Ҫул-йӗр юхӑнать

Ҫул-йӗр юхӑнать

Интернет уҫлӑхӗнче  Тукай тата Тӑманлӑ Выҫли ялӗсем хушшинчи ҫул-йӗр ҫинчен вырнаҫтарнӑ информаципе паллашнӑ хыҫҫӑн  асӑннӑ факта Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ тӗрӗсленӗ. Ҫул Чӑваш республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин «Чувашупрдор» КУ яваплӑхӗнче тӑрать. Комсомольски округӗн администрацийӗ ООО «Воддорстрой» организацие ҫул ҫинчи путӑксене саплама тата кирлӗ ӗҫсем туса ирттерме хушнӑ. Палӑртнӑ вырӑнта тивӗҫлӗ ҫул паллисене вырнаҫтарнӑ. Администраци асӑннӑ ҫул палӑрмаллах чӑрмавсем кӳнине тата хӑрушсӑрлӑх ҫине витӗм кӳнине ӑнланать. Проблемӑна кӗске вӑхӑтра татса парас тесе тӑрӑшать. Водительсене пурне те сыхӑ пулма, юсаса ҫитериччен ҫак участокра хӑвӑртлӑха чакарма ыйтать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *