Ырă тăвакана Турă пулăшать

Ырă тăвакана Турă пулăшать

Редакци телефонĕ кун каçа шăнкăр-шăнкăр сас парсах тăрать. Камăн хыпар пур, тепри çывăх çыннине саламласшăн, пĕлтерÿ ларттарасшăн, ырă ĕçшĕн тав сăмахĕ каласшăн, хурланнине пĕлтересшĕн, ыйтса пĕлесшĕн… Тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланаççĕ.
Акă, иртнĕ эрнере редакцие вăтам çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вăл хаçатăн çитес номерĕнче Асанкассинче çуралса пĕве кĕнĕ, хальхи вăхăтра Кĕтне Пасарĕнче пурăнакан Зоя Яковлевна Михеевана тав турĕ. Район çыннисене ырă кăмăллă, ăста çын çинчен пĕлтерсе çырма ыйтрĕ, Кĕтне Пасарта пурăнакансем ыйтнипе шăнкăравланине пĕлтерчĕ.
Ĕçе тĕплĕ ĕçлеме пĕлекен çын пурнăç тума та пĕлет. Зоя Яковлевна — виçĕ ача амăшĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен дояркăра вăй хунă. Унăн ăста аллисем канăçа пĕлмеççĕ. Ялти хĕрарăмсене валли мĕн чухлĕ саппун çине илемлĕ тĕрĕ тĕрлесе паман-ши вăл? 
Халльхи вăхăтра коронавирус чирĕнчен упранма пурте те ятарлă маскăсем туянасшăн. Малтанхи номерте район центрĕнчи аптекăсем тивĕçтерсе ĕлкĕреймен пирки çĕвĕ цехĕсем маскăсем çĕлесе сутни пирки пĕлтернĕччĕ.
Этем тени ĕçĕпе паха. Çынна ырă тунине нимĕн те çитмест. Зоя Яковлевна вăй çитнĕ таран, Кĕтне Пасарта пурăнакансене тÿлевсĕр маскăсем çĕлесе пани, паллах, мухтавлă. Çакăн пек пысăк чĕреллĕ çынсем пирĕн хушăра пурăнни савăнтарать. Вĕсем пулсан çут тĕнче те çутăрах, илемлĕрех пулĕ.
Çынна ырă тăвакана Турă пулăшать теççĕ. Зоя Яковлевна, сире малашне те иксĕлми маттурлăхăр, вашаватлăхăр, сăпайлăхăр, туслăха хаклама тата илем тĕнчине курма пĕлни хăват парса тăтăр. Кăлтăксăр пурнăç çулĕ çинче ырă çынсем çеç пулччăр. Тата нумай çул çирĕп сывлăхпа пурăнăр.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *