Вторник, 23 апреля

Cпорт

Йĕлтĕр йĕрĕ çинче те хастар

Иртнĕ эрнере 2020 çулхи физкультурăпа спорт спартакиадин шучĕпе районта  Чăваш республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен службăн подразделенийĕсен ĕçченĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Тăвай, Елчĕк, Патăръел, Шăмăршă, Улатăр тата район  командисем старта тăнă. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Чăваш республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба» КУ начальникĕ Герман Михайлов саламланă, тупăшусенче çĕнтерӳ суннă. Эстафетăра кашниех мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Финиша чи малтан шăмăршăсем çитнĕ. Патăръел тата Тăвай районĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Пирĕн ентешсем те япăх мар ăмăртнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем хĕрӳ вырăнсенче çеç мар йĕлтĕр йĕрĕ çинче те маттур пулнине çирĕплетсе панă. Хыпарсене Ю.ГАВРИЛОВ хатĕрленĕ.  
Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ

Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти физкультурăпа спорт комплексĕнче йăлана кĕнĕ  волейбол  вăййин республикăри турнирĕ иртнĕ. Кăçал Владислав Ильин вице-адмирал парнине çĕнсе илессишĕн 2004 çултан кĕçĕнрех хĕрсем тупăшнă. Унта хамăр районти 5 шкул спортсменĕсемпе пĕрлех Йĕпреç, Вăрнар, Патăрьел районĕсен командисем те хутшăннă. Ăмăртăва уçнă май Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, район администрацийĕн вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.П. Голыев, «Кĕтне» ентешлĕхĕн районти представителĕ В.Е. Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Н.И.Андреев, «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.Н.Кокорев, «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов сăмах илнĕ, хĕрсене тупăшусенче ăнăçу суннă. Вăйăсем хĕрӳ иртнĕ, кашни команда çĕнтерӳшĕн тăрăшнă. Пуринчен те

Ватти-вĕтти те — стартра

Февралĕн 26-мĕшĕнче районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» массăллă спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Ирхине çумăрпа хутăш юр çуни те спортсменсен кăмăл-туйăмне пăсаймарĕ, йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем пурте старта тăчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. Вăл пурне те çирĕп сывлăх, йĕлтĕрпе чупса савăнма, дистанцие ăнăçлă парăнтарма сунчĕ. Чăваш Ен спорт министерствин представителĕ, олимп резервĕн шкулĕн директорĕн çумĕ Людмила Веселова сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнакансене, йĕлтĕр спортне юратакансене, ăмăртакансене хавхалантарма килнисене тата мероприяти йĕркелÿçисене саламларĕ. «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов йĕлтĕр спорчĕн уявĕпе саламласа пурне те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хастарлăх сунчĕ. Спорт ветеранĕ Василий Пундяков мероприятие килнисене саламланă май ашшĕ-а

Çирĕп кăмăл — çитĕнÿсен никĕсĕ

«Кĕтне» ФСК — районти спорт пурнăçĕн, аталанăвĕн центрĕ. Кунта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусемпе турнирсем иртеççĕ. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытакансемшĕн те, ÿт-пĕвне çирĕплетес тĕллевлисемшĕн те пĕтĕм услови пур кунта. Йăр та яр ярăнма катока тасатсах тăраççĕ. Унсăр пуçне коньки çук пулсан кунтах вăхăтлăх илме пулать. Пĕлтĕр юсаса çĕнетнĕ бассейн алăкĕсем те шывра ишме кăмăллакансемшĕн яланах уçă. Тивĕçлĕ канурисем спорт комплексĕнче кашни кун пĕрер сехет сывлăхĕсене тÿлевсĕр çирĕплетме пултарни те аван. — Ман пурнăçра спорт яланах пысăк вырăн йышăннă. Ача чухне пушă вăхăтра юлташсемпе çулла мечĕк хăвалаттăмăр, велосипедпа ярăнаттăмăр, шывра ишеттĕмĕр, хĕлле коньки-йĕлтĕр çине тăраттăмăр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра физкультура чи юратнă уроксенчен пĕри пулнă маншăн. Салтак службире те

Шăматкун – Раççей йĕлтĕр йĕрĕ

Çитес шăматкун, февралĕн 26-мĕшĕнче, спортпа туслисене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2022» йăлана кĕнĕ чупу пуçтарать. Районта çак ăмăрту Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртĕ. Старта тухакансен 11.00 сехетрен кая юлмасăр вăрман хĕррине çитмелле. Чупăва 11.00 сехетре уçаççĕ, стартсем 11.30 сехетре пуçланаççĕ. Чупăва ача сачĕсен воспитанникĕсем, шкул ачисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Спортсменсен QR-код е вакцинаци туни çинчен калакан сертификат пулмалла. Асăннă документсем пулмасан коронавируспа чирлесе ирттерни çинчен е коронавирус çукки çинчен калакан ПЦР-тест е сертификат кирлĕ. 18 çула çитменнисене справкăсем кирлĕ мар. Пурин те хăйсемпе пĕрле хÿтлĕх хатĕрĕсем пулмалла. ЙĔРКЕЛŸ КОМИТЕЧĔ.
Турнир иртрĕ

Турнир иртрĕ

Февралĕн 19-мĕшĕнче Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн спортзалĕнче Виктор Тумаков воин-интернационалиста халалласа йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Мероприятие асăннă шкултан вĕренсе тухнă, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă Михаил Киргизов, Валерий Самаркин, Валерий Сорокин, Вениамин Крылов тата Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов хутшăнчĕç. Вĕсем В.Тумаков ячĕпе уçнă мемориаллă хăма умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкул директорĕ Альберт Борисов, Михаил Киргизов тата ыттисем те килнисем умĕнче тухса калаçрĕç, паттăр салтака чыспа аса илсе мерприятисем йĕркелени ырă йăла пулнине палăртрĕç. Турнирта пилĕк команда вылярĕ. Куçса çÿрекен кубока Тăманлă Выçли çамрăкĕсен команди çĕнсе илчĕ. Студентсен команди 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Асанкасси команди — 3-мĕш. Шкулта вĕренкенсем хушши
Футболла вылянă

Футболла вылянă

Январĕн 22-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра республикăри тутар командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 11 команда хутшăннă. Чи хастартарах выляканни «Урмай» команда пулнă. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамсен — «НКАТ» команда, виççĕмĕшĕнче — районти шалти ĕçсен пайĕн «Динамо» команди. Çавăн пекех маттур вылякансене уйрăммăн палăртса хăварнă. Чи лайăх гол тапса кĕртекенни — Рестем Ильясов, чи лайăх хÿтĕлевçĕ — Айнур Шайдуллин, чи лайăх тапăнса вылякан — Фаим Юнусов, чи лайăх хапхаçă — Рустам Камальтдинов, чи лайăх вылякан — Алмир Ялюков, чи лайăх капитан Энис Биккулов тесе палăртнă. С.ОРЛОВ.  
Ăмăртура палăрнă

Ăмăртура палăрнă

Январĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 2007—2008 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем ăмăртнă. Пирĕн район спортсменĕсем кĕрешÿре ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкул вĕренекенĕ Николай Казаков 65 килограмлă виçере кĕмĕл призер пулса тăнă. Антон Андреевпа Евгений Давыдов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул/, Тимур Гисматуллин /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул/ хăйсен виçисенче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Спортсменсен тренерĕ — Валерий Денисов. С.ЕФИМОВА.  
Ертÿçĕне асăнса – турнир

Ертÿçĕне асăнса – турнир

Иртнĕ эрнере Шурут вăтам шкулĕнче Комсомольски районĕн тата Шурут ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинне А.Н.Ершова халалласа волейбол турнирĕ иртнĕ. Алексей Никифорович нумай çул «Урожай» колхоза ертсе пынă, спорт енĕсенчен уйрăмах волейбол вăййине юратнă. Шел, пултаруллă ертÿçĕн чĕри иртнĕ çул ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. Ун ятне асра тытас, районта волейбол вăййине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ турнира килнисем малтанах хисеплĕ çынна асăнса пĕр минут шăп тăнă. Председателĕн тăванĕсем, пĕрле ĕçленисем, район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Маштанов, «Урожай» колхоз председателĕ Ю.Егоров тата ытти хăнасем Алексей Никифорович çинчен аса илнĕ, тупăшусенче ăнăçу суннă. Турнира кăçал район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предп
Спорта юратни, сывлăха çирĕплетни йĕлтĕр çине тăратать

Спорта юратни, сывлăха çирĕплетни йĕлтĕр çине тăратать

Январĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕн хĕррине йĕлтĕр спортне юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таранах Олимп чемпионне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Владимир Воронкова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ ăмăртăва хутшăнма хапăл тунă. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, тупăшусенче ăнăçу сунчĕç. Старта чи малтанах шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрекенсем тухрĕç. Хĕр ачасем хушшинче Р.Гайнуллова пĕрремĕш, И.Козина иккĕмĕш, Ю.Можаева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Т.Максимов, А.Козлов, А.Амирханов, А.Минсадров арçын ачасем хушшинче малти виçĕ вырăна çĕнсе илчĕç. 2006—2007 çулта çуралнă  хĕр ачасенчен  Д.Белкова /Хырхĕрри/ финишра чи лайăх кăтарту