Четверг, 18 апреля

«Çăлтăрлă çулла» фестиваль-конкурс иртрĕ

Августăн 18-мĕшĕнче культурăпа кану паркĕнче районсем хушшинчи «Çăлтăрлă çулла» вокал фестиваль-конкурс иртрĕ. Çакна çамрăксен йышĕнче пултаруллисене палăртас, эстрада жанрне упракансене тупас, çитĕнекен ăру валли аталанма мелсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вокал фестиваль-конкурс (эстрада, академи, халăх, джаз), соло тата ансамбль (дуэт, трио, квартет тата ытти те) номинацисемпе пулнă. Хутшăнакансене çак категорисемпе пăхса хакланă: 1-мĕшĕнче 14—19 çултисем, 2-мĕшĕнче 20—30 çултисем, 3-мĕшĕнче 31—45 çултисем, 4-мĕшĕнче 46 тата аслăрах çултисем, профессионал, мастер тата вĕренекен.

Конкурса хутшăнма пурĕ 24 çын заявка панă. Вĕсем Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата ытти районсенчен. Пултаруллă хастарсене «Эстрада артисчĕсен союзĕн» председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Алина Федорова, Комсомольскинчи искусство шкулĕн преподавателĕ Ольга Буслаева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, искусство шкулĕн концертмейстер. Владимир Михайлов, районти, республикăри вокал фестиваль-конкурссен çĕнтерӳçи Дмитрий Лукиянов пăхса хакларĕç.

Шăпчăк саслăскерсем кашниех юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. 14—19 çултисем хушшинче çĕнтерӳçĕ ятне Шăмăршă районĕн пики — Юлианна Михайлова çĕнсе илнĕĕ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнта Комсомольски хĕрĕсем — Юлия Щетинкинăпа Татьяна Прокопьева. 31-тен пуçласа 45 çулчченхи ӳсĕмре 2-мĕш вырăнта Олеся Кукушкина (Комсомольски), 3-мĕшĕнче — Анна Можаева (Комсомольски). 46 тата аслăрах категоринче 1-мĕш вырăнта — Валерий Кузнецов (Шăмăршă), 3-мĕш вырăна Василий Голландцевпа Татьяна Волкова (Комсомольски) тивĕçрĕç. Халăх кăмăллакан юрăç — Марина Григорьева (Вăрнар) пулчĕ. Профессионалсем хушшинче те хĕрӳ тупăшу пулчĕĕ 1-мĕш вырăна — Анастасия Пузырникова (Патăрьел) тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăнта Елена Маштанова (Комсомольски) тата Алина Евдокимова (Вăрнар) пулчĕç, 3-мĕш вырăнта вара — Валерий Ванюркин (Комсомольски), Александр Пузырников (Патăрьел). «Ансамбль» категорире 1-мĕш степеньлĕ диплома — Марина Волковăпа Татьяна Прокопьева (Комсомольски) дуэт тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăна — «Салам» ансамбль (Вăрнар) çĕнсе илчĕ, 3-мĕшĕнче вара — Пузырниковсен (Патăрьел) çемье дуэчĕ, Ираида Карповăпа Елена Маштанова дуэчĕсем пулчĕç. Фестиваль çĕнтерӳçисене хаклă парнесем парса чысларĕç, пур хутшăнакан та диплом илме тивĕçлĕ пулчĕç.

А.САТИЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *