Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан пин-пин совет çынни ирсĕр тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Арçынсемпе тан хĕрарăмсем те фронта кайнă. Пирĕн районтан та çамрăк хĕрсене вăрçă хирне илсе кайнă. Вĕсенчен пĕри — М.И. Ширманова.
Мария Ивановна Ширманова 1921 çулта Крестниково ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта 7 класс вĕреннĕ вăл. 1943 çулхи августăн 29-мĕшĕнче ăна Чăваш АССРĕн Комсомольски район çар комиссариачĕ Хĕрлĕ çара чĕнсе илнĕ.
Мария Ивановна 19-мĕш уйрăм эксплуатаци чукун çул полкне лекнĕ. Çак полк фашистсем сирпĕтнĕ чукун çул тата автомобиль кĕперĕсене тÿрлетнĕ. Çавăн пекех вăл чукун çул кĕперĕсене хуралланă. Полк йышĕнче Мария Ивановна Польшăна, унтан Румынири Плоешти хули таран çитнĕ. Фашистла Германипе кĕрешсе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. 1945 çулхи августăн 6-мĕшĕнче СССР Министрсен Совечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ăна киле янă.
Тăван тăрăха таврăнсан М.И. Ширманова нумай çул «Пролетарий» колхозра вăй хунă, сысна, сурăх фермисен заведующийĕнче тăрăшнă. 2007 çулта вăл ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Пурăннă пулсан, кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче вăл 100 çул тултарнă пулĕччĕ.
А.ТУРХАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *