Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Хӗл хырӑмӗ пысӑк, теҫҫӗ. Ҫанталӑкпа усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех обществӑлла выльӑха валли апат хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.

Июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 3916 гектар ҫинчен нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Пурӗ 3970 тонна утӑ, 8506 тонна сенаж янтӑланӑ. Выльӑх апачӗ                      хатӗрлес енӗпе ӗҫсем «Асаново»,  «Восток», «Рассвет», Слава» ЯХПКсенче, «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Родина» ОООра лайӑх пыраҫҫӗ.

Утӑ, симӗс масса тиенӗ транспортсем уй-хиртен рейс хыҫҫӑн рейс тӑваҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *