Понедельник, 6 мая

Публикации

Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Ҫар хӗсметне тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнӑ граждансене ҫар ретне призывпа тӑнисемпе танлаштарнӑ тенине илтрӗм. Мобилизациленисен мӑшӑрӗсем мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараяҫҫӗ-ши?                                                            (Ҫыруран). Ку ыйту ҫине Раҫҫей Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова хуравларӗ. — Ҫара кайнӑ арҫын хӑйӗн ҫемйине (арӑмне тата ачисене) кирлӗ чухлӗ тивӗҫтерме пултарайманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та патшалӑх ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха хӑй ҫине илет, хӑш-пӗр пособисене тӳлесе тӑрать. Ҫар хӗсметне тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан арҫынсен прависене призывпа кайнисеннипе танлаштарнӑ. Ҫавна май вӗсен йывӑр ҫын арӑмӗсене те пӗр хутчен паракан пособипе тивӗҫтереҫҫӗ. Асӑннӑ пособие илм
Пӗлсе тӑма

Пӗлсе тӑма

Батарейкӑри ртуть этемӗн пуҫ мимине, нерв тытӑмне сиенлет. Тӑхлан организмра пухӑнса пырса ҫыннӑн пӳрине, нерв тытӑмне, шӑмӑ тӗртӗмӗсене пӗтерет. Кадми ӳпкесемпе пӳресене  сиен кӳрет, рак чирне пуҫарса яма пултарать. Шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап витрине ним шухӑшсӑр пӑрахнӑ пӳрне пек пӗр батарейка 20 тӑваткал метр тӑпрана йывӑр металсемпе варалать. Вӑрманти зонӑра вара ку — икӗ йывӑҫ, икӗ каюра, пӗр чӗрӗп тата темиҫе пин ӑман пурӑнмалли территори. Ҫӗрнӗ май, батарейкӑсенчи сӗлтӗсем (щелочь), тӑхлан, кадми, цинк тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ ытти япаласем тӑпрана, ҫӑлкуҫсемпе юханшывсене варалаҫҫӗ, кайран ӳсен-тӑрансемпе чӗрчунсене лекеҫҫӗ.
Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ

Иртнӗ эрнере Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнисем Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнчи танк палӑкӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. 1945 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗ — Совет ҫарӗсем Германире тӑма пуҫланӑ кун. Унтанпа 78 ҫул ҫитрӗ.  Савӑнӑҫлӑ мероприятие Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов уҫрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн мирлӗ ӗҫре тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ветерансене саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей сунчӗ. Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ ветерансен организацийӗн округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин та пуҫтарӑннисем умӗнче сӑмах илчӗ. Ҫак кун чылай ветераншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртр
Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ

Июнӗн 8-мӗшӗнче социаллӑ ӗҫченсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Социаллӑ сфера ҫинчен чун хушнипе суйлакан ӗҫ теме пулать. Унӑн специфики те ҫапларах, ӑнсӑртран пырса лекнӗ ҫын унта вӑрах тытӑнса тӑраймасть, мӗншӗн тесен ҫак отрасльте чи кирли — тӳсӗмлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӑшпиллӗх. Теприн ыратӑвне чӗре патне йышӑнма, палламан ҫынсене пӑхма, ҫӗр варринче те вӗсене пулӑшма талпӑнма пурте пултараймаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре нумай ҫул тимлекенсене вара ватӑсем, пӗччен пурӑнакансем, сывлӑх енчен хавшанисем хӑйсен ҫывӑх ҫынни вырӑннех хураҫҫӗ. Чӑваш Ен ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче вӑй хуракан Алина Голубевӑна та ватӑсем хӑйсен хӗрӗ, мӑнукӗ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ. Ӑшӑ кӑ
Ҫу кунӗсем хаваслӑх парнелеччӗр

Ҫу кунӗсем хаваслӑх парнелеччӗр

Ҫуллахи хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитрӗҫ. Ку вӑхӑтра та округри ачасем тунсӑхласа лармӗҫ. Июнӗн 1-мӗшӗнченех шкулсем ҫумӗнче сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӗсенче шӑпӑрлансене интереслӗ пурнӑҫ кӗтет. Лагерьсем ӗҫе пикеннӗ анчах-ха, ҫапах та чылай мероприяти йӗркелесе ирттерме ӗлкӗрнӗ.  «Солнышко» лагере ҫӳрекенсемпе «Лес — наше богатство» калаҫу иртрӗ. Унта ачасемпе вӑрман пуянлӑхӗ, унпа пӗлсе тата тирпейлӗ усӑ курасси пирки сӑмах пулчӗ. Ҫутҫанталӑка упрас ыйтусем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Ачасем «Знатоки природы» экологи вӑййине те хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсен хамӑр тӑрӑхри ӳсен-тӑрансене, чӗрчунсене  пӗлнине кӑтартса памалла пулчӗ», — хыпарлать О.Н.Копташкина Асанкасси вӑтам шкулӗнчен. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсем  ҫул-йӗ
Виҫӗ хутчен Мускаври парада хутшӑннӑ

Виҫӗ хутчен Мускаври парада хутшӑннӑ

Майӑн 9-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра кашни ҫулах Ҫӗнтерӳ парачӗсем иртеҫҫӗ. Тӗп парада вара Мускаври Хӗрлӗ площаде пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унта ҫулсеренех 11 пин ҫар ҫынни хутшӑнать. Парад расчечӗсен йышне лекес тесен питӗ ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухма тивет. Ҫӗнтерӳ парадне пирӗн ентеш, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн выпускникӗ, РФ МЧС академийӗн 4-мӗш курсӗн курсанчӗ Роман Мамуткин виҫӗ ҫул харӑс хутшӑннӑ. Стройпа утассипе парадра ҫулсеренех пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑшӑн Комсомольски каччине медальпе те наградӑланӑ. Служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн, тӑрӑшулӑхшӑн вара Романа РФ МЧС министрӗн Тав ҫырӑвне икӗ хутчен парса чысланӑ.    «Лаша пуласси — тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ», тенӗ ваттисем ӗлӗкех. Комсомольски каччи кӗҫӗн ҫулсенчех спортпа туслашнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа, волейболпа,
Вӑл ҫулсем асран тухмӗҫ

Вӑл ҫулсем асран тухмӗҫ

Кашни ҫулах июнӗн 10-мӗшӗнче ҫӗршыври пиншер ҫын Германире тата Варшава договорне кӗрекен  ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗнче службӑра пулнисен кунне (вырӑсла ГСВГ тетпӗр) паллӑ тӑвать. Аслӑ Отечественӑй вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, 1945 ҫулта, Германири оккупациллӗ Совет ҫарӗсен ушкӑнне (1954 ҫултан ӑна Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗ тесе, 1983 ҫулта Хӗвеланӑҫ ҫар ушкӑнӗ тесе каланӑ) туса хунӑ. Вӑл ют ҫӗршыври чи пысӑк оперативлӑ-стратегиллӗ ҫар пӗрлешӗвӗ шутланнӑ. Ун йышӗн тӗп шӑнӑрӗ 1 тата 2-мӗш Белорусси фрончӗсен, 1-мӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем пулнӑ. Главнокомандующине Совет Союзӗн Маршалне Г.К.Жукова ҫирӗплетнӗ. Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн штабӗ малтан Потсдам хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ, 1946 ҫулта ӑна Берлин ҫывӑхӗнчи Вюнсдорф хулине куҫарнӑ. Ҫар ушкӑнӗн тӗллевӗсенчен пӗри Герм
Иван Андреевич Кабалин

Иван Андреевич Кабалин

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ 5 ҫын Совет Союзӗн Геройӗн хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи июнӗн 10-мӗшӗнче вӗсенчен пӗри, Иван Андреевич Кабалин, ҫуралнӑранпа  100 ҫул ҫитет. И.А.Кабалин  Чӑваш автономи облаҫӗн  Патӑрьел уесӗнчи Александровка ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1940 ҫулта, ялти тулли мар вӑтам шкула вӗренсе пӗтерсен, Канашри вакунсем юсакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1942 ҫулхи май уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. 1942 ҫулхи июльте фронта лекнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иван Андреевичӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫма тӳр килнӗ. Ҫартан демобилизаци йӗркипе таврӑнсан И.Кабалин каллех Канашри вакунсем юсакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран Черкасск облаҫӗнче
Пулӑсем вилнин сӑлтавне тӗрӗслеҫҫӗ

Пулӑсем вилнин сӑлтавне тӗрӗслеҫҫӗ

Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни ҫинчен пӗлсен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов унта ҫитсе лару-тӑрупа паллашнӑ. Ҫакӑн сӑлтавне тӗпчесе пӗлес ӗҫе прокуратура, шалти ӗҫсен пайӗн, ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Асӑннӑ ведомствӑсенче вӑй хуракансем ку енӗпе тӑрӑшма пуҫланӑ. «Эпир вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑратпӑр», — палӑртнӑ Александр Николаевич. Округри прокуратура пулӑсем вилнин сӑлтавӗ право йӗркине пӑснипе ҫыхӑннӑ пулсан ҫийӗнчех кирлӗ мерӑсем йышӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫийӗнчех ҫӗнӗ насус вырнаҫтарнӑ

Ҫийӗнчех ҫӗнӗ насус вырнаҫтарнӑ

Округра шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухса тӑнӑ тӗслӗхсем пулкалаҫҫӗ-ха. Ҫакӑ пӑрӑхсен 80 проценчӗ таранах кивелсе ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Шыв ыйтӑвӗпе ӗҫлекен яваплӑ организацисем  авариллӗ лару-тӑру сиксе тухсан ӑна ҫийӗнчех пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Хальхинче те, 5-мӗш номерлӗ башньӑра насус юрӑхсӑра тухсан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ӑна улӑштарас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннӑ. «Мой дом» ООО ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ насус туянса ӑна вырнаҫтарса лартнӑ.