Культура

Кремльти елкăра пулнă

Ача-пăча хĕле чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕсене пула чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнни тепĕр çулчченех асра юлать, чунра ăшă туйăм çуратать. Мускаври Кремльте иртекен елкăра пулса курни вара — уйрăмах асра юлмалли пулăм. Çакна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш "б" класра пĕлÿ илекен Полина Романова çирĕплетсех калама пултарать. Кăçал вăл шăпах Кремльти елкăна кайма тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи елкăна, паллах, кашни ачанах йыхравламаççĕ. Унта çитсе курас тесен чылай тăрăшмалла: вĕренÿре ĕлкĕрсе пымалла, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçмелле, пур çĕрте те активлă пулмалла. Çакна асра тытса Полина мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренет, унăн дневникĕнче "5" паллăсем анчах. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнма яланах хавас. Çавăнпах та пу

Уяв – ачасене пĕрлештерет

Раштав — Христос çуралнă кун /Рождество Христово/ — пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Православи тĕнне тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ. Христиансем пурте çак уява питĕ кĕтеççĕ. Çак кун тĕнчере чи паллă çын — Христос — çуралнă. Вăл тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă. Пысăк та сăваплă уява тĕпе хурса районта кашни çулах "Вознесения Господня" чиркÿре Раштав елки тата "Свет Рождества" фестиваль йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи уяв январĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Вăл çÿллĕ шайра пулчĕ. Чи малтанах районти культура ĕçченĕсем чиркĕве пухăннă ачасем валли елка ирттерчĕç. Хĕл мучипе Юр пике те килсе çитрĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Унтан вара пурте вырсарни шкулне пухăнчĕç. Уява килсе çитнисене Канаш епархийĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ Ал

«Шанчăк» — 30 çулта

"Пенсие тухсан кунĕпе килте, ĕçе çÿремесĕр, çынпа хутшăнмасăр вăхăта мĕнле ирттермелле пулать ĕнтĕ?" — пенси çулне çывхарса пыракансем çакăн пек каланине час-часах илтме пулать. Чылай чухне çакă мăшăрĕсĕр юлнисене пăшăрхантарать. Ачи-пăчисем çунат сарса йăваран вĕçнĕ, вĕсен хăйсен çемйисем. Пĕччен кун иртмест пек туйăнать ĕнтĕ. Комсомольскинче пурăнакан пенсионерсен кун пек пăшăрханма сăлтав çук. Районти тĕп библиотека çумĕнче "Шанчăк" клуб ĕçлет. Унта шăпах аслă çултисем çÿреççĕ. Çак кунсенче "Шанчăк" клуб хăйĕн 30 çулхи юбилейне уявларĕ. Клуба çÿрекенсем хаваспах уява пуçтарăнчĕç, 30 çул каяллахине аса илчĕç, паянхи ĕçсене те тишкерчĕç. "Шанчăк" клуба 1989 çулта йĕркелесе янă. Ун чухне ăна Ефросиния Алексеева ертсе пынă /шел пулин те, вăл халĕ çук пирĕн хушăра/. Çак клуба аталантарса пы
Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Çак илемлĕ уява аслисем те, пĕчĕк ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. "Пучах" ача садĕнчи "Хĕвел" ушкăнри пĕчĕккисем асамлă Çĕнĕ çула кĕтсе илме малтанах хатĕрленме тытăннă. Воспитательсем ачасемпе çак уявпа çыхăннă калаçусем ирттернĕ, сăвă-юрăсем, ташăсем вĕрентнĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче ачасем хăйсене асамлă юмах тĕнчине лекнĕ пекех туяççĕ. Унта вĕсем юмахсенчи сăнарсемпе тĕл пулаççĕ, Хĕл мучипе унăн мăнукне сăвăсем каласа параççĕ, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ, вăйăсем выляççĕ. Хĕл мучи парнисемшĕн ачасем питĕ савăнаççĕ. Çакăн пек уявсенче яланах савăнăçлă ача-пăча сасси, вăййи-кулли янăраса тăтăр. В.СЕНАТОВА, "Колосок" ача сачĕн воспитателĕ.  

Капăр елка йыхравларĕ уява

Çÿллĕ, тĕрлĕ çутăпа ялкăшакан капăр елка, юмах сăнарĕсем, юр пĕрчисем, чĕрчунсем пек тумланнă ачасем, илемлĕ юрă-кĕвĕ... Çак хавас уявра никам та айккинче кичемленсе тăмарĕ, пурте елка тавра çаврăнса юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, малашне те тăрăшса вĕренме, килес çул тата та нумай çитĕнÿ тума сунчĕ. Çавăн пекех вăл "Çĕнĕ çул елки çине тетте — 2020" район конкурсĕнче мала тухнисене саламларĕ, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Çав шутра: Расил Хисамутдинов /Урмаелĕнчи "Лейсан" ача сачĕ/, Самира Тукаева /Комсомольскинчи "Рябинушка" ача сачĕ/, Ирина Копташкина /Асанкасси вăтам шкулĕ/ тата Урмаелĕнчи "Лейсан" ача садне çÿрекенсен ушкăнĕ. Уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Ачас

Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕр

Çĕнĕ çул алăкран шаккать пулин те, таврара юр çук-ха. Апла пулин те урамсемпе парксенчи, культура çурчĕсемпе учрежденисен, лавккасен умĕнчи капăр чăрăшсем, йăмăхакан тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем уяв сĕмĕ кĕртеççĕ, Çĕнĕ çул çывхарнине систереççĕ. Кашни çулах уява кĕтсе çуртсене, чăрăшсене илемлĕрех те илемлĕрех капăрлатас килет. Çакă вара сисĕнет те. Район центрнех илер. Пирĕн шутпа, вăл çулран-çул капăртарах, илем-лĕрех, илĕртÿллĕрех. Çакна эпир çеç мар, кунта пурăнакан кашни çын туять пулĕ тесе шутлатпăр. Чи малтанах район центрĕнчи капăрлатнă симĕс чăрăшах илер. Тĕп елка — хитре!!! Вăл кăçал тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе çутатать çеç мар, инçетренех ялкăшать. Хăйне евĕр капăр. Çакна кашниех çирĕплетет. Ахальтен мар-и, тĕп елкăна курма ятарласа килекенсем пур. Тата ун пирки социаллă сетьсенче мĕн чухлĕ

Ÿкерчĕксем хатĕрленĕ

Чăваш Енри ачасем Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшăнаççĕ. Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне хутшăннисен юбилей логотипĕн эскизне те хатĕрлемелле пулнă. Ĕç хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнипе пĕрлех регионăн çутçанталăк, истори, культура туйăмне палăртмалла. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне нумай ĕç çитнĕ. Вĕсен авторĕсем — 3 çултан пуçласа 17 çулчченхисем. Конкурс комиссийĕ 20 ÿкерчĕке суйласа илнĕ.  
Ăçтан пуçланнă район?

Ăçтан пуçланнă район?

/Архив материалĕсем тăрăх/ Кăçал эпир районăмăра туса хунăранпа 80 çул çитнине уявларăмăр. Çавна май чылай мероприяти йĕркелесе ирттертĕмĕр, тĕрлĕ конкурссенче хамăрăн пултарулăха кăтартса патăмăр. Юбилей çулталăкĕ вĕçлениччен истори сукмакĕпе тепĕр хут утса тухар-ха. 8 теçетке çул каяллахи ĕç-пуçа тишкерме район архивне çул тытрăм. Унта ĕçлекен тĕп специалист-эксперт Валентина Шингалова питĕ интереслĕ документсемпе паллашма сĕнчĕ. Алăра — Комсомольски район совечĕн тата халăх депутачĕсен ĕç тăвакан комитечĕн архив фондĕнчи документсем. Чи малтанах Чăваш АССРне кĕрекен Çĕнĕ Каçал районĕн ?Кошелеевский район/ проект материалĕсемпе паллашар. Çак проект тăрăх Патăрьел, Шăнкăртам тата Йĕпреç районĕсенчен хăш-пĕр ялсене кăларса вĕсенчен Каçал районĕ тума палăртнă. Унăн центрне Аслă Каçал ялĕн

«Пилеш» ача сачĕн юбилей

1969 çулта Комсомольскинче "Рябинушка" ача сачĕ уçăлнă. Тĕрлĕ вăхăтра унта çÿренисем ача садне халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Кун пеккисем вара — пинĕ-пинĕпе. Декабрĕн 20-мĕшĕнче ача сачĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. 50 çул... Учрежденишĕн ку — хаваслă пулăмсемпе, уявсемпе тата ачасен ăшă куллисемпе тулнă манăçми çулсем. Ача садне ахальтен мар иккĕмĕш кил теççĕ. Кунта ачасене ăшăлăхпа, тимлĕхпе хупăрлаççĕ. Шăпăрлансем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, пĕрремĕш туссем тупаççĕ, тавралăхпа паллашаççĕ, хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Ача садĕнче иртнĕ çулсем ĕмĕрлĕхе асра юлаççĕ. Юратнă воспитатель, няня, урамри вăйăсем, уявсем — çаксене аса илсен çитĕннисен те пичĕсем ăшă кулăпа çуталаççĕ. "Рябинушка" ача сачĕн коллективне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлă

Маттуррисен шутĕнче

Нумаях пулмасть Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче район шайĕнчи "Ача-пăча сасси" конкурс иртрĕ. Çулсерен конкурс валли çĕнĕ юрăсемпе ташăсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрхи фестивальте Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем куракансене авалхи ача-пăча юррисене шăрантарса малтисен йышне лекме пултарнăччĕ. Кăçалхи конкурса пирĕн шкултан виçĕ ушкăн хутшăнма кăмăл турĕ. Ку пире питĕ савăнтарчĕ. Хальхи çамрăксем асатте-асаннесен авалхи юррисене юрлани, йăли-йĕркисене аса илни халăхăн культурине сыхласа хăварма, аталантарма пулăшать. Конкурсра çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕсене тĕрлĕ номинацисенче кăтартрĕç. "Вăйă" ушкăн куракансене илемлĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Вĕсене пултарулăхне кура I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. Вăтам шкулта вĕренекен С. Ильина çулсерен тĕрлĕ конкурссене хутшăн