Четверг, 25 апреля

Коронавирусран прививка тăваççĕ

Коронавирусран прививка тăваççĕ

Çĕнĕ коронавирус чирĕ çинчен пĕрремĕш хут илтнĕренпе çулталăк та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Килтен тухмасăр лармалли, çирĕп йĕркесене пăхăнмалли, обществăлла вырăна маскăсăр тухма юраманни, тĕрлĕ ĕçе онлайн мелпе тума хăнăхмалли пире чылай пăшăрхантарчĕ. Çын ырра та, усала та хăнăхать теççĕ. Эпир те пурнăçăн çĕнĕлĕхĕсене хăнăхрăмăр пулмалла. Апла пулин те, паянхи кун та коронавирусран сыхланасси çине алă сулмалла мар, профилактика йĕркисене çирĕп тытса пымалла.
Районта пурăнакансем профилактика мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе йĕркене пăсакансене явап тыттарас тĕллевпе районта кунсерен рейдсем иртеççĕ. Магазинсенче тата тĕрлĕ организаци-учрежденисенче йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ-и, обществăлла транспортпа усă куракансем сыхăлăх çинчен манмаççĕ-и — рейда тухакансем кашни пĕлтерĕшлĕ ыйту çине тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа та обществăлла вырăнсене тухнă чухне йĕркене пăсар мар, маскăсем тăхăнса чир ертесрен сыхланар, алăсене дезинфекцилемеллине те манар мар.
Республикăра, çавăн пекех районта та, коронавирус чирĕнчен прививка тăвас ĕçе пикеннĕ. Чи малтанах медицина ĕçченĕсене, учительсене тата социаллă ĕçченсене вакцинаци тума палăртнă. Малалла вара кашниех хăйĕн ирĕкĕпе прививка тутарма пултарать. Вакцинацие тухтăр патне кайса, 122 номерпе шăнкăравласа е патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма пулать.
Асра тытар, чир пĕр ерсен çăмăллăн е йывăррăн иртессине пĕлме çук. Çавăнпа та унран асăрханни вырăнлăрах пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *