Вулавăшра

Вулавăшра

Çак кунсенче эпир шкул çулне çитмен ачасемпе ялти вулавăшра экскурсире пултăмăр. Надежда Козлова биб- лиотекарь ачасене пысăк сĕтел тавра вырнаçтарчĕ. Вулавăшра хăтлă, илемлĕ. Кунта хаçат-журналпа, кĕнекесемпе паллашма, компьютерпа усă курса интернетран кирлĕ информаци илме пулать. Пÿлĕмре кĕнекесене сентресем çине вырнаçтарнă.
Надежда Васильевна ачасене Ордем Гали çырнă «Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ» кĕнекине вуласа пачĕ. Ачасем ăна тăрăшсах итлерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Надежда Козлова вулавăшра чылай çул ĕçлет, унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк. Çынсемпе вăл яланах тарават та кăмăллă. «Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ, ăна юратăр», — терĕ вăл пирĕнпе сыв пуллашнă май. Вăхăт тупса вулавăша час-часах çÿреме сĕнчĕ.
С.ШАЛКАНОВА,
Асанкасси ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *