Общество

Фермӑра та хирте хастар ӗҫсемпе хитре

Фермӑра та хирте хастар ӗҫсемпе хитре

Ял ӗҫченӗн, фермӑра ӗҫлет-и вӑл е хирте тракторпа сухалать, хӗлӗн-ҫӑвӗн пӗр канӑҫ та ҫук. Кашни кун ӗҫе утмалла, канмалли кунсем те сахал. Вӗсен тӑрӑшуллӑ ӗҫне пула пирӗн округри ял хуҫалӑх отраслӗ, экономика аталанать. Ҫавӑнпа та хастар та пултаруллӑ ӗҫченсене пысӑк уявсенче чыслассине йӑлана кӗртнӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчи механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем хушшинче  ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ, малти вырӑнсене тухнисене палӑртнӑ. Механизаторсем хушшинче «Рассвет» ЯХПКри Сергей Пыркина, «Урожай» колхозри Владимир Мунтайкинпа Илья Аюкова, «Слава» кооперативри Николай Владимирова, «Комсомольские овощи» агрофирмӑри Искендер Насыбуллина, «Восток» ЯХПКри Леонид Зайцевпа Андрей Захарова, «Сюрбеево» ОООри Айр
Федераци Советӗнчи республика кунӗсем тухӑҫлӑ пулнӑ

Федераци Советӗнчи республика кунӗсем тухӑҫлӑ пулнӑ

Июнӗн 19—21-мӗшӗсенче Мускавра Раҫҫей Федераци Советӗнче Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Унта республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухса кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Чи малтанах пирӗн округа та  тӳрремӗнех пырса тивекен йышӑну пирки чарӑнса тӑрас килет. Федераци Советӗнче  республикӑри Патӑрьел, Шӑмӑршӑ  округӗсенчи тата Комсомольски округӗн кӑнтӑр пайӗнчи ялӗсене, пурӗ 90 яла,  шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе поселоксем хушшинчи сетьсем тӑвас ыйтӑва ырласа йышӑннӑ. Ҫакӑн пирки «Водоканал» АО директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикинчи Эксперт клубӗн членӗ Оксана Курышева акӑ мӗн пӗлтернӗ: «Раҫҫейре пурӑнакансен 10 проценчӗ пахалӑхлӑ шывпа туллин усӑ кураймасть. Ку проблема Чӑваш Еншӗн те ҫивӗч тӑрать. Ӑна татса парас тӗлӗшпе регионта  шыв системин 300 километр тӑршшӗ тӑсӑлакан магистральне тӑвас ӗҫсем пы
Пултаруллӑ ертӳҫӗ

Пултаруллӑ ертӳҫӗ

Ирина Алексеевна Кузьмина Йӑлмахва ялӗнче Зайцевсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ, Александра, ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Хӗрачана ашшӗн аппӑшӗ пӑхнӑ. Йӑлмахва шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Ирина Саратов хулинчи Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен 1984 ҫулта тӑван яла таврӑннӑ, шкула ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Ҫамрӑк специалиста историпе географи предмечӗсене вӗрентме шанса панӑ. Хӑй суйласа илнӗ профессире, кӑмӑллакан ӗҫре ҫеҫ этем чун канӑҫне тупать. Паллах, пур ӗҫе те юратса тумалла, ҫавӑн чухне кӑна ӑна ӑнтарса яма пулать. Ирина Алексеевна Кузьмина — ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри. Ҫитӗнекен ӑрӑва географипе истори предмечӗсемпе тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ парассишӗн тӑрӑшаканскере 2002 ҫулта шкул директорӗ пулма шаннӑ. Йывӑр лава туртма ертӳҫӗне сывлӑх та, чӑтӑмлӑх та, ҫирӗплӗх те
Хастар вӗрентекен

Хастар вӗрентекен

Алевтина мӗн пӗчӗкрен учитель пулма ӗмӗтленсе ӳснӗ. Ҫавӑнпа та шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пурнӑҫӑн хӑш сукмакне суйласа илесси уншӑн пӗртте йывӑр пулман. Малтан пике пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулма ӗмӗтленнӗ пулин те, кайран, хӑйне вӗрентнӗ учительсене тӗслӗхе хурса, вырӑс чӗлхипе литература факультетне ҫул тытнӑ. Институт пӗтерсе алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Алевтина Алексеевна ӗҫ вырӑнне пӗрре те улӑштармасӑр 37 ҫул Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ панӑ. Учитель ӗҫне ҫӑмӑл теме ҫук. Вӗрентекенӗн пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ялан ҫӗннине шырамалла, вӗренмелле, нумай вуламалла, ҫӗнӗ требованисене шута илсе вӗренӳ ӗҫне йӗркелесе пымалла. Алевтина Алексеевна ҫак йывӑр та пархатарлӑ ӗҫе юратса, яваплӑха туйса тивӗҫлӗ туса пынӑ. Ҫакна унӑн Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем, педагогӑн ӗҫне хакл
Республикӑра – пӗрремӗш

Республикӑра – пӗрремӗш

Машинӑпа сӗт сӑвакансен республикӑри конкурсӗ кӑҫал 40-мӗш хут иртрӗ. Красноармейски округӗнчи «Красное Сормово» ял хуҫалӑх кооперативӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Чӑваш Енри  чи пултаруллӑ доярсемпе дояркӑсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем сӗт сумалли машинӑна вӑхӑтпа сӳтсе пуҫтарас, ӗне сӑвас ӑсталӑх енӗпе тупӑшнӑ. Ӗнене суни ҫеҫ мар, ҫав процедурӑна тӗрӗс, гигиенӑн пӗтӗм йӗркисене пӑхӑнса пурнӑҫланине те жюри тимлӗ тӗрӗслесе тӑнӑ. Кӑҫалхи конкурса пирӗн округри «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗн ӗҫченӗ Петр Зверев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, 96,3 балл пуҫтарса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Унӑн республика чысне августӑн 16—19-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнче иртекен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивет. Унта та ӑна ӑнӑҫусем сунатпӑр. Сӑмах май каласан, Петр Васильевич пӗлтӗр техник-осеменат
 Чи лайӑх вӑрман инспекторне палӑртнӑ

 Чи лайӑх вӑрман инспекторне палӑртнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш Енре «Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Ҫак сумлӑ ятшӑн кӑҫал республикӑри мӗнпур лесничествӑран 11 ҫын тупӑшнӑ. Конкурс тӑватӑ тапхӑртан тӑнӑ. Инспекторсем вӑрман законодательствине епле пӗлнине тӗрӗсленӗ, касмалли йывӑҫсене мӗнле уйӑрнине тата санитари касӑвӗпе ӗҫленине пӑхнӑ, GPS-навигаторсемпе усӑ курса вӑрмана саккунсӑр каснӑ вырӑна тупса палӑртни ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни заданирех юриех йӑнӑшсем янӑ, вӗсене тимлӗ конкурсантсем кӑна асӑрхама пултарнӑ. Конкурсра Йӗпреҫ лесничествин инспекторӗ, Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакан Александр Кондратьев ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. «Ҫак тупӑшӑва хутшӑннипе эпӗ питӗ кӑмӑллӑ. Атте вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ май, эпир, ачисем, пӗчӗкренех вӑрманта ӳснӗ тесен те йӑнӑш мар, ҫав асамлӑ тӗнчен
Пӗвене юшкӑнран тасатрӑмӑр

Пӗвене юшкӑнран тасатрӑмӑр

Тукай ялӗнчи сӗт-ҫу ферми ҫывӑхӗнчи пӗве унчченхи ҫулсенче тарӑн та таса пулнӑ. Унта аслисем те, ача-пӑча та шыва кӗнӗ, хур-кӑвакал чӑмса савӑннӑ, ӗнесем шыв ӗҫме аннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна ҫурхи шыв татса кайнӑ, тӗпӗ юшкӑнланнӑ, шыв ҫулӗсем типсе ларма пуҫланӑ. Ял-йыш ыйтнипе Тукай территори уйрӑмӗ ҫак пӗвене тепӗр хут ҫӗнӗ пурнӑҫ пама йышӑнчӗ. Паллах, кирек мӗнле ӗҫе те укҫа-тенкӗсӗр пуҫӑнаймӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен конкурсне хутшӑнма шут тытрӑмӑр. ,ҫе пурнӑҫлама кирлӗ суммӑн 60 процентне патшалӑх уйӑрчӗ, 40 процентне ял халӑхӗ пуҫтарчӗ. Пӗве чавма ял ҫыннисем 161 пин тенкӗ пухрӗҫ. Ырӑ пуҫарӑва хутшӑнса пирӗн ялта ҫуралса ӳснӗ меценат, Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Шурбин (75 пин тенкӗ), Сергей Никитинпа (50 пин тенкӗ) Николай Соловье

Ҫӗршыва сыхлама ӑсатрӗҫ

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи — чи хисеплӗ те сӑваплӑ тивӗҫ. ,лӗкренпех ӗнтӗ ҫемьере ывӑл ача ҫуралсассӑн, ӑна салтака юрӑхлӑ пултӑр тесе пилленӗ ваттисем. Ҫар пурнӑҫӗ кирек кама та ҫын тӑвать, каччӑсем йӑрӑсланса, кӗлеткепе тӗрекленсе, вӑй-халпа ҫирӗпленсе, кӑмӑл-туйӑмпа хӑюлланса таврӑнаҫҫӗ. Службӑна кайма шанчӑклисене тата сывлӑх енчен ҫирӗп ҫамрӑксене суйласа илеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче пулма тӳр килнишӗн хӑпартланмалла. Унта пулни тавра курӑма ӳстерет, тӳсӗмлӗхе туптама, дисциплинӑна пӑхӑнса кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлама, хастар пулма вӗрентет. Июнӗн 17-мӗшӗнче ҫурхи призывпа Тури Тимӗрчкасси ялӗнче пурӑнакан Александр Тимофеевӑн салтак тумӗ тӑхӑнма вӑхӑт ҫитрӗ.  Саша ялти шкулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пӗлӳ илнӗ. Мӗн ачаранах спорта
Ыр ҫын каять – ят юлать

Ыр ҫын каять – ят юлать

Пурнӑҫ ҫулӗ этеме таҫта та илсе ҫитерет. Акӑ, Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Порфирьевич Порфирьев та хамӑр республикӑри темиҫе районта ӗҫлемелле пуласса шутламан та пуль. Ӑна Куславкка, Элӗк, Етӗрне, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел прокуратурисенче следовательте, прокурорта, прокурор ҫумӗнче вӑй хума тӳр килнӗ. Пирӗн тӑрӑхшӑн та ют ҫын мар вӑл. 1969 ҫулта Комсомольски район прокуратурин следователӗнче ӗҫлеме пикеннӗ, чылай преступление тӗпчесе уҫса панӑ. Хӑйӗн ӗҫне юратса пурнӑҫланӑ, ӑна пӗтӗм вӑйне, вӑхӑтне панӑ, ҫавна кура кӑтартӑвӗсем те аван пулнӑ. Район прокуратуринче 13 ҫул тӑрӑшсан райсовет ӗҫтӑвкомӗн ял хуҫалӑх управленийӗн аслӑ юрист-консультне ӗҫлеме куҫнӑ, 1986—1988 ҫулсенче Комсомольскинчи РАПОра юрист-ревизорта вӑй хунӑ. Унпа пӗрле ҫав вӑхӑтра ӗҫленӗ Илдус Минн
Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн уй-хирте машина-трактор сасси пӗр вӑхӑт лӑпланнӑ пек пулнӑччӗ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулмалӑх ӳссе ҫитӗннӗ хыҫҫӑн хирсем каллех техника шавӗпе тулчӗҫ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем сенаж хураҫҫӗ, утӑ хатӗрлеҫҫӗ. Июнӗн 15-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1127 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ҫак ӗҫе пур хуҫалӑх та тенӗ пекех тытӑннӑ. Хальлӗхе 1469 тонна сенаж хывнӑ. Ку енӗпе «Рассвет» ЯХПК аван ӗҫленине палӑртмалла. «Родина» ОООра 200 тонна сенажа пленкӑпа чӗркесе хатӗрленӗ. Округри предприятисем пурӗ 432 тонна утӑ янтӑланӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлесси вӑй илсех пырать. Минзаит Зайнуллин, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.