Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ
Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ В.П.Димитриев та каланӑччӗ. Ҫакна кӑҫал ку вӑхӑтчен иртнӗ хуҫалӑхсенчи техника тӗрӗслевӗсем те туллин ҫирӗплетсе пачӗҫ, вӗсенчи тракторсем ҫӗр проценчӗпех техосмотр витӗр тухрӗҫ.
«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ — округра ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Тукайсем машинӑпа трактор паркне те ҫӗнетсех пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунти «Джон Дир» маркӑллӑ 2 трактор, ытти йышши ку