Республикăра виççĕмĕш

Атăлçи Федераллă округăн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче автомодель спорчĕ енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ.
Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Муркаш районĕнчи командăсемпе пĕрлех районти Асанкасси вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем те хутшăннă. Стартра пурĕ 26 автомобиль пулнă. Тупăшусем икĕ класпа иртнĕ. RC DRIFT класра ăмăртса пирĕн команда виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. «Кольцевые гонки» класра аслă ушкăнра Даниил Маргиданов палăрнă, команда виççĕмĕш вырăна тухнă. Ялти шкул ачисем хулари шкулсенче вĕренекенсемпе тан тупăшма пултарни савăнтарать. Вĕсене саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр.
В.САЛАЕВ,
команда ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *