Четверг, 25 апреля

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ

Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика                             шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ  В.П.Димитриев та каланӑччӗ. Ҫакна кӑҫал ку вӑхӑтчен иртнӗ хуҫалӑхсенчи техника тӗрӗслевӗсем те туллин ҫирӗплетсе пачӗҫ, вӗсенчи тракторсем ҫӗр проценчӗпех техосмотр витӗр тухрӗҫ.

«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ — округра ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Тукайсем машинӑпа трактор паркне те ҫӗнетсех пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунти «Джон Дир» маркӑллӑ 2 трактор, ытти йышши кустӑрмаллӑ 7 трактор техника тӗрӗслевӗ витӗр лайӑх тухрӗҫ. Хуҫалӑхри гусеницӑллӑ 2 трактора та, вӗсем кивелнӗ, 20 ҫул каярах туяннисем пулсан та, юсаса хатӗрленӗ. Прицепсем те стандарта тивӗҫтереҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫуракинче ял хуҫалӑх кооперативӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗ пӗчӗкех мар. Вӗсен 809 гектар ҫине пӗр чӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 70 гектар куккурус акса хӑвармалла. Вӑрлӑхсем ҫите-ӗклӗ, вӗсем пурте кондицие ларнӑ. Кӑҫал 10 тонна урпан «вакула» элита сортне, люцернӑн пахалӑхлӑ вӑрлӑхне 4 тонна туяннӑ. 80 гектар ҫӗрулми лартма палӑртнӑ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» хальхи вӑхӑтра суйласа сутаҫҫӗ. «Ял хуҫалӑх продукцийӗн хакӗсем пӗр пек тӑманни вӗсене планласа акса-лартса хӑварас енӗпе чӑрмантарать. Акӑ, иртнӗ ҫул ҫӗрулмин пӗр килограмне 30 ытла тенкӗпе сутрӑмӑр. Кӑҫал вара — 8—9 тенкӗпе анчах. Сӗт хакӗ те палӑрмаллах чакрӗ», — тет «Рассвет» ЯХПК председателӗ М.Р.Афанасьев.

«Хуҫалӑхра ҫӗрулми суйлассине, тиессине механизациленӗ. Ҫакӑ ӗҫе чылай ҫӑмӑллатма май парать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» сутлӑх хатӗрлеме куллен 20 ҫын хутшӑнать», — пӗлтерчӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ С.И. Филиппов. Кӗрхи культурӑсем иртнӗ ҫул 260 гектар ҫине акса хӑварнӑ, вӗсем лайӑх хӗл каҫнӑ. Ҫанталӑк парсанах уйсене сӳрелеме тухаҫҫӗ.

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтрӗ. Хуҫалӑх ертӳҫин сӑмахӗнче те ҫак ыйтӑвах пулчӗ. Михаил Романович механизаторсене ака-суха ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра та йӗркеллӗ ирттерсе яма сунчӗ. «Юсавлӑ техникӑпа хире тухма та шанчӑклӑ», — терӗ вӑл. Кооперативӑн тӗп инженерӗ Н.В.Ульдин кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене ҫуракине хатӗрлесе ҫитерме хушрӗ.

«Рассвет» ЯХПК механизаторӗсем яланхи пекех уй-хирте тӑрӑшса ӗҫлессе, унтан тухӑҫлӑ продукци илессе шанас килет.

х    х    х

— Ял хуҫалӑхӗнчи пӗтӗм ӗҫ  техника ҫине тиенет. Ҫавӑнпа та машинӑпа техника паркне май килнӗ таран ҫӗнетме тӑрӑшатпӑр. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин усӑ куртӑмӑр. Юлашки ҫулсенче тырпул пуҫтармалли, выльӑх апачӗ хатӗрмелли комбайнсем, кустӑрмаллӑ тракторсем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туянтӑмӑр. Ҫакӑ иртнӗ ҫул уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлама май пачӗ. Пӗлтӗр пӗтӗм хирте ҫӗртме туса хӑвартӑмӑр», — терӗ «Луч» ЯХПК председателӗ А.В.Семенов хуҫалӑхра техника тӗрӗслевӗ пынӑ чухне. Техосмотр вӑхӑтӗнче пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех вӑл техника юсавлӑхӗ мӗнле пулнипе интересленсех пычӗ. Уй-хирте ҫеҫ мар, фермӑсенчи ӗҫ-пуҫ та паянхи кун тракторсен юсавлӑхӗнчен килет.

Кӑҫал ЯХПК ӗҫченӗсен 600 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши  тырӑсем, 80 гектар куккурус, 70 гектар люцерна акса хӑвармалла.

Техосмотра тӑратнӑ 7 тракторпа прицеп, пӗчӗк кӑлтӑксем тупӑнчӗҫ пулин те, тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Анчах та техника ӗҫленӗ вӑхӑтра вак-тӗвек ҫитменлӗхсем пулмалла мар, вӗсене ҫийӗнчех пӗтермелле, тракторсене куллен пӑхса тӑмалла тесе палӑртрӗҫ комисси членӗсем. Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе иртнӗ ҫул республикӑра сиксе тухнӑ инкек-синкексем пирки чарӑнса тӑчӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнче пурне те тимлӗрех пулма сӗнчӗ. «Луч» ЯХПК тӗп инженерӗ В.М.Макаров — округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенчи инженерсенчен чи нумай вӑхӑт ӗҫлекенни. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ытла тӑрӑшать. Вячеслав Михайлович хальхи техника хӑватлӑ, ҫӗнӗ пулсан та, хӑйпе тимлӗ пулнине юратнине палӑртрӗ. Муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов ҫуракине лайӑх ирттерсе яма ӑнӑҫусем сунчӗ.

Механизаторсем малашне акара кирлӗ кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене пӑхса ярас, юсамаллине юсас енӗпе тӑрӑшӗҫ. Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтса пырать, ял ӗҫченне акана хатӗр пулма хушать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *