Культура

Айтăр-ха, хĕрачасем!

Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăйĕн илемлĕ те сăпайлă, ĕçчен хĕрĕсемпе палăрса тăнă. Чăваш хĕрĕ ирхи шăпчăкпа пĕрле тăрса мĕн каç пуличченех ĕçленĕ: пÿрт-çурта тирпейленĕ, пир тĕртнĕ, тырă вырнă… Каçхине вăййа тухсан вара ташă-юрăра хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чăваш хĕрĕ хурăн пек яштака кĕлеткеллĕ, унăн çийĕнче аркăллă кĕпе, тĕрленĕ саппун, пуçĕнче тĕрленĕ тутăр. Мĕн тери илемлĕ вăл! Ĕçлемесĕр каçăрăлса çÿрекен хĕрсене юратман чăваш. Калаçма пĕлмен пуклак чĕлхеллĕ хĕрсем те чăвашăн кăмăлне килмен. Ахальтен мар сăмахлăхра ырă хĕрсен чĕлхи те чĕкеç чĕлхи. Сасси — кайăк сасси евĕрлĕ. Утти те пăрчăканăн е акăшăн. Пĕвĕ — Атăл хăви пек. Пирĕн ялсенче ун пек хĕрсем сахал мар. Юрланине, ташланине курса вĕсене юратса пăрахма пулать. Ĕçченлĕхне кура кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ вĕсене. Çакна шута илсе Нĕр

Пултаруллă хĕр

Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче хастар та пултаруллă хĕр вĕренет. Вăл — Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Валентина Калюканова. Юрлама, ташлама ăста çамрăк вĕренÿре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах хĕр, çемьере аслă ача пулнă май, йăмăкне вĕренÿре, ашшĕ-амăшне кил-çуртра, хуçалăхра вăй çитернĕ таран пулăшать. Валентина тĕрлĕ конкурссемпе проектсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Пĕлтĕр акă районта ирттернĕ "Шкул пики" конкурса хутшăнса вăл "Вице-мисс" ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Районта кашни çулах иртекен "Туркай вулавĕсем" поэзи фестивалĕнче сăвă илемлĕ вулассипе хĕр — призерсен йышĕнче. Район шайĕнче çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнать хĕр. Унăн портфолио Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе пуян. Нарăсăн 28-мĕшĕнче районта шкул ачисен "EXCELSI

Юрри-ташши савăк, кăмăл ырă

Февралĕн 21-мĕшĕ районта пурăнакансемшĕн паллă пулăмпа асра юлчĕ — Раççейри Асăнупа Мухтав çулталăкне тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа ирттерекен республикăри марафон —"100-çуллăх марафонĕ" Комсомольскине çитрĕ. Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура муниципаллă пĕрлешÿсен фестивалĕн куçса çÿрекен символне пирĕн района пачĕç. Мероприяти вăхăтĕнче районта пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа паракан юбилей медалĕсемпе наградăларĕç. Уяв программи питĕ пуян та анлă пулчĕ. Хамăр районти пултарулăх коллективĕсем çеç мар, Елчĕк районĕн юрă-ташă ăстисем те концерта илем кÿчĕ

Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, плансене палăртрĕç

Культура ĕçченĕсем çинчен сăмах хускатсан тÿрех йăлтăр-ялтăр, тĕрлĕ тĕслĕ, хаваслă мероприятисем аса килеççĕ. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ уявран тăнăн туйăнать. Тарăнрах шутласа илсен вара — пĕр юрра е ташша çеç сцена çине кăларма та питĕ нумай ĕçлемелле. Кирлĕ материала шыраса тупмалла, çине-çине юрласа е ташласа тикĕслесе якатмалла. Тата илĕртÿллĕ мероприяти йĕркелемелле, халăха мĕнлерех кăсăклантармалла! Çакă пĕтĕмпех культура ĕçченĕсем çине тиенет. Вĕсен канмалли кунсенче, уявсенче уйрăмах ĕç нумай — çынсен канăвне илемлĕрех, туллирех тумалла. Çавăнпа та ĕнтĕ музей, библиотека, культура çурчĕсен специалисчĕсен чăннипех чунне парса ĕçлемелле, хастар пулмалла. Ялти культура çурчĕ — ял чĕри, кунта ял халăхĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕкĕртен пăхнăн курăнать, Культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçлăх та, завхоз

Тĕп тĕллев — яла аталантарасси

Çулсерен çулталăк пуçламăшĕнче районти ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттересси — йăлана кĕнĕ пулăм. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăха иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштараççĕ, укçа-тенке ăçта тăкаклани çинчен каласа параççĕ, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ, малашнехи плансене палăртаççĕ. Çак кунсенче çакăн пек пухусем Тукай ял тăрăхĕнче иртрĕç. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче граждансен пухăвне сăвă-юрăпа уçрĕç. Кăçал эпир Асăнупа Мухтав çулталăкне паллă тунă май, чи малтанах пухура ĕçпе вăрçă ветеранĕсене юбилей медалĕпе чысларĕç. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ пухăва пырайман: çулĕсем чылай пулнине кура тухса çÿреме çăмăлах та мар пулĕ. Çавна май вĕсен çывăх тăванĕсем наградăна тухса илчĕç, киле çитсенех ветерансене чыслама шантарчĕç. Тукай ял тăрăхĕ — районти чи пысăк ял тăрă

Музейре пултăмăр

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн ачисем каникул вăхăтĕнче Шуршăл ялĕнчи космонавтика музейĕнче пулса курчĕç. Музей çурчĕ хăтлă, тирпейлĕ. Вăл пирĕн çĕршыври хăнасене çеç мар, чикĕ леш енчисене те йышăнать. Кунта паллă ентешĕн пурнăçĕпе, космос вĕçевĕсемпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ экспонат та пур: "Восток-3" карапăн çĕр çине анмалли хатĕрĕ, тум-тирĕ, апат-çимĕçĕ, сăнÿкерчĕксем, Андриян Николаева пĕрремĕш вĕçев хыççăн тăван Шупашкарта кĕтсе илнĕ автомобиль...Çак çуртра ачасемпе астрономи урокĕсем ирттермелли ятарлă класс та пур. Малтанхи экспонатсене — уçлăха хăпарнă шлемофонĕпе пиçиххине — космонавт хăй парнеленĕ. Музей çурчĕпе юнашарах — Андриян ачалăхĕ иртнĕ йывăç çурт. Кĕрсенех çурта илем кÿрекен кăмака куç умне тухать. Пĕчĕк сĕтел çинче краççын лампи ларать. Тĕкĕр айĕнче — Николаевсен çемйин тумтирĕ
Кĕнеке парне пултăр

Кĕнеке парне пултăр

Районти централизациленĕ библиотека тытăмĕ Пĕтĕм Раççейри "Дарите книги с любовью!" акцие хутшăнма йыхравлать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна халалласа ирттереççĕ. Районти библиотекăсенче асăннă акци февралĕн 1—14-мĕшĕсенче иртет. Кам çак акцие хутшăнса кĕнекесем, журналсем парнелеме хатĕр — вĕсене районти тĕп библиотекăра 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен кĕтеççĕ.  

Ентешлĕх – пысăк пуянлăх

Комсомольски районĕн "Кĕтне" ентешлĕхне йĕркеленĕренпе 22 çул çитрĕ. Çирĕм икĕ çул! Пĕр пăхсан, ку нумай та мар, сахал та мар, çав вăхăтрах — нумай та ку, сахал та... Çак вăхăтра ентешсем çулсерен пухăнса савăнма май тупрĕç. Вăл çеç-и? Пурте пĕрле пухăнса мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçларĕç пулĕ. Пĕтĕмпех районта пурăнакансен куçĕ умĕнче. 2019 çулта эпир Комсомольски районĕ 80 çул тултарнине паллă турăмăр. Акатуй уявне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан     ентешсем   килсе   çитрĕç.   Акă,   январĕн  26-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ савăнăçлă уява та ентешĕмĕрсем йышлăн пухăнчĕç. Унта хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех район де

Журналистсем – уявра

Январĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче журналистсем, редакторсем, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем, журналистика ĕçĕн ветеранĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Унта пурĕ 400 ытла çын хутшăнчĕ. Пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичет кунĕсен ячĕпе саламларĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене хăйсен яваплă та йывăр ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынăшăн тав турĕ. ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов 2019 çулта пулса иртнĕ паллă пулăмсем, çитĕнÿсем çинчен аса илтерчĕ, кăçал та çÿллĕ шайра ĕçлесе республикăра, районсенче пулса иртекен мероприятисене анлă та тĕрĕс çутатса пыма сунчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсе

Кремльти елкăра пулнă

Ача-пăча хĕле чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕсене пула чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнни тепĕр çулчченех асра юлать, чунра ăшă туйăм çуратать. Мускаври Кремльте иртекен елкăра пулса курни вара — уйрăмах асра юлмалли пулăм. Çакна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш "б" класра пĕлÿ илекен Полина Романова çирĕплетсех калама пултарать. Кăçал вăл шăпах Кремльти елкăна кайма тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи елкăна, паллах, кашни ачанах йыхравламаççĕ. Унта çитсе курас тесен чылай тăрăшмалла: вĕренÿре ĕлкĕрсе пымалла, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçмелле, пур çĕрте те активлă пулмалла. Çакна асра тытса Полина мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренет, унăн дневникĕнче "5" паллăсем анчах. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнма яланах хавас. Çавăнпах та пу