Четверг, 18 апреля

Пуçарулăха пула ял илемленет

Пуçарулăха пула ял илемленет

Ял аталанса, илемленсе пыни, паллах, чи малтанах кунта пурăнакансен пуçарулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, пĕрле пуçтарăнса вăй хума пултарнинчен нумай килет. Ял çыннисем туслăн пĕр-пĕр ĕçе пикенсен, кашниех унта хăйĕн тÿпине хывсан, иккĕленмелли çук, ĕç ăнатех. Çакна Чăваш Элпуç ялĕнче пурăнакансем те кăтартса пачĕç. Нумаях пулмасть унта ача-пăча площадки ÿссе ларчĕ.
Ачасене выляма ятарлă площадка çукки ял çыннисене унчченех пăшăрхантарнă. Халĕ вара ĕмĕтленни çитнех — шăпăрлансене тинех пĕрле пуçтарăнса выляма лапам туса панă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, вырăнти депутат Светлана Долгова, ял старости Геннадий Прохоров çак ĕçе пуçарса ярас, йĕркелесе пырас тесе нумай тăрăшнă. Тамара Павлова гравмассăпа тивĕçтернĕ, Сергей Прохоров, Артур Долгов, Алексей Гончаров, Николай Алексеев, Николай Зайцев, Владимир Легостин чуччу-карусельсене тата ытти хатĕрсене вырнаçтарса лартас енĕпе тăрăшнă.
Ача-пăча площадки ялăн сăн-сăпатне тата та илемлетет. Ачасен вара нумай вăхăт кĕтнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕчĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *