Алла илер-и кĕнеке?

Çуллахи канăва епле  йĕркелерĕр; Усăллă ирттеретĕр-и ăна?  Алла кĕнеке тытма вăхăт тупаятăр-и?  Пушă вăхăтра кăштах та пулин вуласа илни çын организмĕшĕн çав тери усăллă пулнине кашниех пĕлет, паллах. Анчах та ĕççи вăхăтĕнче нумайăшĕ вулавăша çитме май тупаймаççĕ. Çакна шута илсех пулĕ, районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем район центрĕнчи паркра «Лавочка — читалочка»  акци йĕркелерĕç.  Иртсе çӳрекенсем алла кĕнеке тытса вулама, унпа паллашма пултарчĕç. Аслисем те, ачасем те  сак çине  ларсах çĕнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе кăсăкланчĕç. Унпа пĕрлех Алина Хораськина, Надежда Боровкова,  Ирина Крылова библиотекарьсем ачасем валли вăйăсем те йĕркелерĕç. Викторинăсене те хастар хутшăнчĕç  шăпăрлансем.

«Уçă сывлăшра кĕнеке вулама, выляма çав тери кăмăллă иккен», — терĕç ачасем.

Кĕçĕн Çĕрпӳел ял библиотекинче «Кĕнекепе канатпăр» акцие те ачасем хастар хутшăнчĕç.  Вĕсем Галина Родионова йĕркеленĕ вăйăра пултаруллă пулчĕç. Кĕнекесем çинчен мĕн пĕлнине, çуллахи кану вăхăтĕнче мĕн чухлĕ кĕнеке вуланине хаваспах каласа пачĕç. Библиотекарь  вулавăш тусĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе те паллаштарма манмарĕ.   Библиотека фончĕ çав тери пуян. Кăмăла каякан кĕнекене илсе çеç вула!

Асанкасси ял библиотекин чи çамрăк тусĕсем те  çуллахи вăхăтра кĕнекепе туслă пулмаллине лайăх пĕлеççĕ. Хальхинче вĕсем кĕнекесене вулавăшра мар, уçă сывлăшра алла тытрĕç. Надежда Козлова библиотекарь   ачасене кăсăклантаракан кĕнекесемпе туллин паллаштарчĕ,  тĕп сăнарсем пирки викторина йĕркелерĕ. «Уçă сывлăшра кĕнеке вулама аван», — терĕç ачасем.

Дубовкăри вулавăша та ачасем хаваспах çӳреççĕ. Анчах та çуллахи вăхăтра шăпăрлансем ытларах вăхăта урамра ирттереççĕ. Çавна май Татьяна Волкова библиотекарь пĕчĕкскерсем валли  урамра  «Книжная улыбка лета» кĕнекесен куравне йыхравларĕ, «Çулла, кĕнеке тата эпĕ» вулав сехечĕ йĕркелени те ачасешĕн çав тери усăллă пулчĕ.   Вĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе хаваспах паллашрĕç, юмахсене, сăвăсене те уçă сывлăшрах вуларĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç.

Кĕнеке яланах пирĕн çывăх тус пултăр. Вулакан нумай пĕлет тенине асра тытса вулавăша çитме вăхăт тупар.

А.Мариян хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *