Воскресенье, 28 апреля

Публикации

Экспорт яваплăх ыйтать

Экспорт яваплăх ыйтать

Пĕлтĕрхи çур çулпа танлаштарсан, Чăваш Енрен экспорта каякан тыр-пул калăпăшĕ 2 хут ÿснине палăртмалла. 2019 çулта республикăран 1018 тонна кайнă пулсан, 2020 çулта — 2163 тонна. Кунта Россельхознадзор тĕрĕслевĕ тухнă тырă пирки сăмах пырать. Çавна май пĕлтĕр — 25, кăçал 100 фитосанитари сертификачĕ панă. Палăртмалла, асăннă документа паман тĕслĕхсем те пулнă. Юрать-ха, хурт-кăпшанкă тупса палăртнипе мар /фитосанитари сертификатне панă чухне шăпах "Перечень карантинных объектов" текен списока кĕртнĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр паллисем çуккине тĕпе хураççĕ/, документсенче йăнăшсем пулнăран. Асăрхаттарусене пĕтернĕ хыççăнах асăннă сертификата алла илнĕ. Кунсăр пуçне экспорта яма та, Раççей территорийĕнче сутă тума та Тивĕçтерÿлĕх декларацийĕ /Декларация о соответствии/ кирлĕ. Анчах Россельхоз
Кунсерен эс пырсам çĕнелсе, малалла ăнтăлса, çĕкленсе

Кунсерен эс пырсам çĕнелсе, малалла ăнтăлса, çĕкленсе

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республики сумлă юбилейне паллă турĕ. Коронавирус чирĕ çак уява пур йышпа пуçтарăнса уявлама май памарĕ. Апла пулин те Шупашкар хулинче, Хĕрлĕ Чутай салинче, Канаш хулинче çак кун паллă пулăмсемпе историре çырăнса юлчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем çак кун Хĕрлĕ Чутая çитнĕ, унта ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ объектсемпе паллашнă. Сала юлашки вăхăра тĕлĕнмелле илемленсе хăтлăланни чăннипех те куç умĕнче иккен. Унта çитсе курма май килмерĕ пулин те, уяв тĕлне Хĕрлĕ Чутай районĕ епле илемленнине Чăваш наци телекуравĕ йĕркеленĕ тÿрĕ эфирта курса ĕнентĕм. Пĕтĕмпех куç умĕнче. "Çĕнтерÿ" аллейинче ачасем валли те, аслисем валли те спорт хатĕрĕсем, ярăнса киленмелли карусельсем вырнаçтарнă. Асăннă аллейăра çĕнĕ япала—ск
Сасăлав пĕр эрне пулĕ

Сасăлав пĕр эрне пулĕ

Çитес эрнере, июлĕн 1-мĕшĕнче, пирĕн çĕр-шывра Конституцие кĕртекен улшăнусемшĕн сасăламалли суйлав иртет. Суйлав участокĕсем ун чухне ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен çынсене йышăнаççĕ. Вăл канмалли кун пулĕ. Чир-чир сарăласран сыхланса сасăлава пĕр эрне ирттерме шутланă. Çавăнпа та суйлав участокĕсем июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кашни кунах, 8.00 — 20.00 сехетчен, ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июнĕн 25-мĕшĕнчех суйлав участокне çитсе Конституцие кĕртекен улшăнусемшĕн сасăланă. Конституци — çĕршывăмăрăн тĕп саккунĕ. Ăна Раççей халăхĕ 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă, самана таппипе аталанса пыракан çĕршывра пурнăç йĕрки те, саккунсем те улшăнса пыраççĕ. Çавăнпа та Конституцие те çĕнĕлĕхсем кĕртме вăхăт çитнине пĕлтернĕ Оле
Чăваш ялĕ пĕтмест

Чăваш ялĕ пĕтмест

Республикăн 2021—2025 çулсенчи социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн комплекслă программине пăхса тухасси малалла пырать. Черетлĕ тема Чăваш Енри паянхи агропромышленноç комплексне, унăн проблемисене, малашне аталанмалли мелĕсене пăхса тухасси пулчĕ. Канашлу июнĕн 17-мĕшĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче иртрĕ. Регион ертÿлĕхĕ агропромышленноç комлексĕн аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни программăна сÿтсе явас ĕçе республика ертÿçи Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хутшăннинченех курăнать. Канашлăва уçнă май, Олег Николаев АПК Чăваш Ен экономикине аталантарассинче уйрăмах пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче паянхи технологисемпе усă курса хатĕрленĕ экологи енчен таса продукцие тĕнче шайĕнче ытларах та ытларах ыйтаççĕ. Чă
Суйлав каманийĕ пуçланать

Суйлав каманийĕ пуçланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн сасăламалли суйлав кампанийĕ пуçланать. Унта хутшăнас текен кандидатсен суйлава хутшăнассине пĕлтерсе республикăри тĕп суйлав комиссине документсем тăратмалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шăпах документсене комиссие илсе çитернĕ. Суйлава вăл партирен мар, хăй тĕллĕн хутшăнĕ. Маларах çак шухăша "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ырларĕç. Тĕп суйлав комиссине документсем тăратни вăл кандидат пулнине çирĕплетмест-ха. Унччен муниципалитет шайĕнче палăрмалла, вырăнти депутатсен те унпа пĕр шухăшлă пулмалла. Пĕр-пĕр партирен мар, хăйсен тĕллĕн суйлава хутшăнакансемшĕн çынсен алă пусмалла, вĕсем кирлĕ чухлĕ пулмалла. Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене хăйсем пирки пĕ
Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Июнĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче депутатсен Пухăвĕн улттăмĕш созывĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район прокурорĕ Олег Васильев, депутатсем, район администрацийĕн уйрăмĕсен начальникĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Хасиятулла Идиатуллин ертсе пычĕ. Ларăвăн ĕç йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕ Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн 2020—2025 çулсенче ĕçлекен çиччĕмĕш созыври депутатсене суйламалли куна палăртасси пулчĕ. Суйлава сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç. Çак кун депутатсен Пухăвĕн çĕнĕ йышне кĕрекен депутатсене пилĕк çула суйламалла пулĕ. Ларура депутатсем тата ытти ыйтусене те хускатса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Çавăн пекех к
Сыхланнинчен ырри çук

Сыхланнинчен ырри çук

Республикăра коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакса пырать. Çакна шута илсе оперативлă штаб канашлăвĕнче изоляцирен тухмалли пĕрремĕш тапхăра куçма сĕннĕ. Изоляцирен тухмалли пĕрремĕш тапхăр йĕркипе уйрăм кĕрсе тухмаллиллĕ суту-илÿ вырăнĕсене уçма йышăннă. Çапла вара 400 тăваткал метр лаптăк йышăнакан суту-илÿ залĕсем ĕçлеме тытăннă. Вĕсене халăха йышлă кĕртмелле мар. Пĕр çын валли 4 тăваткал метр вырăн кирлĕ. Çавăн пекех кафепе ресторансен çумĕнчи çуллахи верандăсемпе террасăсене ĕçлеттерме ирĕк панă. Анчах сĕтелсен хушши 1,5 метр пулмалла. Урамра уçăлса çÿреме, зарядка тума юрать. Анчах пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмаллах. Хальлĕхе сауна, мунча, театр, кинозалсене уçмаççĕ. Халăх йышлă пулакан вырăнсенче вара маска тăхăнмаллах. Аптекăсенче маларах маска тăхăнман çынна тавар сутма юра
Савăн, Чăваш ен, санăн уяв!

Савăн, Чăваш ен, санăн уяв!

Июнĕн 24-мĕшĕ — Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн паллă кун. 1920 çулхи çак кун республикăн автономине туса хунă. Республика çак куна сумлăн кĕтсе илме пĕр çул кăна мар тĕплĕ хатĕрленчĕ. Тĕп хула сăнĕ кăна мар, район центрĕсем те куç умĕнче улшăнса çĕнелчĕç. Шупашкарти çĕнетнĕ Хĕрлĕ лапама июнĕн 24-мĕшĕнче уçĕç. Çак кунах Республика кунне паллă тумалли лапам вырăнне суйланă Хĕрлĕ Чутай салинче Çĕнтерÿ площачĕ пĕрремĕш хăнасене йышăнĕ. Чăваш Енĕн тĕп уявĕ Мускавра Çĕнтерÿ Парадне ирттернипе пĕр килнипе кунта парада курма экран йĕркелеме палăртаççĕ. Коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика автономин çĕр çулхи юбилейне кăçал икĕ хут паллă тăвĕ: июнь уйăхĕнче уяв Интернет площадкисенче онлайн иртет, анлă мероприятисене август уйăхĕнче йĕркелĕç. Августăн 13-мĕшĕнче уяв уçă
Ялсемпе саласене – 100 пин тенкĕ

Ялсемпе саласене – 100 пин тенкĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июнĕн 13-мĕшĕнче видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа регионти кашни ялпа сала 100 пин тенкĕ илччĕр тесе пуçару тунă. Вăл республика пулăшăвĕн укçи-тенкине ялта пурăнакансен кирлĕ çĕре ямаллине палăртнă. Старостăсен вырăнти хăй тытăмлăх общество территори представителĕсемпе пĕрле уйăрса панă укçапа мĕнле усă курмаллине татса памалла. Регион ертÿçи Чăваш Енри 1700 ялтан 1600-шĕнче старостăсен институчĕ ĕçлени çинчен каланă. Старостăсемпе вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсем халăха питĕ çывăххине тĕпе хурса Олег Николаев пулăшупа чи çивĕч ыйтусене суйласа илсе ĕçе кĕртни, уйрăмах ялсенче меллĕ вырăнсем йĕркелени тĕрĕс тесе шутланă. Укçана июлĕн пĕрремĕш çурринче муниципалитетсене çит
Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей. Паллах, ача ÿсекен çемьере ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем яланах ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тем пек пăшăрханаççĕ пулсан та пепкисен кашни утăмне сыхласа лараймаççĕ. Лара-тăма пĕлмен шăпăрлансем пĕтĕм япалана "çыртса" пăхма ăнтăлаççĕ. Час-часах сывлăха сиенлеме пултаракан вырăнсене выляма суйласа илеççĕ. Ялта ача-пăча площадки йĕркелени çак ыйтăва татса пама май парать. Юлашки çулсенче чылай ялсенче шăпăрлансем валли вылямалли ятарлă лаптăксем хута кайрĕç. Кăçал Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакан ачасен те ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вĕсен халь вăхăта усăллă тата сывлăхпа ирттермелли кану вырăнĕнче чуччу та, турник те, карусель те пур. Ача-пăча площадки йĕркелеме укçа-тенкине патшалăх уйăрса пачĕ. Ял администрацийĕн ĕçченĕсем те тăрăшуллă пулчĕç. Ял