Урӑхла пулма та пултараймасть

Урӑхла пулма та пултараймасть

Украина ҫӗрӗнче  ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ҫулталӑк иртрӗ те ӗнтӗ. Ял халӑхӗ салтаксене май пур таран пулӑшать. Фронтри ентешсене валли  укҫа-тенкӗ, апат-ҫимӗҫ, ытти япала параҫҫӗ. Ялӗ-ялӗпе пуҫтарӑнса автомашинӑсем туянса ӑсатаҫҫӗ, тимӗр кӑмакасем ӑсталаҫҫӗ тата ытти те. Пархатарлӑ ҫак ӗҫ-пуҫ пирки пӗлтернине социаллӑ тетелти ушкӑнсенче, радио, инҫекурав передачисенче, хаҫат-журнал страницисенче час-часах тӗл пулатӑн. Ҫапах та ҫынсен ыркӑмӑллӑхӗ ҫинчен татах та татах каласа парас килет.

Хырхӗрри территори уйрӑмне пилӗк ял кӗрет: Хырхӗрри, Хурнай, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Кӗтне Пасар тата Эткер. Вӗсенчи вӑйпитти ҫынсем те ҫӗршыв уттинчен юлма шутламаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра маскировка тетелӗсем ҫыхас юхӑм вӑй илчӗ. Ял-йыш ку ӗҫе хавхаланса пикенчӗ. Икӗ ялти клубра (маларах шкул спортзалӗнче) хастарсем тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем Комсомольскине кайса тетел ҫыхма вӗренсе килчӗҫ. Кӗтне Пасарӗнче пурӑнакан  А.Нямуков темиҫе теҫетке метр пулӑ тытмалли сетка пани ӗҫе аванах мала ячӗ. Ял-йыш каҫсерен, килти ӗҫсене пуҫтарсан, е канмалли кунсенче кӑнтӑрла тетел ҫыхма васкать. Никам та никама та вӑйпа хистемест, пархатарлӑ ӗҫе пурте хӑйсен кӑмӑлӗпе, хавхаланса, чун-чӗре хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канури Н.Вахитова, З.Воробьева, Г.Шикова, О.Евдокимова, В.Горбунова, Н.Ятманова, Г.Катикова та пӗрремӗш кунранах ыттисемпе тан вӑй хураҫҫӗ. «Ҫак тетел пӗр салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварсан та питӗ савӑнӑттӑмччӗ», — тет Валентина Горбунова.

Еплерех кирлӗ ӗҫ тунине шкул ачисем те ӑнланаҫҫӗ. «Тетел ҫыхма пикенсенех мана вӑй кӗрет, чун хӗпӗртет», «Сетка ҫыхса Тӑван ҫӗршыва пулӑшатпӑр. Фронтри ентешсемпе эпир пӗр ӗҫ тӑватпӑр!» теҫҫӗ вӗренекенсем хавхаланса. Шкул ачисем салтаксене нумай ҫыру ҫырчӗҫ. Виҫкӗтеслӗ конвертсене еплерех илемлетессине Людмила Белкова советникпе тата класс ертӳҫисемпе канашларӗҫ пулин те, вӗсем кашнинех хӑйнеевӗрлӗ пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасем талисмансем — чӑваш тӗррипе илемлетнӗ пӗчӗк хутаҫсем — ӑсталарӗҫ.

Ачасен кӑмӑлне шкултан ултӑ ҫул каялла вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра ятарлӑ операцине хутшӑнакан Григорий килсе кайни те пысӑк витӗм кӳчӗ. Вӑл шкулта тӑрӑшулӑхпа палӑратчӗ, вӗрентекенсем каланине яланах вырӑна хуратчӗ. Алла аттестат илсен каччӑ хӑйӗн пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ, ытти яшсемпе, арҫынсемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ. Учительсем те, вӗренекенсем те салтака чылай ыйту пачӗҫ. Пурте кӑсӑклантарчӗ вӗсене — салтаксене мӗн ҫитерни, еплерех условисенче пурӑнни, вырӑнти халӑх пирӗн салтаксене мӗнле йышӑнни, ачасем ҫырнӑ ҫырусем вӗсем патне ҫитни, шкулти чи юратнӑ предмет тата чи юратнӑ вӗрентекенӗ. Юлашки ыйтусене Гриша ҫийӗнчех хуравларӗ: географи тата чӑваш чӗлхипе литератури, вӗсене вӗрентнӗ Ирина Михайловна Степанова, класс ертӳҫи — чи юратнӑ вӗрентекенӗ. Каласа хӑвармаллах, Ирина Михайловнӑн ывӑлӗ Дима та спецоперацин пӗрремӗш кунӗсенченех Украинӑра артиллерист пулнӑ, анчах иртнӗ ҫулхи июньте чи йывӑр ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче вӑл пуҫне хунӑ. Ҫамрӑк паттӑра тӑван ялӗнче чыспа пытарнӑ. Йывӑр хуйхӑ кирек кама та хавшатса хӑварать, ҫапах Ирина Михайловна куллен кун   кӳршӗ ялтан пирӗн шкула утма та, ачасене тарӑн пӗлӳ пама та вӑй-хал ҫитерет.

Тӗлпулу вӗҫӗнче Григорий ачасене лайӑх вӗренме сӗнчӗ. «Хальхи пурнӑҫра улшӑнусем пур ҫӗрте те пысӑк хӑвӑртлӑхпа пулса иртеҫҫӗ. Пурнӑҫ таппипе тан пырас тесен нумай вуламалла, ҫӗнӗлӗхсене пӗлмелле. Ҫавӑнпа та тӑрӑшса вӗренӗр, нумай вулӑр. Пӗлӳ сире малашнехи пурнӑҫра питӗ кирлӗ пулӗ», — вӗҫлерӗ салтак хӑйӗн сӑмахне. Ҫапӑҫу хирне каякан ентешне ачасем талисман хатӗрлесе пачӗҫ, вӗрентекенсем те пӗчӗк парне парнелерӗҫ, киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килме пиллерӗҫ.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесен фронтпа тыл пӗр тӗллевпе пурӑнмалла. Ҫакна хальхи вӑхӑтра пӗтӗм халӑх — ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — лайӑх ӑнланса илнӗ. Апла малалла та ҫакӑн пекех кар тӑрса ӗҫлер!

Галина БЕЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *