Cпорт

Вăй-халне тупăшусенче тĕрĕсленĕ

Вăй-халне тупăшусенче тĕрĕсленĕ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă канмалли кунсенче районта пурăнакансем тунсăхласа ларман. Спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă. Сывлăхне çирĕплетнĕ, кăмăл туйăмĕсене çĕкленĕ. Январĕн 4-мĕшĕнче Тĕвенеш ялĕнчи хоккей площадкинче Н.Можаева асăнса йăлана кĕнĕ турнир ирттернĕ. Николай Иванович хăй те хоккей, футбол, йĕлтĕр спорчĕсене килĕш-тернĕ, çамрăксемпе ачасене те сывă пурнăç йĕрки енне туртăнтарма тăрăшнă. Тупăшăва Хĕл Мучипе Юрпике уçнă, спортсменсене ăмăртусенче ăнăçу суннă. Хĕрÿ тупăшусенче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи çамрăксен «Гигант» команди палăрнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Канаш районĕнчен килнĕ «Гранит» команда иккĕмĕш вырăн, вырăнти ветерансен «Кубня» команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçнĕ. Асанкассинче çак кунах кăçа

Ринат Рахимзянов ячĕпе — турнир

Декабрĕн 18-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра район тата республика шайĕнчи волейбол тата футбол турнирĕсене йĕркеленĕ, районти спорт аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă общество хастарне Ринат Рахимзянов спортсмена асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта пурĕ 13 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Хусан, Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Патăрьел, Муркаш, Комсомольски районĕсенчи командăсем пулнă. Турнира виçĕ зонăра — Тукай Мишерĕнчи тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче, «Кĕтне» ФСК-ра йĕркеленĕ. Мероприяти Ринат Рахимзянова асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш республикин «Тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацин председателĕ Марат Айзатулл

Республикăра виççĕмĕш

Атăлçи Федераллă округăн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче автомодель спорчĕ енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Муркаш районĕнчи командăсемпе пĕрлех районти Асанкасси вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем те хутшăннă. Стартра пурĕ 26 автомобиль пулнă. Тупăшусем икĕ класпа иртнĕ. RC DRIFT класра ăмăртса пирĕн команда виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. «Кольцевые гонки» класра аслă ушкăнра Даниил Маргиданов палăрнă, команда виççĕмĕш вырăна тухнă. Ялти шкул ачисем хулари шкулсенче вĕренекенсемпе тан тупăшма пултарни савăнтарать. Вĕсене саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр. В.САЛАЕВ, команда ертÿçи.  
Чи вăйлисене палăртрĕç

Чи вăйлисене палăртрĕç

Кашни çулах пирĕн шкулта «Сила РДШ» ятлă конкурс иртет. Унта ачасем тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем туса тупăшаççĕ, чи вăйлисене палăртаççĕ. Турник çинче туртăнма çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. Пирĕн вĕренекенсем çавăнпах ку ăмăртăва çур çул хатĕрленеççĕ. Ăмăрту çулталăкра икĕ хут иртет. Ачасем кĕркунне тата çуркунне вăй виçеççĕ. Чи çăмăл хăнăхтарусемшĕн /чĕркуççисене 90 градуса çĕклесси/ — 1 балл, чи йывăррисемшĕн /1 алă çинче туртăнасси/ тÿрех 30 балл пулать. Хăнăхтарусене пурнăçлама 1 минут çеç параççĕ. Класри ачасен кăтартăвĕсене пĕрлештереççĕ. Хутшăнакансен балĕсене хушаççĕ, класри вĕренекенсен пĕтĕмĕшле шучĕ çине пайласа вăтам балл тупаççĕ. Çапла кашни балл класăн е шкулăн пухмачне каять. Кăçал чи вăйлă ачасем çаксем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнта: Сергей Иванов — 186 балл, Лидия Матросова — 7
Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Альметьевск хулинче триатлон /акватлон/ енĕпе Тутарстан Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, çав шутра Чăваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Киров, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран тата ытти çĕртен те спортсменсем хутшăнчĕç. Комсомольскинчи «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк акватлонистсем те çак ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Тупăшу ачасен ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăнсенче иртрĕ. Пирĕн спортсменсем район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç. Раиль Айзетов Тутарстан Республикин чемпионĕ пулса тăчĕ. Рамина Салихова, Анастасия Сумзина — иккĕмĕш, Ралина Салихова виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр. Шел пулин те, коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика тата Раççей ша- йĕнчи чылай ăмăртăва ирт
Унăн пĕр кунĕ те чупусăр иртмест

Унăн пĕр кунĕ те чупусăр иртмест

Тĕлĕнмелле çын вăл. Спорта пĕтĕм чĕрипе парăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех чи пултаруллă спортсменсен шутĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çар службинче тăнă чух йĕлтĕр марафонне /50 километр/ хутшăнса «СССР спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕлĕнмелли акă мĕнре: хĕрĕх çула яхăн ĕнтĕ тĕнче марафонне /42 километр та 195 метр/ чупать, Израильти Иерусалим хулинчи тĕнче марафонĕнче виççĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Ку енĕпе «Спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 50 çулхи юбилейне 50 километрлă дистанцие чупса тухса кĕтсе илнĕ. Çавăнтанпа марафон чупăвне кашни çул пĕрер километр ÿстерсе пырать. 60 çулта — 60 километр, 65 çулта 65 километр чупать. Çак тĕлĕнмелле çын — Петр Архипович Порфирьев. Вăл пирĕн районти Хирти Шăхасан ялĕнче 1951 çулта çуралнă, Ульяновск хулинче пурăнать. Асăннă ялта Порфирьевсен ç
Ветерансем – виççĕмĕш

Ветерансем – виççĕмĕш

Нумаях пулмасть аслă ăрури çынсем «Спортивное долголетие» спартакиадăн наградисемшĕн тупăшнă. «Хастар» ФСКра иртнĕ ăмăртусене республикăри 16 муниципалитет спортсменĕсем хутшăннă. Çак йышра районти спорт ветеранĕсем те пулнă. 200 метр чупса Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Р.В.Сапожникова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хутăш эстафетăра Валерий Федорович Волков, Анатолий Клементьевич Давыдов, Владимир Михайлович Гаврилов, Татьяна Ивановна Волкова, Галина Михайловна Гаврилова, Тамара Анатольевна Перепелкина, Раиса Витальевна Сапожникова район чысне хÿтĕленĕ. Вĕсем хĕрÿ тупăшра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çырава хутшăнмалла Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен Раççейре халăх çыравĕ иртет. Унта виçĕ майпа хутшăнма пулать. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен ноябрĕн 8-мĕшĕчч
«Наци кросне» йыхравлатпăр

«Наци кросне» йыхравлатпăр

Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» район центрĕнче сентябрĕн 25-мĕшĕнче пулать. Ăмăртăва хутшăнакансене çакăн пек дистанцисем кĕтеççĕ: пĕрремĕш ушкăна — ача сачĕсене çÿрекенсем /100 метр/; иккĕмĕшĕ — VIP-чупу /400 метр/; виççĕмĕшĕ — спорт çемйисен чупăвĕ /ашшĕ — 400 метр, амăшĕ — 200 метр, ача — 100 метр/; тăваттăмĕшĕ — 55 тата аслăрах ÿсĕмрисем /арçынсем 400 метр, хĕрарăмсем 200 метр/; пиллĕкмĕшĕ — предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем /арçынсем 1000 метр, хĕрарăмсем 500 метр/; улттăмĕшĕ — 1—4-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 400 метр, хĕрачасем 200 метр/; çиччĕмĕшĕ — 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/; саккăрмĕшĕ — 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем         /арçын ачасем 1000 метр, хĕрачасем 500 метр/;  тăххăрмĕшĕ
Эстафетăра палăрнă

Эстафетăра палăрнă

Иртнĕ шăматкун, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат çăмăл атлетика енĕпе 83-мĕш эстафета йĕркеленĕ. Совет Союзĕн 2 хут геройне А.Г. Николаев летчик-космонавта халалланă ăмăртура районти ветерансен команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех унта вăтам шкулсен тата район администрацийĕн командисем хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă.  
Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ

Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче Патăръелĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ. Спорт мастерĕн С.А.Семеновăн парнине çĕнсе илессишĕн республика шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва Валерий Денисов воспитанникĕсем хутшăннă. Самир Галимзянов 27 килограмм таран виçере 2-мĕш, Илья Шакмаков 35 килограмм таран виçере 3-мĕш вырăн йышăннă.