Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Ҫар хӗсметне тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнӑ граждансене ҫар ретне призывпа тӑнисемпе танлаштарнӑ тенине илтрӗм. Мобилизациленисен мӑшӑрӗсем мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараяҫҫӗ-ши?                                                        

   (Ҫыруран).

Ку ыйту ҫине Раҫҫей Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова хуравларӗ.

— Ҫара кайнӑ арҫын хӑйӗн ҫемйине (арӑмне тата ачисене) кирлӗ чухлӗ тивӗҫтерме пултарайманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та патшалӑх ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха хӑй ҫине илет, хӑш-пӗр пособисене тӳлесе тӑрать.

Ҫар хӗсметне тулли мар мобилизаци йӗркипе кайнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан арҫынсен прависене призывпа кайнисеннипе танлаштарнӑ. Ҫавна май вӗсен йывӑр ҫын арӑмӗсене те пӗр хутчен паракан пособипе тивӗҫтереҫҫӗ. Асӑннӑ пособие илме ҫие юлнӑранпа  вӑхӑт сахалтан та 180 кунран кая мар пулсан заявлени ҫырма юрать. Илмелли условисем: официаллӑ мӑшӑрланни, пурӑнакан вырӑнта регистраци пулни, хӗрарӑмсен консультацийӗнче учетра тӑни.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *