Четверг, 18 апреля

Культура

Выставка уçăлчĕ

Августăн 25-мĕшĕнче учительсен конференцийĕ умĕн «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Геннадий Николаевич Петровăн «Ялти учителĕн тата унăн вĕренекенĕсен пурнăçĕ- пе ĕçĕсем» выставка уçăлчĕ. Пур экспонат та Хырхĕрри тĕп шкулĕн физика учителĕн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин уçса параççĕ. Геннадий Николаевич Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физика учителĕн профессине алла илнĕ. Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă учитель кашни ачапа пĕр чĕлхе тупса физика, астрономи, технологи предмечĕсене юратма вĕрентет. Алли унăн чăннипех те ылтăн. Вăл мĕн кăна ăсталамасть-ши!? Унăн ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас текенсене музея çитсе курма  сĕнетпĕр. А.МАТРОСОВА.      

«Çăлтăрлă çулла» фестиваль-конкурс иртрĕ

Августăн 18-мĕшĕнче культурăпа кану паркĕнче районсем хушшинчи «Çăлтăрлă çулла» вокал фестиваль-конкурс иртрĕ. Çакна çамрăксен йышĕнче пултаруллисене палăртас, эстрада жанрне упракансене тупас, çитĕнекен ăру валли аталанма мелсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вокал фестиваль-конкурс (эстрада, академи, халăх, джаз), соло тата ансамбль (дуэт, трио, квартет тата ытти те) номинацисемпе пулнă. Хутшăнакансене çак категорисемпе пăхса хакланă: 1-мĕшĕнче 14—19 çултисем, 2-мĕшĕнче 20—30 çултисем, 3-мĕшĕнче 31—45 çултисем, 4-мĕшĕнче 46 тата аслăрах çултисем, профессионал, мастер тата вĕренекен. Конкурса хутшăнма пурĕ 24 çын заявка панă. Вĕсем Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата ытти районсенчен. Пултаруллă хастарсене «Эстрада артисчĕсен союзĕн» председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

Пулă тытрĕç, ăсталăх кăтартрĕç, канашларĕç…

Пысăк океан та пĕчĕк юханшывсенчен пуçтарăнать. Кирек хăш пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçламăш çăлкуçĕ те пĕр тĕллевлĕ çынсем пурринчен килет. Çак шухăшсем палăрчĕç Пĕтĕм тĕнчери Океан вăййисем шучĕпе йĕркеленĕ «Мир на крючке — Рыба мира» фестивальте. Вăл августăн 12—13-мĕшĕсенче пирĕн районта пулса иртрĕ. Малтанхи кун  Янкасси ялĕ çумĕнчи Çирĕкле кӳлĕ çывăхĕнче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланнипе фестиваль старт илчĕ. Ăна салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, фестивале пуçарса яраканĕ А.Трухачев, «Тав» агрокомпанисен генеральнăй директорĕ А.Капитонов уçрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 21 команди ирхинеччен пулă тытас енĕпе ăмăртрĕ. Кашниех вăлтисене пысăкрах пулă çаклатас  тĕллевпе шыва ячĕ пулин те ăнăçу пурне те савăнтармарĕ. Тепĕр кунне ирхине мĕн тытнине в

Комсомольский район с рабочим визитом посетил главный федеральный инспектор по Чувашской Республике Григорий Сергеев

10 августа Комсомольский район с рабочим визитом посетил главный федеральный инспектор по Чувашской Республике Григорий Сергеев.  Григорий Сергеев посетил село Тугаево, где решался вопрос по обращению жительницы села Красновой Марии Алексеевны об оказании содействия в завершении строительства сельского дом культуры на 100 мест. В рабочем выезде приняли участие глава администрации Комсомольского района Александр Осипов, глава Тугаевского поселения Андрей Осипов, прокурор Комсомольского района Олег Васильев. В ходе мероприятия обсудили актуальные вопросы, касаемые строительства клуба, также были определены основные направления решения данных вопросов. Здесь Григорий Витальевич проинспектировал ход ремонта и поднял вопрос завершения работ в установленные сроки.  В

В сентябре в российский прокат выходит фантастическая картина «Календарь Ма(й)я» по бестселлеру Виктории Ледерман

01 сентября 2022 г.  в отечественный прокат выходит российская фантастическая картина «Календарь Ма(й)я» по одноименной повести Виктории Ледерман, режиссера Виктории Фанасютиной, кинокомпании «Каро Продакшн», «Каропрокат» и Киностудии им. Горького при поддержке Министерства культуры РФ. 22 мая в Москве состоялся первый предпоказ фильма, на который приехали Виктория Ледерман и почти вся съемочная группа. Дату выбрали неслучайно. Именно 23 мая начинается история «Календаря Ма(й)я». Именно этот день перевернул жизнь главных героев. В центре литературного оригинала - трое шестиклассников, которые во время экскурсии на место археологических раскопок попадают под действие древнего заклинания и теперь вынуждены проживать дни в обратном порядке. То есть для них после 23 мая наступает

Алла илер-и кĕнеке?

Çуллахи канăва епле  йĕркелерĕр; Усăллă ирттеретĕр-и ăна?  Алла кĕнеке тытма вăхăт тупаятăр-и?  Пушă вăхăтра кăштах та пулин вуласа илни çын организмĕшĕн çав тери усăллă пулнине кашниех пĕлет, паллах. Анчах та ĕççи вăхăтĕнче нумайăшĕ вулавăша çитме май тупаймаççĕ. Çакна шута илсех пулĕ, районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем район центрĕнчи паркра «Лавочка — читалочка»  акци йĕркелерĕç.  Иртсе çӳрекенсем алла кĕнеке тытса вулама, унпа паллашма пултарчĕç. Аслисем те, ачасем те  сак çине  ларсах çĕнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе кăсăкланчĕç. Унпа пĕрлех Алина Хораськина, Надежда Боровкова,  Ирина Крылова библиотекарьсем ачасем валли вăйăсем те йĕркелерĕç. Викторинăсене те хастар хутшăнчĕç  шăпăрлансем. «Уçă сывлăшра кĕнеке вулама, выляма çав тери кăмăллă икке

Кĕнеке аса илӳ çуратрĕ

Йăлмахва ялĕн историйĕпе паллаштаракан П.Зайцев таврапĕлӳçĕпе Н.Калашникова журналист хатĕрленĕ «Мухтанатăп санпа, тăван ялăм» кĕнекепе интересленсе паллашрăм. Хам та çак ялта çуралнăскер, унта пĕрле ӳснĕ тантăшсем пирки, манăн ачалăхри пулăмсем çинчен вуларăм та, сисмесĕрех аса илӳ тыткăнне çаклантăм. Ачалăх! Чи ырă та асра юлмалли самантсемпе пуян вăл. Хĕвеллĕ çу кунĕсем колхоз хирĕсенче иртнĕ. Çум çумланă, тырпул пуçтарса кĕртме пулăшнă, рытванпа утă-улăм турттарнă... Эпир тунă пур ĕçе те асăнса та пĕтереймĕн. Пире такам вăрçса-хистесе ĕçлеттермен. Хамăрах, ушкăнран юлас мар, атте-аннене пулăшас тесе хире тухнă. Выляса-кулса тăрăшнă, ывăннине туйман та. Эпир ӳснĕ вăхăтра октябреноксемпе пионерсен юхăмĕ анлăн сарăлнă пулнă. Вĕсен йышне лекме тивĕçлĕ пулас тесе кашни тăрăшнă. Хĕллехи вă
Çемье телейĕ – юратупа шанчăклăхра

Çемье телейĕ – юратупа шанчăклăхра

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни кăна çителĕксĕр, чун-чĕрери ăшă туйăма çулсем иртнĕ май та сыхласа хăварма пĕлмелле, унăн вучахне самантлăха та сӳнме парас мар тесе тăрăшмалла. Районта, пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса чыслă та тату, юратупа пурăнакан сумлă çемьесем йышлăн. Раççейре, çав шутра районта та, июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне районти ЗАГС уйрăмĕнче  паллă турĕç. Çак мероприятие пухăннисене чăн малтанах  Луцки салин чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте саламларĕ. Вăл уявăн историне тата мĕншĕн ăна çак кун паллă тунине  каласа пачĕ. Мăшăрсене пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшма, каçарма, савăнăçпа хурлăха çурмалла пайлама сунчĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова уявпа саламларĕ.  Çемье вучахне упра

Ял уявне паллă турĕç

Иртнĕ шăматкун, июлĕн 9-мĕшĕнче  Тури тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсене пуçласа янăранпа 418 çул çитнине халалласа ял  уявĕ  иртрĕ.  Пуçтарăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Селиванов, «Слава картофелю» агрофирма ООО учредителĕ А.Капитонов, ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, сумлă ентешсем саламларĕç. Маттур та хастар  çынсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.    Уяв чăннипех те асра юлмалла, хаваслă пулчĕ. Пурте пĕрле вăйă картине тăрса юрласа савăннине мĕн çиттĕр? Ачасем те, аслисем те хавасланса вăйă юррисене шăрантартăмăр.  Вырăнти ал  ĕçĕн  ăстисем Т.Плешкова, М.Фомина,  Е.Ефимова, К. Иванова,  Л

Тăвансем, хăна пулсамăр тăван ял кĕрекинче!

Тури  тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсем çинчен асăнни 16-мĕш ĕмĕрти документсенче пур. Легенда хальхи Йĕпреçпе Патăрьел хушшинчи вырăнта аслă çул пулни çинчен калать. Паян эпир Хурăнсар текен касра шурлăхлă-путлăхлă вырăн тăнă. Кунта лавçăсен ураписен кустăрмисем час-часах ваннă, тĕнĕлĕсем, туртисем хуçăлнă. Вĕсене тӳрлетнĕ май яланхи ĕç пулнипе икĕ пĕр тăван çав вырăн çывăхĕнче пурăнма пуçланă. Авланса çемьеллĕ пулнă хыççăн пĕр тимĕрçи Хăнтăрла юхан шывăнчен тăвалларах, тепри анатарах вырнаçса тĕпленнĕ. Вĕсем вара Тури тата Анатри Тимĕрчкасси ялĕсене пуçарса янă та. Çапла вара ял ячĕ те тимĕрçĕ сăмахран пуçланса кайнă пулать. Унтанпа Хăнтăрла юхан шывĕ тăрăх нумай шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ. Ялсем пысăкланса аталансах пынă. 1930 çулсенче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче «Çĕнтерӳ», Анат Тимĕрчкасси я