Пятница, 19 апреля

Суйлав каманийĕ пуçланать

Суйлав каманийĕ пуçланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн сасăламалли суйлав кампанийĕ пуçланать. Унта хутшăнас текен кандидатсен суйлава хутшăнассине пĕлтерсе республикăри тĕп суйлав комиссине документсем тăратмалла.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шăпах документсене комиссие илсе çитернĕ. Суйлава вăл партирен мар, хăй тĕллĕн хутшăнĕ. Маларах çак шухăша «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ырларĕç. Тĕп суйлав комиссине документсем тăратни вăл кандидат пулнине çирĕплетмест-ха. Унччен муниципалитет шайĕнче палăрмалла, вырăнти депутатсен те унпа пĕр шухăшлă пулмалла. Пĕр-пĕр партирен мар, хăйсен тĕллĕн суйлава хутшăнакансемшĕн çынсен алă пусмалла, вĕсем кирлĕ чухлĕ пулмалла. Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене хăйсем пирки пĕлтерме, агитацилеме пурне те пĕр пек майсем туса памаллине каланă. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен халăхпа тĕл пулма кашни муниципалитетрах ятарлă лапамсем йĕркелесшĕн.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *