Воскресенье, 28 апреля

Автор: Редакция

Прошел прием граждан Чебоксарской межрайонной природоохранной прокуратурой

Прошел прием граждан Чебоксарской межрайонной природоохранной прокуратурой

10 июля 2023 года в Комсомольском муниципальном округе прошел прием граждан Чебоксарским межрайонным природоохранным прокурором Николаем Васильевичем Костенко. Один из жителей Комсомольского муниципального округа выразил свое беспокойство по поводу гибели рыбы в реке Кубня в деревне Александровка. Прокурор Николай Костенко сообщил, что вопрос о сохранении природы и окружающей среды является приоритетным для природоохранной прокуратуры. Он подчеркнул, что в настоящее время ведется работа по этому вопросу, в том числе сбор доказательной базы. На данный момент специалисты ждут результатов лабораторных исследований образцов рыбы и воды из реки Кубня, чтобы составить причинно-следственную цепочку и выяснить, кто причастен к массовой гибели рыбы. Эти данные будут служить основой для п
«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

Июлӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗ юрӑ-ташӑ сассипе тулса тӑчӗ. Унта йӑла-йӗркесене асра тытса регионсем хушшинче иртекен чӑваш халӑхӗн юрри-ташшин «Несӗлсен сӑвапӗ» уявӗ иртрӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне выляса илнипе йӗркелеме май килнӗ.  Чӑваш Республикинчи  фольклор ушкӑнӗсем тата ытти регионсенче тымар янӑ чӑваш халӑхӗ инҫе ҫула кӗскетсе  палӑртнӑ вырӑна хавас кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитрӗҫ. Юрра-ташша юратакансем пӗрле пуҫтарӑнни тӑван халӑхӑмӑрӑн  йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма тата малалла аталанма пулӑшать. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пӗринчен тепри илемлӗюрӑҫсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Уява Пушкӑрт Рес- публикинчи Йӑмран ялӗнчен «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи А.Степанова), Тутар Республикинчи Аслӑ Терпитри «Тэ
Юрату вӑй-хӑват парать

Юрату вӑй-хӑват парать

Пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхнине, калаҫнине, хӑйсене тыткаланине пӑхсанах ку ҫемьере килӗшӳпе юрату хуҫаланнине асӑрхарӑм. «Пурнӑҫра юрату пур-и?» тесе ыйтсан, тен, теприсем иккӗленсе тӑнӑ пулӗччӗҫ е сӑмаха урӑх енне пӑрса яма хӑтланӗччӗҫ. «Юратусӑр ку тарана пурӑнса та ҫитеймен пулӑттӑмӑр. Вӑл пирӗншӗн вучах вырӑнӗнчех. Ӑшӑтать те, вӑй-хӑват та парать», —  терӗ  шухӑшласа тӑмасӑрах Елизавета Осиповна. Калаҫӑва ытларах унпа йӗркелесе пыма тиврӗ пулин те, мӑшӑрӗ, Николай Иванович калаҫнӑ вӑхӑтра ун сӑмахӗсене вӗҫне ҫитичченех итлесе тӑтӑмӑр. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Красновсем патне мана вӗсем мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланӑранпа 63 ҫул ҫитни тата ҫак кунсенче  ҫемье пуҫӗ 90 ҫул тултарни илсе ҫитерчӗ. Мӑшӑрсем ҫине пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп. Мӗн кӑна курма тивмен-ши вӗсен пурнӑҫӗнче? Хуйхи-суйхи те,
Пӗр-пӗрне ӑнланни ҫемьене ҫирӗплетет

Пӗр-пӗрне ӑнланни ҫемьене ҫирӗплетет

Туслӑ та ҫирӗп ҫемьене ахальтен халӑх пуянлӑхӗ тесе каламан.  Ҫемье обществӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑрса ҫӗршыв ӑнӑҫлӑхне  ҫирӗплетме пулӑшать. Телейлӗ пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ кашни ҫемьен хӑйне евӗр. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Феткуллинсем  пӗр-пӗрне юратнипе пӗрлех пур ӗҫе те килӗштерсе пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Мӑшӑрсем иккӗшӗ те ӗҫе ҫӳреҫҫӗ, килти ӗҫсене вара арҫыннӑннине-хӗрарӑмӑннине пайламасӑр яланах юнашар тӑрса тӑваҫҫӗ. 30 ҫул ӗнтӗ вӗсем ҫапла май ҫемье ӑшшине упраса пыраҫҫӗ, пӗр-пӗрне сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Ромас Абзалович каланӑ тӑрӑх, вӑл пулас мӑшӑрне ачаранах пӗлнӗ. Иккӗшӗ те Тутар Элпуҫ ялӗнче ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Пушӑ вӑхӑтра пӗрле ҫӳренӗ, киносене кайнӑ, ташӑ каҫӗсенче савӑннӑ. Туслӑх майӗпен юратӑва куҫнӑ. 1993 ҫулта вӗсем пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. 30 ҫул мӑшӑрлӑ
Тин ҫуралнисене – парне

Тин ҫуралнисене – парне

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2023 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнчи 10-мӗш номерлӗ «Тин ҫуралнисене — парне» указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен ҫуралнӑ пепкесене парнепе тивӗҫтерессине вӑя кӗртнӗ. Парне пуххине Чӑваш Республикинче пурӑнакан тин ҫуралнӑ ачана 2023 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пама тытӑннӑ. Ӑна илес тесен пепкен тата унӑн ашшӗн е амӑшӗн Чӑваш Енре пурӑнмалла, РФ гражданинӗ пулмалла. Енчен те йӗкӗреш е ытларах ача ҫуралсан кашни пепкене парнепе тивӗҫтерӗҫ. 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен  пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнисен ашшӗпе амӑшне парнен пуххине вырӑнти халӑха социаллӑ хӳтлӗх пайӗ панӑ. Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа малалла ӑна больницӑран кӑларнӑ чух парнелеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, маларах Республика Пуҫл
Ӗҫӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ

Ӗҫӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ

Патшалӑх автоинспекциӗн тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ хисеплӗ ҫын Петр Вениаминович Сильвестров ҫак кунсенче 70 ҫул тултарчӗ. Эпӗ унпа пуҫласа 1988 ҫулта, Комсомольскинчи шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма пуҫласан паллашрӑм. Вӑл ман пата ӗҫ планне алӑ пустарма кӗнӗччӗ. Сӑмах ҫине сӑмах, калаҫса кайрӑмӑр.  Эпӗ Элӗк районӗнче ӗҫленӗ чухне унта пӗр участокри инспектор пурччӗ. Ӑна пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хисеплесе кинофильмри герой ячӗпе Анискин тесе чӗнеттӗмӗр. Вӑл Петр Вениаминовичӑн куккӑшӗ пулнӑ иккен. Ҫакна мӗншӗн аса илтӗм-ха? Вӑл вӑхӑтра куккӑшӗ мӗнле ӑнтӑлупа ӗҫленине куҫ умне кӑлартӑм та, ку та ҫавӑн пек  хастар пулма пултарасси пирки шутларӑм. Ман шухӑш тӳрре тухрӗ. Унпа 10 ҫул ытла ӗҫлерӗмӗр. Ӑна шалти ӗҫсен пайӗнчи уйрӑмсен ертӳҫисенчен чи лайӑххи тесе палӑртатӑп.
Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑван тӑрӑх аталанасси, вӑл лайӑх енне улшӑнасси чи малтанах унта пурӑнакансенчен нумай килет.  Ял ҫынни пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлеме те, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ канма та пӗлет. Пушӑ вӑхӑта ирттермелли вырӑнсем пурри чӑннипех  кашнинех савӑнӑҫ  кӳрет. Тӑманлӑ Выҫлисем, спортпа туслӑскерсем, хӑйсен пуҫарӑвӗпе пурте пӗрле пуҫтарӑнса пляж волейболӗ вылямалли площадка туса лартма шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗчӗк ачасенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах хутшӑннӑ. Ял ҫыннисем  кӗске хушӑрах укҫа пуҫтарса ӗҫе пуҫӑннӑ. Чи малтанах палӑртнӑ вырӑнта ҫӗре якатса тирпейленӗ. Темиҫе машин хӑйӑр турттарса килнӗ, ӑна тӑкса сапаланӑ. Волейболла вылямалли сетка тата ытти хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Вӗсене кирлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех выляма меллӗрех пултӑр, мечӗк уйран тухса ан кайтӑр тесе йӗри-тавр
Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Хӗл хырӑмӗ пысӑк, теҫҫӗ. Ҫанталӑкпа усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех обществӑлла выльӑха валли апат хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 3916 гектар ҫинчен нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Пурӗ 3970 тонна утӑ, 8506 тонна сенаж янтӑланӑ. Выльӑх апачӗ                      хатӗрлес енӗпе ӗҫсем «Асаново»,  «Восток», «Рассвет», Слава» ЯХПКсенче, «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Родина» ОООра лайӑх пыраҫҫӗ. Утӑ, симӗс масса тиенӗ транспортсем уй-хиртен рейс хыҫҫӑн рейс тӑваҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.
Ҫул-йӗр юхӑнать

Ҫул-йӗр юхӑнать

Интернет уҫлӑхӗнче  Тукай тата Тӑманлӑ Выҫли ялӗсем хушшинчи ҫул-йӗр ҫинчен вырнаҫтарнӑ информаципе паллашнӑ хыҫҫӑн  асӑннӑ факта Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ тӗрӗсленӗ. Ҫул Чӑваш республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин «Чувашупрдор» КУ яваплӑхӗнче тӑрать. Комсомольски округӗн администрацийӗ ООО «Воддорстрой» организацие ҫул ҫинчи путӑксене саплама тата кирлӗ ӗҫсем туса ирттерме хушнӑ. Палӑртнӑ вырӑнта тивӗҫлӗ ҫул паллисене вырнаҫтарнӑ. Администраци асӑннӑ ҫул палӑрмаллах чӑрмавсем кӳнине тата хӑрушсӑрлӑх ҫине витӗм кӳнине ӑнланать. Проблемӑна кӗске вӑхӑтра татса парас тесе тӑрӑшать. Водительсене пурне те сыхӑ пулма, юсаса ҫитериччен ҫак участокра хӑвӑртлӑха чакарма ыйтать.
Уявпа саламланӑ

Уявпа саламланӑ

Иртнӗ эрнере кооператорсем хӑйсен профессионаллӑ уявне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа райпора савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртнӗ. Ӑна потребительсен совечӗн председателӗ Светлана Грачева уҫнӑ. Вӑл кӗскен округри кооператорсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки чарӑнса тӑнӑ.  Райпо правленийӗ округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене  тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай ӗҫлет. Магазинсемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерет. Клиентсене вӗсенче хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе тӑрӑшать. Таварсен ассортименчӗпе пахалӑхӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Председатель суту-илӳ ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне республика шайӗнчи лайӑх кӑтартусем туллин ҫирӗплетнине палӑртнӑ, уяв ячӗпе саламласа кооператорсене малашне те ӑнӑҫусем суннӑ. Муниципаллӑ округ администрацийӗ ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова салам