Культура

Ялсенче ырă улшăну чылай

Ялсенче ырă улшăну чылай

Кайнлăк ял тăрăхĕ виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта чăвашсемпе тутарсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем, клуб учрежденийĕсем, библиотека, ваттисен çурчĕ, магазинсем ĕçлеççĕ. Ялсем варрипе яп-яка асфальт çул тăсăлать, урамсене вара чул сарнă. Ял çыннисем халĕ пылчăк çăрмаççĕ. Пÿрт-çурта ăшăтма та унчченхи пек вутă хатĕрлесе нушаланмалла мар, "сенкер çулăм" кашни килтех пур. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи кун ялта пурăнма пур услови те çителĕклĕ. — Ял урамĕсем хăтлă та тирпейлĕ, илемлĕ пулччăр тесе кашни çулах чылай ĕç тăватпăр. Çулсерен пуçтарăнса йывăçсем лартасси, масарсене, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем таврашне тирпейлесе тăрасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Ял çыннисем ку ĕçсене хавасп
Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, суммĕ, хисепĕ çулсерен ÿстĕр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем шкулти пекех кашни паллă куна уявлаççĕ. Иртнĕ çулсенче Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта тĕрлĕ конкурссем ирттернĕ пулсан, кăçал килте ларсан та хăнăхнă йăлана пăсмарĕç. Апрелĕн 20—25-мĕшĕсенче тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç. Акă 20-мĕшĕнче чăвашла тĕрлĕ мемсем ăсталарĕç. Ытларикун кирек епле килĕшекен хайлава вуланине аудио çырса интернета вырнаçтарчĕç. Виççĕмĕш кун вара ÿкерме кăмăллакансем хăйсене килĕшекен чăвашла хайлав тăрăх ÿкерчĕк туса сăнÿкерчĕксем лартрĕç. Тепĕр кун та ахаль иртмерĕ. Çак кун йăла-йĕркесем çинчен каласа пачĕç. 24-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыннипе паллаштарчĕç. Кашни çулах вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те апрелĕн 25-мĕшĕнче уроксене чăваш тумĕпе ирттернĕ. Кăçал социаллă сетьре хăйсен страницисене чăваш тумĕпе фотосем лартрĕç. "Чăваш чĕлх
Çыравçăсем валли конкурс

Çыравçăсем валли конкурс

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви писательсене ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне хутшăнма йыхравлать. Пултарулăх ăмăртăвне уйрăм çыравçăсем те, автор коллективĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ-алçырусене виçĕ номинаципе палăртаççĕ, авторсене укçан хавхалантараççĕ: ç шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /50 пин тенкĕ/; çвăтам классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/; ç аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлав /75 пин тенкĕ/. Конкурса хутшăнакансен çак документсене тăратмалла: положенипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ заявка; кĕнекен алçырăвĕн кĕске аннотацийĕ /вăл пĕр страницăран ытла пулмалла мар, унта алçыру ятне туллин /чăвашла тат

Тренировка килтех ирттереççĕ

Çĕршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула республикăри, районти спорт шкулĕсемпе секцисем, бассейнсемпе стадионсем тата ытти объект вăхăтлăха хупăнчĕç. Çак тапхăрта, уйрăмах килте ларнă вăхăтра та, вăй-хала çирĕплетме, сывлăха упрама майсем пур. Çав шутра — социаллă сетьсенче пуçарнă нумай акци. Тренерсем социаллă сетьсенче — Вконтакте, Инстаграмра — килтех тренировкăсем ирттерме пулăшакан видеороликсем вырнаçтараççĕ. Хăшĕ кăмăла каять — çавна суйласа илме пулать. Кăмăл çеç пултăр. Çак тренировкăсене нумай çын хутшăнма та тытăннă. Пĕччен, çемьепех килте тренировка ирттерекенсем пур. Акă, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова пурне те килтех тренировка тума сĕннипе пĕрлех хăйĕн воспитанникĕсем килте еплерех хусканнине тĕрĕслесе тăрать. Мĕнле тетĕр-и? "Фитнес-аэ
Ырă тăвакана Турă пулăшать

Ырă тăвакана Турă пулăшать

Редакци телефонĕ кун каçа шăнкăр-шăнкăр сас парсах тăрать. Камăн хыпар пур, тепри çывăх çыннине саламласшăн, пĕлтерÿ ларттарасшăн, ырă ĕçшĕн тав сăмахĕ каласшăн, хурланнине пĕлтересшĕн, ыйтса пĕлесшĕн... Тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере редакцие вăтам çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вăл хаçатăн çитес номерĕнче Асанкассинче çуралса пĕве кĕнĕ, хальхи вăхăтра Кĕтне Пасарĕнче пурăнакан Зоя Яковлевна Михеевана тав турĕ. Район çыннисене ырă кăмăллă, ăста çын çинчен пĕлтерсе çырма ыйтрĕ, Кĕтне Пасарта пурăнакансем ыйтнипе шăнкăравланине пĕлтерчĕ. Ĕçе тĕплĕ ĕçлеме пĕлекен çын пурнăç тума та пĕлет. Зоя Яковлевна — виçĕ ача амăшĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен дояркăра вăй хунă. Унăн ăста аллисем канăçа пĕлмеççĕ. Ялти хĕрарăмсене валли мĕн чухлĕ саппун çине илемлĕ тĕрĕ тĕрлесе паман-ши вă

Светлана Печникова: «Пирĕн халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упраса»

Светлана Владимировна Печникова Тукай ялĕнче çуралнă. Вăл культура тытăмĕнче сулмаклă утăмсем тăвать, пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. Чăвашсен тата ытти халăхсен наци культурине аталантарас, культура пуянлăхне упраса хăварас тата ÿстерсе пырас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçлать. 2017 çулта Светлана Печниковăна ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш Ен халăхĕсен наци культурисен уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлет. — Светлана Владимировна, Культурăпа искусствăсен Хусан патшалăх институтне пĕтернĕ хыççăнах Эсир ача-пăча фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха? — Хусан патшалăх институтне пĕтернĕ хыççăн эпĕ Лапсар поселокĕнчи искусст

Маскăсем çĕлеççĕ — туянма пулать

Коронавируса сарăлма парас мар тесен чи малтанах гигиена мерисене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Урама тухнă е çынпа тĕл пулнă чухне пит-куçа хуплакан медицина маски тăхăнмаллине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах та юлашки вăхăтра ку енĕпе пысăк чăрмав сиксе тухрĕ — аптекăсенче маскăсем çук. Ăçтан тупса туянмалла; Комсомольскинчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра "У Веры" çĕвĕ цехĕнче карас куçĕнчен нумай хутчен усă курма пулакан маскăсем çĕлеççĕ. Кун евĕр маскăсене пĕрре усă курнă хыççăн дезинфекцилемелле, вĕри утюгпа якатмалла, унтан вĕсемпе тепре усă курма юрать. Вера Курицына тата Вера Ефимова çĕвĕçсем тĕрлĕ организацисенчен заказсем йышăнаççĕ, кĕске хушăрах маскăсене çĕлесе хатĕрлеççĕ. Район администрацийĕнче, Суту-илÿ çуртĕнче, "Тав" ОООра, "Рубин", "Мечта" магазинсенче, автовокзалта тата хăш-

Роза Лизакова: Пуян культурăна упраса малалла ĕçлемелле

Мартăн 25-мĕшĕнче театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература каçалăкĕнче, ялти клубсемпе кану çурчĕсенче тата ытти вырăнта вăй хуракансем Культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Чăваш Енре çак сферăра пурĕ 3393 çын вăй хурать. Тăван енĕн культура пурнăçĕ çинчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизаковăпа тĕл пулса калаçрăмăр. — Роза Михайловна, эсир культурăра вăтăр çул ытла ĕçлетĕр. Темиçе çул республика тулашĕнче вăй хума тивнĕ пулсан та ун пурнăçĕ самантлăха та ют пулман. Мĕн каланă пулăттăр республикăн культура отраслĕн паянхи лару-тăрăвĕ пирки? — Манăн шухăшпа, пур енĕпе те йĕркеллĕ, тăнăçлă аталанса пырать. Чăваш халăхĕн культури пуян, ăна упраса малалла ăнтăлмалла. Коллективсем хăйсен пултарулăх вăйне çирĕплетсе, репе
Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

Мĕн лайăххи – пурте ачасем валли

"Радуга" ача садĕнчи "Хĕвел шевлисем" ушкăна çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем пепкисен ача садĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ уявсем, конкурссем ирттернĕ чухне воспитательсене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хăйсен аллисемпе тĕрлĕ япаласем, сувенирсем ăсталаççĕ. Шакуровсен, Павловсен, Габдулловсен тата Матросовсен çемйисем тĕрлĕ темăсемпе дидактика вăййисем хатĕрленĕ. Вĕсем ачасен пуплевне аталантарнă чухне питĕ пулăшаççĕ. А.Никифорова хитре аквариум ăсталанă, шыв чĕрчунĕсем валли пĕчĕк кÿлĕ çыхса хатĕрленĕ. Горбуновсемпе Текмеевсен çемйисем юмах валли кермен-çурт ăсталама пулăшнă. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем уявсен сценарине кĕртнĕ сăнарсене выляма ăста. Сăмахран, И.Латыпов иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕнĕ Çул уявĕнче Хĕл Мучи рольне выляса ачасене савăнтарать. Латыповсем çемйипех ача сачĕн ĕç-хĕлне

Чун ыйтнипе юрра-ташша суйланă

Районта иртекен кашни мероприятирех — Акатуй-и, Çăварни-и, Çĕнĕ çул-и — ăна сцена çинче курма, унăн пултарулăхĕпе киленме пулать. Хаваслă та уçă кăмăллăскер, уявсенче вăл тĕрлĕ сăнарсене калăплать, кураканăн чунĕ патне туххăмрах çул тупать. Сăмахăм паян Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕн директорĕ — Алевтина Трофимова çинчен пырать. Алевтина Хирти Явăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. "4 ывăл хыççăн ватлăхра çуратнă пĕртен-пĕр хĕрпĕрчи, чи ачашши, чи пылакки пулнă эпĕ. Мĕн пĕчĕкрен юратса, лăпкаса ÿстернĕ мана", — тет вăл ачалăхне аса илсе. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр хулана çул тытнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ. Анчах та çемьери лару-тăрăва пула унăн часах вĕренĕве пăрахса килме тивнĕ. Амăшĕ çĕре кĕнĕ, ашшĕ инвалид пулнă, асламăшĕ — ватă. Çемйине çакăн пек йывăр