Воскресенье, 19 мая

Вӑл ҫулсем асран тухмӗҫ

Вӑл ҫулсем асран тухмӗҫ

Кашни ҫулах июнӗн 10-мӗшӗнче ҫӗршыври пиншер ҫын Германире тата Варшава договорне кӗрекен  ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗнче службӑра пулнисен кунне (вырӑсла ГСВГ тетпӗр) паллӑ тӑвать.

Аслӑ Отечественӑй вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, 1945 ҫулта, Германири оккупациллӗ Совет ҫарӗсен ушкӑнне (1954 ҫултан ӑна Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗ тесе, 1983 ҫулта Хӗвеланӑҫ ҫар ушкӑнӗ тесе каланӑ) туса хунӑ. Вӑл ют ҫӗршыври чи пысӑк оперативлӑ-стратегиллӗ ҫар пӗрлешӗвӗ шутланнӑ. Ун йышӗн тӗп шӑнӑрӗ 1 тата 2-мӗш Белорусси фрончӗсен, 1-мӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем пулнӑ. Главнокомандующине Совет Союзӗн Маршалне Г.К.Жукова ҫирӗплетнӗ.

Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн штабӗ малтан Потсдам хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ, 1946 ҫулта ӑна Берлин ҫывӑхӗнчи Вюнсдорф хулине куҫарнӑ. Ҫар ушкӑнӗн тӗллевӗсенчен пӗри Германире управлени, идеологи,экономика, вӗрентӳ, культура тытӑмӗсене урӑхлатса  нацизмла шухӑшлава путарасси пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем вырӑнти выҫлӑхпа тата инфекциллӗ чирсен эпидемине хирӗҫ кӗрешнӗ, нимӗҫ халӑхне больницӑсемпе поликлиникӑсем, шкулсем тума пулӑшнӑ. Совет салтакӗсем малтанхи ҫулсенче тыр-пул акнӑ ҫӗрте те ӗҫленӗ. Апла пулсан та вӗсен тӗп тӗллевӗ Тӑван ҫӗршывӑн Хӗвеланӑҫ чиккисене сыхласси пулнӑ. 1970—1980 ҫулсенче Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗ Совет Союзӗн чи хӑватлӑ оперативлӑ-стратегиллӗ пӗрлешӗвӗ шутланнӑ. Унта службӑра тӑракансем ҫакӑнпа тивӗҫлипех мухтанма пултарнӑ.

Германи ҫӗрӗ ҫинче Совет ҫарӗсем 1945—1994 ҫулсенче тӑнӑ. 1989 ҫулта Берлин стени аркансан, ГДР тата ФРГ пӗрлешсен унта лару-тӑру улшӑнма пуҫлать. 1992—1993 ҫулсенче Германирен пирӗн ҫар чаҫӗсене илсе тухма пуҫлаҫҫӗ. 1994 ҫулта вара  Вюнсдорф хулинчи Раҫҫей ялавне антарса Хӗвеланӑҫ ҫарӗсен ушкӑнӗн штаб начальникӗ, генерал-полковник А.В.Терентьев чи юлашкинчен ку тӑрӑхпа сывпуллашать.

Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗ чылай ҫыншӑн тимӗрҫӗ лаҫҫи вырӑнӗнчех пулнӑ. Нумай-нумай офицера вӑл чӑн-чӑн ҫар пуҫӗ пулма туптаса ҫитӗнтернӗ. Унта службӑра тӑнӑ салтаксем те ҫартан таврӑнсан халӑх хуҫалӑхӗнче  ӗҫлесе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ, наградӑсене те тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура пулсан та, вӗсем обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пирӗн округра Германире тата Варшава договорне кӗнӗ ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче службӑра тӑнӑ воин-ветерансен  союзӗн вырӑнти уйрӑмӗ ӗҫлет. Ӑна  пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ҫын Н.И.Смирнов  ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ В.Т.Павлов та вӑхӑтне те, вӑй-халне те шеллемесӗр обществӑлла ӗҫре тӑрӑшать.

Пирӗн округри уйрӑм ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрлӗ енлӗ. Эпир час-часах шкулсенче пулса  Паттӑрлӑх урокӗсем ирттеретпӗр, ҫӗршыв шайӗнчи уявсене халалласа округра йӗркелекен мероприятисене хастар хутшӑнатпӑр. Хамӑр енчен те ырӑ пуҫарусем тума тӑрӑшатпӑр. 2020 ҫулта Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадет класӗсене шефа илтӗмӗр. Ҫав ҫулах Н.И.Смирнов тата В.Т.Павлов ҫине тӑнипе район центрӗнче асӑнмалӑх Т-80 танк вырнаҫтарма май килчӗ. Халӗ Германире тата Варшава договорне кӗнӗ ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗнче службӑра пулнисем пирки кӗнеке  хатӗрлес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Мероприятисем ирттернӗ ҫӗрте И.Х.Миннетуллин, Б.Н.Денисов, Н.Г.Павлов (Комсомольски), В.Ф.Дмитриев, Т.В.Орешкин (Аслӑ Ҫӗрпӳел), М.З.Садыков (Чӗчкен), Н.А.Анисимов (Юнтапа) тата ытти ветерансем те маттур пулнине палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем хушшинче Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнӑ ҫынсем сахал мар. Вӗсене пурне те эпир йӗркелекен  мероприятисене хастар хутшӑнма ыйтатпӑр. Кӑмӑл тӑвакансене  Комсомольски ялӗ, Канаш урамӗ, 26-мӗш ҫурт адреспа пыма чӗнетпӗр.

Пирӗн, воин-ветерансен, ҫамрӑк ӑрӑва  тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе хастартарах хутшӑнма тӑрӑшмалла. Пурне те паллӑ кун ячӗпе чун-чӗ-ререн саламлатӑп, сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене вӑрӑм ӗмӗр, телей, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп. Эсир воин-ветеран ятне яланах ҫӳлте тытасса шанса тӑратӑп.

Петр Лапшин,

Германире тата Варшава ҫӗршывӗсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче службӑра пулнӑ воин-ветерансен союзӗн  членӗ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *