Понедельник, 29 апреля

Йышпа ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Паянхи кун шкулти уроксенче вăйăпа эксперимент тунин элеменчĕсене пĕрлештерекен конструктор вăййин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Конструктор вăййи урлă ача тĕнчене тĕпчесе чухлама вĕренет.
Ачасене робототехникăпа кăсăклантарас тĕллевпе Асанкасси вăтам шкулĕнче çак çул-йĕрпе хушма занятисем йĕркелерĕмĕр. Унта «VEX IQ» конструкторпа усă куратпăр.
Занятисен тĕллевĕсем — вĕренекенсене ăсра сăнарлассипе пултарулăха аталантармалли йывăр задачăсене пурнăçлама, хăйсем шутласа хунă тăрăх конструкцилеме, çуртсен сăнарĕсене тишкерсе ассоциативлă çыхăнусем тума вĕрентесси. Конструкцилени ачасен куç çивĕчлĕхне, тĕс, калăпăш, виçе туйăмне тата шухăшлава аталантарать. Йышпа пурнăçламалли ĕçсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе канашласа тăрăшма, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытма, модельсем ăсталанă чухне вăхăтпа вăя тĕрĕс тата пĕлсе усă курма хăнăхаççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕрен конструкторсемпе модельсем туни тавралăхпа паллашма пулăшать.
Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: вĕренекенсем конструкторпа усă курса ĕçе хаклама, чăн конструкципе схемăна шайлаштарма вĕренеççĕ.
С.ЧАПРАСОВ,
физикăпа информатика вĕрентекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *