Понедельник, 29 апреля

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑван тӑрӑх аталанасси, вӑл лайӑх енне улшӑнасси чи малтанах унта пурӑнакансенчен нумай килет.  Ял ҫынни пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлеме те, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ канма та пӗлет. Пушӑ вӑхӑта ирттермелли вырӑнсем пурри чӑннипех  кашнинех савӑнӑҫ  кӳрет.

Тӑманлӑ Выҫлисем, спортпа туслӑскерсем, хӑйсен пуҫарӑвӗпе пурте пӗрле пуҫтарӑнса пляж волейболӗ вылямалли площадка туса лартма шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗчӗк ачасенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах хутшӑннӑ. Ял ҫыннисем  кӗске хушӑрах укҫа пуҫтарса ӗҫе пуҫӑннӑ. Чи малтанах палӑртнӑ вырӑнта ҫӗре якатса тирпейленӗ. Темиҫе машин хӑйӑр турттарса килнӗ, ӑна тӑкса сапаланӑ. Волейболла вылямалли сетка тата ытти хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Вӗсене кирлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех выляма меллӗрех пултӑр, мечӗк уйран тухса ан кайтӑр тесе йӗри-тавра  картласа ҫавӑрма сетка ҫыхнӑ.

Нумай пулмасть тахҫантанпах кӗтнӗ кану вырӑнне хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫакна паллӑ тума пӗрремӗш волейбол турнирӗ йӗркеленӗ.  Кунта спортпа туслӑ ҫынсем, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем, ял халӑхӗ  чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Кашниех хӑйсен ырӑ ӗҫӗпе савӑннӑ, хӑпартланнӑ.

Турнира хутшӑнма пурӗ 8 команда килсе ҫитнӗ. Шкулта вӗренекен хӗрсен 2 команди, ялти спорта кӑмӑллакан арҫынсен 3 ушкӑнӗ, Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи хӗрсен 2 команди тата Асанкассинчи арҫынсен команди малти вырӑнсемшӗн тупӑшнӑ. Уҫӑ сывлӑшра ӑшӑ ҫанталӑкпа киленсе волейбол мечӗкне сетка урлӑ каҫарса выляни пурне те килӗшнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе медальсем парса чысланӑ. Пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ хӗрсен командине пылак парнепе хавхалантарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уява хутшӑнакансене техӗмлӗ яшкапа хӑналанӑ.

Уява йӗркелекенсем ҫуллахи кунсенче волейбол площадки вӑййа кӑмӑллакансемпе тулли пуласса шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта килнӗ хӑнасем те вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.

«Ӗҫ ҫынна илем кӳрет»,  текен ваттисен сӑмахне асра тытар, ырӑ ӗҫ тума васкар,  Тӑманлӑ Выҫлисенчен юлар мар, вӗсенчен тӗслӗх илер.

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *