Публикации

Чи хаклă пуянлăх — çирĕп çемье

Чи хаклă пуянлăх — çирĕп çемье

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чĕрери çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлмелле. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Коноваловсем 6 теçетке çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Çемье телейĕн уççи — пĕр-пĕрне хисепленинче. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çуралнă ытти тантăшĕсенни пекех вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăчĕпе тĕл килнĕ. Вĕсен ачалăхне ирсĕр вăрçă пĕтернĕ, хаваслăхĕ пулман. "Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ улттăри ача пулнă. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ, çапла вара 7 ача тек атте сăмаха калаймарăмăр. Анне, Анисия Ефремовна Макарова Хурнай ялĕнчи чыслă, сумлă, ĕçчен хĕрарăмсенчен пĕри, хăйĕн çичĕ ачине пĕччен ÿстернĕ, хĕвел пайăрки пек ăшăтса тăракан юратăвĕпе хастар, пултаруллă, ĕç
Пуçарулăха пула ял илемленет

Пуçарулăха пула ял илемленет

Ял аталанса, илемленсе пыни, паллах, чи малтанах кунта пурăнакансен пуçарулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, пĕрле пуçтарăнса вăй хума пултарнинчен нумай килет. Ял çыннисем туслăн пĕр-пĕр ĕçе пикенсен, кашниех унта хăйĕн тÿпине хывсан, иккĕленмелли çук, ĕç ăнатех. Çакна Чăваш Элпуç ялĕнче пурăнакансем те кăтартса пачĕç. Нумаях пулмасть унта ача-пăча площадки ÿссе ларчĕ. Ачасене выляма ятарлă площадка çукки ял çыннисене унчченех пăшăрхантарнă. Халĕ вара ĕмĕтленни çитнех — шăпăрлансене тинех пĕрле пуçтарăнса выляма лапам туса панă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, вырăнти депутат Светлана Долгова, ял старости Геннадий Прохоров çак ĕçе пуçарса ярас, йĕркелесе пырас тесе нумай тăрăшнă. Тамара Павлова гравмассăпа тивĕçтернĕ, Сергей Прохоров, Артур Долгов, Алексей Гончаров, Николай Алексеев, Николай Зайцев, В
Халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Июлĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 2-мĕш çуртра Олег Николаевпа пĕр шухăшлисен халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатпа йĕркеленĕ тĕл пулăва "Элара" НПК гендиректорĕн çумĕ Наталия Партасова Виктор Цой юрринчи "Пирĕн чĕресем улшăнусем кĕтеççĕ. Куçсем те улшăнусем кĕтеççĕ. Эпир улшăнусем кĕтетпĕр" сăмахсемпе пуçланă. "Эсир пĕтĕмпех Чăваш Енпе çыхăннă. Çавна май сире чĕлхе те, культура та питĕ çывăх. Тата Сирĕн федераци шайĕнчи ĕç опычĕ те пур. Эпир сирĕнпе пĕр шухăшлă. Хамăрăн тĕл пулăва Олег Николаевăн халăх штабĕн пĕрремĕш пухăвĕ тесе шутлама ыйтатăп", — тенĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пухăннисене хăйне шаннăшăн тав тунă май çак шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пурнăçланакан тата пурнă
Парнесене тивĕçнĕ

Парнесене тивĕçнĕ

Комсомольскинче пурăнакан Адельăпа Джамиль Каримуллинсем "Пятерочка" магазин Раççей шайĕнче ирттернĕ "Пятерочка" глазами детей" ÿкерчĕксен конкурсĕнче "Волга" макрорегионта çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Каримуллинсем нумай çул ача-пăча ÿнер шкулне çÿреççĕ, çавăнпа та вĕсен ÿкерес ăсталăхĕ пысăк, пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Ÿркенмен ачасем конкурс иртни çинчен пĕлсенех ÿкерме ларнă, хăйсен юратнă магазинĕ кулленхи пурнăçра пысăк вырăн йышăннине хут çинче илемлĕн сăнласа панă. Нумаях пулмасть аппăшĕпе шăллĕне парнесемпе чысланă. Сăмах май, район центрĕнчи магазина уçнăранпа çак кунсенче 9 çул çитрĕ. Унта пурĕ 12 çын вăй хурать. Магазин тасалăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ çывăхра пурăнакансем çеç мар, районти ялсенчен килекенсем те унта кĕрсе апат-çимĕç, куллен кирлĕ таварсем туянма
Ултав серепине ан лекĕр

Ултав серепине ан лекĕр

Юлашки вăхăтра карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата интернет сечĕпе усă курса тунă преступленисен шучĕ ÿсет. Çынсене улталаççĕ, укçа-тенкĕсĕр хăвараççĕ. Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерÿсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те — банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Вăл çеç те мар. Ултавçăсем тĕрлĕ майлă суйма хăнăхса çитнĕ. Акă, çак кунсенче районти Тукай ялĕнче пурăнакан çын ултавçăсенчен шар курнă. Мĕнле тетĕр-и? Арçын пĕлтерÿсен сайчĕпе усă курса трактор туянма шутланă. Тракторне тупнă та, хуçипе телефон урлă çыхăннă. Сутуçă вара ултавçă пулнă. Вăл "Т-25" тракторшăн малтанлăха 33 пин тенкĕ куçарса пама сĕннĕ. Туянакан хирĕçлемен, шутланă та укçа-тенкĕне тÿрех куçарса янă. Ун хыççăн вара пĕлтерÿ те, трактор
Асăрханулăх – чи кирли

Асăрханулăх – чи кирли

Çулла çитнĕ май ачасем час-часах нумай вăхăтлăха аслисен тимлĕхĕсĕр юлаççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсем тĕллĕн урамра чупаççĕ. Çакă вара аманас, инкеке лекес хăрушлăха ÿстерет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе çакăн çинчен калаçу ирттермеллех, урамра, килте, шыв хĕрринче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтермелле. Ачапа час-часах çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен калаçмалла. Çакна урамра çÿренĕ чухне тусан, сăмахпа каланине ĕçпе çи-рĕплетсен тата аван. Сăмахран, çул урлă каçнă чухне ăçталла пăхмаллине, хăш вырăнта каçма юранине кăтартни лайăхрах асра юлать. Шыва кĕнĕ чухне ачасене пăхсах тăмалла, çÿллĕ çыранран е карта çинчен сикме чармалла, шывра ашкăнтармалла мар. Шыва кĕме ирĕк пур вырăнсене çеç суйламалла. Урамра çÿренĕ чухне хăйсене мĕнле тытмаллине те ачасене аса илтерсех тăмалла.
Шыва кĕме ан васка!

Шыва кĕме ан васка!

Çулла кашниех шыва кĕрсе киленме кăмăллать. Анчах та пурте хăрушсăрлăх правилисене пăхăнаççĕ-ши? Чылайăшĕ шыва кĕме юраман вырăнсене çул тытать. Пĕрисем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва сикеççĕ, теприсем ишме пĕлмесессĕн те шыва кĕреççĕ. Пĕчĕк ачасем те аслисемсĕрех шыв хĕррине васкаççĕ. Ишме пĕлменскерсем шыв хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмаççĕ те. Çавăнпа та çав тери асăрхануллă пулмалла. Тимсĕр пулнипе Чăваш Енре кăçал 10 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 2-шĕ районтан. Дмитрий Галкин, район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ: "Шăрăх çанталăк чылайăшне шыв хĕррине туртать. Пĕвесемпе кÿлĕсен çиелти сийĕ ăшăннă-ха, анчах та тĕпĕнчи шыв сивĕ. Ишнĕ чухне вăл пăтранать, шыв температури улшăннă май ишекенĕн шăнăр туртма пултарать. Кинофильмсенче путакан çын аллипе х
Йышпа тăрăшсан çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Йышпа тăрăшсан çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче Раççейри кооператорсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти суту-илÿ ĕçченĕсем те çак куна тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ. Район çыннисен пурнăçĕнче райпо пысăк вырăн йышăнать. Унăн магазинĕсем, обществăлла апатлану вырăнĕсем, туса кăларакан продукцийĕ кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ. Комсомольски райповĕ яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Кунти ĕçченсем пултаруллă та маттур, çирĕп вăй-халлă. Паянхи кун райпора пурĕ 251 çын вăй хурать. Аслăрах çулхисем кăна мар, çамрăксем те ĕçре çивĕч. Халăха тĕрлĕ таварпа, пулăшупа тивĕçтересси, суту-илÿпе обществăлла апатлану çурчĕсене хăтлă та илемлĕ тăвасси, сутуçăсен професси пĕлĕвне тата культурине ÿстересси — райпон тĕллевĕсем. Хальхи вăхăтра райпо системинче пурĕ 51 суту-илÿ предприятийĕ шу

Финиш йĕрĕ çинче

Кун пекки ку таранччен пулман, пулма та пултарайман — июнĕн 24-мĕшĕнче, республикăн 100 çулхи юбилейне хĕрсе паллă тунă вăхăтра, йăлана кĕнĕ йĕркепе хĕрлĕ хăюсене касас вырăнне, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче регионăн пилĕк çуллăхри аталану стратегине сÿтсе явнă. Çак паллă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевсăр пуçне Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, "Регионсен Аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн" тĕп директорĕ Игорь Меламед, вăл ертсе пынипе программăн проектне пурнăçланă тата республикăн пысăк предприятийĕсемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ мероприятин пĕлтерĕшне унăн ĕçне видеокон

Саккунлăха сыхласси унăн тивĕçĕ

Кăçал июлĕн 6-мĕшĕнче республикăра милици органĕсем туса хунăранпа 100 çул çитет. Паянхи кун та çак органсем Чăваш Енре пурăнакансен хăрушсăрлăхне, лăпкăлăхне упрас енĕпе тивĕçлĕ шайра ĕçлеççĕ. Юбилей умĕн çак ĕçĕн ветеранĕсене аса илсен те вырăнлă пулĕ. Нумай çул хăйĕн вăхăтне, вăйне шеллемесĕр, тÿрĕ кăмăлпа саккунлăха сыхлас енĕпе ĕçленĕ милици ветеранĕсенчен пĕри вăл — Евгений Шингалов. Евгений Иванович 1984 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Тепĕр 4 çултан ăна уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйĕ пулма шаннă. Тăрăшуллă ĕçчен майĕпен районти шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕн начальникĕн çумне — криминаллă милицин начальникне çитнĕ. Уголовлă шырав уйрăмĕнче вăй хуракансен ĕçне çăмăл тесе калаймăн. Вĕсен оперативлă лару-тăрăва тĕрĕс хаклама, тарса çÿрекен преступниксене шырама пу