Пятница, 26 апреля

Чи хаклă пуянлăх — çирĕп çемье

Чи хаклă пуянлăх — çирĕп çемье

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни çеç çителĕксĕр, чĕрери çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, çемье вучахне упрама пĕлмелле. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Коноваловсем 6 теçетке çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Çемье телейĕн уççи — пĕр-пĕрне хисепленинче.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çуралнă ытти тантăшĕсенни пекех вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăчĕпе тĕл килнĕ. Вĕсен ачалăхне ирсĕр вăрçă пĕтернĕ, хаваслăхĕ пулман.
«Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ улттăри ача пулнă. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ, çапла вара 7 ача тек атте сăмаха калаймарăмăр. Анне, Анисия Ефремовна Макарова Хурнай ялĕнчи чыслă, сумлă, ĕçчен хĕрарăмсенчен пĕри, хăйĕн çичĕ ачине пĕччен ÿстернĕ, хĕвел пайăрки пек ăшăтса тăракан юратăвĕпе хастар, пултаруллă, ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Мĕнле чăтнă-ши, тÿснĕ-ши пирĕн анне; Эпĕ 7 çулта алла çурла тытнă, 8 çулта çĕмел тума кĕлте йăтнă, 14-ра çавапа утă çулнă. Витри-витрипе çырла татса сутнă. Атте ăшшисĕр, çити-çитми пурнăçпа иртрĕ ачалăхăм. Мĕн пĕчĕкрен çăкăр тутине, хакне пĕлсе ÿснĕ. Çапах та çирĕп кĕлеткене пĕкĕрĕлме паман. Тавах аттене, аннене пире пурнăç парнеленĕшĕн. Аслă Чурачăк вăтам шкулне лайăх паллăсемпе кăна пĕтертĕм. Аслă пĕлÿ илес кăмăл питĕ пысăкчĕ, йывăр пурнăç ĕмĕте татрĕ. Шупашкарти суту-илÿ училищине пĕтертĕм те Комсомольски райповĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи лавккана ертсе пыма шанса пачĕ. Çакăнта асăрханă та кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ чипер хĕре хÿхĕм каччă Анатолий Коновалов. Вăл ун чухне «Восток» хуçалăхра ĕçлетчĕ. Пĕр-пĕрне юратса çемье çавăртăмăр. 59 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Хуçалăх бухгалтерийĕнче те ĕçлеме тÿр килчĕ манăн. Унтан пĕринчен тепри илĕр-тÿллĕ, юратнă ачасем çуралчĕç. Пурнăçра пусран тенкĕ тунă, çукки çумне пуррине хушса пыма вĕреннĕ.
Мăшăрăмпа иксĕмĕр мĕн ачаран, аслăраххисем тытса тăвакан ĕçсенчен хăраса, шикленсе тăман эпир. Колхозра ĕçленĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, пахчара улма-çырла ÿстернĕ. Ултă ача çуратса, вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе, тивĕçлĕ воспитани парса, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачасем пурте çемьеллĕ, вĕсем пирĕн пил сăмахне çĕре ÿкермерĕç, пĕр ача та сивĕ сăмах каласа курман. Ултă ачаран иккĕшĕ учитель, пĕри строитель, иккĕшĕ хăйсен ĕçне йĕркелесе янă. Малалла каяс çул çине хамăр кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухать, çавăнтах телей-савăнăçа хуйхă хупласа хурать. Германи çĕршывĕнче çар çыннинче тăнă Саша ывăла шăпа пиртен ир уйăрчĕ. Арман чулĕ пек пусса тăракан çак çухату, чĕре суранĕ нихăçан та тÿрленес çук», — хыçа юлнă 85 çул çине çаврăнса пăхнă май çапла аса илет Елизавета Андреевна. Пурнăç хăйĕн еккипе малалла шăвать. Пĕтĕмлетсе каласан, Коноваловсен пурнăç йывăççи сарăлса пырать. Вĕсен 10 мăнукĕ, 4 мăнмăнукĕ хайсен пултарулăхĕпе савăнтарса тăраççĕ. Елизавета Андреевнăна тем тесен те 85 çула çитнĕ тесе калаймастăн. Кил-хуçалăхри ĕçсене те тума тăрăшать. Ватлăх çинчен шухăшламасăр, хăйне вашават тытать, паян тумалли ĕçе ырана хăвармасть. Ачисем пурте унăн шанчăклă тĕревне куллен туйса тăраççĕ. Сăмах май каласан, Анатолий Петрович та 83 çула çитрĕ.
— Çур ĕмĕр ытла пурнăç лавне пĕрле туртса пынă чухне тем те пулнă, темĕн те тÿснĕ. Çемьере кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ, йывăрлăхсем те пулнă пулĕ. Апла пулин те яланах пĕр-пĕрне вăхăтра каçарнă, ăнланнă. 59 çул пĕр самант пек иртрĕ, — тет Анатолий Петрович.
«Кашни çĕнĕ куна сывлăхпа, лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илесчĕ. Юмахри пек ырлăх-тивлетре пурăнатпăр. Чаплă кил-çурт, çиес тени, тăхăнас тени пурте пур. Ывăлпа кин лайăх пăхаççĕ», — тет юбиляр.
Хисеплĕ, хаклă çыннăмăра, ĕç ветеранне, 6 ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитанипе çирĕп ăс-тăн панă, пурнăçра тÿрĕ кăмăллă та ĕçчен, çирĕп вăй-халлă пулма вĕрентнĕ юратнă аннене, ырă кăмăллă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма, çукран пур тума пĕлекен кукамая, асаненне, тăвана, тăхлача сумлă юбилейпе, 85 çул тултарнă ятпа саламлатпăр.
Коноваловсене ырлăх-сывлăх сунатпăр. Шăпа пилленĕ çул-йĕрĕр вăрăм та тумхахсăр пултăр, ырă çыннăмăрсем.
Çемье тесен куç умне пĕр-пĕрне чунтан юратса, хисеплесе пурăнакан мăшăрсен таса та сăваплă тĕнчи тухса тăрать. Вĕсем хурлăхпа савăнăçне çурмаран пайлаççĕ, йывăрлăхсенче те пĕр-пĕрне алă парса пулăшаççĕ. Шанчăклă мăшăр пулни телей кăна мар, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та. Çемье пахалăхне палăртас тĕллевпе июлĕн 8-мĕшне çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе йышăннă. Çавна май çак уява паллă туса сире, хаклă вулакансем, социаллă сетьсенче çемье сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма сĕнетпĕр. Сăнÿкерчĕк çине хăвăр хушамата палăртма ан манăр тата #МояСемьявЧувашии, #СоюзЖенщинЧувашии, #МногогранныйМирЧувашии хэштегсем лартăр.
Валентина ГОРБУНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *