Юрату вӑй-хӑват парать

Юрату вӑй-хӑват парать

Пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхнине, калаҫнине, хӑйсене тыткаланине пӑхсанах ку ҫемьере килӗшӳпе юрату хуҫаланнине асӑрхарӑм. «Пурнӑҫра юрату пур-и?» тесе ыйтсан, тен, теприсем иккӗленсе тӑнӑ пулӗччӗҫ е сӑмаха урӑх енне пӑрса яма хӑтланӗччӗҫ. «Юратусӑр ку тарана пурӑнса та ҫитеймен пулӑттӑмӑр. Вӑл пирӗншӗн вучах вырӑнӗнчех. Ӑшӑтать те, вӑй-хӑват та парать», —  терӗ  шухӑшласа тӑмасӑрах Елизавета Осиповна. Калаҫӑва ытларах унпа йӗркелесе пыма тиврӗ пулин те, мӑшӑрӗ, Николай Иванович калаҫнӑ вӑхӑтра ун сӑмахӗсене вӗҫне ҫитичченех итлесе тӑтӑмӑр.

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Красновсем патне мана вӗсем мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланӑранпа 63 ҫул ҫитни тата ҫак кунсенче  ҫемье пуҫӗ 90 ҫул тултарни илсе ҫитерчӗ. Мӑшӑрсем ҫине пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп. Мӗн кӑна курма тивмен-ши вӗсен пурнӑҫӗнче? Хуйхи-суйхи те, савӑнӑҫӗ те пулнӑ пулӗ вӑрҫӑ ачисен, ҫапах та пурнӑҫри тӗллевне ҫухатман. Ача терӗмӗр те, вӗсен ӳснӗ ҫулсенче урамра хальхи шӑпӑрлансем  пек выляса чупса ҫӳреме вӑхӑт пулман. Ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ, тылра ҫул ҫитмен ачасем те ӗҫ вӑйӗ шутланнӑ. Вӗсем алла ҫурла тытса тырӑ вырнӑ, суха тунӑ… Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Николай 8 ҫул ҫеҫ тултарнӑ, Ҫӗнтерӳ тунӑ тӗле 12 ҫитнӗ. Ун асӗнче аслӑрах ачасемпе вӑкӑрсем кӳлсе ӗҫлени тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫавӑнтах паянхи 10—13 ҫулхи ачасене куҫ умне кӑларатӑп та, ҫул ҫитменскерсем ҫав хӑватлӑ выльӑхсене итлеттерме пултарнине ӗненес те килмест. Йывӑр самана ир ҫитӗнтернӗ ҫав вӑл вӑхӑтри ачасене. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман.

Николай Иванович ҫитӗнсе ҫитсенех Комсомольскинчи машинӑпа трактор станцийӗн 2-мӗш бригадинче трактористра ӗҫлеме пуҫлать. Механизаторсем районти колхозсене суха ӗҫӗсем ирттерме пулӑшма ҫӳренӗ. Луцки тӑрӑхӗнче пулнӑ вӑхӑтра вӑл кунти магазинра ӗҫлекен Хурнай хӗрӗпе Лизӑпа паллашать. Пӗр-пӗрне кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Анчах та мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑриччен чылай вӑхӑт иртет-ха. Хӗр качча кайма васкамасть-ха. Малтан  пӗлӗвне ӳстересшӗн пулать. Вӑл Шупашкарти коопераци техникумне  вӗренме кӗрет. Пӗр-пӗринчен аякра пулни, туйӑмсем ҫинчен ҫыру урлӑ ҫеҫ пӗлтерни юратӑва татах та ҫирӗплетме ҫеҫ пулӑшать. 1960 ҫулта вӗсем туй кӗрлеттереҫҫӗ. «Вӑл ҫулсенче ялсенче хӗр илме ытларах чухне  тӑрантас  кӳлнӗ лашасемпе ҫеҫ пынӑ. Мана «Волга» автомашинӑпа илсе кайрӗҫ. Туй халӑхӗ грузовикпе ҫитрӗ», — йӑл кулса аса илет иртнине Елизавета Осиповна.

Туй-ҫуйсем хыҫҫӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пуҫланнӑ. Малтанлӑха Красновсен йышлӑ ҫемйинче пурӑннӑ вӗсем. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗп килтен уйрӑлса тухса ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, хуралтӑсем ҫӗкленӗ. Николай Иванович пӗр вӑхӑт райпора водительте ӗҫленӗ хыҫҫӑн 1972 ҫултан Канашри механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн Комсомольскинчи участокӗнче лесникре тӑрӑшма пуҫлать. Райпора сутуҫӑра, ревизорта ӗҫленӗ Елизавета Осиповнӑна  райӗҫтӑвком тӗп бухгалтерӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Мӑшӑрсем иккӗшӗ те яваплӑ ӗҫре вӑй хунӑ. Николай Иванович иртен пуҫласа каҫчченех вӑрманта пушанайман, Елизавета Осиповнӑн та шут ӗҫӗ нумай пулнӑ. Апла пулсан та вӗсем ҫирӗп хуҫалӑха тытма та, картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрама та вӑхӑт тупнӑ. Пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланни, пулӑшса пыни ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама май панӑ. Ҫу кунӗсенче лесникӑн уйрӑмах ӗҫӗ нумай. Йывӑҫсене каснипе ҫеҫ мар, ҫӗнӗрен те лартмалла пулнӑ. Шӑпӑр, милӗк, йӗкел тата ытти вӑрман ҫимӗҫӗсене те пуҫтарма задани нумай панӑ. Хӗрарӑм та канмалли кунсенче е ӗҫ хыҫҫӑн мӑшӑрне пулӑшма час-часах ҫӳренӗ.

Красновсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнтарса ӳстернӗ. Вӗсем пурте  хӑйсен чунӗ выртакан ӗҫсене суйласа аслӑ пӗлӳ илнӗ. Юрий Шупашкар районӗнче тӗпленнӗ. Светлана Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче учительте ӗҫлет.  Вячеслав  ашшӗн ҫулӗпех кайнӑ, пурнӑҫне вӑрман ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ,  хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе те тӑрӑшать. Хурт-хӑмӑр тенӗрен, ку йӑхран-йӑха куҫса пыракан ӗҫ, кӑсӑклану. Авалтанах Красновсем пыл хурчӗсем тытнӑ.

Мӑшӑрсен ӗҫӗсем ҫынсемпе ытларах хутшӑннипе ҫыхӑннӑ. Кун пек чухне кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫураласси те инҫе мар. «Чӑнах та манӑн суту-илӳре вӑй хунӑ вӑхӑтра та, райӗҫтӑвкомра та арҫынсем хушшинче пулма тивнӗ, мӑшӑр та хӗрарӑмсемпе ыйтусене татса пани пулнӑ. Эпир пӗр-пӗрне шаннӑ, ӗненнӗ. Ним ҫук ҫӗртен вӗчӗрхенмен», — тет Елизавета Осиповна. Кил-ҫуртра паллах чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть. Пӗр-пӗрне ҫиленсе ҫӳремен вӗсем. Ҫуртри ҫӳп-ҫапа урама кӑларман. Николай Ивановича ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса хисепленӗскер мӑшӑрӗ яланах ун сӑмахне тӗп вырӑна хунӑ.

Мӑшӑрсем иккӗшех килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ачисем, 5 мӑнукӗ килсе савӑнтараҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. «Автомашина, трактор рулӗ умне те ларатчӗ-ха. Вӑрмана та кайса килкелеттӗмӗр. Темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ сывлӑхӗ пӑртак йӑшнӑ пек пулчӗ», — пӑшӑрханса калаҫрӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ, телейлӗ ҫемьере пурӑннӑ Красновсен пӗтӗм пурнӑҫӗ пирки пӗр статьяра та, кӗнекере те каласа парса пӗтерейместӗн. Кашни кун хӑй истори. Вӗсемпе калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн тата та нумай ҫырма пулать. Паян качча каймасӑр, авланмасӑр пурӑнакансем, уйрӑлакансем сахал мар пулнӑ вӑхӑтра ӳсекен ӑрушӑн Красновсенни пек ҫемьесем тӗслӗх пулмалла. «Юратса, шанса, пӗр-пӗрин умӗнче мӑнна хумасӑр килӗштерсе пурӑнмалла, каҫарма пӗлмелле», — тет юрату туйӑмне ҫухатман мӑшӑр. Вӗсене малашне те сывлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *