Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Чăваш Енре 2021 çул — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Çакăн пек темăллă мероприятисем шайĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш «а» класĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç, «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» видеофильм пăхрĕç. Асăннă урокра вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă.
Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итлерĕç, видеофильма куç илми пăхрĕç. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç. Çак мероприяти вĕренекенсен чĕрисенче хĕрхенÿ туйăмĕ çуратрĕ. Çав вăхăтрах вĕсем тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланчĕç.
Урок вĕçленнĕ май ачасем Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура-шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн, Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.
И.АНИСИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *