Пятница, 19 апреля

Савăн, Чăваш ен, санăн уяв!

Савăн, Чăваш ен, санăн уяв!

Июнĕн 24-мĕшĕ — Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн паллă кун. 1920 çулхи çак кун республикăн автономине туса хунă.
Республика çак куна сумлăн кĕтсе илме пĕр çул кăна мар тĕплĕ хатĕрленчĕ. Тĕп хула сăнĕ кăна мар, район центрĕсем те куç умĕнче улшăнса çĕнелчĕç. Шупашкарти çĕнетнĕ Хĕрлĕ лапама июнĕн 24-мĕшĕнче уçĕç. Çак кунах Республика кунне паллă тумалли лапам вырăнне суйланă Хĕрлĕ Чутай салинче Çĕнтерÿ площачĕ пĕрремĕш хăнасене йышăнĕ. Чăваш Енĕн тĕп уявĕ Мускавра Çĕнтерÿ Парадне ирттернипе пĕр килнипе кунта парада курма экран йĕркелеме палăртаççĕ.
Коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика автономин çĕр çулхи юбилейне кăçал икĕ хут паллă тăвĕ: июнь уйăхĕнче уяв Интернет площадкисенче онлайн иртет, анлă мероприятисене август уйăхĕнче йĕркелĕç.
Августăн 13-мĕшĕнче уяв уçă пĕлĕт айĕнчи театрпа тăсăлĕ. Кунта «Нарспи» мюзикл кăтартĕç. Августăн 14 тата 15-мĕшĕсенче Атăл хĕрринче «Классика беречĕ» фестиваль иртĕ, тепĕр кунах Шупашкарти Пултарулăх бульварĕнче «Тăван Атăл» фестиваль, «Ăста Раççей» ÿнерпе пултарулăх искусствин ăсталăх конкурсĕ куракансене пухĕ. Çав каçах Хĕрлĕ лапамра эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ, çутăпа лазер-шоу, халăхсен хушшинчи «Асамат» фейер-верксен фестивалĕн гала-концерчĕ пулĕ.
100 çулхи юбилей тĕлне вара «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документаци архивĕ «Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне — 10 фильм» проект хатĕрленĕ. «Чăваш Республикине 60 çул» фильмра Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра ÿкернĕ кадрсем тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *