Понедельник, 13 мая

Пӗр-пӗрне ӑнланни ҫемьене ҫирӗплетет

Пӗр-пӗрне ӑнланни ҫемьене ҫирӗплетет

Туслӑ та ҫирӗп ҫемьене ахальтен халӑх пуянлӑхӗ тесе каламан.  Ҫемье обществӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑрса ҫӗршыв ӑнӑҫлӑхне  ҫирӗплетме пулӑшать.

Телейлӗ пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ кашни ҫемьен хӑйне евӗр. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Феткуллинсем  пӗр-пӗрне юратнипе пӗрлех пур ӗҫе те килӗштерсе пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Мӑшӑрсем иккӗшӗ те ӗҫе ҫӳреҫҫӗ, килти ӗҫсене вара арҫыннӑннине-хӗрарӑмӑннине пайламасӑр яланах юнашар тӑрса тӑваҫҫӗ. 30 ҫул ӗнтӗ вӗсем ҫапла май ҫемье ӑшшине упраса пыраҫҫӗ, пӗр-пӗрне сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Ромас Абзалович каланӑ тӑрӑх, вӑл пулас мӑшӑрне ачаранах пӗлнӗ. Иккӗшӗ те Тутар Элпуҫ ялӗнче ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Пушӑ вӑхӑтра пӗрле ҫӳренӗ, киносене кайнӑ, ташӑ каҫӗсенче савӑннӑ. Туслӑх майӗпен юратӑва куҫнӑ. 1993 ҫулта вӗсем пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. 30 ҫул мӑшӑрлӑ пурӑнса, темӗнле  лару-тӑру та пулнӑ ӗнтӗ. Мӑшӑрсем яланах пӗр-пӗрне ӑнланма, каҫарма тӑрӑшнӑ. Кирек мӗнле ыйтӑва татса  панӑ чухне те пӗр тӗрӗс шухӑш патӗнче чарӑннӑ.  

Ромас Абзалович малтанхи ҫулсенче Комсомольскинчи выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станцире тӑрӑшнӑ.  Каярахпа  «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалӗн Комсомольскинчи газ участокне ӗҫлеме куҫнӑ. Унта 20 ҫул вӑй хурать. Фензиле Галямтдиновна Канашри финанс техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. 1991 ҫулта Перекет банкӗн Елчӗкри уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994 ҫултан пуҫласа районти (халӗ округри) социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче вӑй хурать. Кунта 30 ҫула яхӑн тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ вӑл, Тав ҫырӑвӗсене, Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрсен савӑнӑҫӗ — ачисем. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани тата пӗлӳ парса ӳстерес, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тесе ашшӗ-амӑшӗ чылай тӑрӑшнӑ. Ачисем Феткуллинсен шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ. Асли, Ренат, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне ылтӑн медальпе вӗҫленӗ. Хусанти энергетика университетне ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн ытти ҫӗрте тӗпленсе ӗҫлеме майсем пулсан та тӑван тӑрӑхах таврӑннӑ. Аделия  та вӑтам  шкула лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, спортпа туслӑ пулнӑ. Халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче пӗлӳ илет. Кӗҫӗн хӗрӗ Ясмина кӑҫал иккӗмӗш класс пӗтернӗ. Лайӑх вӗренет, Комсомольскинчи икусствӑсен шкулне ҫӳрет. Вӑл сӑвӑсем хитре вулать, ташлама ӑста,  ӳкерме юратать.

Феткуллинсем ачисене юратса  ӳстернӗ.  Арҫын ача — ашшӗ,  хӗрсем — амӑшӗ ҫумӗнче пулса ӑсталӑха вӗренсе пынӑ. Ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ хушшинчи ҫирӗп ҫыхӑну пулни ҫемьешӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ мӑшӑрсем. Вӗсене ҫӗршывшӑн, тӑван тӑрӑхшӑн усӑллӑ ҫынсем туса   ӳстерес тесе тимлеҫҫӗ, хӑйсем пек ӗҫчен те пултаруллӑ пулса ҫитӗнсе хӑйсенне ҫеҫ мар, ҫынсен ӗҫӗсене те хаклама вӗренччӗр теҫҫӗ.

Юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни, пулӑшса пыни ҫирӗплет те Феткуллинсене.

Дина Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *