пӗлӳ тӗнчине пуҫласа ярса пусни, пӗрремӗш учитель, интереслӗ уроксем, пӗрле похода ҫӳренисем хыҫа юлаҫҫӗ. Сисӗнмесӗрех ачалӑхпа сывпуллашмалли самант ҫитет. Халь ӗнтӗ вӗсем ачасем мар, хӗрсемпе каччӑсем пулса тӑнӑ. Кӑҫал пирӗн муниципаллӑ округри шкулсенче 11-мӗш класран — 146-ӑн, 9-мӗшӗнчен 272 ача вӗренсе тухаҫҫӗ. Майӑн 23-мӗшӗнче вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав  янӑрарӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи уяв кадетсен илемлӗ вальсӗпе уҫӑлчӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, Германире  тата Варшава договорне кӗнӗ ҫӗршывсенче ҫар службинче пулнӑ ветерансен Чӑваш Енри обществӑлла организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Филиппов х
Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Аслисене хисеплеме, йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене пулӑшу пама мӗн ачаранах вӗрентсе ӳстерни ӳсерехпе хӑй ҫимӗҫне паратех. Ырӑ ӗҫ туни пархатарлӑ, теҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑха, ашшӗ-амӑшӗ вӗрентсе каланисене шута илсе ӳснӗ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне кӑҫал вӗренсе пӗтерекен Софья Терентьева. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл округри хастар волонтерсенчен пӗри шутланать. Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пынипе пӗрлех вӑл обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑнать. Тӑван ҫӗршыв историйӗпе интересленнӗ май, хӗрача паянхи пурнӑҫшӑн тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунисен ячӗсене яланлӑха сыхласа хӑвармаллине, вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпах та пулӗ ку енӗпе округра ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнать. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ Софья «Обелиск», «Чистый памятник», «Поздравление ветерана», «Память поколений
Салаевсем парада хутшӑннӑ

Салаевсем парада хутшӑннӑ

Майӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта республика Пуҫлӑхӗ хутшӑннипе «Амазони» этнокомплексӗнче ӗҫ династийӗсен парачӗ иртнӗ. Комсомольскисенчен унта Асанкассинчи Тамара Васильевнӑпа Вячеслав Максимович Салаевсен, Галина Максимовнӑпа  Юрий Михайлович Виноградовсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, Салаевсен йӑхӗ пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсен ку отрасльти пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 500 ҫулпа танлашать. Династие пуҫарса яраканӗ Максим Осипович пулнӑ. Хӑйӗн ӗҫ ҫулне Йӗпреҫ районне кӗрекен Эйпеҫ шкулӗнче пикеннӗ. 1939 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникне 1942 ҫулта хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ- пе наградӑланӑ. М.О.Салаев тӑван тӑрӑха 1947 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, Горькинчи педагогика институтӗнче куҫӑн мар майпа пӗлӗвне ӳстернӗ. 1947—1963 ҫулсенче Асанк
Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Иван Гончаров умӗнче, кӑҫал вӑтам шкулпӗтерекен нумай ачанни пекех, кӗҫех яваплӑ тапхӑр пуҫланать. Унӑн пысӑк тӗрӗслев витӗр тухмалла, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене тытмалла. Ваня шкулта пур предметпа та тӑрӑшса вӗреннӗ-ха, тавракурӑмне те анлӑлатса пынӑ. Ҫапах хӑй умӗнчи пысӑк яваплӑха аван туять вӑл. 11 ҫул хушшинче илнӗ пӗлӗве туллин кӑтартса парса экзаменсене ӑнӑҫлӑ  тытма ӗмӗтленет. И.Гончаров — шкулти пур енӗпе те палӑрса тӑракан вӗренекенсенчен пӗри. Пӗтӗм предмета юратать вӑл, ытларах вара гуманитари наукисене кӑмӑллать. Учебниксенчи программӑна кӗртнӗ темӑсемпе  ҫеҫ лӑпланса лармасть, хушма пӗлӳ илмелли майсем те шырать.  Нумай пӗлме тӑрӑшни, тавракурӑмне тӑтӑш анлӑлатса пыни ӑна шкулта, муниципалитет шайӗнчи, республи
Шкул проекта хутшӑнать

Шкул проекта хутшӑнать

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекен арҫын ачасем ҫеҫ мар, хӗр ачасем те футбол вӑййине чунтан кӑмӑллаҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫейри футбол союзӗ ирттерекен «Футбол в школе» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ку шкулта 10—11 ҫулхи вӗренекен хӗрсен футбол команди Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнӗ «Лига Радио Рекорд — 2023» ӑмӑртуран таврӑннӑ. Анна Прокопьева, Екатерина Платонова, Марина Ефимова, Ангелинӑпа Анастасия Порядковасем, Ксения Ефимова, Александра Воронова, Карина Федорова республикӑри чи вӑйлӑ командӑсемпе тупӑшнӑ, вӑйӑсене ҫӗнтерӳпе вӗҫлеме тӑрӑшнӑ, тӑваттӑмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Судьясемпе тренерсем Ксения Ефимовӑна  чи лайӑх  вылякан тесе палӑртнӑ. Ача-пӑча футбол центрӗн статусӗпе тӑракан республикӑри футбол шкулӗ ку турнира «Футбол в школе» проектпа йӗркеленӗ. У
Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Централизациленӗ библиотека системи» культура учрежденийӗнче «Диалог с властью» ҫавра сӗтел иртрӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн                          пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа тӗл пулма вулавӑша шкулсенчи хӑйтытӑмлӑх хастарӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ калаҫӑва ҫавӑн пекех райпо канашӗн ертӳҫи, муниципаллӑ округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева та хутшӑнчӗ. Тӑватӑ шкул вӗренекенӗсем округа аталантарас енӗпе хӑйсен проекчӗсене хатӗрлесе килнӗ. Лидерсен малашлӑхра пирӗн муниципаллӑ округа епле курасшӑн пулнине ҫырса-ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Ҫак тӗллеве пурте питӗ лайӑх пурнӑҫланӑ, командӑсем хӑйсен проекчӗсене округ ертӳҫи, тантӑшӗсем умӗнче хӳтӗлерӗҫ. «Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс» тесе ахальтен каламан ӗнтӗ. Нӗркеҫ, Тукай Мишер, Урмаел, Ҫӗнӗ Мӑра

Пур енӗпе те маттур каччӑ

Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнисем хушшинче Комсомольски 2-мӗш  вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Бронислав Митюков та пур. Вулакансене паян ҫак маттур каччӑпа паллаштарас тетпӗр. Чи малтанах ҫакна палӑртар: Бронислав — кадет, 9 «к» класра пӗлӳ илет. Кадет пулма вара пӗртте ҫӑмӑл мар, унта пурне те илмеҫҫӗ. Мал ӗмӗтлӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ тата дисцип линӑна пӑхӑнакан, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе кӑсӑкланакан, вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыракан хастар та пултаруллӑ ачасене суйлаҫҫӗ. Кадет пуласси хитре ҫар тумӗпе  ҫӳресси кӑна тесе шутлакансем йӑнӑшаҫҫӗ. Кун пек классенче тиев те (нагрузка) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан классенчинчен чылай пысӑкрах: вӗренӳ кунӗ каҫченех тӑсӑлать, уроксем хыҫҫӑн кадетсем стройпа утма, тӗрлӗ команда пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ, спорт хӑнӑхӑвӗсем тӑваҫҫӗ, тирта переҫҫӗ, вальс

Фестиваль хаваслӑх кӳчӗ

Ҫак кунсенче ялти культура ҫуртӗнче Тӑманлӑ Выҫли шкулӗнче вӗренекенсен черетлӗ фестивалӗ иртрӗ. Ӑна эпир Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалларӑмӑр. Ҫак уява Тӑманлӑ Выҫли шкулӗнче нумай ҫул вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ педагогсене чӗнтӗмӗр. З.В.Фадеева, Н.И.Николаева, Г.М.Попова, Н.А.Потапов, Л.П.Кириллова, Н.Н.Кузьмина хаваспах килсе ҫитрӗҫ.  Хӑйсене манманшӑн, тӗрлӗ уявсемпе саламласа тӑнӑшӑн, хисеп тунӑшӑн тав турӗҫ. Программӑна шкул ачисен хорӗпе пуҫларӑмӑр. «Детство — это я и ты», «Вместе весело шагать» тата «Наши учителя» юрӑсене юрларӑмӑр. Вӗрентекенсене саламласа чечек ҫыххисем патӑмӑр, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр. Юрӑ-ташӑ, кулӑшла сценкӑсем, илемлӗ сӑвӑсем пӗр-пӗринпе черетленсе пычӗҫ. Кашни класрах пултаруллӑ ачасем вӗренеҫҫӗ
Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ

Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр.  Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ.  Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ.  Мероприятие кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ пуҫланас умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков, информаципе методика центрӗн директорӗ, ППЭ ирттерекен пунктӑн ертӳҫи  Л. М. Антонова, пункт йӗркелӳҫи Анна Кольцова тата экзамен тытакан ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе малтанах ҫавра сӗтел пулнӑ.  Унта йӗркелӳҫӗсем 2023 ҫулта патшалӑх пӗрлехи экзаменне ирттермелли уйрӑмлӑхсем пирки каласа панӑ.   Ҫав кун ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачис

На очном этапе конкурса «Лучший учитель-дефектолог — 2023» участвовали и наши педагоги

21 марта 2023 года - начало очного этапа регионального конкурса профессионального мастерства «Лучший учитель-дефектолог - 2023». Педагоги продемонстрировали свое мастерство на базе бюджетного общеобразовательного учреждения «Чебоксарская начальная общеобразовательная школа для обучающихся с ограниченными возможностями здоровья № 1» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики. В конкурсе приняли участие 16 специалистов, из них 6 учителей-дефектологов и 10 учителей-логопедов. Комсомольский муниципальный округ представляли Герасимова Татьяна Николаевна - учитель-логопед МБОУ «Комсомольская СОШ № 2» и Низамова Зиля Семигулловна - учитель-логопед МБДОУ «Детский сад № 1 «Колосок». Все участники конкурса показали высокий уровень профессионализма в первом испытании «От

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче

Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.  Акӑ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хушшинче те ҫавнашкал маттурсем пур.   Паян вулакансене паллаштарас тенӗ стипендиат Дарья Вунберова асӑннӑ шкулти 9-мӗш «к» класра пӗлӳ пухать.  Мӗн ачаран пике ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе тата ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать.  Кашни сӑмаха виҫсе калама пӗлет.  Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.  Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан  хӗрач

Вӗрентекенсене тав турӗҫ

Педагог тата наставник ҫулне уҫса Александровка территори уйрӑмне кӗрекен Хырай ,нел,  Ҫӗнӗ Сӗнтӗр,  Александровка ялӗсенче пурӑнакансем уяв каҫӗ йӗркелерӗҫ.  Галинӑпа Валерий Ванюркинсем,  Елена Албутова,  Вера Тарасова культура ӗҫченӗсем,  шкул коллективӗсем вӑл  ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе нумай тӑрӑшрӗҫ.  Тӗлпулӑва ку тӑрӑхри шкулсенче ачасене пӗлӳ парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑ Р. И. Чемешева,  А. М. Чемешева,  Н. Я. Зайцева педагог-ветерансене те чӗннӗ. Нина Яковлевна ӗмӗр тӑршшӗпех Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ,  ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.  Вӑл учительпе ача пирки ҫырнӑ сӑвва пурин чун-чӗрине те тыткӑнламалла вуласа пачӗ.  Рева Игнатьевна,  ҫав шкул директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗскер, &nbs
«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

Ҫулсеренех  районта  чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенӗсен уҫӑ урок фестивальне ирттересси йӑлана кӗчӗ.   Мартӑн 14-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен  район  шайӗнчи «Уҫӑ урок — 2023» XIX фестивалӗ иртрӗ.   Ӑна Раҫҫейри Педагог тата наставник,   Чӑваш Республикинчи  Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне  халалланӑ. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен вӗренӳ пахалӑхне ҫӳлерех ҫӗклесси тата вӗрентӳре  ҫӗнӗ мелсемпе,  меслетсемпе ӗҫлекен учительсен ӑсталӑхӗпе  паллашасси. Мероприятие вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ,  чӗлхепе тата литературӑпа уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ.  4-мӗш класра вӗренекенсем Т. Ю. Ермолаева вӗрентекенпе М. Ухсай ҫырнӑ «Услан кайӑк» юмаха вуласа тишке
Школа фермера-2023

Школа фермера-2023

«Школа фермера» – первый в России образовательный совместный проект Россельхозбанка, Министерства сельского хозяйства региона, вузов, крупного бизнеса и фермеров. В Чувашии обучение проводится на базе Чувашского государственного аграрного университета. Слушатели Школы осваивают передовые методы ведения фермерского хозяйства, повышают финансово-экономическую грамотность, знакомятся с новейшими агротехнологиями, проходят практику на ведущих предприятиях АПК и фермерских хозяйствах Чувашской Республики и других регионов Российской Федерации.  Прием документов на конкурс в 2023 году стартовал 27 февраля. Занятия в рамках четвертого потока обучающего проекта «Школа фермера» начнутся в апреле по следующим направлениям: «Овцеводство», «Ягодоводство», «Сельский туризм». Планир

Вӗрентекен ачи пулма лайӑх-и?

Учитель тесен кашнин куҫӗ  умне ҫутӑ сӑнар тухса тӑрать. Мӗн тери ырӑ вӗсем, пире тӑрӑшса, ырми-канми пӗлӳ паракансем! «Чи телейлисем — вӗрентекенсен ачисем», — текен каларӑш та халӑхра ҫӳрет. Пурне те ыррине сунакансем ачисене те тӗрӗслӗхпе сӑпайлӑха вӗрентни паллӑ. Анчах ҫак професси ҫыннин ачи пулма ҫӑмӑл-ши? Ҫак тӗллевпе эпир шкулта ыйтӑм ирттертӗмӗр. Георгий Катмаков, 8-мӗш класра вӗренекен: — Аннем — историпе обществознани вӗрентекенӗ. Ӑна шкулта та, ялта та хисеплеҫҫӗ. Унӑн урокӗсене ачасем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ мана та, аннене те питӗ савӑнтарать. Анчах та учитель ачи пулма пӗртте ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен пӗлӳ ҫуртӗнче манӑн хама яланах йӗркеллӗ тытмалла. Вӑхӑтра урок туса каймалла, япӑх паллӑ илме юрамасть, унсӑрӑн вӗрентекенсем тӳрех аннене каласа параҫҫӗ. Вӑрҫасран

 Ҫурхи хӗвел пек ӑшӑ чунлӑ вӗрентекенӗм

Юлашки кунсенче хӗвел ӑшӑрах та ӑшӑрах хӑйӗн шевлисене ҫӗр ҫине сапалама пуҫларӗ. Сивӗ хӗл те парӑнасшӑнах мар, ҫил-тӑмансем те вӗҫтереҫҫӗ-ха. Ун пек пулсан та, ҫуркуннен паллисем ытларах вӑй илеҫҫӗ.  Хамӑн класс ертӳҫи пулнӑ Нина Григорьевна Архиповӑна эпӗ шӑпах ҫурхи хӗвелпе танлаштарнӑ пулӑттӑм. Вӑл — ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫепӗҫ чунлӑ та сӑпайлӑ педагог-ветеран. Нина хамӑр районти Тӗвенеш ялӗнче 1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ тантӑшӗсеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна ҫуралнӑ кӗтесе хисеплеме, хаклама вӗрентнӗ. Нина Григорьевна мӗн пӗчӗкрен учитель профессине илме ӗмӗтленнӗ. Шкул пӗтерсенех  ӑна Асанкасси вӑтам шкулне аслӑ вожатӑй пулса ӗҫлеме янӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа  И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика ин
Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Иртнӗ кунсенче «Тӑван чӗлхепе литературине чи лайӑх вӗрентекен» професси конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулчӗ. Ку конкурс районта пуҫласа иртет. Унта тӑван (чӑваш, тутар, вырӑс) чӗлхепе литературӑна вӗрентекен, икӗ ҫултан кая мар педагогика опычӗллӗ кирек кам та хутшӑнма пултарать.  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2023 ҫул Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтерчӗ. Тупӑшакансем професси ӑмӑртӑвне ҫак ҫулталӑка халалларӗҫ. Районта иртекен куҫӑн тапхӑра 4 шкултан 4 вӗрентекен хутшӑнчӗ: Л.Н.Данилова (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Л.И.Никифирова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Г.М. Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Л.Н.Владимирова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ). Жюри членӗсем конкурсантсене тӗрлӗ пултарулӑхра хакларӗҫ. Тупӑшу 3 турпа иртрӗ. Чи малтан вӗрентеке
Салтаксем валли —  ҫуртасем

Салтаксем валли —  ҫуртасем

Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене малалла пулӑшаҫҫӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑччӗ. Нумаях пулмасть вара шкулти волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлерӗҫ. Мӗн кирлине — консерва банкисем, картон, ӑвӑс (воск) — килӗсенчен илсе килчӗҫ. Ку ӗҫ ачасемшӗн ҫӗнӗлӗх пулсан та, ӑна хӑвӑрт хӑнӑхрӗҫ. Паянхи кун ҫакӑн пек ҫуртасем салтаксене питӗ кирлӗ. Вӗсем 4-8 сехет таран ҫунма пултараҫҫӗ.  Ҫавӑн пекех вӗсемпе усӑ курса апат е шыв ӑшӑтма та, атӑ-пушмака типӗтме те пулать. Ҫуртасем тӗтӗм кӑлармаҫҫӗ, тыткалама та меллӗ. Шкул ачисем хӑйсем хатӗрленӗ ҫуртасене салтаксем патне ҫитерме Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Л.А. Поляковӑна пачӗҫ. С.Петрова, социаллӑ педагог.

Вӗренӳре тӑрӑшуллӑ, спортра путаруллӑ

«Ҫамрӑксене — малашлӑх, ватӑсене — хисеп» текен каларӑш кирек хӑш ӗмӗрте пурӑнсан та хӑй пӗлтерӗшне ҫухатмасть. Паянхи наукӑпа техника аталаннӑ вӑхӑтра пирӗн хушӑра пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗм ҫитӗнни уйрӑмах паха. Ҫавӑн пек хӗрсенчен пӗри вӑл — Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче 9-мӗш «к» класра пӗлӳ илекен Элина Тумаланова. Вӗрентекенсем те, тантӑшӗ-сем те хӗр ҫинчен ырӑ сӑмахсем ҫеҫ калаҫҫӗ. Шкулти пур предмета та Элина юратса вӗренет, уроксене тӗплӗн хатӗрленсе килет. Темӑна лайӑхрах ӑнланас тесе хушма материалсемпе те паллашма тӑрӑшать. Тӑрӑшулӑхне кура тавракурӑмӗ те, пӗлӗвӗ те ӳссех пырать. Ҫакӑ ӑна  тӗрлӗ конкурссенче, смотрсенче, фестивальсенче, конференцисенче, олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума май парать. Акӑ, 2019 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадинче  матема

Манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм

Ҫӗр ҫинче ҫын алли тӗкӗнмен ӗҫ ҫук та пулӗ. Кашни ӑна юратса, чунтан парӑнса пурнӑҫласан пирӗн ҫӗршыв аталанса ҫеҫ пымалла. Ахальтен мар чӑвашсем «Ӗҫ — пурнӑҫ илемӗ», теҫҫӗ. Вӑл чӑннипех те лайӑх пултӑр тесессӗн пур ҫыннӑн та хӑйне килӗшекен пӗр-пӗр ӗҫе суйласа илмелле. Суйласа илни анчах ҫителӗксӗр — чуна парса тӑрӑшмалла, ҫитӗнӳсем тумалла, хӑвӑн телейне тупмалла. «Ӗҫ пурнӑҫ тытать, ӗҫ телей кӳрет», — тенӗ ваттисем.  Паллах, кашни ҫыннӑн  хӑйӗн савӑнӑҫ, хӑйӗн телей.  Хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшӗн ҫулнех суйласа илет,  теприсем тӑванӗсем сӗннипе пӗр-пӗр професси  суйлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем ҫут ҫанталӑк  панине, таланта тӗпе хураҫҫӗ. Хӑв юратнӑ ӗҫе пӗр кун хушшинче суйласа илме те май ҫук, ӑна кӑмӑлласси пӗчӗкренех палӑрать. Ҫӗр ҫинчи мӗнпур япалана ҫыннӑн ӑста аллипе ҫивӗч ӑс-хакӑлӗ тӑвать. Пӗ

Пултаруллă ачасене тупма пулăшĕ

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа, ЧР Цифра министерстви ачасемпе çамрăксен «Медиа- Взлет» медиапроектсен фестивальне йĕркелет. Регионсем хушшинчи фестивалĕн тĕллевĕ — пултаруллă ачасене тупса пĕр лапамра пĕрлештересси. Конкурса 9—17 çулсенчи ачасем (шкулти медиацентрти редакцисем, хаçатсем, радио- тата телестудисем, ыттисем) хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна медиавзлет.рф сайтра çырмалла, медиапроекта ярса памалла. 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи пушăн 16-мĕшĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра, социаллă сетьсенче вырнаçтарнă вырăсла е чăвашла ĕçсене йышăнаççĕ. Экспертсен комиссийĕ чи лайăххисене çак номинацисенче палăртĕ: «Чи лайăх пичет статйи», «Чи лайăх пичет кăларăмĕ», «Чи лайăх лонгрид», «Чи лайăх видеопроект», «Чи лайăх аудиопроект», «Социаллă сетьсенчи
Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ачасене шкулсенчи вĕренӳ программине кĕртнĕ предметсемпе пĕлӳ панисĕр пуçне, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшас енĕпе цифра тата гуманитари профиллĕ «Точка роста» центр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăна 2020 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче уçрĕç те унтанпа вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Центрта тăрăшакансем ĕç тухăçлăхне  ӳстерес тĕллевпе квалификацие ӳстерекен курссенче вĕренчĕç. Кабинетсене хăтлăлатса илемлетнĕ, хамăрăн центрăн эмблемине те хатĕрленĕ. Унăн авторĕ — информатика вĕрентекенĕ Л.Н.Глинкина. Ачасене хушма пĕлӳ парас енĕпе 2—11-мĕш  классенчи 100 ытла вĕренекен валли 6 программа хатĕрленĕ. Вĕсемпе усă курса «Точка роста» центр чылай социаллă-культурăллă мероприяти йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕсенче вĕренекенсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованисемпе усă кур
«Хавхалану» хавхалантарать

«Хавхалану» хавхалантарать

Çулсеренех октябрь уйăхĕнче Елчĕк районĕнче çуралса      ӳснĕ  Г.Н.Волков  академика  халалласа  Чăваш  Республикин  вĕренӳ  институчĕпе  Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул регион шайĕнче «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттереççĕ. Çак пултарулăх тупăшăвĕ шкул ачисене тата педагогсене паллă ăсчахăмăрăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн пĕлме хавхалантарас,  ачасене чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне,  шырав меслечĕпе ăсталăхне тата та ӳстерме пулăшать. Кăçалхи «Хавхалану» фесстивале хутшăнакансем  «Геннадий  Волков хайлавĕпе  лартнă чи лайăх инсценировка»,  «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан»,  «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупăшрĕç.  Жюри ч

Роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ

Юлашки çулсенче çĕршывра общество пурнăçĕнче те, производство сферинче те информатизацие аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. 2021 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче искусствăлла интеллект енĕпе иртнĕ конференцире РФ Президенчĕ В.Путин шкулсенче математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентессине лайăхлатмаллине палăртнăччĕ. Вĕренсе тухакансен малашнехи пурнăçĕнче информации технологийĕпе усă курма май паракан пĕлӳпе ăсталăха парта хушшинче ларнă чухнех  туптамалла. Мĕншĕн тесен паянхи кун IТ специалистсем  ĕç рынокĕнче чи кирлисем тата ыйтаканнисем шутланаççĕ, вĕсен ĕç укçийĕ те пысăк. IТ специалисчĕн профессийĕпе паллашмалли чи лайăх вăхăт вăл 7—9-мĕш классем тесе шутлаççĕ, маларах пуçласан та лайăхрах. Программăлама ансатрах меслетсенчен пуçламалла. Вĕсенчен пĕри вăл — Scratch. Кунта про

Программăлама вĕренме май пур

Паянхи кун информаци технологийĕсен отраслĕнче пысăк пахалăхлă кадрсем хатĕрлеме инновацилле лапамсем тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах IТ-специалистсем Раççее технологи суверенитетне тивĕçме пулăшаççĕ. Ку отрасль валли кадрсем хатĕрлес ĕçе шкул саккинченех пикенмелле. Çакă ачасене IТ сферипе интереслентерме, программăламаллин пуçламăш пĕлĕвне илме пулăшать. Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме пирĕн çĕршывра «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Пуласлăх кочĕ» федераллă проект пуçарса янă. Вăл 8—11-мĕш классенче ăс пухакансем валли тӳлевсĕр, икĕ çула тăсăлакан программăламалли курсĕн формипе пурнăçланать. Проекта пурĕ 100 пин вырăнлăх хатĕрленĕ, вĕсенчен çуррине яхăн йышăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Программăлама вĕренессине хутшăнма заявкăна ачасем хăйсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представит
Професси суйласа илме те пулăшать

Професси суйласа илме те пулăшать

Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи «Точка роста» вĕренӳ центрĕ çулсеренех Цифра урокĕсем ирттерес енĕпе ĕçлет. Кăçал çавăн пек пĕрремĕш урок сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Унăн теми — стартапри искусствăлла интеллект. Шкулти 7—11-мĕш классенче вĕренекенсем информатика урокĕсенче IТ-технологипе усă курса предпринимательствăра пурнăçлама май пур ĕçсене пăхса тухрĕç. Теориллĕ пайра вĕсем стартап тата предприниматель ăнлавсемпе паллашрĕç, проектсем хатĕрлесе ăна вăя кĕртмелли çул-йĕре пăхса тухрĕç. Илнĕ пĕлĕве практикăлла занятисенче тренажерсемпе усă курса çирĕплетрĕç. Çĕнĕ технологисемпе шкул çулĕсенче паллашни ачасене пулас профессисем суйласа илме пулăшать. Э.Айсына.    

Çемьери килĕшӳ — ĕçри ăнăçу

Анатолий Александрович Албутов Йăлмахва ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, вăл та мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. 1969 çулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Анатолий пĕрре те иккĕленсе тăман, пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă. 1972—1974 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă, Мурманск облаçĕнчи Североморск хулинче тинĕс флотĕнче службăра пулнă. Çартан таврăнсан каллех колхозра ĕçлеме пуçланă, ăна лашасем пăхма шанса панă. Анатолий хăйне шаннă ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра туса пынă. Вăл вăхăтра колхозра лашасем те йышлă пулнă. Вĕсене вăхăтра апатлантарма, тĕрĕс-тĕкел хăмлаттарма пĕрре те çăмăл пулман. Миçе лашана кӳлме вĕрентмен-ши тата! Ĕçĕ йывăр пулсан та пуçне усман Анатолий. Çакă уйрăмах район шайĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăннă чухне палăрнă. Çăварни уявĕ

Çăкăртан асли çук

Ачаран пултăр   пирĕн асра, Тĕпретме  юрамасть    çăкăра! Çын пурнăçĕнче çăкăр пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах ун çинчен ваттисен сăмахĕсем те нумай. Чи анлă сарăлни — «Çăкăртан асли çук». Питĕ ăслă, вырăнлă сăмахсем. Темĕнле тутлă апатăн та сĕтел çинче çăкăр пулмасан тути чакать, темĕн çитмен пек туйăнать. Халĕ пирĕн ăçтан çăкăр тупас нуша çук. Лавккасене кĕрсен те çемçереххине, тутлăраххине суйлама тăрăшатпăр. Пирĕнтен чылайăшĕ çиме çăкăр пулманнипе аптранине, пĕр татăкшăн йывăр çулсенче кунĕпе ĕçленине киносем курнă, кĕнекесем вуланă тăрăх çеç пĕлет. Çавăнпа та ăна хисеплесси чакса пырать пулĕ. Анчах та çăкăрăн чăн-чăн хакне, хисепне нихăçан та çухатмалла мар. Ăна хисеплеме пирĕн, аслисен, ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Тепĕр чухне, ачасем апатланнине

Шăнкăрав урока йыхравлать

Эпир çулсерен кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче  Пĕлӳ кунне паллă тăватпăр.   Кĕнекесем, чечексем, савăнăçлă пăлхану, пĕр- пĕриншĕн  тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем... Çак кун вĕренӳ учрежденийĕсем  алăксене  тараватлăн яри уçрĕç, классем ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç.  Йăлана кĕнĕ йĕркепе  районти шкулсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Каникулта канса вăй илнĕ ачасене  шкулсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, район прокурорĕ О.Васильев, Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.Кокарев  саламларĕç. Вĕсем вĕренекенсене — пĕлӳ илме ăнтăлма, лайăх паллăсемпе  вĕренме, çитĕнӳсем тума,

Ачасене пĕлӳ параççĕ, хăйсем те ăсталăха туптаççĕ

Çак кунсенче Комсомольскинчи культура çуртĕнче   районти педагогсен август уйăхĕнчи конференцийĕ  иртрĕ. Унта педагогсем, воспитательсем хутшăнчĕç. Конференци ĕçне Комсомольски район администраци- йĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн — вĕренӳ уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков хутшăнчĕç. «Шкулта ачасене пĕлӳ илме çеç мар, пур енлĕн аталанма та условисем туса памалла. Вĕсен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшмалла. Паян шкулсене çĕнететпĕр, оборудованипе, техникăпа тивĕçтеретпĕр», — терĕ Александр Осипов  вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса тата çĕнĕ вĕренӳ

Икĕ халăх хĕрĕ туслă, пур çĕрте те пултаруллă

Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракаан тĕп шкулне çӳренĕ ачасем ытти çĕрте малалла пĕлӳ илсен те пултаруллăхпа палăрса тăраççĕ.  Икĕ çул каялла Валерия Иванова Комсомольски 1-мĕш, Дильназ Тазетдинова 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренме пуçланăччĕ. Вĕсем асăннă вĕренӳ заведенийĕсенче те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартни савăнтарать. Акă, Валерия апрель уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттернĕ «Культура речи» олимпиадăра малти вырăн йышăннă. Дильназ Чăваш патшалăх университечĕн шкул ачисем хушшинчи олимпиадинче математика предмечĕпе 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Хĕр ачасем Хирти Явăш шкулĕнче пилĕк çул пĕр класра вĕренчĕç. Пур енĕпе те маттур пулнă. Тăрăшса вĕреннисĕр пуçне вĕсем спортра та, юрă-ташăра та малтисен ретĕнче пынă, ӳкерме те юратнă. Шкулта иртекен кашни меро
Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

«Маншăн пурте интереслĕ», — тет Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 4 «б» класра пĕлӳ илекен Варвара Тихонова. Вăл пуçламăш класранпах «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пырать. Хĕр ача нумай пĕлме, хăйне тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшать. Варя тăтăшах тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене, ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Акă, 2020 çулта «Кенгуру» конкурс-вăйăра регион шайĕнче 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Тепĕр çул «Мама — как много в слове этом!» сăвă вулакансен районти онлайн конкурсĕнче хĕр ача 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав çулах кĕçĕн классем хушшинче иртнĕ тăван тавралăхпа çыхăннă интелектуаллă вăйăра муниципалитет шайĕнче мала тухрĕ. Кăçал В.Тихонова «Я — исследователь» проектпа тĕпчев ĕçĕсен 10-мĕш конкурсĕнче кĕçĕн классем хушшинче «Гуманитарное» номинацире çĕнтерчĕ. ӳсĕмсем пур пулса
Вĕренекен пулма аван , кадет —  лайăхрах

Вĕренекен пулма аван , кадет —  лайăхрах

Паянхи кун,  социаллă пурнăçпа экономика улшăнăвĕсем тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем аталаннă вăхăтра тăван çĕршыва чун-чĕререн парăнса сыхлама,  тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пултаракан патриотсем кирлĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене  пахалăхлă пĕлӳ пама çеç мар, хăй тĕллĕн ĕçлеме, яваплăха хăнăхтарса çитĕнтерме  тăрăшаççĕ.  Çавна май  шкул саккинченех тĕпренчĕкĕсене кадет класне вĕренме яраççĕ,  çарпа  ытларах туслаштараççĕ.  Унта пĕлӳ пухакансем шкул саккинченех çирĕп те тӳрĕ кăмăллă çитĕнеççĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче кадет класĕсем пур. Тĕслĕхрен, ку енĕпе пĕрремĕш çул уçаканĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пулнă. Евгений Николаевич Савельев шкул директорĕ пуçарнипе 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене çарпа патриотла воспит

Паттăрсене асра тытса

«Единая Россия» парти пуçарнипе вĕренӳ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Герой парти» проект пурнăçланать. Пирĕн шкулта  та çак проекта пурнăçа кĕртес тесе апрелĕн 8-мĕшĕнче линейка иртрĕ.  Партăна çак ялта çуралса ӳснĕ  Аслă Отечественнăй вăрçăра Совет Союзĕн Геройĕ ята илнĕ, 1944 çулта Украинăна хӳтĕлесе пуç хунă паттăра, Константин Михайлович Антонова халалланă. — Хамăр паттăрсен ячĕсене пĕлмелле, вĕсене асра тытмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Пирĕн ял тăрăхĕнчен тухнă К.Антонов, Н.Будаков, И.Кабалин, И.Смирнов геройсен ячĕсене пурин те асра тытмалла, — терĕ Александровка ял тăрăхĕн депутачĕ А.В.Грачев. — Питĕ шел,  Аслă Отечественнăй  вăрçăра çапăçнисен, тылран пулăшса тăнисен шучĕ çулсерен чакать. Çавăнпа та пирĕн вĕсем çинчен нумайрах пĕлесчĕ, вĕсене асра т
Паллă кун умĕн – мероприятисем

Паллă кун умĕн – мероприятисем

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулта 4 «а» класра «Пĕлетĕр-и, мĕнле пулнă вăл?» пĕлӳ сехечĕ иртнĕ. Мероприятин тĕп геройĕсем, паллах, тĕнче уçлăхне пĕрремĕш вĕçнĕ Юрий Гагарин космонавт тата пирĕн ентеш, виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев пулнă. Ачасем космонавтсен пурнăçĕ çинчен фильм пăхнă, вĕсен кун-çулĕпе тата çын тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнипе паллашнă. 5 «б» класс вĕренекенĕсем  тĕнче уçлăхне çын вĕçсе хăпарнăранпа  61 çул çитнине, пĕтĕм тĕнчери  Авиаципе космонавтика кунне халалланă «Хĕвел системинчи космос çулçӳревĕ» мероприятие хутшăннă. Ачасем хĕвел системинчи планетăсем çинчен кăсăклă фактсемпе пĕр-пĕрне паллаштарнă. Тĕнче уçлăхĕ çинчен илемлĕ ӳкерчĕксем хатĕрленĕ. 6 «к» класра вĕренекенсем «+ăлтăрсем патне каймалли çул» пĕлӳ сехетĕнче  паллă кун те
Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Уçă саслă шăнкăрав вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе ачасене парта хушшине йыхăрнăранпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Анчах вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт чупать. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмалли тапхăр та çывхарса пырать. Шкулта 11 класс вĕренсе тухакансем çуллен ППЭ тытасси йĕркене кĕчĕ. Çапах паянхи кун та пĕтĕм çемье пăлханăвĕпе сăлтавĕ пулса тăраççĕ. 2022 çулта Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем мĕнле йĕркепе иртессине уçăмлатас тĕллевпе вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыевпа тĕл пулса калаçрăм. — Валерий Петрович, ППЭ тытмалли кăçалхи тапхăрсемпе паллаштараймастăр-ши? — Патшалăх пĕрлешÿллĕ экзаменĕсене маларах тытас тĕллевлисем мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 7-мĕшĕччен тĕрĕслев ĕçĕсем çырма пултараççĕ. Тĕп тапхăр майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2
Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

«Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă», — тенĕ ваттисем. Чăвашсем кашни çын ăсĕнче ырă шухăш пулмалла теççĕ. Ырă ăс ырă шухăш çуратать, ырă шухăш — ырă сăмах, ырă сăмах — ырă ĕç, ырă ĕç — ырă ят. Ырă ята тивĕçнĕ çын — хисеплĕ, сумлă. Ваттисем: «Ятлă çынна ял савать», — тесе ахальтен каламан. Ĕçчен, тăван çĕр-шывшăн, тăван еншĕн вăй хурса тăрăшакан чыслă та сумлă ятлă пулать. Чăваш Енре 2022 çула Мухтавлă ентешсене халалланă. Нĕркеç ялĕнчен паллă та сумлă, хастар та маттур çынсем нумай тухнă. Ял çынни хастар ĕçлеме пĕлнипе çеç палăрса тăрать тени çеç çителĕксĕр. Унăн ăс-хакăл пуянлахĕ иксĕлми. Кам пĕлмест-ши Сирене Никитична Юманковăна — илемлĕ ÿкерчĕксен ăстине, Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, авалхи чăвашсен тĕрри-сăввине нумай тĕпчекен, пир-авăр эрешĕсен тĕслĕ кĕнекине кăларакан Валентина
Апат çитернине тĕрĕслеççĕ

Апат çитернине тĕрĕслеççĕ

Район шкулĕсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессин пахалăхне тĕрĕслессипе йĕркелекен мероприятисем малалла тăсăлаççĕ. Комисси членĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче апат пĕçерекен блоксенче ĕçлекенсем харпăр хăй хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курнине, кулленхи меню пуррине, сĕтелсене апатланас умĕн тата хыççăн дезинфекцилемелли хатĕрсемпе тасатнине, ачасене паракан апат-çимĕç температури СанПиН хушăвĕсемпе килĕшÿллĕ пулнине, эпидеми хăрушсăрлăх мерисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Комисси членĕсем вĕренекенсене тивĕçтерекен апат порцийĕсен виçине тата пахалăхне уйрăм тимлеççĕ. Çавăн пекех комисси апат пĕçерекен блок документацине те тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман. В.ГОЛЫЕВ.  
Пуçаруллă хĕр – стипендиат

Пуçаруллă хĕр – стипендиат

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 25-мĕшĕнче, Студентсен кунĕнче, республикăри маттур та пуçаруллă 29 хĕре стипенди свидетельствисене парса хавхалантарнă. Уяв кунĕнче свидетельствăсене Татьянăсене парса чысланă. Маттурскерсем наука конференцийĕсенче, фестивальсенче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, республика чысне хÿтĕленĕ. Вĕсем малашне те республика аталанăвĕшĕн ĕçлĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Татьянăсен йышĕнче пирĕн район хĕрĕ, Тукай пики Татьяна Матросова та пулнă. Татьяна пултаруллă та маттур хĕр пулнине эпир чылайранпа пĕлетпĕр. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех ăсталăхпа палăрнă: конкурс-фестивальсене хутшăннă, олимпиадăсенче палăрнă, наукăпа практика конференцийĕсенче çĕнтернĕ. 2019 çулта «Раççей чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи те Татьяна пулчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ
Професси суйласа илме пулăшĕ

Професси суйласа илме пулăшĕ

Вăтам шкул пĕтерекенсен малашнехи пурнăçĕ мĕнле професси е специальноç суйласа илнинчен те нумай килет. Çавăнпа парта хушшинче ларнă чухнех çакăн пирки шутламалла. Пирĕн район ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă. Вăл отрасле вара пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Ачасем хушшинче пурнăçне ял хуçалăхĕпе тачăрах çыхăнтарас тĕллевлисем те пулма пултараççĕ. Çавăнпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсен шухăшĕсене шута илсе профориентаци маршрутне палăртрăмăр. Çак кунсенче вĕренекенсемпе Шупашкарти Патшалăх аграри университетĕнче пулса куртăмăр. Преподовательсем хапăлласах вĕренÿ заведенийĕпе, унти лару-тăрупа, аудиторисемпе, лабораторисемпе тата студентсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хÿтĕ çĕр çинчи инноваци технологийĕн лабораторийĕн заведующийĕ Надежда Михайлова малтан сити-фермăра ачас
Çĕнĕ çула — çĕнĕ çитĕнÿсемпе

Çĕнĕ çула — çĕнĕ çитĕнÿсемпе

«Раççей Федерацийĕнчи граждансене патриотизмла воспитани парасси» федераллă, «Вĕрентÿ» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе «ЭТНО-хакатон» проектăн регионсем хушшинчи «Многоликая Россия» конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ халăх йăли-йĕрки урлă çемье пуянлăхне упрама, культура еткерлĕхне сыхласа хăварма май парасси пулса тăрать. Конкурса Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Мироновăпа Дильназ Тазетдинова та хутшăннă. Вĕсем пирĕн районта пурăнакан икĕ халăх туслăхне мухтакан видеоролик тăратнă. Унта чăвашсен тата тутарсен культурине, йăли-йĕркине кăтартса панă. «Многоликая Россия» конкурсра тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе çыхăннă 150 ытла видеоролик пулнă. А.Мироновăпа Д.Тазетдинова ĕçне жюри пысăка хурса хакланă, вĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Хĕр ачасене шкулта выр

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Кабы не было зимы» сăнÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕмĕр. Палăртма кăмăллă, мĕн тери хитре ĕçсене курса савăнтăмăр. Пирĕн тăрăх чăннипех те çав тери илемлĕ. «Хĕллехи ял сюжечĕсем» номинацире Александр Андреев /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Хĕллехи йăпанăç» номинацире Мария Сорокина /«Колосок» ача сачĕ/ мала тухнă. Азалия Атакаева ?Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăн йышăннă, виççĕмĕш вырăнта — Диана Лепешкина /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ тата Эвелина Иванова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/. «Хĕллехи юмах» номинацире Ильсияр Петрова /«Лейсан» ача сачĕн педагогĕ/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Вероника Ефимова /Дубовкăри культура çурчĕ/ тата Адель Габитов /«Лейсан» ача сачĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Айгель Бухарина /Комсомольс
Кадеты – гордость школы

Кадеты – гордость школы

Быть кадетом почётно, поэтому ученики школы второй год пополняют ряды кадетов МБОУ «Комсомольская СОШ №1».  Кадеты — это гордость нашей школы. Они воспитываются в духе патриотизма, любви к военной службе, им прививаются высокие морально-психологические качества, дисциплинированность, честь, достоинство, вежливость и уважение к старшим. Для кадетов предусмотрено проведение дополнительных внеурочных занятий: «Строевая подготовка», «Физическая подготовка», «Огневая  подготовка», «Этикет кадета», «Хореография», «Занимательная химия», «Хор». Ребята с большим интересом посещают их. Все кадеты школы носят военную форму, имеют удостоверение кадета. Ежедневно перед началом уроков проходит построение. Кадеты принимают активное участие в мероприятиях военно-патриотической и спортивной на

Çĕнтерÿçĕне – диплом

«Хыпар» Издательство çуртĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Хÿтĕлев чиккисем пирки пĕлетĕр-и?» викторина çĕнтерÿçисене чысланă. Унта пирĕн районти Тăманлă Выçли шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Коновалова çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Вăл хăй пурăнакан тăрăхри окоп чавма хутшăннă 25 çыннăн шăпине уçăмлатнă, вĕсен тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Нумайăшĕн сăнÿкерчĕкне тупнă. Тăрăшуллă вĕрентекене, викторина çĕнтерÿçине саламлатпăр. Малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума, çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунатпăр. С.ВИШНЕВА.  
«Пушкин карттипе» — выставкăна

«Пушкин карттипе» — выставкăна

Иртнĕ эрнере Урмаелĕнчи культура çуртĕнче Чăваш республикинчи хальхи вăхăтри художниксен картинисен «Суварские фентэзи» ятпа куравĕ ĕçленĕ. Килекенсене ЧР Художниксен союзĕн членĕ, Шупашкарти Чăваш патшалăх художество музейĕн экспозиципе выставка залĕн наука сотрудникĕ Алексей Николаев кĕтсе илнĕ, ÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Унта районти пур шкулсенчен те тенĕ пекех ачасем çитсе курнă. Вĕсем «Пушкин карттипе» усă курса ÿнер ăстисен ĕçĕсемпе хапăлласах паллашнă. Çавăн пекех вăл карттăсемпе усă курса ачасем Хусанти Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕн артисчĕсен пултарулăхне те курса савăннă. Вĕсем К.Тинчуринăн «Лестница любви» спектакльне пăхнă. Районти ачасем «Пушкин карттипе» туллинрех усă курма пултарни савăнтарать. Спектакльсем, концертсем пăхни, выставкăсене тата ытти культурăллă меро
Ачаран çар çынни пулас ĕмĕтпе ÿсеççĕ

Ачаран çар çынни пулас ĕмĕтпе ÿсеççĕ

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулти 5 «к» класс вĕренекенĕсене савăнăçлă лару-тăрура кадета илчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Игорь Козлов, «Раççейри Афганистан ветеранĕсен союзĕ» организацин районти уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов, Комсомольскипе Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕ Ирина Козлова тата шкул директорĕ Ирина Соловьева саламларĕç. Чыс, тивĕçлĕх, яваплăх, дисциплинăна пăхăнасси кадетсемшĕн яланах пĕрремĕш вырăнта пулмаллине тата кадет ятне çÿлти шайра тытас тесен тăрăшса вĕренмеллине, спортпа туслă тата инкеке лекнисене яланах пулăшма хатĕр пулмаллине, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхмаллине кашниех у

Тĕп тĕллев – чиртен хÿтĕленесси

Çĕршывра коронавирус чирĕ алхасни призыв кампанийĕн ĕçĕ-хĕлне те пырса тиврĕ. Çапах та чир сарăласран çирĕп асăрханни лару-тăрăва йĕркере тытма, ума лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçлама пулăшса пырать. Çак тата ытти темăсене хускатса пирĕн корреспондент Чăваш Республикин çар комиссарĕпе Бахтиер Холиковпа дистанци мелĕпе çыхăнса ыйтусем çине хуравсем илчĕ. — Хисеплĕ Бахтиер Махмаджонович, 2021 çулхи кĕрхи призыв кампанийĕ çинче чарăнса тăрсамăр. Коронавируспа çыхăннă эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле шайра? — Çĕршывра иккĕмĕш çул коронавирус чирĕ алхаснă май республикăри пур çар комиссариатĕнче те санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне çирĕп пăхăнаççĕ. Ку условинче ĕçлес опыт пур. Инфекцирен сыхланас йĕркене мала хурса пулас салтаксемпе ĕçлеме вакцинаци витĕр тухнă специалистсене анчах шаннă.
Чи вăйлисене палăртрĕç

Чи вăйлисене палăртрĕç

Кашни çулах пирĕн шкулта «Сила РДШ» ятлă конкурс иртет. Унта ачасем тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем туса тупăшаççĕ, чи вăйлисене палăртаççĕ. Турник çинче туртăнма çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. Пирĕн вĕренекенсем çавăнпах ку ăмăртăва çур çул хатĕрленеççĕ. Ăмăрту çулталăкра икĕ хут иртет. Ачасем кĕркунне тата çуркунне вăй виçеççĕ. Чи çăмăл хăнăхтарусемшĕн /чĕркуççисене 90 градуса çĕклесси/ — 1 балл, чи йывăррисемшĕн /1 алă çинче туртăнасси/ тÿрех 30 балл пулать. Хăнăхтарусене пурнăçлама 1 минут çеç параççĕ. Класри ачасен кăтартăвĕсене пĕрлештереççĕ. Хутшăнакансен балĕсене хушаççĕ, класри вĕренекенсен пĕтĕмĕшле шучĕ çине пайласа вăтам балл тупаççĕ. Çапла кашни балл класăн е шкулăн пухмачне каять. Кăçал чи вăйлă ачасем çаксем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнта: Сергей Иванов — 186 балл, Лидия Матросова — 7

Ĕç паттăрлăхне асра тытса

2021 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен ярăмĕ /уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем/ малалла пырать. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ» ятпа 8-мĕш класра информаци сехечĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрла ĕçне яланах асра тытасси, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва пĕлтересси, тăван халăхăмăрăн ятне çÿлтен çÿле çĕклесси. Класс ертÿçи В.С. Ефимова вĕренекенсене ентешĕмĕрсен вăрçă вăхă- тĕнчи тылри паттăрлăхне кăтартса паракан презентаципе, кăсăклă фактсемпе паллаштарчĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак ц
Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Кашни çыншăн хаклăран та хаклă çын вăл — анне. Вăл пире çуратнă, пирĕн телейшĕн пурăнать, яланах пирĕншĕн тăрăшать. Анне сывлăхне упрама тăрăшмалла, кулянтармалла мар ăна. Манăн анне, Наталья Владимировна Воронова, Елчĕк районĕнчи Çуткÿль ялĕнче çуралса уснĕ. Аттепе пĕрлешнĕренпе Янкасси ялĕнче пурăнать. Кăмăллă çын манăн анне. Ăна çынсем хисеплеççĕ, унпа калаçма юратаççĕ, канаш ыйтаççĕ. Çавăн пекех вăл питĕ вăйлă та пултаруллă хĕрарăм. Спортпа та туслă. Тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕнче тата хĕрарăмсем хушшинчи армспортра яланах малти вырăнсене йышăнать. Ĕçре те маттур та тăрăшуллă манăн анне. Ирех тăрать те ĕнесене сăвать, пăрусене пăхать тата ытти ĕçе пурнăçлать. Юрла-юрла апат пĕçерет. Пире йăмăксемпе вĕри апатпа сăйлать. Уроксем тума пулăшать.
Ылтăн кĕркунне

Ылтăн кĕркунне

Ылтăн кĕркунне. Йĕри-тавра епле илемлĕ! Йывăçсем çинчен сарă, хĕрлĕ, хăмăр çулçăсем вĕçсе анаççĕ. Çĕр хитре кавирпе витĕнет. Кĕркунне эпир çемьепе вăрмана çÿреме юрататпăр. Унта тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем пуçтаратпăр, кăмпа тататпăр, вăрман илемĕпе киленетпĕр. Егор Коновалов, 3-мĕш «б» класс.  
Кушак çури

Кушак çури

Манăн кушак çури пур. Вăл питĕ пĕчĕк. Эпĕ ăна урамра тупрăм. Вăл шурă тĕслĕ, çăмламас. Эпĕ ăна Çăлтăр ят патăм. Çăлтăр выляма юратать. Эпĕ ăна сĕт тата пăтă çитеретĕп. Манăн Çăлтăр хитре. Кристина Яковлева, 3-мĕш «б» класс.  
Хĕллехи вăрман

Хĕллехи вăрман

Эпир вырсарникун çемьепе вăрмана уçăлма кайрăмăр. Кунĕпе юр çунипе йывăçсене пас тытнă. Вĕсене кăшт перĕнсенех кăпăшка юр пĕтĕм пит-куçа хупласа лартать. Вăрманта шăп. Çанталăк лăпкă. Унта-кунта тилĕсем чупни палăрать. Упа тарăн ыйха путнă. Мулкач шурă тум тăхăннă та, асăрхама та çук ăна. Хырсемпе чăрăшсем те юр кĕрĕксем тăхăннă. Вĕсен айĕнче тĕрлĕрен йывăç тĕмĕсем пытанса лараççĕ. Хĕвел çутинче юр пĕрчисем хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕслĕн курăнаççĕ. Вăрмана каç сĕмĕ çапсан эпир вăрманпа сывпуллашса килелле çул тытрăмăр. Мария Жукова, 3-мĕш «б» класс.  
Анне ăшши чи хакли

Анне ăшши чи хакли

Анне... Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ачашлăх, çепĕçлĕх пытаннă. Çут тĕнчери кашни чĕрĕ чун хăйĕн амăшне юратать: çын та, кайăк-кĕшĕк те, чĕрчун та. Анне çинчен поэтсем чуна пырса тивмелли сăвăсем, писательсем пин-пин калавпа повеç, композиторсем илемлĕ юрăсем çыраççĕ. Эпĕ хамăн аннене, Ольга Вячеславовнăна, питĕ юрататăп. Вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, пултаруллă, ĕçчен хĕрарăм. Кăмăлĕ питĕ ырă манăн аннен. Вăл кашни тĕл пулаканах ырă кун, сывлăх сунмасăр иртсе каймасть, яланах ăшă кулă парнелет. Пулăшу ыйтаканран нихăçан та пăрăнса утмасть. Пирĕн килте сĕтел çинче яланах тутлă апат-çимĕç, пахчара илемлĕ чечексем, улма-çырла çитĕнеççĕ. Çакă пĕтĕмпех анне тăрăшнипе пулать. Манăн анне пур енчен те пултаруллă. Футбол, хоккей вăййисене вылять. Илемлĕ юрлать, хитре ÿкерчĕксем ÿкерет. Спорт ăмăртăвĕсе
Манăн асанне

Манăн асанне

Эпĕ сире хамăн юратнă асанне, Валентина Васильевна Андреева, çинчен каласа парасшăн. Манăн асанне вăтам ÿсĕмри çын. Халĕ вăл 63 çулта. Асанне вăтам пÿллĕ, туллирех кĕлеткеллĕ, çутă сенкер куçлă, çутă сарă çÿçлĕ. Вăл Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăманлă Выçли шкулĕнче 10 класс пĕтерсен асанне малалла вĕренме кайман. Вăл тÿрех çак ялти кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 53 çула çитичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл. Хăйĕн ĕçне лайăх тата тĕплĕ туса пынăшăн «Почетный строитель» медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Асанне питĕ ăшă чунлă, тарават. Вăл çыннăн нуши-тертне лайăх ăнланать. Кирлĕ чухне канаш парса пулăшать. Асаннен сасси питĕ уçă. Вăл юрлама та питĕ ăста. Çамрăкрах чухне вăл ялти клуба юрлама çÿренĕ, концертсене хутшăннă. Асанне çак ялта çуралса ÿснĕ Владимир Анд
Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Альметьевск хулинче триатлон /акватлон/ енĕпе Тутарстан Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, çав шутра Чăваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Киров, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран тата ытти çĕртен те спортсменсем хутшăнчĕç. Комсомольскинчи «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк акватлонистсем те çак ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Тупăшу ачасен ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăнсенче иртрĕ. Пирĕн спортсменсем район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç. Раиль Айзетов Тутарстан Республикин чемпионĕ пулса тăчĕ. Рамина Салихова, Анастасия Сумзина — иккĕмĕш, Ралина Салихова виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр. Шел пулин те, коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика тата Раççей ша- йĕнчи чылай ăмăртăва ирт

Манăн анне – медсестра

Манăн анне, Инна Федоровна — медсестра. Вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Унăн тивĕçĕ питĕ яваплă. Анне ялта пурăнакансем чирлесен пĕрремĕш пулăшу парать, вĕсене уколсем туса хăвăртрах сывалма, ыратнине çăмăллатма пулăшать тата прививка нумай тăвать. Çав вăхăтрах вăл отчет тумалли журнала та даннăйсене вăхăтра кĕртсе тултарса тăрать. Хальхи вăхăтра коронавирус сарăлнине пула медицина ĕçченĕсене çăмăл мар, ĕçĕ те нумайланать. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе нумай-нумай çыннăн пурнăçне хăтараççĕ. Çак чир никама та шеллемест, пĕчĕккисене те, ваттисене те нушалантарать. Эпир те коронавируспа чирлерĕмĕр. Ун чухне анне пире питĕ тăрăшса пăхрĕ, сыватрĕ. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп. Вăл çынсене пулăшу паракан професси суйласа илнĕшĕн, хăйĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçланăшăн мăнаçланатăп. А
Пирĕн çемье

Пирĕн çемье

Эпир килте виççĕн пурăнатпăр. Атте, анне тата эпĕ. Аслă аппасем — Таньăпа Наташа — хулара пурăнаççĕ. Вĕсем канмалли кунсенче хăнана килсен эпĕ питĕ савăнатăп. Манăн атте, Сергей Васильевич, «Слава картофелю» агрофирмăра хуралçăра ĕçлет. Вăл объекта тата пурлăха сыхлать, кĕрсе тухакансен докуменчĕсене тĕрĕслет. Çĕрулми тата кишĕр складĕнче пахча çимĕçсене те пăхса тăрать. Атте хăйĕн тивĕçĕсене питĕ яваплă пурнăçлать. Вăл хăйĕн ĕç вăхăтĕнче çĕрĕпе те çывăрмасть. Çавăнпа вĕсене сменăпа ĕçлеттереççĕ. Пушă вăхăтра ман атте ухутана, пулла çÿреме юратать. Унăн аллисем те питĕ ăста. Атте тĕрлĕ япаласем юсама лайăх пĕлет. Кăçатă тĕплемелле пулсан вăл — чи маçтăрри. Манăн анне, Елена Николаевна, апат-çимĕç питĕ тутлă хатĕрлет. Вăл пĕçернĕ кукăле тутанса пăхсан чĕлхене те çăтса яма пулать. Анне Çĕн
Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

«Пушкин картти» — çамрăксене паракан ятарлă банк картти. Унпа усă курса театрсемпе музейсене, куравсемпе концертсене валли билет туянма пулать. Карттăна 14 çултан пуçласа 22 çулхи çамрăксем илме пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çак карттăна илсен кĕтнĕ культура мероприятине çăмăллăнах лекме пулать. Проекта сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ, унтанпа хăшĕ-пĕрисем унпа усă курма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те çак карттăна илме пултарчĕç. Çав шутра эпĕ те ăна илме шухăшларăм. Халĕ манăн карта çинче 3 пин тенкĕ. 2022 çулта ку суммăна 5 пин тенкĕ таран ÿстересшĕн. Ман шутпа, çамрăксемшĕн, вĕсен ашшĕ- амăшĕшĕн ку питĕ курăмлă пулăшу. Çапла майпа культура мероприятийĕсене укçа-тенкĕ тăкакламасăрах кайса курма пулать-çке. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче эпĕ Чăв
Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Эпĕ 7-мĕш класа куçрăм. Вĕренÿ кунĕсем пуçланнă май пире кăçал олимпиадăсем пуласса пĕлтерчĕç. Тĕрлĕрен предметсемпе пулса иртрĕç вĕсем: чăваш чĕлхи, тăван ен культури, вырăс чĕлхипе литератури, экономика, физика тата ытти те. Нумайăшне инçет мелпе йĕркелерĕç. Олимпиадăсем пуçланасси çинчен илтсен пирĕн класс ачисем савăнсах кайрĕç, пурте хутшăнасшăн пулчĕç. Кам тăван чĕлхепе, кам математикăпа пĕлĕвне тĕрĕслесшĕн — пурте ĕçлеççĕ, хатĕрленеççĕ. Эпĕ те олимпиадăсене пикенсех хатĕрлентĕм. Эпир, 7-мĕш класс ачисем, пуçласа кун пек ĕçе хутшăнатпăр. Çакă пире пăртак хăратрĕ те. Йывăр пулать-ши е çăмăл? Кам-кам рейтинга кĕреет? Юпа уйăхĕ çитсен олимпиадăсен шкул тапхăрĕ пуçланчĕ. Тĕрлĕ предметсемпе пĕрин хыççăн тепри иртрĕç вĕсем. Пурте питĕ тăрăшрĕç, вăхăт мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕмĕр. Ик
Манăн хобби — ÿкересси

Манăн хобби — ÿкересси

Кашни çыннăн вĕренÿрен е ĕçрен пушă вăхăт пур. Ăна тĕрлĕрен ирттерме пулать. Нумайăшĕ вара çак вăхăта усăллă йĕркелеме пĕлмеççĕ — пĕрмай компьютерпа е телефонпа лараççĕ. Эпĕ тĕрлĕ япалапа интересленетĕп. Пуринчен те ытларах ÿкерме юрататăп. Хут листи тĕрлĕ сăнарсемпе тулнă май эпĕ шухăша вĕçтерсе таçта та «çитетĕп». Уйрăмах мана çутçанталăка, тĕрлĕ пулăмсене сăнарлама тата абстрактлă ÿкерчĕксем шутласа кăларма килĕшет. Эпĕ хамăн ĕçсенче тĕрлĕ сăрăсемпе те, ручкăпа та усă куратăп. Манăн лайăх ÿнерçĕ пулас килет. Çавăнпа эпĕ ÿкермелли тĕрлĕ мелсем çинчен вуласа пĕлетĕп, вĕсемпе усă курма хăнăхатăп. Ÿкересси — мана савăнăç паракан, кăмăла каякан чи лайăх ĕç. Манăн ытти шкулсенче вĕренекен ачасем мĕнпе интересленнине те пĕлес килет. Анастасия Албутова, 7-мĕш класс.
Ачасене çутçанталăка юратма вĕрентер

Ачасене çутçанталăка юратма вĕрентер

Пурне те пĕлме юратакан ача-пăча пире, аслисене тăтăшах тĕрлĕ ыйтусем парать. Çивĕч ăс-тăнлăскерсен пĕтĕмпех пĕлес килет. Вĕсем çут çанталăкри пулăмсемпе те питĕ кăсăкланаççĕ. «Çулçăсем мĕншĕн çулла симĕс, кĕркунне саралаççĕ е хĕрелеççĕ?», «Кукша пуç мĕншĕн ирхине уçăлать, каçхине хупăнать?», «Хĕлле мĕншĕн юр çăвать, çулла — çумăр?» тата ытти те. Пирĕн, аслă ăрури çынсен, ачалăх аса килсен куç умне тÿрех кÿлĕре шыва кĕни, вăрманта çырла е кăмпа пуçтарни тухса тăрать. Ачасем çут çанталăка юратчăр тата упрама хăнăхчăр, кашни тапхăрти пулăмсене ăнланма вĕренччĕр тесен ашшĕ-амăшĕсен вĕсемпе мĕн пĕчĕкрен уй-хирте, вăрманта, шыв хĕрринче, паркра ытларах пулма тăрăшмалла. Уçăлса çÿренĕ чухне тавралăха сăнама вĕрентмелле, ыйтăвĕсем çине тулли хурав пама тăрăшмалла, ырă тĕслĕх кăтартмалла. «Пăх-ха
Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл 2013 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун унта 190 ача 8 ушкăна çÿрет. Центртан çеç мар таврари ялсенче те ашшĕ-амăшĕ пепкисене илсе килет. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илччĕр, хăтлă та тирпейлĕ пÿлĕмсенче кун кунлаччĕр, тутă та сывлăхлă ÿсчĕр тесе 40 ытла ĕçчен тăрăшать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕнче чылайранпа. А.Н.Албутова заведующи, Г.Ф. Молокова аслă воспитатель акă, садике хута янă вăхăтрах кунта тăрăшнă. В.Н.Никифорова, О.П.Григорьева, А.П.Боровкова воспитательсем те хăйсен ĕç-хĕлне ача-пăчапа çыхăнтарнăранпа нумай вăхăт иртнĕ. А.А.Камальдинова, В.В.Чубукова, И.С.Акшева воспитателе пулăшакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Коллективра çамрăксем те сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăш

Мĕн-ши вăл туслăх?

Туслăх вăл — вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Эпĕ те çавăн пек пулма тăрăшатăп. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмастăп, йăнăш хăтланнине ăнлантарма тăрăшатăп. Юлташсем нумай манăн. Анчах чи çывăххисем иккĕн çеç. Пĕри — Настя. Вăл манпа пĕр класрах вĕренет, мĕн пĕчĕкренпе килĕштерсе пурăнатпăр. Тепри — Ульяна. Вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать. Туссемпе пĕрле йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Юлташсемпе сăмахлама та, ĕçлеме те аван. Эпĕ хам та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма, лăплантарма, калаçса йăпатма тăрăшатăп. Çапах пурне те юлташ тееймĕн, çĕр çинче сутăнчăк та нумай. Кĕскен каласан, пурнăçра çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ: санпа чунне парса калаçакансем, санран кулакансем, усал сăмах калакансем. Чун вара яланах пулăшм

Команда – виççĕмĕш

Фитнес-аэробикăпа Самара хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди палăрнă. Ун йышĕнче пирĕн районтан та пулнă. «Свит Бейби» /тренерĕ Мария Долгова/ команда 11—13 çулхи хĕрачасем хушшинче «Перфоманс» дисциплинăра, аэробикăра виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Республикăн пĕрлештернĕ командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешсен тÿпи пурри савăнтарать. Вĕсене Раççей кубокĕшĕн пыракан тупăшусенче ăнăçу сунатпăр. /ХАМĂР ИНФ./.  
Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тĕлне районти çырав уйрăмĕ тата «Каçал ен» хаçат редакцийĕ «Çырав тĕлне — конкурс» йĕркелерĕмĕр. Хаçат номерĕсенче вулакансене ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. Халăх çыравĕ пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Вăл хăçан иртет? Хаçатпа туслă вĕренекенсем ыйтусем çине тулли тата тĕрĕс хуравсем пани вара уйрăмах савăнтарчĕ. Чи малтан хуравсене çитернĕ шкул ачисене сентябрĕн 17-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче чысларăмăр. Çĕнтерÿçĕсем Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Халăх çыравĕпе районта ĕçлекен Надежда Александрова ачасене малашне те конкурссенче хастар, вĕренÿре маттур пулма сунса парнесемпе чысларĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Галзанова, Варвара Тихонова тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Ева
Кадетсем палăрнă

Кадетсем палăрнă

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче кадетсен тата çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх, çарпа патриотизм воспитанийĕн «Авангард» вĕренÿпе методика центрĕ йĕркеленĕ. Асăннă конкурс кăçал дистанци формачĕпе иртнĕ. Сентябрь уйăхĕнче кĕçĕн ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Çамрăк патриотсем» ушкăнĕ /5 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Патриотсем» ушкăнĕ /8 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тухса палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, медальсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Ма
Форумра пултăмăр

Форумра пултăмăр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем — Лида Матросова, Лиза Наумова, Нарспи Борисова тата Аньăпа Юра Курицынсем çуллахи каникула ахаль ирттермен. Туссем Тутарстанри Пÿлер хулинче иртнĕ «Сэлэт» çамрăксен форумне, Раççей çамрăкĕсен юхăмĕн «Экологи лидерĕсем» сменине кайма тивĕçме пултарнă. «Унта кайиччен эпир экоплакатсем ÿкертĕмĕр, пилĕксĕмĕрĕн ĕçĕсене те шута илсе сменăра канма суйласа илчĕç. Кашни кун хăйне евĕр иртрĕ. Уйрăмах палаткăсенче пурăнма килĕшрĕ. Экологи журналистикипе ăсталăх класĕсем, интереслĕ лекцисем иртрĕç. Çакă пирĕншĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Тĕслĕхрен, пăрахăçа тухнă хатĕрсене çĕнĕ пурнăç парнелеме пĕрре те йывăр мар иккен. Вĕсенчен юрăхлă япаласем хатĕрлеме пулать. Çак енпе пирĕн çĕршывра çине тăрсах ĕçлеççĕ. Кĕске вăхăтрах эпир тутар чĕлхине те вĕренме пултартăмăр. Тутар ç
Илемлентĕр тăван тăрăх!

Илемлентĕр тăван тăрăх!

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарнипе сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен «Экодежурный РДШ» акци иртет. Пирĕн шкул та ку акцие кашни çулах хутшăнать. Акци йĕркипе шкул ачисен туссемпе, пĕрле вĕренекенсемпе пухăнса хăйсен урамĕнче е пĕр-пĕр çырма, пĕве таврашĕнче, паркра /хăйсем суйланă кирек хăш вырăнта/ çуп-çап пухса илем кÿмелле. Тукай ачисем хайсен ялĕнче, Çĕнĕ Мăратсем — хайсен тавралăхĕнче, Вутлан тата Тăманлă Выçлисем — тăван ял урамĕсене, çырма-çатрана тирпей-илем кÿреççĕ. Тăван яла, урама, тăван тавралăха таса та тирпейлĕ курма кăмăллă. Эпир те çак кунсенче шкулта йĕркеленĕ «Экодежурный РДШ» акцине хутшăнтăмăр. Ăна çутçанталăка тасатас, уçă та таса сывлăшпа сывлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Тукай ялĕнче пурăнакан ачасем
Кăнтăрта канни асрах

Кăнтăрта канни асрах

Каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем — Нарспи Борисова, Елизавета Наумова, Лидия Матросова тата Аннăпа Юрий Курицынсем — Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне çитсе куртăмăр. «Стремительный» лагерь ĕçченĕсемпе вожатăйĕсем пире ăшă кăмăлпа, хаваслă кулăпа кĕтсе илчĕç, кашни кун хăйне евĕрлĕ асамлă пуласса шантарчĕç. Чăнах та, эпир тĕрлĕрен ăсталăх класĕсемпе вĕренÿ лекцийĕсене çÿрерĕмĕр, ăс-тăна, хăвăртлăха аталантаракан вăйăсем вылярăмăр, каç пулсан отряд юррине юрларăмăр. Холи сăррин фестивальне, Раççей кунĕн уявне тата ытти нумай мероприятие хутшăнтăмăр. Юнкунсерен ташă каçĕсенче савăнтăмăр, вожатăйсем пире тăтăшах кĕтмен парнесемпе тĕлĕнтеретчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те питĕ кăсăклă пулчĕç. «В центре событий» 6-мĕш смена питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Унта х

Йышпа шÿтлеме вĕрентрĕç

Сентябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисем КВН шкулне кайса килчĕç. КВН шкулĕ Муркаш районĕнче «Солнышко» лагерьте пулса иртрĕ. Ку шкулта ачасене мĕн çинчен шÿтлемеллине, ăçтан шÿт валли сюжет шырамалли çинчен каласа пачĕç. Шкул йеркелÿçисем чылай çул тĕрлĕ сцена çинчен кулăшла сценкăсемпе савăнтараççĕ. Лагерьти сменăна вĕсем грант выляса илнĕ укçа-тенкĕпе ирттереççĕ. Темиçе кун хушши Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем мĕнле шÿтлемеллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, шÿт валли кĕвве епле хатĕрлемеллине вĕренчĕç. Ушкăн командирĕ Нарспи Борисова пулчĕ, кĕвĕ-сас хатĕрлесе яраканĕ — Антон Поляков. Юлашки кунĕнче вара командасем хăйсен номерĕсене лагерь сцени çинче жюрисене пăхса хаклама сĕнчĕç. Пирĕн шкул ушкăнĕ «Витаминка» ятлă пулчĕ. «Витаминка» чăнах та зала култарса вăй кĕртм

Пысăка хурса хакланă

Кăçалхи хĕл кунĕсенче Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Александра Филипповăпа Дарья Порфирьева Л.Г.Белкова вожатăй ертсе пынипе агитациллĕ кĕске роликсем ÿкернĕччĕ. Унпа вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Лучший агитационный ролик на тему пожарной безопасности в социальных сетях» конкурса хутшăнчĕç. Хĕр ачасен хăйсен ĕçĕнче пушар хăрушлăхĕнчен асăрханас, кăткăс лару-тăрура халăха кирлĕ пек тытма хăнăхтарас тата Интернет урлă ОБЖ предметне вĕрентес ыйтусене кăтартса памалла пулнă. Пĕлÿ кунĕ умĕн конкурса килнĕ ĕçсене Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар сыхлавĕн обществин сотрудникĕсем тата республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем пăхса тухнă. Вĕсем маттур вĕренекенсен ĕçне пыс

Качественное образование – залог развитие!

На этой неделе по всей России прозвенели первые в новом учебном году школьные звонки. У ребят закончились самые длительные и самые любимые летние каникулы, и они вернулись за школьные парты. А для 16 тысяч первоклашек из Чувашии встреча со школой оказалась первой в их жизни. Впереди их ждут интереснейшие годы, которые для ребят станут определяющими в формировании моральных качеств и базовых знаний, которые пригодятся в дальнейшей жизни. Исследования показывают, что при воспоминаниях о школе большинству наших сограждан вспоминаются нематериальные вещи: дружный класс, походы, первые взрослые мероприятия, первая любовь, выпускной вечер…  Конечно же — любимые и не очень учителя. Но мало кому приходит в голову вспомнить, в каких условиях он учился. Удивительного в этом нет. Дети и подро
Пресс-центр шкул пурнăçĕпе паллаштарать

Пресс-центр шкул пурнăçĕпе паллаштарать

Август уйăхĕн шутлă кунĕсем çеç юлчĕç. Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен нумай та юлмарĕ. Шкул ачисем çуллахи вăрăм каникул вăхăтĕнче кăмăл туличчен выляса-чупса канчĕç, халĕ вара чăтăмсăррăн парта хушшине ларма вăхăт çитессе кĕтеççĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те сентябрĕн 1-мĕшĕ çитиччен кун шутлаççĕ. Ара, шкулти пурнăç вĕренÿпе çеç мар, класс тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятипе, кăсăклă ĕçсемпе пуян-çке-ха. «Çĕнĕ хум» пресс-центрти ачасем пирĕн хаçат редакцийĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем шкулта, ялта пулса иртнĕ мероприятисемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарса тăраççĕ. Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕнче хастар хĕрачасем Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Валентина Филиппова вожатăй кашни уява асра юлмалла ирттерме, ачасен кашни кунне мĕнл
Комсомольски шкулĕ çĕнелет

Комсомольски шкулĕ çĕнелет

Çу кунĕсем питĕ хăвăрт иртеççĕ. Тин çеç ачасем каникула кайнăччĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çывхарса килет. Август уйăхĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн çеç мар, вĕренÿ учрежденийĕсемшĕн те хĕрÿ вăхăт. Ачасем каннă вăхăтра районти вăтам тата тĕп шкулсемпе ача сачĕсенче тунсăхласа ларма вăхăт çук — пĕлÿ кунĕ тĕлне юсав ĕçĕсене вĕçлес тесе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Кăçал район центрĕнчи 1-мĕш вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Аса илтеретпĕр, ку юсав ĕçĕсен 2-мĕш тапхăрĕ. 1-мĕш тапхăрне пĕлтĕр пурнăçланăччĕ. «Муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси» программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр вăтам шулта чылай ĕç пурнăçлама вăй çитерчĕç: шкул çивиттине улăштарнă, шкулĕпех çĕнĕ пластик чÿречесем вырнаçтарнă, чÿрече янахĕсене улăштарнă, шкула тулаш енчен çĕнĕ сăн кĕртнĕ, крыльцана çĕнетнĕ, пÿлĕмс

Малти вырăнсене алăран вĕçертмест

Сывлăхшăн тăрăшни, спортпа туслашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Спорт» тата «çамрăклăх» пĕлтерĕшсем пĕр-пĕринпе уйрăмах тачă çыхăннă. — Пурнăçра мĕнле çул суйласа илесси, мĕнле йĕркепе пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мана вара спортпа туслă пулни хăть мĕнле лару-тăрура та хама тата хамăн вăя шанма пулăшать, — тет Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ, халĕ 10-мĕш класа кайма хатĕрленекен Семен Семенов. Шкул дисциплинисемпе «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Семен мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Вăл уйрăмах волейбол, хоккей вăййисене выляма тата йĕлтĕрпе, конькипе чупма юратать. Районти ФСКри волейбол команди йышĕнче вылять, ăмăртусенче район чысне хÿтĕлет. Вăл шкулта, районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсемпе турнирсене хастар хутшăнать. Призлă вырăнсене çĕнс
Вунпĕр çул вунпĕр кун пек иртсе кайрĕ

Вунпĕр çул вунпĕр кун пек иртсе кайрĕ

Мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши çак куна кĕтсе? Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне аслисем çине пăхса хамăр та хул пуççи урлă хĕрлĕ лента çакса утнине куç умне кăлараттăмăр. Мĕнле пулăпăр-ши эпир 11-мĕш класа çитсен тесе шутлаттăмăр. Акă кĕтнĕ кун та вĕçтерсе çитрĕ. Шкултан вĕренсе тухнăпа пĕрех ĕнтĕ. Юлашки шăнкăрав та янăрарĕ. Эпир те шкул линейки умне тухса тăтăмăр. Темле ытла кĕтмен çĕртен пулнă пек туйăнса кайрĕ. Паллах, эпир уява хатĕрлентĕмĕр, ташă-юрă вĕрентĕмĕр, тав сăмахĕсем çыртăмăр. Çапах 11 çул ытла та хăвăрт иртсе кайрĕ пек туйăнать. Унччен кĕтнĕ пулсан çак куна халĕ вăхăта чарма та çук — ытла хăвăрт чупать. Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи шăнкăрав пирĕншĕн юлашки хут янăрарĕ. Паллах, ку шкула эпир тăван кил пек шутлама хăнăхнă та, малашне те кунта килсе çÿрĕпĕр. Анчах урок вăхă
Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен пултаруллă каччă — Никита — Ирина Алексеевнăпа Ярослав Николаевич Ильинсен туслă çемйинче çитĕнет. Çак çемьере ачисене ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе каланине ăса хывма, çемье чысне çÿлти шайра тытма, ума лартнă тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Никита вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне, музыка пултарулăхне аталантарма тăрăшаканскер, çĕнĕ кĕвве итлесе тÿрех ăса хываяканскер, ача-пăча пултарулăх шкулĕнче 2-мĕш çул вĕренет. Унта вăл эрнере пĕр кун çÿрет, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе нотăсене вуласа выляма вĕренет. Унсăр пуçне пултарулăхне килте хăй тĕллĕн те туптать. — Киле тĕрлĕ заданисем пурнăçлама парса яраççĕ. Шкулта ăс пухнипе çеç лăпланса лармалла мар, вĕрентекен парса яракан ĕçсене хам тĕллĕн пурнăçлани пултарулăха тивĕçлĕ ат
Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Алевтина Ревовна — Чăваш Республикинчи Çыравçăсен союзĕн, Çĕнĕ Шупашкарти «Крылья» литература обществин членĕ, педагог, виçĕ хĕр амăшĕ. Вăл ача-пăча литературинче воспитани пĕлтерĕшне вăй кĕртет. Çавăнпа унăн хайлавĕсенче телейлĕ ачалăх сăнарланать — йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе питĕ кăсăк- ланакан, пĕтĕмпех пĕлме тăрăшакан йăкăлт-якăлт чĕрчунсен çурисене тата хĕрачасемпе арçын ачасене. Çыравçăн хайлавĕнчи геройсем кашни самантпа савăнма пĕлеççĕ, выляма, ĕмĕтленме тата пулмасла япаласем шутласа кăларма юратаççĕ. Вĕсем çамрăк вулакансене ырă кăмăллă, тимлĕ, хăюллă та пуçаруллă пулма вĕрентеççĕ. Алевтина Корочкова — «Затейницы», «Листиковый дождь», «Удивительный компот» кĕнекесен авторĕ. Чи малтан мероприятире вĕренекенсем çыравçăн «Литературăлла Чăваш Ен, чи нумай вулакан çулталăк кĕнеки»
Ăмăртура маттур пулнă

Ăмăртура маттур пулнă

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче судомоделизм спорчĕн республикăри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласенчи тата районсенчи вĕренÿ учрежденийĕсен 7—15 çулсенчи 20 ытла вĕренекенĕ хутшăннă. Тăватă команда хушшинче пирĕн районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрăн Вячеслав Максимович Салаев ертсе пыракан команди те пулнă. Судомоделизм спорт ăмăртăвĕсене вĕренекенсене техника спорчĕсемпе интересленессине ÿстерес, техника пултарулăхĕн занятийĕсене явăçтарас, карап моделĕсем тăвас пĕлĕве, ăсталăха тарăнлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне çакăн пек тĕлпулусем ача-пăчан пушă вăхăтне пуянлатма тата чи вăйлă спортсменсене тупса палăртма май параççĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем — Егор Козловпа /ЕК-400 модель/ Даниил Маргиданов /ЕК-600 тата EL-600 модельсем/ 2-мĕш в
Вулавăшра

Вулавăшра

Çак кунсенче эпир шкул çулне çитмен ачасемпе ялти вулавăшра экскурсире пултăмăр. Надежда Козлова биб- лиотекарь ачасене пысăк сĕтел тавра вырнаçтарчĕ. Вулавăшра хăтлă, илемлĕ. Кунта хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашма, компьютерпа усă курса интернетран кирлĕ информаци илме пулать. Пÿлĕмре кĕнекесене сентресем çине вырнаçтарнă. Надежда Васильевна ачасене Ордем Гали çырнă «Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ» кĕнекине вуласа пачĕ. Ачасем ăна тăрăшсах итлерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Надежда Козлова вулавăшра чылай çул ĕçлет, унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк. Çынсемпе вăл яланах тарават та кăмăллă. «Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ, ăна юратăр», — терĕ вăл пирĕнпе сыв пуллашнă май. Вăхăт тупса вулавăша час-часах çÿреме сĕнчĕ. С.ШАЛКАНОВА, Асанкасси ача сачĕн воспитателĕ.  
Елизавета – вĕренÿ отличникĕ

Елизавета – вĕренÿ отличникĕ

Шкулта вĕренекенсене çитĕнĕвĕсене кура хаклаççĕ. Çакă тĕрĕсех те. Пултарулăхри ăнтăлушăн вара çамрăк ăру хисепе тивĕçет. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Елизавета Зверева шăпах вĕсен йышĕнчен. Елизавета пĕрремĕш класранпах лайăх паллăсемпе çеç вĕренет. Уроксене тĕплĕн хатĕрленет вăл. Хушма литература сахал мар вулать. Шкул, район тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсене те хастар хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен тата призерсен йышне кĕрет. Унăн математикăпа «Кенгуру», вырăс чĕлхипе «Русский медвежонок» конкурссен дипломĕсем пур. Елизавета шыравпа тĕпчев анинче те ĕçлеме кăмăллать. Нумаях пулмасть вăл йăлана кĕнĕ республикăри «Excelsior — 2021» ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕ. Кăçал конференци апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче иртрĕ.
Конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă

Конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă

Нумаях пулмасть Хусан хулинче Тутарстан Республикин Вĕрентÿпе наука министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Тутар чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ — 2021» конкурс иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионти чи лайăх 12 учитель вĕрентÿ ĕçĕнче усă куракан мелсемпе, майсемпе тата опытпа паллаштарнă. Хирти Явăш тĕп шкулĕнче вĕрентекен Гэлфания Хатиповна Шакурова конкурса хутшăннă. Вăл Хусанти 2-мĕш гимназири 5-мĕш класра урок ирттернĕ тата халăхсем хушшинчи туслăха халалланă класс тулашĕнчи мероприяти кăтартнă. Асăннă гимназире ачасем пĕтĕм предметсене тутарла вĕренеççĕ. Г.Шакурова ирттернĕ урокра вĕренекенсем чăвашла калаçма тăрăшнă, диалог тума пултарнă. Вĕсене уйрăмах чăваш халăх тумĕ килĕшнĕ. Гэлфания Хатиповна ачасене такмак каласа чăваш ташши ташлаттарнă. Ачасем каланă тăрăх, тăван чĕлхене, культ
Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Пултаруллă хĕр – вĕренÿре маттур

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсенчен пĕри — 8-мĕш класра вĕренекен Дарья Краснова. Вăл Вутлан ялĕнче пурăнать. Кÿршĕ ялти шкула юлташĕсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Хĕр вĕренÿре — отличник. Уйрăмах вырăс, нимĕç тата акăлчан чĕлхисен предмечĕсене килĕштерет. Вĕренÿре маттур та пуçаруллăскере класра староста тивĕçĕсене пурнăçлама суйланă. Дарья пĕлĕвне ÿстерес тата тавракурăмне аталантарас тĕллевпе вĕренÿ кĕнекисемсĕр пуçне шкулти библиотекăран тăтăшах хушма литература илсе вулать. Калаçура хĕр калавсемпе повеçсем вулама юратнине пĕлтерчĕ. Çивĕч ăслă вĕренекен шкулти, районти, пĕтĕм Раççейри вырăс тата чăваш чĕлхисемпе, математика, геометри предмечĕсемпе ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса I тата II степеньлĕ дипломсемпе Хисеп грамотисене нумай çĕн
Юрă-ташăпа çывăх

Юрă-ташăпа çывăх

Районти ача-пăча искусство шкулĕн тĕрлĕ ялсенче филиалсем пур. Унта çÿрекенсем мĕн пĕчĕкренех илемлĕх тĕнчине туйма хăнăхаççĕ, юрă-ташăпа çывăхланаççĕ, сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ. 2002 çулта Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕ çумĕнче «Дуслык» фольклор ансамблĕ йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхри тутар халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантаракансене хатĕрлес тĕллевпе пулчĕ çакă. Ачасем унта çÿреме хапăлласах килĕшни пире савăнтарчĕ. Унтан искусство шкулĕн филиалĕ те уçăлчĕ. Халĕ унта фольклор çеç мар, халăх ăсталăхĕн, ташă, хор, алă ĕçĕ уйрăмĕсем те пур. Паянхи кун филиала çÿрекенсен йышĕ 30 çынран та иртрĕ. Ачасемпе эпир тăтăшах занятисем ирттеретпĕр, районта йĕркелекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Вĕсем çитĕнсен ĕç-хĕлне чăн-чăн ис
Вăрман — пирĕн тус

Вăрман — пирĕн тус

Мартăн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен кунне паллă тăваççĕ. Çак уявăн тĕп тĕллевĕ — пирĕн планета çинче пурăнакансене вăрмансем çине тимлĕх уйăрма хистесси, вĕсене упрамалли çинчен аса илтересси. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем çак уява халалласа ирттернĕ мероприятисене активлăн хутшăнчĕç. Музыка учителĕ Е.В.Федотов 5—7-мĕш классенче ăс пухакансемпе уçă музыка занятийĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем вăрманпа çыхăннă юрăсене аса илчĕç, мĕншĕн çынсем вăрман çинчен юрăсем, сăвăсем çырни çинчен калаçрĕç. Математика учителĕ Н.В.Сереброва математикăпа тата экологипе «Вăрман арифметики» класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Е.Варламова вăрман ÿкерес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелесе ÿнер вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Т.Г.Лапшина тата О.Г.Матвеева кĕçĕн классен
Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «к» класĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Смотр строя и песни. Марш победителей» интернет-конкурсра çĕнтернĕ. Маттур ачасене тата вĕсен ертÿçине саламлама Мускав хулинчен пирĕн ентеш, «Сыны Отечества» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн членĕ Андрей Самаркин килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене малашне те конкурссенче хастар пулма, çĕнтерме сунчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа, парнепе чысланипе пĕрлех Андрей Алексеевич шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ, Альбина Дьяконова парнине те — «Сыны Отечества, воспоминания и размышления» кĕнекене вулавăша çитерчĕ. Интернет-конкурс çĕнтерÿçисене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç. Кадет класĕнче вĕренекенсем чăннипех те матт
Ăсталăхпа палăрнă

Ăсталăхпа палăрнă

Апрелĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Ен учителĕ — 2021» конкурсăн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ. Конкурса çулсеренех пултаруллă учительсене тупса палăртас, вĕрентекенсен социаллă статусне ÿстерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Республикăри тупăшăва хутшăнакансем хăйсен професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнă. Чăваш Енри 27 педагог конкурса хутшăннă. Çак йышра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче хими предметне вĕрентекен Екатерина Тихонова та пулнă. Екатерина республикăри чи лайăх 7 педагог йышне кĕме пултарнă. Педагог пĕлтернĕ тăрăх конкурс çав тери кăсăклă та хăйне евĕрлĕ иртнĕ. — Тупăшу чи ырă самантсемпе асра юлчĕ. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатăн, çĕннине алла илетĕн, тавракурăма аталантаратăн. Педагог профессийĕ çав тери кирлĕ пулнине ăнланатăн, — пĕлтерчĕ Екатерина Т
Çырăнтарма тытăннă

Çырăнтарма тытăннă

Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасене шкулсене паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çырăнтарма тытăнаççĕ. Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен регистрацие çирĕплетнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çырăнтарĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çемьери ачасем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çÿрекен шкулах кайма пултараççĕ. Пурăннă вырăнта мар урăх çĕрте регистрациленнисене пĕлÿ çурчĕсенче пушă вырăнсене кура июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çырăнтарма пуçлĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра пурĕ пĕрремĕш хут партта хушшине 17 пине яхăн ача лармалла, районта вара — 248 ача. Пĕрремĕш класа çырăнтарма заявление виçĕ майпа хăварма пулать: патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ е республикăри вĕренÿ çумăллăхĕсен парталĕ урлă тата заявление шкула кайса парса.  
Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

кашни çулах Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче ачасен пултарулăх фестивалĕ иртет. Унта пĕр шкул ачи те хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал вăл мартăн 18-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, илемлĕ сăвă вулакансем, хавас ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта. Кăçал мероприятие Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалларăмăр. Н.Майоровăн «На Сурском оборонительном рубеже» сăввине 5-мĕш класра вĕренекен В.Семенова чуна тивмелле вуларĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чĕресенче хăварнă суран çулсем иртсен те сипленменнине сцена çинче витĕмлĕ кăтартса пачĕç. Фестивальте «Ох, уж эта школа», «Шурă Шупашкар», «Чун-чĕ- ререн савăнар», «Утешаем маму», «Вăйăра», «Мамочка милая», «Мир похож на цветной луг» юрăсем янăрарĕç. «Илем
Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасчĕ

Пирĕн Хырхĕрри тăрăхĕнче мĕн авалтанпа чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăнаççĕ. Икĕ халăхăн йăли-йĕркисем те пĕрлешсе пĕрпекленнĕ темелле. Чăваш халăхĕ, вырăссем пекех, мĕн авалтан тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăнса-упраса пурăнать. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Хăшĕ-пĕрисем вара паянхи электроника тĕнчинче те упранса юлнă. Çак сыхласа хăварнă йăласем хушшинче — Çăварни уявĕ. Вырăссем ăна «Масленица» ятпа пĕлеççĕ. Пирĕн çĕршывра ăна пĕчĕк ялсенче çеç мар, пысăк хуласенче те анлă паллă тăваççĕ. Уява ватти те, вĕтти те хаваспах хутшăнать. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекенсем те айккинче тăрса юлма шутламарĕç, тĕрлĕ ĕçсем ирттерчĕç. Тăваттăмĕш класра ăс пухакансем технологи урокĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хутран çăварни пуканисем ăсталарĕç. Вĕсене класс ертÿçи Н.М.Лукиянова хавхалантарса пулăшса п
Пушар чаçĕнче – экскурсире

Пушар чаçĕнче – экскурсире

Ачасемшĕн пушар хуралĕнче тăрăшакансем — чăн-чăн геройсем. Вĕсем хăрамасăр вут-çулăм ăшне кĕреççĕ, çынсен пурнăçĕсене çăлаççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен шăрпăкпа вылямалла маррине, пушар хăрушă пулнине каласа ăнлантаратпăр. Анчах та пушарнăйсем çакăн çинчен каласа пани тата та витĕмлĕрех. Нумаях пулмасть Асанкасси вăтам шкулĕнче 8-мĕш тата 9-мĕш классенче ăс пухакансем Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕнче экскурсире пулчĕç. Ăна ачасене пушарнăйăн ĕçĕпе паллаштарас, çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтерес, пушар тухсан мĕн тумаллине вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов тата 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ В.А.Петров ачасемпе экскурси ирттерчĕç, караул пÿлĕмĕсене, дежурнăй диспетчерăн ĕç вырăнне, кану пÿлĕмне кăтар
Çĕнĕ форматпа

Çĕнĕ форматпа

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан утма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паянхи вĕрентекенсен çĕнĕ йышши цифра тата информаци технологийĕсене лайăх пĕлмелле. Нумаях пулмасть истори, обществознани, экономика тата право вĕрентекенĕсем хушшинче йĕркеленĕ районти XI-мĕш методика фестивалĕ те онлайн-форматпа иртрĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе çыхăннă. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ методика фестивальне кашни çулах йĕркелет. Кăçал ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне тата Чаппан пăлхавĕ пулнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Фестивале районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлÿ паракансем хутшăнчĕç. Вĕсем мартăн 1-мĕшĕччен районти вĕренÿ пайне конкурс материалĕсене тăратрĕç. Ĕçсене пăхса тухса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç. «Чи лайăх видеоурок» номинацире С.В

Малашлăха утăм турăмăр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çак кунсенче «Утăм — малашлăха» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Шкул ачисем тĕрлĕ секцисенче хăйсен пултарулăх проекчĕсене хÿтĕлерĕç. Ку конференцие валли проектсене вĕренекенсем чылай вăхăт хатĕрленĕ. Паллах, вĕрентекенсем те ачасене чылай пулăшнă, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панă. 5—6-мĕш классенче вĕренекенсем «Вырăс литературинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсенчи авалхи вырăс виçисем» /Иван Филиппов/, «Вырăс тата чăваш чĕлхинчи синонимсемпе антоним фразеологизмĕсем» /Софья Иванова, Максим Макаров, Егор Козлов/ темăсене çутатрĕç. Тăрăшуллă вĕренекенсем малти вырăнсене тивĕçрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем вара ирĕклĕхпе яваплăх, хальхи юрăсенчи сăмахсен пĕлтерĕшĕ, геометри фигурисем, вăрман патшин сăнарĕ, водород пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕç. Коронавирус инфекций
Дарите книги с любовью

Дарите книги с любовью

В МБОУ «Комсомольская СОШ №2» завершилась благотворительная акция «Дарите книги с любовью». В акции приняли участие 62 человека: 56 обучающихся школы и 6 педагогов. Участники акции несли в подарок школьной библиотеке свои любимые книги, чтобы каждая из них нашла своего читателя. В результате проведения акции фонд школьной библиотеки пополнился на 200 книг и 60 журналов. Это произведения классиков мировой художественной литературы, детских писателей, научно-популярная литература. Особенно порадуют ребят младшего школьного возраста книги с яркими иллюстрациями — это рассказы, сказки, стихи известных детских писателей. Всем участникам акции вручены сертификаты. Четыре самых активных участника: Митюкова Виктория, Лепешкина Татьяна, Салмина Александра, Ананьева Анастасия награждены памятными
Тимлĕ пулмалла

Тимлĕ пулмалла

Ачасен пуласлăхĕ — аслисен аллинче. Çавна май вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси, пĕлÿ илме майсем туса парасси — пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен килет. Анчах та тепĕр чухне вара аслисем ачисем çине алă сулнине пĕрре мар курма пулать. Ун чухне вара ирĕксĕрех ăнăçсăр çемьесене сăнаса тăма, учета илме тивет. Урăхла май та çук. Ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасем тимлĕхсĕр ÿсеççĕ, япăх вĕренеççĕ, вăхăта усăсăр ирттереççĕ, урамра, лавккасенче çапкаланса çÿреççĕ. Кун пек ачасем преступлени çулĕ çине ытларах тăраççĕ. Çавна май, эпир çемьесене учета илнипе пĕрлех вĕсемпе тĕл пулса калаçатпăр, профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ тÿрĕ çул çине тăрать, эрех-сăрапа иртĕхме пăрахать, ачисемпе ытларах вăхăт ирттерет. Анчах та пурте мар, ачасем çине алă сулакансем пур-ха пирĕн
Çар çынни пулас тĕллевпе утать малалла

Çар çынни пулас тĕллевпе утать малалла

Маттур хĕр — Татьяна — Хирти Ĕнелте пурăнакан Ольгăпа Григорий Прокопьевсен нумай ачаллă çемйинче çитĕнет. Амăшĕпе ашшĕ ывăлне Виктора тата хĕрĕсене Таньăпа Аньăна тăрăшуллă пулма, туслăха хаклама, хăйсенчен аслăрах çынсене хисеплеме вĕрентеççĕ. Таня Нĕркеç вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Вăл уйрăмах вырăс тата чăваш литератури, истори, акăлчан чĕлхи, физкультура предмечĕ сене килĕштерет. Унсăр пуçне вăл — районти ача-пăча пултарулăх шкулĕн вĕренекенĕ. Уроксем хыççăн эрнере 5 кун музыка занятийĕсенче пианинăпа выляма вĕренет. Спортпа та туслă. Пушă вăхăтра тус-тантăшĕсемпе футболла вылять. Ÿкерме юратать. Пултаруллă хĕр Т.Н.Сапожникова ертсе пыракан «Капель» вокал ансамбльне юрлама çÿрет. Таня тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа пра
Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Чăваш Енре 2021 çул — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Çакăн пек темăллă мероприятисем шайĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш «а» класĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç, «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» видеофильм пăхрĕç. Асăннă урокра вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă. Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итл

Йышпа ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Паянхи кун шкулти уроксенче вăйăпа эксперимент тунин элеменчĕсене пĕрлештерекен конструктор вăййин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Конструктор вăййи урлă ача тĕнчене тĕпчесе чухлама вĕренет. Ачасене робототехникăпа кăсăклантарас тĕллевпе Асанкасси вăтам шкулĕнче çак çул-йĕрпе хушма занятисем йĕркелерĕмĕр. Унта «VEX IQ» конструкторпа усă куратпăр. Занятисен тĕллевĕсем — вĕренекенсене ăсра сăнарлассипе пултарулăха аталантармалли йывăр задачăсене пурнăçлама, хăйсем шутласа хунă тăрăх конструкцилеме, çуртсен сăнарĕсене тишкерсе ассоциативлă çыхăнусем тума вĕрентесси. Конструкцилени ачасен куç çивĕчлĕхне, тĕс, калăпăш, виçе туйăмне тата шухăшлава аталантарать. Йышпа пурнăçламалли ĕçсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе канашласа тăрăшма, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытма, модельсем ăсталанă чухне вăхăтпа вăя тĕрĕ

«Ÿсĕм вырăнĕ» хавхаланатарать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем робот пуçтарма çеç мар, вĕсене программăлама та вĕренеççĕ. Конструктор деталĕсенчен пуçтарнăскерсене пĕр-пĕринпе ăмăртса «чуптараççĕ», ытти хушăва пурнăçлаттараççĕ. Çак тĕллевпе пультпа çеç мар, хăйсен карас телефонĕсемпе те усă кураççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта йĕркеленĕ кружоксем ачасене килĕшекен тата илĕртекен нумай ĕçе тума вĕренмешкĕн пулăшаççĕ. Шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центр пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче уçăлнă. Вăл икĕ пÿлĕмрен тăрать: пĕри — проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри — цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли. «Вĕренÿ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн вĕсене сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çав шутрах — ноутбуксемпе, пысăк м

Пирĕн шкулта та хуларинчен кая мар

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Цифра тата гуманитари профилĕллĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче хута кайрĕ. Вĕренÿ центрĕ информатика тата ОБЖ предмечĕсене çĕнĕ пурлăхпа техника базипе усă курса вĕрентме май парать. Çавăн пекех IT-технологисемпе, медиатворчествăпа, шахмат вĕренĕвĕпе, проект ĕçĕпе хушма программăсем тăрăх ачасем пĕлÿ илме пултараççĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» икĕ кабинетран тăрать. Вĕсене тĕрлĕ оборудованипе, квадрокоптерсемпе, çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕренмелли манекенсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕсемпе, шахмат сĕтелĕсемпе, ноутбуксемпе тивĕçтернĕ. Çакă ачасене пур енлĕн аталанма пулăшать. Шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçлеме пуçланăранпа нумаях вăхăт иртмерĕ пулин те, ачасем тĕрлĕ çĕнĕлĕхсене алла илме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕренекенсем 3D-принтерпа усă

Фестиваль çиччĕмĕш хут иртрĕ

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран», — тенĕ ваттисем. Ачана пĕчĕкренех тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Çитĕнекен кашни ача хăйне кура пĕчĕк талант. Çак таланта вара малалла аталантарма пĕлмелле çеç. Пĕри юрлать, тепри ташлать, виççĕмĕшĕ пĕр-пĕр инструментпа калама вĕренет. Ачана тĕрĕс çул кăтартса, вĕрентсе пырсан, унран пултаруллă çын пулатех. Районти ачасен искусство шкулĕн раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче «Ача-пăча сасси» фольклор фестиваль-конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал фестиваль-конкурс дистанци мелĕпе иртрĕ пулсассăн та районти 70 ытла пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пулчĕç, чи çамрăкки — пиллĕкре, чи асли — вунулттăра. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекен ачасем те юрласа, ташласа тата тĕ

Вăйăра палăрнă

Нумаях пулмасть «Союз активной молодежи» обществăлла организаци «Что? Где? Когда?» интеллектуаллă вăйăн республика шайĕнчи эко-версине пĕтĕмлетнĕ. Мероприяти «Вконтакте» социаллă сеть урлă иртнĕ. Унта пурĕ 23 команда пĕлĕвне кăтартса панă. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. П.РОДИОНОВ.  
Аннесем маттуртан та маттур

Аннесем маттуртан та маттур

Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче эпир çулсерен чи ăшă та ырă уява паллă тăватпăр — аннесене саламлатпăр. Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра çак уява халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта «Мама в моде Россия» марафона хутшăннă чи хастар аннесене саламларĕç. Савăнăçлă лару-тăрура сăнÿкерчĕксен конкурсĕнче мала тухнă Ольга Силановăна, Екатерина Жуковăна, Татьяна Красновăна тата Татьяна Анисимовăна чысларĕç. Ÿкерчĕксен конкурсне хастар хутшăннăшăн Надежда Абдюшева, Ирина Копташкина, Софья Петрова, Эльвира Яковлева Тав хутне тивĕçрĕç. Çавăн пекех марафона хутшăнса Людмила Шорникова, Зинаида Киргизова, Луиза Носкова, Алина Афанасьева хăйсен аллисемпе чăваш тумĕллĕ пуканесем ăсталанă. «Чăваш Енри аннесем юратса пĕçереççĕ» акцие Светлана Петрова тата Екатерина Жукова хастаррăн хутшăннă. «Сп
Пултаруллă хĕр ача

Пултаруллă хĕр ача

«Вĕренÿ отличникĕ, кашни çулах Хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Пултаруллăскер, яланах малтисен йышĕнче вăл». Час-часах илтме пулать мухтаса калаçнине шкулта та, ял çинче те. Сăмах 7-мĕш класра вĕренекен Снежана Ильина пирки пырать. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулне ачасем пилĕк ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ çурчĕ хăтлă кунта, икĕ хутлă, классем çутă та таса. Коридорта илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕренекен сахалли çеç пăшăрхантарать. Снежана ăс пухакан 7-мĕш класра сакăр ача вĕренет. Хĕр ача Аслă Çĕрпÿелĕнче пурăнать. Шкула ытти вĕренекенсемпе пĕрле ятарлă автобуспа çÿрет. Çемьере 3 ача çитĕнет. Çавна май Снежана вăр-вар пулма хăнăхнă. Ирсерен пĕр вăхăтра вăранса пуçтарăнать. Тетĕшĕ Максим та çак шкулах 8-мĕш класа çÿрет. Снежана — тăрăшуллă, сăпайлă. Тин кăна парта хушшине ларнă пулин те, лайăх палл
Ултавран сыхланăр

Ултавран сыхланăр

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Петрович Голыев тата РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, шалти служба подполковникĕ Игорь Вениаминович Козлов районти вăтам шкулĕсенчи вĕренекенсемпе «Асăрханăр, мошенниксем!» оперативлă профилактика мероприяти шайĕнче видеоконференци формачĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Игорь Вениаминович çулсерен миллионшар çын аферистсенчен шар курни çинчен каласа пачĕ. Мошенниксем çынсен даннăйĕсене телефон, электрон почта тата интернет урлă шыраса тупма пултараççĕ. Хăть мĕнле пулсан та, харпăр хăй тата банк карттисен даннăйĕсене никама та пĕлтерме юрамасть. Игорь Вениаминович мошенниксен ултавĕнчен хÿтĕленмелли правилăсем
А.Салмина: «Артека» каятăпах терĕм, ĕмĕте пурнăçларăм»

А.Салмина: «Артека» каятăпах терĕм, ĕмĕте пурнăçларăм»

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Финала тухнă 1200 ачаран 600-шĕ Раççей шайĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Çак конкурсра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Александра Салмина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, 200 пин тенке тата тепĕр çул «Артек» ача-пăча центрĕнче канма путевкăна тивĕçнĕ. «Большая перемена» конкурс волонтерство, пуласлăхри вĕренÿ, АРТ-искусство, предпринимательство, сывă пурнăç йĕрки тата урбанистика енсемпе пултарулăхне аталантаракан чи талантлă шкул ачисене пĕрлештернĕ. Пирĕн район хĕрĕ, шкулти «Çĕнĕ ăру» волонтерсен отрячĕн чи хастар чле- нĕсенчен пĕри пулнă май, шăпах волонтерство енĕпе хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чи малтанах ачасем дистанци мелĕпе ятарлă тест витĕр тухнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вăл е ку

Александра — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Çак кунсенче халăхсем хушшинчи «Артек» ача-пăча центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурсăн финалĕ иртнĕ. Конкурсра пурĕ 1200 шкул ачи, çав шутра 7-шĕ Чăваш Республикинчен, финалистсен шутне кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Александра Салмина та финала хутшăнса çĕнтернĕ. Александра 2017 çултанпа «Çĕнĕ ăру» волонтерсен отрядĕнче. Вăл ыр кăмăллăх акцийĕсене активлăн хутшăнать, чунĕ ыйтнипе ырă ĕçсем тăвать. Пултаруллă çамрăка çĕнтерÿпе саламлатпăр! Н.МЕДВЕДЕВА.  
Финанс пĕлĕвне тарăнлатнă

Финанс пĕлĕвне тарăнлатнă

Пĕтĕм Раççейри финанс пĕлÿлĕхĕн эрнинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8 «б» класĕнче вĕренекенсем «Финанс пĕлÿлĕхĕн марафонĕ» интеллектуаллă ăмăртăва хутшăннă. Марафонра ачасем хăйсен финанс пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, тупăшсемпе тăкаксене мĕнле тĕрĕс шутламаллипе, бюджета мĕнле планламаллипе, укçа-тенке мĕнле перекетлемеллипе тата ытти экономика ыйтăвĕсемпе паллашнă. Вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хуравланă, тĕрлĕ задачăсем шутланă, çивĕч финанс ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Мероприятие пĕтĕмлетсе ачасене сертификатсем, грамотăсем тата Тав çырăвĕсем панă. П.РОДИОНОВ.  
Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Кĕнеке, тетрадь е журнал кăлармалли çĕнĕ хут валли мĕн чухлĕ йывăç кирлĕ! Ахальтен мар кил-çуртра пухăнса кайнă кирлĕ мар хута макулатурăна парса çынсем вăрмансене çăлаççĕ. Пухса тирпейлесен вăл çĕнĕ хут туса кăларма каятех. Кивĕ макулатурăн çирĕп массинчен строительство материалĕсем те туса кăлараççех. Кирлĕ мар хута тепре усă курса эпир вăрмансене çăлса хăваратпăр. Пурте пĕлетпĕр вĕт, вăрман — кислородăн тĕп çăлкуçĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем çулсерен кирлĕ мар хут пухса йывăçсене çăлма тăрăшаççĕ. Ырă йăлана кăçал та пăрахас темен вĕсем. Кашни çулах ачасем хут-хăмăр пуçтарассипе лайăх ĕçлеççĕ. Çак кунсенче çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем пурте пĕрле тата 1300 килограмм хаçат-журнал, тетрадь, хут пухса ăна тиесех ячĕç. Ку ĕçре пуринчен хастаррисем 5-мĕшсем пулчĕç. Вĕсем 300 килограма
Вула ача, ăслă пулăн!

Вула ача, ăслă пулăн!

«Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ». Ахальтен мар ĕнтĕ каланă çак сăмахсене Петĕр Хусанкай. Чăннипех те, кĕнекесĕр пĕлÿ илме май çук. Мĕнле вăйлă технологисен вăхăтĕнче те кĕнеке хăйĕн ятне-сумне çухатмасть. Кĕнекене алăран вĕçертмен çын ăс-тăнран пуян та çирĕп пулать. Вулаканăм, эсĕ тĕпренчĕкне кĕнеке юратма вĕрентетĕн-и? Каннă вăхăтра юмах тĕнчине путатăр-и; Е аллунта телефон тытса çывăрса каятăн? Апла-и, капла-и, кĕнеке патне вара сукмак хывасах пулать. Мĕншĕн тесен кĕнеке — этемĕн чи хаклă пуянлăхĕ. 20—30 çул каялла кăна çынсем кĕнеке вулассишĕн çунатчĕç. Пĕр-пĕр интереслĕ кĕнеке пулсан вара алран-алла кайнă. Кĕнекери пулăма пĕр-пĕринпе сÿтсе явнă, калаçнă. Кĕнеке пĕр-пĕринпе пĕрлештернĕ, туслăха çирĕплетнĕ. Самана улшăнса пынă май, çын шухăш-кăмăлĕ те улшăна пуçларĕ. Кĕнекепе çыхăну çухалчĕ. Ал

Библиотека патриотла воспитани парать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекинче çитĕнекен ăрăвăн гражданла тата патриотла воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Патриотла воспитани яланах шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă, мĕншĕн тесен шăпах шкул ÿсĕмĕнче Тăван çĕршыва юратма, хаклама вĕрентме тăрăшмалла. Çак тĕллевпе 2017 çулта шкулта «Патшалăх çар служби» çул-йĕрпе пĕлÿ паракан пĕрремĕш кадет класĕ уçнă. Малалла вара кашни çул кадет класĕсен шучĕ нумайланнă. Хушма вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн те çак енĕпе кружоксем ĕçлеççĕ. Кадетсем муниципалитет, республика шайĕнчи ăмăртусене, конкурссене, смотрсене активлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Библиотекăра шкул ачисене çарпа патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе нумай мероприяти иртет. Çав шутра тематикăлла калаçусем, астăвăм, хăюлăх урокĕсем, çар мухтавĕн сехечĕс

Маттур педагог

Тĕнчере професси нумай. Пĕр-пĕр профессине алла илес тесен ятарлă пĕлÿ илмелле. Малтан шкултан вĕренсе тухмалла. Учитель çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни куçкĕрет. Вăл ачасене тĕрлĕ предметсене вĕрентнисĕр пуçне обществăра, тантăшсемпе хутшăнма вĕрентет. Пĕрремĕш учитель вара шкула пуçласа килекен ачасемшĕн «иккĕмĕш анне» вырăнĕнчех. Унăн професси пахалăхĕсенчен шкул алăкне пуçласа уçакан ачасен малашлăхĕ тÿрремĕн килет. Оксана Николаевна Копташкина Асанкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл Елизавета Ивановнăпа Николай Васильевич Даниловсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи ялти хисеплĕ çемьесен шутĕнче. Учительте ĕçлекен ашшĕне тата хăйĕн пĕрремĕш учительне, Зинаида Бурмаковăна, тĕслĕхе хурса Оксана пĕчĕкренех ачасене вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаш
Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Паянхи предприниматель мĕнле пурăнать?

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче «Манăн бизнес» форум иртрĕ. Унта республикăри «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем районăн ертÿлĕхĕпе, вырăнти предпринимательсемпе тата çамрăксемпе тĕл пулса паянхи кун харпăр ĕçне тытса пыракансене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавирус пандемине пула кăçал предпринимательсен чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тиврĕ. Çавна май хăйсен ĕçне хупакансем те пулчĕç. «Манăн бизнес» центрăн представителĕсем паянхи кун предпринимательсем патшалăх кÿрекен мĕнле пулăшусемпе усă курма пултарни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Чи малтанах «Манăн бизнес» урлă çăмăллăхлă кредит илме пулни çинчен калаçу пычĕ. Çак кредитăн проценчĕсем пĕчĕк. Ăна илес тесен районти нумай функциллĕ центр урлă та заявка пама пулать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура

Палăксене тирпейлени – паттăрсене манманни

Çулсерен шкул ачисем ялсенче палăксен таврашĕсене тирпейлесе тăраççĕ. Кăçал усал вируса пула халăхпа кар тăрса ку ĕçе тума май пулмарĕ. Апла пулин те çĕршыва хÿтĕлесе пурнăçне шеллемен салтаксене эпир асрах тытатпăр. Çĕнтерÿ палăкĕ умне те тирпейлесе тăма тăрăшатпăр. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем кăçал та асăну вырăнне темиçе хутчен те пухăнчĕç. Ултă-çичĕ ача та тăваять иккен ку ĕçе, халăхпа пухăнмасăрах. Халĕ те ак палăк таврашне çум-курăкран тасатрăмăр. Чечексем лартса хăвартăмăр. Иртен-çÿрен вăй сунса хăварни те хавхалантарчĕ пире. Хăш-пĕри тата ыйту паракан та тупăнчĕ. «Кам хушрĕ сире кунта ĕçлеме?» — тесе ыйтсан, эпир малтан ним хуравлама пĕлмерĕмĕр. Ара, палăк умне тухса тирпейлеме, чечек ÿстерме /е асăнса хума/ кам хушасса кĕтмелле-ха? Ку палăка пирĕн мăн асатте-асаннесене

Маттур çынсен уявĕ

Нумаях пулмасть çĕршывра Вĕрентекенсен кунне паллă турĕç. Вăл — пултаруллă та тĕлĕнтермĕш, çирĕп те çепĕç, ăслă вĕрентекенсен уявĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те ку пулăмран юлас темерĕç. Вĕсем те, ытти шкул ачисем пекех, аслă ăрури çынсене ырă кăмăл парнелеме шут тытрĕç. Анчах та кăçал коронавируса пула вăл урăхларах иртрĕ. Малтанах пиллĕкмĕш класс хастарĕсем вĕрентекенсене илемлĕ концертпа саламларĕç. Ун хыççăн шкул активисчĕсем лотерея выляттарчĕç. Кашни вĕрентекен хăйне валли асăнмалăх парне выляса илме пултарчĕ. Пĕр кунлăх «шкул директорĕ» Снежана Петрова учительсемпе педканашлу ирттерчĕ. Каярах вĕрентекенсене «Поле чудес» интеллект вăййи выляттарчĕ. Тĕп парнене — РДШ пледне — математика предметне вĕрентекен Любовь Александровна Наумова çĕнсе илчĕ. Ытти вĕрентекенсем т

Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упратпăр

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни — кирек камшăн та пысăк телей. Пĕриншĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри мĕн пĕчĕкренех хăй кам пулассине пĕлет. Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатăп эпĕ хамăн пирки. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр... Манăн шăпана эсĕ пирĕшти пек кĕрсе юлтăн. Чылай çул иртрĕ пулин те пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕш кун шкула кайни, пĕрремĕш вĕрентекен асран тухмаççĕ. Зинаида Васильевна Бурмакова — манăн чи юратнă вĕрентекен. Вăл ирттернĕ уроксем паянхи кун та куç умне тухаççĕ. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелетчĕ, темăна кашни ачана ăнланмалла каласа паратчĕ. Мĕн пĕчĕкрен, Зинаида Васильевна пек, вĕрентекен пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Чунри ачашлăхне, юратăвне йăлтах ачасене панă вăл. Пуçласа парта хушшине ларнисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕмелле,
Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Вăхăта усăллă ирттеретпĕр

Хаваслă та шавлă çу кунĕсем хыçа юлчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа ачасем парта хушшине ларчĕç. Умра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Çак кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕр-и эсир Чăваш çĕршывне?» ятпа викторина иртрĕ. Чи малтанах ачасем «Чăваш Республики. Иртни. Хальхи. Пуласси» темăпа куçăмсăр майпа çул çÿреве тухрĕç. Ку, паллах, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă. Ачасем Чăваш Енре çуралса ÿснĕ паллă çынсемпе паллашрĕç, тĕп хуламăрти истори палăкĕсем патне куçăмсăр майпа çитсе курчĕç. Çул çÿрев вăхăтĕнче Чăваш çĕршывĕн историйĕпе, культурипе, литературипе паллашрĕç. Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвĕсене пуянлатрĕç. Викторина ыйтăвĕсем те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: авалхи чăвашсен тĕнчи, вĕсен тумтирĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем, апат-çимĕçĕ тата ытти те. Ачас

Ачасен çывăх тусĕ – воспитатель

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕренÿ ĕçченĕсем профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă пепкесене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама та воспитательсем пуçласа хăнăхтараççĕ, обществăра хăйсене тытма вĕрентеççĕ. Çак ĕçре чăннипех те ачасене чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри —«Пучах» ача садĕнче 22 çул ытла тăрăшакан Наталия Пантелеймоновна Долгова. Наталия Пантелеймоновна ача садне кашни кунах тулли кăмăлпа утать. Ачасене яланах хаваслăн кĕтсе илет, йĕрекенсен кăмăлне самантрах çавăрса ярать. Пĕчĕкскерсемпе яланах пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать. Ахальтен мар вăл ĕçлекен ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çÿреççĕ. «Пучах» ач

Илемлĕ тавралăхшăн

Тăван тавралăх илемлĕ те хăтлă пулсассăн епле аван. Уçăлса çÿреме те, вăрмана кăмпана, çырлана, юханшыв хĕррине пулла кайма та кăмăллăрах. Çапла вĕт; Чылай чухне кирлĕ-кирлĕ мар пăрахнине асăрхатăн та еплерех кăмăл хуçăлать. Çÿп-çап урамра та, çырансем хĕрринче те, вăрманта та чылай. Ăçта кăна ывăтмаççĕ-ши ăна? Пăрахакансем нумай, пуçтаракан вара сахал. Мĕншĕн-ши çын тав тери çутçанталăка варалама пуçларĕ? Кун пирки мĕн чухлĕ калаçаççĕ, çыраççĕ... Усси çавах сахал. Хăшĕсем çеç кирлĕ мар çÿп-çапа пуçтарма ÿркенмеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсенех илер. Маттурскерсем çак кунсенче 120 килограмм ытла кирлĕ мар япала пухнă. Экоушкăн членĕсем йăмăкĕсемпе, аппăшĕсемпе, шăллĕсемпе пĕрле хăйсем пурăнакан урама тирпейлĕх кÿнĕ. Вутланта пурăнакан Настя Сергеева 2 михĕ ытла çÿп-çап пух

«Ÿсĕм вырăнĕ» çитĕнÿсем тума пулăшĕ

«Шкулта вĕреннĕ вăхăт кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Шăпах кунта ача вулама-çырма вĕренет, пĕлÿ тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тăвать, çитĕнсе çитсе анлă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленет. Шкулта ăс пухнă вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илме, пултарулăха аталантарма пултарни мĕн тери паха пулнине палăртрĕç Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне Цифра тата гуманитари профилĕллĕ "Ÿсĕм вырăнĕ" центра уçма пуçтарăннисем. Пĕлтĕр çакăн пек центрсем Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче уçăлнăччĕ. Вĕсем ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине, вĕренĕве кăсăклă, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса йĕркелеме май панине кăтартса пачĕç. Кăçал вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те çакăн пек центр уçăлнине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хапăлласах йышăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрац
Лайăх вĕрентĕр тесен

Лайăх вĕрентĕр тесен

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисем лайăх вĕренсен, тăрăшуллă та активлă пулсан, паллах, савăнать. Анчах та шкула кайма пуçласан пурин те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пĕрисем вĕсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, теприсен вара чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ чăтăмлă пулмалла. Ача шкула кайма хатĕррине кăтартакан тĕп паллă — вăл тĕрĕс, лайăх калаçни. Çуралсанах ача тĕрлĕ сасăсене илтет, вĕсене уйăрма хăнăхать. Майĕпен вăл аслисен калаçăвне ăнланма пуçлать, хăй те уйрăм сăмахсем калама пикенет. Пепкен калаçăвне аталантарма кĕске сăвăсем, юрăсем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сасăсене евĕрлеме хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр сасăсене, пĕр сăмахсене темиçе хутчен калани сасăсен ăнкарăвне аталантарать, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене ас туса юлма пулăшать. Çавăнпа та пепкене çывăрттарнă чухне юрăсем юрлам
Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Сентябрĕн 1-мĕшне кашни çулах ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, чылай малтан илемлĕ шкул форми, тетрадь-ручкăсем туянса хураççĕ, ирпе ирех вĕрентекенсем валли хÿхĕм чечек çыххисем хатĕрлеççĕ. Коронавирус пандемине пула иртнĕ вĕренÿ çулне дистанци мелĕпе вĕçлеме тиврĕ. Çавăнпах кăçалхи Пĕлÿ кунĕ тата та ытларах кĕтнĕ уяв пулчĕ. Пĕрле вĕренекенсемшĕн, юратнă вĕрентекенсемшĕн, шкул парттисемпе уроксемшĕн пурте тунсăхласа çитнĕ-çке. Чир сарăласран сыхланас тĕллевпе кăçалхи уяв линейкисене ытти çулсенчисенчен урăхла ирттерме йышăннă. Унта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем тата юлашки çул шкул сукмакне такăрлатакансем çеç хутшăнчĕç. Ытти классенче ăс пухакансемшĕн вара уяв класра иртрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăçал 58 ача пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕрет. Уяв л