Вторник, 16 апреля

Музейре пултăмăр

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн ачисем каникул вăхăтĕнче Шуршăл ялĕнчи космонавтика музейĕнче пулса курчĕç.
Музей çурчĕ хăтлă, тирпейлĕ. Вăл пирĕн çĕршыври хăнасене çеç мар, чикĕ леш енчисене те йышăнать. Кунта паллă ентешĕн пурнăçĕпе, космос вĕçевĕсемпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ экспонат та пур: «Восток-3» карапăн çĕр çине анмалли хатĕрĕ, тум-тирĕ, апат-çимĕçĕ, сăнÿкерчĕксем, Андриян Николаева пĕрремĕш вĕçев хыççăн тăван Шупашкарта кĕтсе илнĕ автомобиль…Çак çуртра ачасемпе астрономи урокĕсем ирттермелли ятарлă класс та пур. Малтанхи экспонатсене — уçлăха хăпарнă шлемофонĕпе пиçиххине — космонавт хăй парнеленĕ. Музей çурчĕпе юнашарах — Андриян ачалăхĕ иртнĕ йывăç çурт. Кĕрсенех çурта илем кÿрекен кăмака куç умне тухать. Пĕчĕк сĕтел çинче краççын лампи ларать. Тĕкĕр айĕнче — Николаевсен çемйин тумтирĕ, сурпансем, алшăллисем упраннă арча.
Андриян 1929 çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă.1937 çулта вăл пĕрремĕш класа кайнă. Музейре класс кĕтесĕ те пур. Кунта космонавтăн парти, учитель сĕтелĕ çинче — чернилсен пуххи, глобус, витрина ăшĕнче — класс журналĕ, Андриян шкулта вĕреннĕ вăхăтра пуçтарнă детекторла радиоприемник. Ун чухне Çĕр йĕри-тавра темиçе хут вĕçсе çаврăнасса шутлама та пултарайман ĕнтĕ вăл.
1944—1947 çулсенче Андриян Николаев Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. 1954 çулта Çар Авиаци училищине вĕренсе пĕтернĕ. 1959 çулта çирĕп сывлăхлă маттур çамрăка космонавтсене хатĕрлекен ушкăна суйласа илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Андриян Николаевăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл «Восток-3″караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. А.Г.Николаевпа П.Р.Попович ушкăнпа космоса парăнтарас енĕпе çĕнĕ тапхăра палăртакан нумай вăхăта тăсăлакан паттăрла вĕçеве тухнă.
1963—1968 çулсенче А.Г.Николаев космонавтсен ушкăнĕн командирĕ, 1968 —1974 çулсенче космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Çав вăхăтрах вăл, «Уйăх программипе» килĕшÿллĕн, уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕнче космонавт «Союз-9» космос карапĕн командирĕ пулса В.И.Севастьяновпа пĕрле орбитăна 2-мĕш хут çĕкленнĕ. Ун чухнехи чи нумай вăхăта тăсăлнă экспедици пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх космос медицининче «Николаев эффекчĕ» — космосра нумай вăхăт пулнă хыççăн организм çĕр гравитацине мĕнле йышăнни çинчен ăнлану йышăннă. Музейри экспозици А.Г.Николаевăн пурнăçне, ĕç-хĕлне анлă та уçăмлă кăтартса парать. Виççĕмĕш космонавтăн мухтавлă ячĕ-сумĕ кашни çын асĕнчех ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

С.АБУКИНА,
Н.ШАМБУЛИНА.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *