Четверг, 25 апреля

Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ пĕрремĕш хут йăлана кĕнĕ парадсăр иртрĕ. Коронавирус пандемине пула çĕршывра пур массăллă мероприятие те ирттерме чарнă, пурне те самоизоляцире килте пулма ыйтаççĕ, урама ытлашши тухса çÿреме юрамасть.
Районта Çĕнтерÿ кунĕ яланхи пек мар, çапах та асра юлмалла иртрĕ. Комсомольскинчи тĕп лапамри информаци экранĕ çинче пирĕн несĕлсен паттăрлăхне сăнлакан кадрсене кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксем патне чечек кăшăлĕсем кайса хучĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ организацисемпе предприятисем те маларах палăртнă график тăрăх палăксем патне çитрĕç, паттăр ентешсене асăнса чечексем хучĕç.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн хушăвĕ тăрăх, ял поселенийĕсен администрацийĕсенче тăрăшакансем тата волонтерсем вăрçă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем патне саламсемпе парнесем илсе çитерчĕç. Çак кун Александр Осипов тата Тинĕс-çар пĕрлешĕвĕн представителĕсем вăрçă участникĕ Павел Сорокин патне килне саламлама пычĕç. Унтан Александр Николаевич Дубовка ялĕнче пурăнакан Сергей Совин патне çитсе ветерана уяв ячĕпе саламларĕ, пулас ăрусене мирлĕ тÿпе парнеленĕшĕн тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Район çыннисем, ытти çулсенчи пек пуçтарăнса парада тухаймарĕç пулсан та, пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ акцисене хастаррăн хутшăнчĕç: «Вилĕмсĕр полк» акцие онлайн мелпе хутшăнса хăйсен аслашшĕ-мăнаслашшĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç, çуртсен, хваттерсен чÿречисене Аслă Çĕнтерÿ темипе илемлетрĕç, вăрçăра пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса йывăç лартса хăварчĕç тата ытти те.
Çĕнтерÿ уявĕ — пирĕн халăхăн паттăрлăхне, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр мирлĕ пуласлăхшăн тăшмана хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ асатте-мăнасаттесене асра тытма хистекен уяв. Çĕршыв историйĕнчи çак юнлă страницăна пирĕн çеç мар, пулас ăрусен те манас марччĕ, паттăрлăх кăтартнă несĕлсене асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшасчĕ, хăрушлăх умĕнче пуçа усас марччĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Йывăр ĕçре тар тăкнисене асра тытса
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çитес 2021 çула «Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çак йышăнăва республикăра пурăнакансене оборона чиккисене тунă çĕртре ĕçленĕ ентешсен паттăрлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма хистес, йывăр ĕçпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансене асра тытас тĕллевпе тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *