Вторник, 16 апреля

Кремльти елкăра пулнă

Ача-пăча хĕле чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕсене пула чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнни тепĕр çулчченех асра юлать, чунра ăшă туйăм çуратать. Мускаври Кремльте иртекен елкăра пулса курни вара — уйрăмах асра юлмалли пулăм. Çакна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 4-мĕш «б» класра пĕлÿ илекен Полина Романова çирĕплетсех калама пултарать. Кăçал вăл шăпах Кремльти елкăна кайма тивĕçнĕ.
Раççей шайĕнчи елкăна, паллах, кашни ачанах йыхравламаççĕ. Унта çитсе курас тесен чылай тăрăшмалла: вĕренÿре ĕлкĕрсе пымалла, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене тивĕçмелле, пур çĕрте те активлă пулмалла. Çакна асра тытса Полина мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренет, унăн дневникĕнче «5» паллăсем анчах. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнма яланах хавас. Çавăнпах та пулĕ тăрăшуллă хĕрачан портфолиовĕ пуян. Унта тĕрлĕ конкурс-викторинăра тивĕçнĕ грамотăсем типтерлĕн упранаççĕ. Сăмахран, «Человек и природа», «Вундеркинд», «Слон» конкурссенче вăл Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, интернет урлă «МетаШкола» тата «Учи.ру» сайтсенче иртекен конкурссене те хутшăннă. Унсăр пуçне Полина Пĕтĕм Раççейри «Спорт — альтернатива пагубным привычкам» акцире «Манăн юратнă спорт тĕсĕ» номинацире Чăваш Республикинче 1-мĕш вырăна тухнă, Раççей шайĕнче дипломант ята тивĕçнĕ.
Хĕрача пушă вăхăтне ахаль ирттермест. Вăл художествăлла гимнастикăпа интересленет, «Ритм» ушкăн гимнастки «Островок» ташă ушкăнне çÿрет. Спортпа туслă пулни ăна чылай пулăшать. Ахальтен мар вăл пĕлтĕр иртнĕ «Наци кросĕнче» финиша иккĕмĕш çитнĕ.
Полина Романовăна малашне те тăрăшса вĕренме, çĕнĕ çитĕнÿсем туса ашшĕ-амăшне савăнтарма сунатпăр.
Е.ПУШКАРЕВА,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *