Çемье телейĕ – юратупа шанчăклăхра

Çемье телейĕ – юратупа шанчăклăхра

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни кăна çителĕксĕр, чун-чĕрери ăшă туйăма çулсем иртнĕ май та сыхласа хăварма пĕлмелле, унăн вучахне самантлăха та сӳнме парас мар тесе тăрăшмалла. Районта, пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса чыслă та тату, юратупа пурăнакан сумлă çемьесем йышлăн.

Раççейре, çав шутра районта та, июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне районти ЗАГС уйрăмĕнче  паллă турĕç. Çак мероприятие пухăннисене чăн малтанах  Луцки салин чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте саламларĕ. Вăл уявăн историне тата мĕншĕн ăна çак кун паллă тунине  каласа пачĕ. Мăшăрсене пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшма, каçарма, савăнăçпа хурлăха çурмалла пайлама сунчĕ.

Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова уявпа саламларĕ.  Çемье вучахне упракан, пĕр-пĕринпе 40 çул ытла килĕштерсе пурăнакан çемьесене: Аслă Çĕрпӳел ялĕнчи Мария Ивановнăпа  Владислав Сергеевич Михайловсене, Комсомольскинчи Мария Васильевнăпа Евгений Авдеевич Мокеевсене тата Кĕçĕн Каçалти Надежда Николаевнăпа  Виталий Михайлович Чипчигинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç.

Михайловсем июлĕн 1-мĕшĕнче ылтăн туй паллă тунă. Çемье пуçлăхĕ райпора водительте тăрăшнă, кайран вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра ĕçленĕ. Мария Ивановна бухгалтер пулса колхозра, унтан Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хунă. Маттур мăшăр 4 ача çуратса ӳстернĕ. Халĕ вĕсене 7 мăнукпа пĕр мăн мăнук савăнтарать.

Чипчигинсен çемье стажĕ — 45 çул. Виталий Михайлович «Комсомольский» совхозра ĕçленĕ. Надежда Николаевнăн ĕç кĕнекинче çырса хуни пĕртен пĕрре анчах, мĕншĕн тесен вăл мĕн пурнăç тăршшĕпех райпора кондитер пулса тăрăшнă. Чипчигинсем Кĕçĕн Каçалта тĕпленнĕ. Вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр кун çути парнеленĕ. Паянхи кун вĕсене 8 мăнук савăнтарать.

Мария Васильевнăпа Евгений Авдеевич Мокеевсем ноябрь уйăхĕнче  пĕрлешнĕренпе 45 çул çитнине уявлĕç. Çемье пуçлăхĕ механик дипломне илсе тĕрлĕ организацисенче автомеханик, токарь, мастер пулса вăй хунă. Мария Васильевна Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçлеме пуçланă. 37 çул хушши районти библиотекăра тĕрлĕ уйрăмра, çав шутрах директор пулса  тăрăшнă. Мокеевсем ывăлпа хĕр ура çине тăратнă. Хисеплĕ мăшăр 6 мăнукне чун ăшшине парса телейлĕ пурăнаççĕ.

Районти чи лайăх çемьесене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ О.Федотова, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ И.Ядрова, Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — А.Орешкин, райпо канашĕн председателĕ, «Единая Россия» парти членĕ, районти Депутатсен Канашĕн депутачĕ С.Грачева, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн исполнительлĕ секретарĕ — Л.Макарова саламларĕç, тăванĕсемпе çывăх çыннисем те нумай ăшă сăмах каларĕç.

Çавăн пекех уяв кунĕнче республикăра иртнĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнакансене сертификатпа чысларĕç.

Уява В.Потапова, Р.Смирнова, Г.Родионова, А.Родионова, А.Любимова юрăсем шăрантарса илем кӳчĕç.

Çемье — кашни çыннăн чи пысăк телейĕ. Упрар та хаклар ăна.

А.Матросова.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *