Халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ

Июлĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 2-мĕш çуртра Олег Николаевпа пĕр шухăшлисен халăх штабĕ ĕçлеме пикеннĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатпа йĕркеленĕ тĕл пулăва «Элара» НПК гендиректорĕн çумĕ Наталия Партасова Виктор Цой юрринчи «Пирĕн чĕресем улшăнусем кĕтеççĕ. Куçсем те улшăнусем кĕтеççĕ. Эпир улшăнусем кĕтетпĕр» сăмахсемпе пуçланă. «Эсир пĕтĕмпех Чăваш Енпе çыхăннă. Çавна май сире чĕлхе те, культура та питĕ çывăх. Тата Сирĕн федераци шайĕнчи ĕç опычĕ те пур. Эпир сирĕнпе пĕр шухăшлă. Хамăрăн тĕл пулăва Олег Николаевăн халăх штабĕн пĕрремĕш пухăвĕ тесе шутлама ыйтатăп», — тенĕ вăл.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пухăннисене хăйне шаннăшăн тав тунă май çак шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пурнăçланакан тата пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. «Çамрăксене, волонтерсене асăрхарăм кунта кĕнĕ чухне. Çавăн пекех тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе пуян опыт пухнă çынсем килни те хавхалантарать. Нумайăшĕ сирĕнтен — манăн вĕрентекенсем, маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнисем. Хăшĕсемпе Чăваш Ен Правительствинче пĕрле ĕçленĕ. Çав вăхăтрах эпĕ чи малтанах вырăнти çăкăрпа, сĕтпе ÿссе çитĕннĕ предпринимательсене шанса тăратăп. Вĕсенчен ытла тăван çĕре кам ытларах юратĕ; Тата пĕр шухăшлисен штабне халăх штабĕ тени те кăмăла çĕклет», — тенĕ Олег Алексеевич
Раççей Геройĕ, кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Николай Гаврилов республикăри тĕрлĕ отрасльти пысăк çитĕнÿсем пирки манмалла марри çинчен аса илтернĕ. Çавăн пекех соратниксемпе пĕрле Олег Николаева çĕнтерме пулăшма вăй-халне шеллеменни çинчен те шантарнă. Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютов коронавирус чирĕ вăхăтĕнче халăх пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнни, волонтерсен «Эпир пĕрле» юхăмĕ вăй илни пирки сăмах хускатнă. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, «Промтрактор» ветеранĕ Иван Долгушин республикăна аталантарас тĕлĕшпе юлашки уйăхсенче сахал мар ĕç тунине, Чăваш Ен малашне Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕрессине шаннине пĕлтернĕ.
«Россельхозбанк» филиалĕн директорĕ Ирина Письменская Раççейшĕн ял ипотеки питех те вăхăтлă та кирлĕ проект пулнине, халăха пысăк пулăшу кÿнине асăннă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ Юрий Попов Олег Николаев «Росагролизинг» пĕрлешÿпе килĕшÿ çырнă хыççăн республикăри ял хуçалăх техникисене туянакансен йышĕ самаях ÿснине палăртнă. «Чăвашкабель» заводăн гендиректорĕ Игорь Кортунов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидат йывăр лару-тăруран тухма пултарнипе çеç мар, хăйĕн çине яваплăха илме пĕлнипе те кăмăллă. Шупашкарти волонтерсен центрĕн ертÿçи Станислав Трофимов пандеми вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнисене Чăваш Енри хастарсем пулăшни çинчен, çак ĕçре вĕсене Олег Николаев витĕмлĕ пулăшу кÿни çинчен аса илнĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров тĕл пулу умĕн çынсем пирĕн кандидатшăн алă пуснине, çакă вара ăна шаннине пĕлтернĕ.
Сăмах май каласан, Олег Николаевшăн халĕ республикăри штабсенче суйлавçăсем ырласа алă пуснă хутсем пуçтараççĕ. Çакнашкал штабсем пур районпа хулара та ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулас шухăшлă ытти кандидатсем те вăхăта ахаль ирттермеççĕ. КПРФ тăратнă Александр Андреев кандидат Канаш хулинче районти парти организацийĕн членĕсемпе тата вырăнти халăхпа тĕл пулнă. Çавăн пекех вăл ятарлă сайт урлă та хăйĕнпе пĕр шухăшлисене пуçтарать. Хăйне хăй тăратнă Юрий Шакеев алă пуснисене пуçтарнисемпе пĕрлех хăй çинчен социаллă сетьсенче каласа кăтартать. Çавăн пекех кандидатсем вырăнти депутатсемпе иртекен тĕл пулусене те хутшăнаççĕ.
А.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *