Воскресенье, 28 апреля

Культура

Уява хатĕрленеççĕ

Уява хатĕрленеççĕ

Кăçал Республика кунĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртеççĕ. Çавна май Хĕрлĕ Чутай ялне тирпей-илем кĕртме тата обществăлла инфраструктура объекчĕсене юсама 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Яла тирпей-илем кĕртес ĕçсем халĕ кал-кал пыраççĕ, хăш-пĕр ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ.  
Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ пĕрремĕш хут йăлана кĕнĕ парадсăр иртрĕ. Коронавирус пандемине пула çĕршывра пур массăллă мероприятие те ирттерме чарнă, пурне те самоизоляцире килте пулма ыйтаççĕ, урама ытлашши тухса çÿреме юрамасть. Районта Çĕнтерÿ кунĕ яланхи пек мар, çапах та асра юлмалла иртрĕ. Комсомольскинчи тĕп лапамри информаци экранĕ çинче пирĕн несĕлсен паттăрлăхне сăнлакан кадрсене кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксем патне чечек кăшăлĕсем кайса хучĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ организацисемпе предприятисем те маларах палăртнă график тăрăх палăксем патне çитрĕç, паттăр ентешсене асăнса чечексем хучĕç. ЧР Пуçлă

Шăкăл-шăкăл пушмакпа качака çÿрет

Çуркунне çитрĕ те пуçланчĕ. Мĕн тетĕр-и? Качакасем ирĕке тухрĕç. Вĕсене халь урамра е пĕр-пĕр учреждени-организаци территорийĕнче çÿренине сăнама, курма пулать. Çак кунсенче вара вĕсем "Каçал ен" хаçат редакцийĕн пахчинчи чечексене пит юратрĕç. Хĕл кунĕсенче хупăнса тăнăскерсем, халĕ ирĕкре йăкăлт-якăлт сиккелесе çеç çÿреççĕ. Чи малтан качакасене редакци пахчи илĕртнĕ пулмалла. Кунта вĕсем чечеке ларма хатĕрленекен тюльпансене ирĕккĕнех шĕкĕлчесе тухрĕç те малалла централла чупрĕç. Малашне вĕсем ытти вырăнсене те çитĕç, унти лару-тăрупа паллашĕç, нумай сăтăр кÿрĕç. Çав вăхăтра вара хуçисем коронавирусран сыхланса килĕсенче ларĕç. Н. МЕДВЕДЕВА.
#ПĕрлеМухтанатпăр

#ПĕрлеМухтанатпăр

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çĕнтерÿ кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал вара çак уява урăхларах форматпа ирттерме тивет. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та паянхи кун коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва пула уяв мероприятийĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркелеме хушнă. "Чылай мероприятие малтан палăртнă йĕркепе ирттерме май килменни паллă. Анчах та халĕ инçет технологийĕ аталаннине шута илсе уяв мероприятийĕсене те урăх форматпа ирттермелле", — тенĕ вăл. Каланине сăмахпа çирĕплетсе Олег Алексеевич социаллă сетьре йĕркелесе янă "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăннă. Вăл фронтра çапăçнă аслашшĕ çинчен каласа панă. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансене те хăйсен тăванĕсем çинчен каласа пама ыйтнă. Социаллă сете вырнаçтарнă чухне
Ирина Лампасова: «Кашни çутă куншăн Турра тав тăватăп!»

Ирина Лампасова: «Кашни çутă куншăн Турра тав тăватăп!»

Ирина Лампасова /хĕр чухнехи хушамачĕ Николаева/ — Чăваш Ен наци радиовĕн музыка редакторĕ. Вăл Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаран журналист пулма ĕмĕтленнĕ, пур ĕçе те хастар хутшăнма тăрăшнă. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Чурачăк вăтам шкулне çул тытнă. Кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Университетра пĕлÿ пухнă вăхăтра Чăваш Ен наци радиовĕпе туслашнă, каярах унта ĕçлеме вырнаçнă, Республика Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ. — Ирина, эсĕ ача чухне мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ; Çав вăхăтри шухăшсемпе паянхи пурнăçу пĕр килеççĕ-и? — Кирек мĕнле ĕçре тăрăшакана та пĕчĕкренпех хисеплесе ÿснĕ эпĕ. Анне те пĕрмай "темĕнле таса мар пулсан та, ĕçрен вăтанма кирлĕ мар, ĕçлемесĕр ларнинчен вăтанмалла", — тесе калатчĕ. Тĕлĕнмелле те, сыватмă
Ялсенче ырă улшăну чылай

Ялсенче ырă улшăну чылай

Кайнлăк ял тăрăхĕ виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта чăвашсемпе тутарсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем, клуб учрежденийĕсем, библиотека, ваттисен çурчĕ, магазинсем ĕçлеççĕ. Ялсем варрипе яп-яка асфальт çул тăсăлать, урамсене вара чул сарнă. Ял çыннисем халĕ пылчăк çăрмаççĕ. Пÿрт-çурта ăшăтма та унчченхи пек вутă хатĕрлесе нушаланмалла мар, "сенкер çулăм" кашни килтех пур. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи кун ялта пурăнма пур услови те çителĕклĕ. — Ял урамĕсем хăтлă та тирпейлĕ, илемлĕ пулччăр тесе кашни çулах чылай ĕç тăватпăр. Çулсерен пуçтарăнса йывăçсем лартасси, масарсене, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем таврашне тирпейлесе тăрасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Ял çыннисем ку ĕçсене хавасп
Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем шкулти пекех кашни паллă куна уявлаççĕ. Иртнĕ çулсенче Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ пулсан, кăçал килте ларсан та хăнăхнă йăлана пăсмарĕç. Апрелĕн 20—25-мĕшĕсенче тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç. Акă 20-мĕшĕнче чăвашла тĕрлĕ мемсем ăсталарĕç. Ытларикун кирек епле килĕшекен хайлава вуланине аудио çырса интернета вырнаçтарчĕç. Виççĕмĕш кун вара ÿкерме кăмăллакансем хăйсене килĕшекен чăвашла хайлав тăрăх ÿкерчĕк туса сăнÿкерчĕксем лартрĕç. Тепĕр кун та ахаль иртмерĕ. Çак кун йăла-йĕркесем çинчен каласа пачĕç. 24-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыннипе паллаштарчĕç. Кашни çулах вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те апрелĕн 25-мĕшĕнче уроксене чăваш тумĕпе ирттернĕ. Кăçал социаллă сетьре хăйсен страницисене чăваш тумĕпе фотосем лартрĕç. "Чăваш чĕлх
Çыравçăсем валли конкурс

Çыравçăсем валли конкурс

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви писательсене ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне хутшăнма йыхравлать. Пултарулăх ăмăртăвне уйрăм çыравçăсем те, автор коллективĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ-алçырусене виçĕ номинаципе палăртаççĕ, авторсене укçан хавхалантараççĕ: ç шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /50 пин тенкĕ/; çвăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/; ç аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/. Конкурса хутшăнакансен çак документсене тăратмалла: положенипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ заявка; кĕнекен алçырăвĕн кĕске аннотацийĕ /вăл пĕр страницăран ытла пулмалла мар, унта алçыру ятне туллин /чăвашла тат

Тренировка килтех ирттереççĕ

Çĕршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула республикăри, районти спорт шкулĕсемпе секцисем, бассейнсемпе стадионсем тата ытти объект вăхăтлăха хупăнчĕç. Çак тапхăрта, уйрăмах килте ларнă вăхăтра та, вăй-хала çирĕплетме, сывлăха упрама майсем пур. Çав шутра — социаллă сетьсенче пуçарнă нумай акци. Тренерсем социаллă сетьсенче — Вконтакте, Инстаграмра — килтех тренировкăсем ирттерме пулăшакан видеороликсем вырнаçтараççĕ. Хăшĕ кăмăла каять — çавна суйласа илме пулать. Кăмăл çеç пултăр. Çак тренировкăсене нумай çын хутшăнма та тытăннă. Пĕччен, çемьепех килте тренировка ирттерекенсем пур. Акă, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова пурне те килтех тренировка тума сĕннипе пĕрлех хăйĕн воспитанникĕсем килте еплерех хусканнине тĕрĕслесе тăрать. Мĕнле тетĕр-и? "Фитнес-аэ
Ырă тăвакана Турă пулăшать

Ырă тăвакана Турă пулăшать

Редакци телефонĕ кун каçа шăнкăр-шăнкăр сас парсах тăрать. Камăн хыпар пур, тепри çывăх çыннине саламласшăн, пĕлтерÿ ларттарасшăн, ырă ĕçшĕн тав сăмахĕ каласшăн, хурланнине пĕлтересшĕн, ыйтса пĕлесшĕн... Тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере редакцие вăтам çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вăл хаçатăн çитес номерĕнче Асанкассинче çуралса пĕве кĕнĕ, хальхи вăхăтра Кĕтне Пасарĕнче пурăнакан Зоя Яковлевна Михеевана тав турĕ. Район çыннисене ырă кăмăллă, ăста çын çинчен пĕлтерсе çырма ыйтрĕ, Кĕтне Пасарта пурăнакансем ыйтнипе шăнкăравланине пĕлтерчĕ. Ĕçе тĕплĕ ĕçлеме пĕлекен çын пурнăç тума та пĕлет. Зоя Яковлевна — виçĕ ача амăшĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен дояркăра вăй хунă. Унăн ăста аллисем канăçа пĕлмеççĕ. Ялти хĕрарăмсене валли мĕн чухлĕ саппун çине илемлĕ тĕрĕ тĕрлесе паман-ши вă