Суббота, 20 апреля

Çыравçăсем валли конкурс

Çыравçăсем валли конкурс

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви писательсене ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне хутшăнма йыхравлать.
Пултарулăх ăмăртăвне уйрăм çыравçăсем те, автор коллективĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ-алçырусене виçĕ номинаципе палăртаççĕ, авторсене укçан хавхалантараççĕ:
ç шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /50 пин тенкĕ/;
çвăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/;
ç аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/.
Конкурса хутшăнакансен çак документсене тăратмалла:
положенипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ заявка; кĕнекен алçырăвĕн кĕске аннотацийĕ /вăл пĕр страницăран ытла пулмалла мар, унта алçыру ятне туллин /чăвашла тата вырăсла/, унăн кĕске содержанине, автор е автор йышĕ çинчен çырмалла, хайлавăн темипе литература жанрне палăртмалла/;
халиччен пичетленмен кĕнеке алçырăвĕ /пĕрер экземпляр хут çинче тата диск е флешка çинче/.
Хайлавсем чĕлхе, литература стилĕ, композици тĕлĕшĕнчен илемлĕ те çыпăçуллă, пысăк пахалăхлă пулмалла, воспитани тата пĕлÿ парас енсене, кăмăл-сипет тата патриотизм туйăмĕсене аталантарассине тимлĕх уйăрмалла.
Автор /е автор йышĕ/ конкурса кашни номинаципе пĕрер алçыру çеç тăратма пултарать. Пĕр произведенипе икĕ хутран ытла хутшăнма тата ют чĕлхерен чăвашла куçарнă хайлава сĕнме юрамасть.
Материалсене 2020 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 2-мĕш пÿлĕм.
Конкурса 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмлетме палăртнă.
Çак телефонпа: 8 /8352/ 56-50-57 хушма номер 2537 е info37@cap.ru электрон почтăна çырса ыйтса пĕлме пулать.
О.ИВАНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *